Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Асаплантарса тĕпчемелле ăна!
— Вара хăех каласа парĕ! — шавларĕç хăшпĕрисем. Старостăн кашни сăмахĕ, халăх хушшинчен тухакан кашни юнавлă сасă Анук чĕрине сăнă пек пыра-пыра ыраттарчĕç. Акă ăна хурал пӳрчĕ патне илсе пырĕç те çурса-таткаласа пĕтерĕç. Ытармалла мар паха çутçанталăк уншăн ĕмĕрлĕхе çухалĕ... Хуняшшĕ, тен, упăшки те таврăннă çĕре вăл пулмĕ... Вĕлермесен те ырă пуçпах хăвармĕç. «Пуриншĕн те хам айăплă... Ырă кăмăллă вырăс хĕрарăмĕ асăрхаттарнине мантăм, хам сăмах çине тăмарăм. Халь чавса çывăх та...»
Анук хăй мăйĕнчен кам питлĕх çакса янине те, аллине кам патак тыттарнине те асăрхаса юлаймарĕ. Кун хыççăн ăна тĕке-тĕке урама кăларчĕç.
— Питлĕхе патакпа шакка! Эпĕ вăрă тесе кăшăкăр! — хаяррăн хушрĕ Платун.
— Питлĕхе шакка!
— Эпĕ вăрă тесе кăшкăр! — кĕрлерĕç Платун майлисем.
Анук шарламарĕ. Аллинчен патак тухса ӳкнине те сисмерĕ. Çĕре, çутта, халăх ушкăнне курмасăр утрĕ. Кăкăрĕ йăр юхса аннине туйсан, самантлăха тăна кĕчĕ. Ачине иртен ĕмĕртменнипе ун кăкăрĕ карăнса çитнĕ пулас... «Турă çырлахтăр, ачана урăх çитерсе курайăп-ши?» Çав вăхăтра ăна тахăшĕ тĕксе йăвантарса ячĕ.
XIV
Кĕтерук кумăшне ӳкĕте кĕртеймерĕ пулин те, ăна пулăшас шухăшне пăрахмарĕ. Ӳсĕр çынсем тем тума та пултарасса пĕлет вăл. Анчах мĕнле çăлас? Вара Кĕтерук Анук килне тустарнă çĕрте Сантăрпа Макçăм çуккине аса илчĕ те, вĕсене чĕнсе тухма шут тытса, Сантăрсем патне хашкаса çитрĕ.
— Ах, Сантăр пичче! Наçтик аппа! Анук кумана ыйткалакана çаратнă тесе асаплантарса тĕпчесшĕн. Эсир ним пулман-илтмен пек килте ларатăр. Пырăр-ха, тархасшăн. Хăвăрăн хĕрӳ хутне кĕрĕр!
Сантăр Кĕтерук каламасăр та унта мĕн пулнине лайăх пĕлет. Анчах Анук хутне кĕме каяс вырăнне вăл хăйне те айăпласран хăраса ларать. Хĕрĕпе пĕрле пасара кайманшăн хăйне хăй тав тăвать.
Наçтик яланхи пекех хĕрĕн хутне кĕчĕ. Анукăн укçа пурри тата вăл укçана ăçтан тупнине каласа паманни ырă енне маррине пĕлсен те, хĕрĕ вăрă тенине ĕненмерĕ. Кăмăлĕ çине тем пысăкăш йывăрлăх тиенсен те, укçана Михха панă тенине ĕненме хатĕрех. Нуша çынна таçта та илсе çитерĕ.
Сантăрĕ вара хĕрĕ ыйткаласа çӳрекене çаратнă тенине ĕненесшĕн пулчĕ. Çакăн пирки вĕсен арăмĕпе иккĕшĕ хушшинче, Кĕтерук килсе кĕрес умĕн çеç-ха, харкашу пулса иртрĕ. Сантăр Наçтике çапкаласа та илчĕ.
Мĕнпур ырă кăмăлĕпе кумăшне çăласшăн çунакан Кĕтерук ку килте мĕн пулса иртнине чухлаймасăр хăй шухăшне çине тăрсах каларĕ:
— Ах, Сантăр пичче! Мĕншĕн вăхăта уссăр ирттеретĕн? Ма кумана пулăшма васкамастăн?
