Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Юрĕ! — килĕшрĕ Лукарье. Малти пурте кĕрсе аллă пус укçа илсе тухрĕ те Анук еннелле тăсрĕ.
Лукарье ку укçана çăнăх вырăнне парасшăн пек ăнланнипе Анук пăшăрханса ӳкрĕ. Пасара çитмесĕр укçапа нимĕн те тăвас çук. Çăнăх ăна халех кирлĕ.
— Эпĕ çăнăхăн илесшĕнччĕ, — астутарчĕ вăл.
— Пĕлетĕп! — сиввĕн каласа хучĕ Лукарье. — Эпĕ ку укçана Ванюк валли паратăп. Сĕт илсе çитер.
Анук кăмăлĕ каллех çĕкленчĕ. Лукарье аван мар хĕрарăм тесе шухăшланăшăн хăйне хăй ӳпкелерĕ. Ашĕнче ăна пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕ. Анчах уççăн калама ĕлкĕриччен Лукарье каллех сиввĕн чĕнсе пӳлчĕ ăна:
— Атя амбара! Унта çăнăх виçсе паратăп!
VII
Михха, яланхи пекех эрех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ хыççăн, урхамахĕ çине утланса, урам тăрăх çавраçил пек вĕçтерсе çӳрет. Кăмăлĕ савăк, хавас. Кăçал вăл Элнет юханшыв тăрăх пиншер тăваткал чалăш йывăç антарчĕ. Кĕçех Атăл шывĕ чакĕ те, вăл йывăççисене маткă, челенасем çине тиеттерме тытăнĕ. Икĕ общинăн пысăк утравĕ те ун аллине куçнă. Ан тив, килĕшменнисем хирĕç тăма хăтланчĕç пултăр. Пур-пĕрех вĕсем тăвас тенĕ пек пулмарĕ. Юлашки пухура уретникпа пуп та хутшăннипе утрава ăна вуникĕ çула тара пачĕç. Атăл чаксан, ку утрав çине çĕршер çынна, кирлĕ пулсан, икĕ общинăри мĕнпур халăха хăваласа анĕ те, çурхи шыв юхтарса кайма ĕлкĕреймен патак-шатаксене, йăмра-хăва тункатисене тасаттарĕ. Вара утравра кăçалах лайăх утă ӳсĕ. «Пĕр пус тăкак тумасăр çулталăка вунтăватă е вунултă пин тенкĕ тупăш!» — Микула шутласа кăтартнине аса илчĕ Михха. Шутласа кăларайми выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕ те тупăша тата темиçе хут ӳстерĕ. Выльăх-чĕрлĕхне ăçтан туянмаллине те пĕлет вăл. Кун пирки тус-йышĕпе- - барон управляющийĕ Юхинпа — тахçанах калаçса татăлнă.
Михха тата баронăн улăхне, вăрманне, çĕрне çурчĕ-йĕрĕмĕнĕпе хăй аллине çавăрса илес ĕмĕт-шухăшпа пурăнать. Вара вăл вырăсла хапхи çине: «Суту-илӳ тăвакан Янашов Михаил Петрович кил-çурчĕ» тесе ылтăн шывĕпе çырса çапĕ. Ун чапĕ Хусан кĕпĕрни таврашĕнче çеç мар, тен, пĕтĕм Раççее те сарăлĕ.
Микулана тавăрайманнине, вăл таçта кайса çухалнине аса илсен çеç Михха кăмăлĕ пăсăлма хăтланчĕ, анчах ку та вăраха пымарĕ. Микула тахçанах килсĕр йытă пек вилсе выртнă пулĕ тесе шутларĕ. Ахальтен-и уретниксем ăна туп-ма мар, ун йĕрĕ çине те ӳкеймеççĕ. Уншăнах кăмăла пăсма кирлĕ мар. Мĕнех вăл тепĕр тесен? Ун урхамахĕн ури айĕнче Микула çеç мар, пĕтĕм Энĕшкасси ялĕ. Çук, Энĕшкасси çеç мар, таврари пĕтĕм ялсем!
