Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Киле таврăнсан, вăл вăрлăх тата çăнăх миххисене пурте кĕртсе лартрĕ. Унтан лашине хăвăрт тăварчĕ те шухăша кайрĕ: «Малалла мĕн тăвас-ха? Лаша выçă-и, тен, мĕн çитерес?» Камран та пулин утă илме тивет. Вăл лашине пăтратни туса çитерес ячĕпех ыраш çăнăхĕ сутăн илсе килнĕ вĕт.
Анук утă шырама тухса чупрĕ. Нумаях та çӳремерĕ, пĕрисенчен лав утă илсе турттарса килчĕ те çенĕк умне купаласа хучĕ. Анчах утта ним витмесĕр кам вырттарать? Çумăр çусан пĕтĕмпех çĕртме пултарĕ. Юрать-ха, пĕлтĕр касса турттарнă йăмрапа хăвасем пур. Платниксене çеç тара тытмалла. Вĕсем часах карта-хура тата вите те туса парĕç. Тĕрĕсех, хуняшшĕне кĕтсе илсен аванрахчĕ те... Вăл тахçан таврăнĕ. Атăл урлă пĕр куна кайсан, çичĕ кунлăх çăкăр илмелле тесе ахальтен каламан ваттисем. Анук урăх ним шухăшласа тăмасăрах платниксем шыраса тупрĕ, вĕсемпе вите, сурăх карти тата пĕчĕк аслăк тума калаçса татăлчĕ. Киле таврăнса аш яшки пĕçерсе хатĕрлесен, ачине Макçăм патĕнчен кайса илчĕ те çитерсе çывăрттарчĕ. Хăй квас хурса лартсан тин выртрĕ. Анчах нумайччен çывăрса каяймарĕ. Микула çухалнăран вара унăн чĕри пуçламăш хут савăнăçлăн тапрĕ. Чунтан юратакан мăшăрĕ чĕрĕ те сывă, хулара ĕçлет, тата ун патне укçа ярса панă. Энĕшкасси çыннисем кун чухлĕ укçана тĕлĕкре те курман. Ан тив, ун çинчен халлĕхе уççăн калама юрамасть, тата упăшкине тӳре-шарасем шыраççĕ пултăр. Ырă кăмăллă вырăс çыннисем хур кӳме памĕç.
Анук çĕр хута лашине темиçе те тухса пăхрĕ. Лешĕ урапа çумĕнче утă çисе тăни ăна ирĕксĕрех йăлăмра чухне хуняшшĕн лашине вăрăсем илсе кайнине аса илтерсе чунне хускатрĕ.
XI
Тепĕр ирхине Анук ыйхăран вăранса чӳрече витĕр кун çути кĕнине астусан хăраса ӳкрĕ: «Тур çырлахтăр, ку таранччен мĕнле çывăрнă эпĕ? Пĕтĕм ялйыш ура çинче пулĕ, эпĕ вара ним туйми çывăратăп... Атипе упăшка килте пулсан мĕн калĕччĕç-ши?» Анук çывăракан ывăлне чуп-туса хăварчĕ те тула чупса тухрĕ. Кунта ăна лаша янравлăн кĕçейсе кĕтсĕ илчĕ. Ан тив, вăл çынсенчен кăштăх çыварса юлнă пултăр. Уншăн пурнăçра ним те улшăнман. Вăл паян та ĕнерхи пекех телейлĕ те савăклă. Анук лаши пăтне пырса çамкинчен ачашларĕ:
— Уй, савăнăçăм... Сан ĕçес килет пулмалла. Тата кăштах тӳс-ха, халь кайса шăварăп! — Анук, чĕлпĕре урапа çумĕнчен салтса, лашине çавăртрĕ.