Сантăр ним шарламасăр йывăррăн сывласа илчĕ. Наçтик юлашкинчен тӳсеймерĕ:
— Вăл хăй хĕрĕн хутне кĕрет-и вара? Вăл ашшĕ мар вĕт...
— Хупла çăварна! — пукан çинчен сиксе тăчĕ Сантăр. — Эсĕ... эсĕ çакнашкал ăс парса ӳстернĕ хĕрна! Эсĕ ăна путсĕр каччăпа туслаштарса ун пуçне çирĕн! Халь ĕнтĕ кай та çăл!
Кĕтерук чĕри çурăлас пек ыратса кайрĕ. Тăван ашшĕ хĕрĕ хутне кĕресшĕн мар.
— Ах, Сантăр пичче... Эпĕ сана çын тесе шутласа килтĕм. Эсĕ тискер кайăкран та хăрушăрах-мĕн. Тискер кайăксем те хăйсен çурисене юратса хута кĕреççĕ! — чĕрипе кӳренсе каларĕ Кĕтерук.
Вăл Макçăма килĕнче тĕл пулчĕ. Чупса пӳлĕннĕ сывлăшне çавăрма ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрменех йăлăна пуçларĕ.
— Макçăм пичче... Анук кумана ыйткаласа çӳрекене çаратнă тесе айăплаççĕ. Ку туршăн та тĕрĕс мар! Ку элеке пĕтĕмпех староста шутласа кăларнă. Макçăм пичче, атя-ха, тархасшăн, кума хутне кĕр!
Анук укçа тупни Макăçма та тĕлĕнтерчĕ. Апла пулин те, старостăпа десятскисем Анука вăрă тенине ниепле те килĕшмерĕ. Çавăнпа старостăсем Анука тапăнни хытах тарăхтарчĕ. Ун хутне кĕме тухасчĕ, хăйне çак ĕçе хутшăнтарасран шикленчĕ. Иккĕшĕ пĕрле пасара кайса лаша илсе килнине ялĕпех пĕлеççĕ вĕт. Урса кайнă ӳсĕрсене тапратса парасси çеç. Вĕсем ниме те пăхса тăмĕç. Çапса ӳкерĕç. Халь кĕтмен çĕртен Кĕтерук кумăшне пулăшма чĕнни Макçăм чĕрине тиврĕ. Ялти чи çывăх тус-йышĕсене ырă сунманнине çынсем умĕнче тăрă шыв çине кăларнăн туйăнчĕ ăна.
— Вăт йĕксĕк пуçĕсем, мĕнле хăйрĕç вĕсем?! — тесе ячĕ вăл.
— Макçăм, пыр, хута кĕр... — сĕнчĕ ăна арăмĕ, Верук.
Ӳсĕр ушкăн, курма тухнă хĕрарăмсем, ача-пăча та пур. Анука хурал пӳрчĕ еннелле уттараççĕ. Унăн пит-куçĕ тумлам юн юлман пек шурса кайнă. Çавăтма пăрахсанах ӳксе вилессĕн туйăнать. Ушкăн хушшинчен çав-çавах юнаса кăшкăрнă сасăсем илтĕнеççĕ:
— Эпĕ ыйткаласа çӳрекене çаратрăм тесе кăшкăр!
— Питлĕхе шакка!
Çавăнпа пĕрлех ăна хăшĕ аякĕнчен, хăшĕ çурăмĕнчен пыра-пыра чышаççĕ, Анук, чунĕ тухнă çын пекех, пĕр сасă кăлармасăр малалла утать.
Сасартăк Макçăм халăха пӳлсе кăшкăрнă сасă янăраса кайрĕ:
— Тăна кĕрĕр! Анук кума пек таса чунлă хĕрарăма асаплантарма намăс мар-и сире!
Хута кĕнĕ сасса илтсен, Анук чĕри çемçелчĕ. Вăл темĕн каласшăнччĕ, кăшкăрасшăнччĕ, сассине куççулĕ пӳлсе лартрĕ.
Ку пулăшу десятскисемпе ытти арçынсем урă чухне пулнă пулсан, тен, Макçăм кумăшне çăлăччĕ те. Халь ӳсĕрскерсем, юн шăршине сиснĕ тискер кайăксем пек, Макçăм сăмахне хăлхана та чикмерĕç.
Платун ахăрса кулса ячĕ:
— Куртăр-и, тепĕр паттăрĕ тупăнчĕ! Эпир ăна пĕчченех çаратнă пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен. Шайкки те тупăнчĕ.