Анчах Анук, çывăрса юлнă пек сунса, ахалех пăшăрханнă. Уй-хир ĕçне çыхăнман вăхăтра хресченсем кирек хăçан та вăрахрах çывăраççĕ. Паян та çавах, ял хушши тин çеç-ха чĕрĕле пуçланă. Яланхи пекех, каç курăк çиме хуса янă ĕнесем таврăннă та хапха умĕнче мĕкрешсе тăраççĕ. Ют çын кил хушшинче çĕр каçнă путексене халь кăларса янă та, вĕсем çинçе сассипе урама янратаççĕ. Çăл патне васкакан хĕрарăмсен пушă витрисем чăнкăртатни илтĕнет.
Анук лашине чĕлпĕр вĕççĕн çавăтса, пуçне мăнаçланарах каçăртса утать. Вăл хуйхă-суйхă пусарнипе тӳсеймесĕр ытла та нумай пуçне усса çӳренĕ-çке.
Анук лаша сутăн илнĕ тенĕ çĕнĕ хыпар Энĕшкасси çыннисен пуçĕ çине аслати пек персе анчĕ. Ĕнтĕ Анука курайманнисем мар, ăна ырă сунакансем те, вăл Миххапа явăçнă тенине ĕненсе, ун хутне кĕми пулчĕç. Тата Анука укçа Михха паман, вăл ыйткаласа çӳрекене çаратнă теме хăтланакансем те тупăнчĕç, анчах ку халапсем витĕмлех пулмарĕç. Ыйткаласа çӳрекенĕн ун чухлĕ укçа ăçтан пулма пултартăр? Акă вара çăл патĕнче сăмаха çаптарса тăракан хĕрарăмсем Анука курсанах темрен хăранăн хăвăрт саланчĕç.
Анук çеç, ял хушшинче çӳрекен усал халапсем çинчен нимĕн те илтмен-пĕлменскер, хĕрарăмсем мĕншĕн васкаса саланнине тавçăраймарĕ. Вĕсем хирĕç саламламанни кăштах тĕлĕнтерчĕ те.
Лашине шăварса таврăннă чухне вăл тем пулсан та суха патне паянах тухма шут тытрĕ. «Ан тив, халь никам та тухман, эпĕ пуринчен маларах тухатăп пултăр. Ман ати килĕнче яланах çавнашкал: пур ĕçе те ыттисенчен малтан тытăнса, маларах вĕçлес йăла. Атипе упăшка пулсан, вĕсем те суха патне паянах тухĕччĕç. Эпĕ хамăр кил йăлине çеç тăвăп». Анук, лашине сĕлĕ парса хăварса, Макçăмсем патне тухса утрĕ.
Макçăмпа Верук та паçăрах вăранса пуçтарăннă. Анук вĕсене евĕклĕн саламларĕ те:
— Кум, сухапуçне юсарăн-и? — тесе ыйртĕ.
— Ĕлкĕреймĕрĕм çав... Уншăнах ан пăшăрхан, кума. Суха патне паян-ыранах тӳхмаççĕ-ха.
— Ыттисем хăçан тухасса пĕлместĕп те, кум, эпе паянах тухма шут тытнăччĕ.
— Паянах? Ма çав тери ир?..
Анук хуняшшĕ килĕнчи йăлана тытма шутлани çинчен каласшăн пулмарĕ.
— Çĕн лаша сухара мĕнле пынине тĕпчесе пăхасшăнччĕ. Ху суха патне паянах тухас мар тесен, хатĕррине парса яр. Ку хушăра киввине те юсама ĕлкĕрĕн.
— Кăмăл тусан илсе кай, — хаваспах килĕшрĕ Макçăм. Анук уя тухса кайиччен çăкăр çăрчĕ. Ывăлне вăратса çитерчĕ те Макçăмсем патне кайса леçрĕ. Таврăнсан, лашине сухапуç кӳлсе тухса кайрĕ. Ватă йăмраран иртсенех кӳршĕ хĕрарăмĕ тулли витресемпе килни Анукăн кăмăлне татах çĕклерĕ. Нимĕн те иккĕленмелли çук, ку тулли витресем тырă акас ĕçе ăнăçлă ирттерессе, тухăçлă тырпул пуласса пĕлтереççĕ. Анук хăйне хирĕç тĕл пулакан Энĕшкасси çыннисене аял пуç тайса саламларĕ. Çынсем хăй çине йĕрĕнсе пăхнине çеç асăрхаймарĕ.
XII
Анук уялла тухса кайнă вăхăтра Лукарье патне Мавра хашкаса çитрĕ.
Упăшки Анукпа явăçнине ĕненнипе кĕвĕçсе çĕр каçнă хыççăн Лукарье Маврана хĕрелсе кайнă куçĕсемпех кĕтсе илчĕ. Хăй ытла та салхуллине пытармасăр ыйтрĕ:
— Ну, урамра мĕн сас-хура пур?
— Халех, кин... Вĕçех каласа парăп.., Сывлăш çавăрса яма çеç вăхăт пар.
— Лар, тархасшăн.., Анчах ытлашши ан кĕттер... Эпĕ ахаль те йăлтах тарăхса çитрĕм...
— Пĕлетĕп, кин... питĕ аван пĕлетĕп... Ĕнер çеç-ха сан çине тинкеререх пăхрăм та, хамăн та чикен чиксе кайрĕ. Сан чухлĕ чипер хĕрарăма упăшку пĕтĕм ял умĕнче намăса кĕртрĕ-çке. Çитменнине, кампала çыхланнă-ха вăл? Сан çӳç пĕрчине тăман чыссăрпа! Çавăнпа эпĕ сана пулăшма тăрăшса пăхрăм та...
— Вара?
— Ĕç тухрĕ курăнать.
— Чăнах-и?
— Чăнах пулмасăр... Эпĕ Анука укçа Михха паман, вăл ыйткаласа çӳрекене çаратса пуйрĕ тесе шантартăм.
— Ыйткаласа çӳрекене?
— Ийя, ун патĕнче ыйткаласа çӳрекен хĕрарăм çĕр каçнине каласа панăччĕ вĕт сана, Ана Анук хăй патне тулли хутаçпа илсе кĕнине, тепĕр ирхине вăл ун патĕнчен пушă хутаçпа тухнине такам та курнă. Хĕрарăмĕн укçа та нумай пулнă теççĕ.
— Çапла-ши вара, Мавра аппа?
— Çакăнтах çĕр çăттăр мана, кин... Эпĕ хăçан улталанă сана?..
— Çук, çук, Мавра аппа. Эсĕ мана улталаса курман. Анук ыйткаласа çӳрекене çаратнă-ха эппин?.. Вăл вăрă иккен?..
— Çавнашкал курăнать, кин.
— Анук вăрă... — тепĕр хут мăкăртатрĕ Лукарье. Тăшмана тавăрма кунтан лайăх сăлтав тупаймăн. Вăрра ĕмĕрлĕхе амантса хăварма е вĕлерме те пулать. Никам та ун хутне кĕрес çук. Унран пĕтĕм ялйыш писĕ. Микула чĕрĕ пулсан, вăл та ăна пăрахĕ. Лукарьен куçĕсем чĕрĕлчĕç.
— Тавтапуç, Мавра аппа...
— Мана тав тума кирлĕ мар, кин. Эпĕ саншăн вута та, шыва та сикме хатĕр. Халь староста патне чуп-ха. Кунта килтĕр!..
Лукарье хăй патне пыма чĕннине илтсен, Платтун пуçран çапнă пек тĕлĕнчĕ. Ан тив, Лукарьене упăшкипе танах хисеплет вăл, пурпĕр хăй патне чĕннине курманччĕ. «Халь мĕн тума кирлĕ пултăм-ши?»
Лукарье Платуна евĕклĕн кĕтсе илчĕ.
— Килех, Платун пичче. Тĕпелех иртсе лар!
— Тĕпеле иртесси-мĕнĕ... Эсĕ хушнине итлеме килтĕм, — пĕр сăмахранах хăй парăннине систерчĕ Платун.
Лукарье те мĕн ĕçпе чĕнтернине тӳртен калама шут тытрĕ.
— Пурте пĕлеççĕ, Платун пичче, Энĕшкасси ялĕнчи лару-тăрусем лăпкă пуласси санран нумай килет...