— Эсĕ ху йĕксĕк пуçĕ! — хаяррăн тавăрчĕ Макçăм. Анука ушкăн кăшăлĕнчен кăларас тесе, аллине ун еннелле тăсрĕ.
Платун Макçăмпа Анук хушшине тăма ĕлкĕрчĕ.
— Ав мĕнле, пĕрле çаратнă тусна çăлма килтĕн иккен? Кала-ха, çаратнă укçаран ху валли мĕн чухлĕ илтĕн?!
— Кашнинех ху пек вăрă тесе ан шутла! Эсĕ пур çĕрте те халăх мулне çарататăн!
— Эсĕ мана, старостăна, пĕтĕм ял шанакан çынна хур кӳме хăятăн-и? — кăшкăрса пăрахрĕ те Платун Макçăма чышса ячĕ.
Макçăм та парăмра юлмарĕ, шухăшласа-туса тăмасăр хирĕç патлаттарчĕ. Платун айккине сирпĕнсе кайрĕ. Анчах ураран ӳкмерĕ.
— Десятскисем! Ăçта эсир? Мĕн пăхса тăратăр? Çыхса пăрахăр ăна! Иккĕшне юнашар вырттарса тĕпчес!
Десятскисем çав самантрах Макçăма ярса тытрĕç. Кам чăмăрпа, кам тапкăпа ислетме тытăнчĕç.
Кĕтерук кумăшне çăлма мар, Макçăма чĕнсе тухса ахалех патак çитернине ăнланчĕ. Пурпĕрех кумăшне пĕтерме парас килмерĕ ун. Вăл кӳршĕ кил хушшине чупса кĕчĕ. Вут каски çумĕнче выртакан пуртта илсе тухрĕ.
Çак хушăра халăх икĕ пая уйрăлма ĕлкĕрчĕ. Пĕрисем Анука малалла уттарса кайрĕç, теприсем Макçăма хĕнесе юлчĕç.
Кĕтерук, кирек кам пуçне те касма хатĕр пек, пурттине çĕклесе Макçăма хĕнекен ушкăн çинелле вирхĕнчĕ. Анчах унта çитме ĕлкĕриччен курма тухнă хĕрарăмсем çуйхашрĕç:
— Эй, астăвăр! Астăвăр!
— Касать!
Хĕрарăмсен сассине пуринчен малтан Платун илтсе тӳрленсе тăчĕ. Ун хыççăн ыттисем те Макçăма хĕнеме пăрахрĕç. Хăйсем патнелле Кĕтерук хаяррăн кăшкăра-кăшкăра çывхарнине курчĕç.
— Касатăп! Пурĕпĕр касатăп!
Платун сехри хăпрĕ. Асран кайнă хĕрарăм аллинчи пуртă уншăн эсрел çавинчен те хăрушăрах курăнса кайрĕ. Вăл тарма тытăнчĕ. Ана курмалăхне ыттисем те чупрĕç. Кĕтерук Макçăм тĕлне çитсе:
— Макçăм пичче, тар хăвăртрах! — кăшкăрса хăварчĕ те Платуна хăваласа кайрĕ.
Курса тăракансем пушшех вăйлă шавлама тапратрĕç. Платун çурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Малалла чупма сывлăшĕ питĕрĕнсе çитрĕ. Çав вăхăтра ун хыçĕнчех: «Пурĕпĕр касатăп, сехмет!» — тенĕ хăрушă сасă янăраса кайрĕ.
Платун çĕре персе анчĕ. Ку ун пурнăçне çăлса хăварчĕ. Кĕтерук сулса янă пуртă ун пуçĕ урлă шăхăрса каçрĕ. Кĕтерук кумăшне çăлма васканипе Платтуна тивмесĕрех хăварчĕ. Анука илсе пыракансен çулне пӳлчĕ:
— Тискер кайăксем, ярăр ăна! Е пурсăра та купăста пуçĕ пек тураса тăкăп! — хаяррăн кăшкăрса, пурттипе сула-сула, Анука тытса пыракансем çине ыткăнчĕ. Лешсем хăраса каялла сирĕлчĕç.
— Кума, кума! Хăвăртрах килелле вĕçтер!