Платун Лукарье çине тĕпчевлĕн те сисчĕвленсе пăхрĕ.
— Энĕшкассинчи лару-тăру лайăхах мар-и-мĕн?
— Култаратăн, Платун пичче! Ял хушшинчи лару-тăрусене санран лайăхрах кам пĕлмелле? Эсĕ тата манран ыйтса тăратăн!
— Ку тĕрĕсех те, кин... Çапах та чухлаймарăм-ха?
— Чухлаймарăн иккен? Анук ыйткаласа çӳрекене çаратнине те илтмен пулĕ?
— Анук ыйткаласа çӳрекене çаратнă терĕн?
— Ийя. Ун çинчен ялĕпе калаçаççĕ. Вăл ыйткаласа çӳрекене çаратнă укçапа лаша тата вăрлăх туяннă. Эсĕ, староста, çавна та пĕлместĕн?
Çтаппан кил хушшинче каллех лаша пуррине Платун çавăн чухнех илтсе канăçне çухатрĕ. Микула таçти шăтăка кĕрсе çухалнă хыççăн ăна çĕр общинин уполномоченнăйне суйларĕç. Вăл ялта пĕччен пуçпулса тăчĕ. Анчах та Çтаппан Ĕнел çĕр общини пухăвĕнче намăса кĕртнине ниепле те манаймарĕ. Халь вăл чунран курайман çемье каллех ура çине тăма пуçларĕ.
— Тунмастăп, кин, — хăйне айăпа хурса пăшăрханнăн каларĕ Платун, — ыйткаласа çурекене çаратнине, чăн та, илтмен. Урăххине илтнĕччĕ.
— Урăххи мĕн вăл? — хăвăрттăн ыйтрĕ Лукарье.
— Ун çинчен калама та аван мар, кин...
— Мĕншĕн?
— Сана кӳрентересрен хăратăп.
Сăмах ман пирки пырать пулсан, пушшех каласа пама хушатăп.
— Тĕрĕссипе, кин, эпĕ мар, çынсем калаçаççĕ... Анука укçа Михаил Петрович панă, теççĕ.
— Эсĕ ку элеке ĕнентĕн-и?
— Ĕненсех мар та... Халăх çăварне хуплама çук...
— Халăх эсĕ мар, Платун пичче. Вăл урăх шут, — сассине хăпартрĕ Лукарье, — халăх хушшинче пире курайманнисем сахал мар.
— Ку тĕрĕсех, кин... Вĕсенчен пĕри Çтаппан.
— Çавăн йышши этемсем ман упăшкам ятне çĕртесшĕн элек сарнă. Чăннипе Анук ыйткаласа çӳрекене çаратнă.
— Ав, мĕнле хĕрарăм иккен Анук тени? Ахальтен мар вăл вăрă-хурахсен килне юрăхлă пулнă.
— Ытла тĕлĕнмелле, Платун пичче, — вĕчĕрхенсе каларĕ юлашкинчен Лукарье, — пирĕн ялта та Пакăш ращи патĕнчи пекех çаратма тытăнчĕç. Мĕнле тусмелле куна! Эсĕ хăвна ху староста вырăнне шутласан, кунашкал киревсĕр ĕçсене тĕпрен пĕтермелле!
— Ан пăшăрхан, кин, пурте эсĕ хушнă пек пулĕ. Вăрă-хурахсене хамăр ялтах ĕрчеме ирĕк памăп!
Лукарье васкавлăн чăлана кĕрсе тухрĕ те Платуна пĕр тенкĕ тыттарчĕ.
— Хăюллăрах пулма десятскисене ĕçтер.
Урама тухсан Платун укçана шаларах чикрĕ. «Аллăма лекнĕ мула çынна пама ухмах мар-ха. Ĕçес тесен, кунашкал ĕçре укçа тупма май пулĕ», — шухăшласа илчĕ вăл. Çула май пĕр десятски патне кĕрсе тухрĕ, ана ыттисене те чĕнсе хăй патне пуçтарăнма хушса хăварчĕ.
XIII
Кăнтăрла çитесси инçе-ха, Анук пуçланă анине сухаласа та пĕтерчĕ. Ялти ытти лашасемпе ку анана кăнтăрла çитмесĕр те сухаласа пĕтерес çукчĕ. Тата лаши йăран тытаканскер. Тилхепе кирлĕ те мар. Анук, çав тери хĕпĕртенипе, суха тăвас ĕçе хăнăхман пирки асапланарах пулин те, ним ывăннине туймарĕ. Лашине тăварса кӳлчĕ те киле кайма тухрĕ. Хĕвел те, симĕс тумпа витĕне пуçланă вăрман та, ем-ешĕл кавир пек сарăлса выртакан ыраш пусси те — пурте ун телейĕшĕн савăнаççĕ пек туйăнать. Тӳ-пери тăрисем илемлĕ юрă шăратаççĕ.
Анук пус хапхинчен кĕчĕ. Уйкас урамĕ урлă каçса аслă тăкăрлăка пăрăнсан, «паян суха патне текех каймастăп, вут хутса çăкăр пĕçеретĕп» тесе ĕмĕтленсе пычĕ. Çак вăхăтра вăл кăшт йӳçĕрех те пылак çăкăр çăварĕнче пур пекех туйрĕ. Тăкăрлăк тăваткалне çитсен, ун умне Кĕтерук чупса тухрĕ.
— Кума, кума! Ан кай-ха! — кăшкăрчĕ вăл.
Кĕтерук васкаса чупнине курсан тата унăн саси урăхла илтĕннине сиссен, «куна каллех упăшки тиврĕ пулĕ-çке» тесе шухăшларĕ Анук. Юлашки вăхăтсенче Кĕтерука упăшки çапкаланине лайăх пĕлет вăл.
— Мĕн пулчĕ, кума?
— Киле ан кай, тархасшăн! Унта сана старостăпа десятскисем кĕтсе тăраççĕ! — пӳлĕннĕ сывлăшне çавăрса хуравларĕ Кĕтерук.
— Ним те ăнланаймастăп. Мĕн тума кирлĕ эпĕ вĕсене? — тĕлĕнчĕ Анук.
— Сана ыйткаласа çӳрекене çаратнă тесе айăплаççĕ. Ун укçипе лаша илнĕ теççĕ.
— Ку элек, кума!
Кĕтерук ял тăрăх çӳрекен наркăмăшлă халапсене ытлашшиех ĕненмерĕ пулин те, унтан вара унăн чĕри каснă пек ыратать.
— Элекне кама каласа ĕнентерĕн халь? Унта сан вăрлăхна сутнă укçапа эрех илсе ĕçрĕç. Вĕсем ӳсĕр. Тем тума та пултарĕç!
— Турă çырлахтăр!
— Атя пирĕн пата, кума, е аçусем патне. Киле кайма юрамасть!
Анук хăйне хăрушлăх тивессе ĕненмерĕ. Килте тем ăнланса илейменни сиксе тухнă пек, çав япала хăй пырсан веçех сирĕлсе каяс пек туйăнчĕ ăна.
— Кума, ырă сунса систернĕшĕн чунтан тав тăватăп.
Анчах халăхрай пытанма нимле усал еç те туман эпĕ. Ха-мăн мула салатма памастăп! — терĕ те утса кайрĕ.
— Кума, кума! Чунтан тархаслатăп, итле мана, киле ан кай! — йăлăнчĕ Кĕтерук.
Анук пасартан илсе килнĕ мулне торги туса сутаççĕ. Эрех сĕрĕмĕ тивнĕ этемсене ирсĕр ĕç туни аса та пырса кĕмест. Вĕсем староста каласа панипех çырлахнă. Акă икĕ десятски çăнăх миххине йăтса тухса алкум вĕçне лартрĕç. Платун миххе салтса çăнăх ывăçласа илчĕ те ывăç тупанĕ çинче сăтăркаласа, шăршласа пăхрĕ.