Анук умĕнче çул уçăлчĕ. Ана алăран тытакан та çук. Анчах ку телей ытла та кĕтмен çĕртен сиксе тухнипе тата ытла та вăйран сулăннипе вăл ним тума пĕлмесĕр тăчĕ. Ку ирĕксĕрех Кĕтерукăн тем туса пăрахас шутлă вăй-халне аркатрĕ.
— Кума, кума! Мĕн пăхса тăратăн, чуп хăвăртрах! — тарăхса кăшкăрчĕ вăл.
Тăшмансем Анук çухалса кайнипе тата Кĕтерук чарăнса тăнипе усă курма васкарĕç. Пĕр десятский хыçалтан чупса пычĕ те Кĕтерука тĕксе ячĕ. Лешĕ малалла сирпĕнчĕ, пуртти аллинчен тухса ӳкрĕ.
Анук тăна кĕчĕ. Кĕтерука халь ярса тытма пултарасса курса кăшкăрса ячĕ:
— Кума, кума! Тар хăвăртрах! — Хăй те мĕнпур вăйне пухса айккинелле ыткăнчĕ. Анчах инçе каяймарĕ. Ана каллех ярса тытрĕç.
XV
Лукарье патне Мавра хашкаса кĕчĕ те урамри ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Лукарьен кĕвĕçӳпе асапланакан чĕри аранах савăнаçлăн тапма тытăнчĕ. Вăл пĕрре персе икĕ кайăка ӳкерчĕ-çке: хăй пуçĕ çинчи намăса сирсе пăрахрĕ, çавăнпа пĕрлех Анука тавăрчĕ. Лукарьен Анук асапланнине курса савăнас килчĕ.
— Мавра аппа, атя, кайса курар, — терĕ те вĕсем васкавлăн тухса кайрĕç.
Анука тĕпчеме илсе каякан ушкăна Лукарье хурал пӳрчĕ çывăхĕнче тĕл пулчĕ. Ăна курсан, ӳсĕр ушкăн чарăнчĕ. Платун Лукарьене çĕлĕкне хывса пуç тайрĕ. Аллипе Анук еннелле сĕлтрĕ.
— Çынна çаратма вĕренетĕн-и, йытă ами! — шăл витĕр эхлетрĕ те Лукарье Анук пичĕ çине лачлаттарса сурчĕ.
Анук ку таранччен хăйне хăй хăрушă тĕлĕкри пекех туйса пычĕ, таврари çынсем тамăкран тухса килнĕ усалсем пек курăнчĕç. Макçăмпа Кĕтерук килсе кайни те пĕлĕт çинчен çăлтăр ӳкни пек çеç курăнса юлчĕ. Анчах вăл, çакнашкал ăсран кайса пычĕ пулсан та, хăй айăплине ниепле те манаймарĕ. «Турă умĕнче çылăха кĕтĕм».
Лукарьен сурчăкĕ Анука тăна кĕртрĕ. Вăл малалла тинкерсе пăхрĕ те хурал пӳрчĕ инçе маррине курчĕ. Кунта ăна тĕпчеме тытăнĕç. Унăн çанçурăмĕ сивĕ тытнă чухнехи пек çӳçенсе илчĕ. Шухăшĕпе вăл мĕнле асаплантарасса курма хăтланчĕ. Акă ăна хурал пӳрчĕ патне илсе çитерчĕç. Пĕтĕм халăх умĕнче кĕпине çĕклерĕç те çара ӳтрен çапма тытăнчĕç. Кун хыççăн чĕрĕ юличчен вилни аванрах. Çапах та Анукăн вилес килмест. «Пурнăçра телей килсе тухнă чухне вилсе выртас-и-ха?» Çук, çук... Тем пулсан та вилес марччĕ... Анчах мĕнле хăтăлас? Вăл тăрук амăшĕ каланине аса илчĕ: «Эсĕ укçа ăçтан тупнине пирĕн пĕлмеллех... Çынсем калаçаççĕ...» Анук самантлăха шухăша кайрĕ: «Çынсем мĕн калаçаççĕ? Ыйткаласа çӳрекене çаратнине тесен, анне тӳрех пĕлтерĕччĕ. Пĕлтермерĕ пулсан, темĕн урăххи çинчен сăмах хускатасшăн пулмарĕ-и? Турă çырлахтăр, «урăххи», Михха мар-и? Çавă. Укçана Михха парса хăварнă тесе шутлать вăл. Намăс харамĕнчен çеç уççăн каламарĕ. Ан тив, вилсе выртиччен ман пуç çине тата хăрушăрах хур персе антăр. Микула таврăнсан каласа парăп та, ăнланса каçарĕ. Урăхла çăлăнма çук...»
Çав вăхăтра Лукарье Анук патне сиксе пычĕ.
— Акă сана, вăрăна! — тесе питĕнчен çупса ячĕ. Анук нервисем кĕсле хĕлĕхĕ тек туртăннипе ыратнине те туймарĕ. Хăй умĕнче пĕр Лукарье пуррине çеç курчĕ. Пĕтĕм инкек-синкек вĕсем пурринчен çеç килнĕ пек ăнланса илчĕ. Вĕсем çук пулсан, Микула килтен каймĕччĕ. Хуняшшĕ те пăрахса хăвармĕччĕ. Вĕсене ку та сахал пулчĕ. Тата Анукран мăшкăлласа кулма шутларĕç. Михха киле пырса кĕчĕ. Лукарье питрен сурчĕ. Çупса ячĕ. Ан тив, кайран хуть те вĕлерччĕр, халь Лукарьене тăвармасăр хăварас мар. Анук десятскисен аллинчен вĕçерĕнчĕ те Лукарьене çӳçĕнчен ярса тытса çĕре пĕтĕрсе ӳкерчĕ.
— Çук, эпĕ вăрă мар! Сан упăшку мана лаша илсе пачĕ. Тата ылтăнлама сăмах пачĕ. Унăн мĕнпур пуянлăхĕ ман алăра пулать. Эсĕ, ие çăпати, ăçтиçук хĕрӳпе хутаç çакса тухса кайăн!
Лукарье вĕçерĕнме хăтланчĕ — вĕçерĕнеймерĕ. Анук унран вăйлăрах пулчĕ, çав-çавах унăн çӳçне çăлчĕ.
— Эсир, вăрă-хурахсем!.. Пуринчен ытла эсĕ, староста, мана асаплантарнăшăн ĕмĕр асăнмалăх инкек курăн-ха! Акă, Михха килтĕр-ха, эпĕ мĕнле вăррине кăтартĕ вăл сире!
Анук самахĕ çынсен сехрисене хăпартрĕ. Михха ун патне кĕнине кам пĕлмест. Пуринчен ытла Платун хăраса ӳкрĕ. «Мĕн çăва çыхлантарчĕ мана ку ĕçе!» Вăл айккинелле сурчĕ те васкавлăн пăрахса кайрĕ. Ун хыçĕнчен ыттисем те саланчĕç.
XVI
Çтаппан крючникре ĕçлеме пуçлани эрне çитрĕ ĕнтĕ. Халиччен кунашкал ĕçе хăнăхман пирки малтанхи кунсенче ытла та йывăр пулчĕ ăна. Ыттисенчен юлас мар тесе, тара ӳкиччен чупма тиврĕ. Ĕç хыççăн çанçурăмĕ çăпан пек сурчĕ. Юлашки кунсенче çеç хăнăха пуçларĕ, ыттисенчен питех юлми пулчĕ.
Çак хушăра вăл крючниксен пурнăçĕнчи йăласене сăнама ĕлкĕрчĕ. Вĕсен хушшинчи туслăх, мĕн пуррине çурмаран тума хатĕрри Çтаппана килĕшрĕ. Апат çинипе хваттершĕн тытса юлнине шутламасăр крючниксем кунне пĕрер тенкĕрен кая ĕçлесе тупмаççĕ. Урăх çĕрте кунашкал хака ниçта та илеймĕн. Микуласене баржа çинче уйăхне вунвиçĕ тенкĕ çеç тӳленĕ. Вĕсем ку укçаранах апатне те çинĕ. Михха хăйĕн тарçисене кунне вунă-хĕрĕх пусран мала нихçан та тӳлемен. Крючниксем çиекен апат-çимĕçĕ те аптрамалла мар. Çтаппан кунти пек апата ытлăн-çитлĕн пурăннă вăхăтра та çисе курман. Çтаппан пуçне каллех ырă шухăшсем таврăнчĕç. Çу каçиччен кунта ĕçлесе тупнă укçапа арканнă хуçалăха ура çине тăратма та пулĕ.