— Халăх, ыраш çăнăхĕ сутатпăр! — кăшкăрса пĕлтерчĕ. Ман шутпа, кунта икĕ пăтран мала мар! — Вăл ытти михсен йыврăшне те çакнашкал чакарнă. Куна пурте курса тăчĕç. Торгине тума укçа çуккипе шарламарĕç. Платун, кăштах кĕтсе тăнă хыççăн, халăх хăйпе килĕшнĕ пек шутласа: — Ну, калăр! Кам мĕн чухлĕ парас тет?! Кунта утмăл пус парас текен пур! Тата кам ӳстересшĕн?!
— Утмăл пĕр пус! —такам сасă пачĕ.
— Утмăл пĕр пус параççĕ! Тата кам хушать?! — Каллех ыйтрĕ Платун, шутлама тытăнчĕ: — Пĕрре... Иккĕ...— Никам та сăмах чĕнменнине кура: — Эпĕ утмăл икĕ пус паратăп! Тата кам хушать?! — терĕ.
Анук картиш алăкĕ патне çитрĕ. Платун тата ытти хресченсем, торгипе аппаланса тăнипе, ăна асăрхаймарĕç. Анук, чăн та мулне çаратнине курсан, вĕриленсе кайрĕ. Сыхланма кирлине те манса, лашине картиш алăкĕ умне тăратса хăварчĕ те, чĕпписене хӳтĕлекен ăмăрткайăк пек, алкум вĕçне чупса хăпарчĕ.
— Çын пурлăхне çаратма мĕнле хăятăр эсир?! Анук кĕтмен çĕртен килсе тухни халăха самантлăха çухалтарса ячĕ.
Пурте шăпланчĕç. Хăшпĕрисем кайма хатĕрленчĕç.
Анчах Платун пĕтĕм ĕç путланса ларма пултарас хăрушăлха сирме васкарĕ.
— Ха, кунта ним айăпсăр хĕрарăм килсе тухрĕ апла? Пире вăрă-хурах шутне хурать? Эпир кунта çаратма килнĕ тет? Апла каласа памăн-и: кам мулне çарататпăр эпир?
— Ман мула! — хаяррăн тавăрчĕ Анук.
— Сан мула-и? Ав мĕнле пуян хĕрарăм иккен эсĕ? Çакна та каласа памăн-и: кун чухлĕ мула ăçтан тупрăн?
— Эпĕ ăçтан мул тупнипе сан мĕн ĕç? Халех тухса кайăр кил хушшинчен!
— Çу-ук... Эпир ниçта та каймастпăр! — йăхăлтатса кулчĕ Платун. — Эсĕ пире укçа ăçтан тупнине те каласа парăн-ха!
Халăх хушшинче Платун хутне кĕрсе кăшкăрнă сасăсем илтĕнчĕç:
— Кала! Укçа ăçтан тупрăн?
Анук чĕри кăртах сикрĕ. Ку халăх ырă кăмăлпа пухăнманнине туйса, чĕлхине çыртрĕ. Мĕн хуравлама пултартăр-ха вăл? Укçана упăшки парса янă тес-и е вырăс хĕрарăмĕ çинчен каласа парас? Çук, кун çинчен вăл вилме тивсен те сасă кăлармĕ. Анук пуçламăш хут Дуся сыхлăхлă пулма хушса хăварнине аса илчĕ те хăйне хăй чунтан тарăхрĕ.
— Ха, шарламастăн-и, вăрă!— кăшкăрчĕ Платун. Ку сăмахсем Анука çĕçĕле тăрăнтарнăнах туйăнчĕç.
— Эпĕ вăрă мар/ — Анчах сасси паçăрхи пекех хăюллăн тухмарĕ, шыва пута пуçланă çын пулăшу ыйтнă пек илтĕнчĕ.
— Эсĕ вăрă мар-и? Апла укçа ăçтан тупнине хам каласа парăп! Эсĕ, тăлавар пит, ыйткаласа çӳрекене çаратса, Энĕшкасси ялне намăса кĕртрĕн. Ĕнтĕ пирĕн ял çинчен Пакăш ращи пекех усал чап сарăлĕ!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...