Çтаппан асĕнче халь крючниксемпе паллашнă каç тĕлĕкри пек çеç юлчĕ. Вăл çухалнă укçашăн тек хуйхăрма пăрахрĕ. Анчах намăс çуртĕнче пулнăшăн хăйне хăй ниепле те каçармарĕ. Кунпала вăл вилнĕ арăмĕн ятне хур кӳнĕ пек шутларĕ. Тепĕр чухне çӳçĕпе сухалне çухатнăшăн чĕри кичемленчĕ те, пурăна киле куна та хăнăхрĕ.
Анук пасартан лаша илсе килнĕ каçах вăл Богданов патне пычĕ.
— Илюш, ыран эпĕ киле кайма шутлатăп.
— Ĕçлесе йăлăхрăн-им? — кăмăлсăрланчĕ Богданов.
— Йăлăхса мар, — ăнлантарма васкарĕ Çтаппан, — ялта паян-ыран суха патне тухĕç. Ман унта пĕр пĕрчĕ вăр-лăх çук. Кинпе мăнука татăк çăкăрсăр хăварнăччĕ. Мĕн чул та пулин укçа кайса парасчĕ...
— Ку урăх шут, — чĕрĕленчĕ Богданов.
— Пĕр эрне ĕç укçи малаллишĕн памăн-ши? Ан хăра, улталамăп. — Вунпилĕк тенкĕпе вăрлăх, кирлĕ таран çăкăр илме пуласса тахçанах шутласа хунă Çтаппан.
— Шанатăп, Степа. Эсĕ улталас çук. Çавăнпа пĕр эрне ĕçлессишĕн малтанах тӳлеме пултаратăп.
— Тавтапуç, Илюш... Эсĕ ырă тунине ĕмĕр манмăп.
— Степа, сан алла телей кĕнĕччĕ, упрама пĕлмерĕн. Ку сăмахсене шеллесе каларĕ тесе ан шухăшла. Эсĕ пĕчĕк ача мар, хăвна хăв чухламалла пулнă. Çапах та эсĕ çухатнă укçан пĕр пайне эпĕ хам çине илесшĕн. Эсĕ чыслă ĕçлесе манран алла тенкĕ илнĕччĕ. Çав укçана тепĕр хут тулетĕп. Акă ме, кунта утмăл пилĕк тенкĕ!
Çтаппан ытла та тĕлĕннипе пĕр сăмах чĕнеймерĕ.
— Мĕн пăхса тăратăн? Ма тытмастăн? Эпĕ хăвăн укçуна тавăрса партăп вĕт. Тыт, тыт!
Çтаппан юлашкинчен укçана илчĕ те пуç тайрĕ:
— Тавтапуç, Илюш... Пӳлĕхçĕ сана сывлăх та телей патăр!
— Ку укçашăн мана тав тума кирлĕ мар, Степа, — кулкаласа каларĕ Богданов, — Матрена Игнатьевнăна тав ту. Çав ман кăмăла çавăрчĕ. Хам пулсан нихçан та тавçăрас-сăм çукчĕ. — Сывпуллашса ал пачĕ. —Кинӳпе мăнукна салам кала!
Çапла ĕнтĕ Анук шăп суха патне кайнă ир Çтаппан киле çул тытрĕ. Çийĕнче унăн кăвак тĕслĕ пасар пирĕнчен кăкăр тĕлне пĕрмелетсе çĕлетнĕ шалпар вăрăм кĕпĕ. Çав пиртенех çĕлетнĕ шалпар кĕске йĕм. Пуçĕнче карттус. Уринче çăмран йăваласа тунă калуш. Аллисенче вĕрçĕнĕ алсатуль, Тин çеç тапса тухнă мăйăхĕпе сухалĕ ăна хăй çулĕнчен самаях çамрăк сăн кĕртет. Кăмăлĕ савăк. Утмăл пилĕк тенкĕпе лашапа вăрлăх та илме пулать. Анчах çакă кăштах пăшăрхантарать ăна: кинĕ хăй тĕллĕн хуçалăха тыткалайĕ-ши? Лашапа ĕçлейĕ-ши? Ан тив, вăл ĕçчен те маттур хĕрарăм пултăр. Пурĕпĕр ку тарана çитсе хуçалăха тыт-калама тивмен ăна. Лашапа та вăл ашшĕ кăтартса пынипе çеç ĕçленĕ. Халь пур ĕçе те хăй тĕллĕн тума тивнĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...