Усĕр Михха, урхамахĕ çине утланса, ял тăрăх çавраçил пек вĕçтерсе çӳрет. Таптама яланхи пекех пĕр чĕрчун та тĕл пулаймасть. Ним тума аптранипе Михха кăпăка ӳкнĕ урхамахне тăп чарса тăратрĕ. Пăтранчăк куçĕсемпе таврана пăхса çаврăнчĕ, инçех те мар ватă йăмра сарăлса ларнине курчĕ, «Кам килĕ умĕнчеччĕ-ха ку? — тавçăрма хăтланса шухăшларĕ вăл. — Сăрнайсен килĕ умĕнчеччĕ пулас... Унта ман тăшмансем пурăнаççĕ... Çук, капла мар-ха... Унта эпĕ çапса салатнă тăшмансем пурăнатчĕç тесен тĕрĕсрех. Тăхта, каç, Атăл çинчен таврăнсан, мĕн курнăччĕ-ха?.. Çапла пулас... Сак çинче капăр утиялпа çивиттисем выртатчĕç. Вĕсене Анук заклада хурса хăварчĕ терĕ мар-и?.. Çавă... Апла пулсан вăл выçă, киле те пĕчченех тăрса юлнă...»
«Анук... Анук...» — сывлăшне çавăрса пăшăлтатрĕ Михха. Куçĕ умне каччă чух кашни улахрах тĕл пулнă, сăн курăнмалла чакăр куçлă, ылтăн çивĕтлĕ хĕр тухса тăчĕ. Ку хĕр Михха чĕрине ун чухнех питĕ илĕртетчĕ. Авланнă хыççăн та, час-часах ăна аса илсе, унпала туслашайманшăн хăйĕнчен хăй тĕлĕнетчĕ. Миххаран кулнă пекех, ку хĕр Микулана лекрĕ. Михха чĕрине вĕчĕрхеттерекен шухăшсене сирме васкарĕ: «Эпĕ ăна качча илес тенĕ пулсан, Микула уя çывăхне те пыраймастчĕ. Хĕрĕ лайăх тесе, кĕлмĕçпе хурăнташланма май çук. Тĕнчере лайăх хĕр нумай. Эпе пĕрре кăна. Пур лайăх хĕре те качча илеймĕн. Кăмăл пулсан, вĕсене кирек хăçан та савма юрать. Ан тив, кайран пĕтĕм ял култăр вĕсенчен. Ку Микулашăн та вилĕмле тавăру пултăр...»
Михха, çилçунат урхамахĕ çине утланса, ял тăрăх вĕçтерсе çӳренине Анук та пĕлет. Анчах ку ним чухлĕ те тĕлĕнтермерĕ ăна. Миххан киревсĕр йăли пурне те паллă. Урамра тĕл пулсан çеç хăрушă вăл. Анукăн пӳртрен тухма сăлтавĕ те çук. Çавăнпа вăл ним шиксĕр ларать, ывăлĕ хăй ăсса яшка çиме хăтланнине курса савăнать.
Сасартăках пӳрт умĕнчен урхамах тăпăртаттарса иртрĕ. Анук чӳречерен пăхма та ĕлкĕреймерĕ—урхамах картиш алăкĕ урлă сиксе каçрĕ. Анук шартах сикрĕ, алăка уçса çенĕке тухнăччĕ кăна, Михха кĕнине курса, алăка каялла шалтлаттарса хупрĕ, хăраса ӳкрĕ: «Мĕн шырама килет вăл кунта?»
Михха, пĕç таран сăран аттипе йывăррăн пусса, пӳрте кĕчĕ. Çил вĕçтерсе муталанă çӳçĕсем йĕркесĕр сапаланнă. Ахаль чухне те хĕсĕк куçĕсем халь шыçмакланнипе йăлтах çыпçăнса ларнăн курăнаççĕ. Хулăн тути юри çакса янă аш татăкĕ пек усăннă. Йывăррăн сывланипе сăмса шăтăкĕсем пӳлĕннĕ лашанни пек чарăлса кайнă. Михха, ытларах ĕçсен, ялан çакнашкал, хăрушă чĕрчун пек курăнать.
Михха каччă чухне те Анук кашни тĕл пулмассеренех унран йĕрĕнсе пăрăннă. Юратакан упăшкинчен уйрăлнăранпа вăл ăна чун-чĕререн курайми пулчĕ. Михха урамра е урăх çĕрте тĕл пулсан, вăл ун çинелле çаврăнса пăхмасăр иртсе каятчĕ. Халь Михха пӳрте кĕчĕ. Чăвашсен вашаватлă йăлипе, пӳрте кĕнĕ çынна, вăл кирек кам пулсан та, пĕр сăмахранах хирĕçлесе калани аван мар.
Михха тĕпелелле ик-виçĕ утăм турĕ, урине сарса тармакланса тăчĕ. Евĕклĕн те хаваслăн курăнма тăрăшса, анчах ӳсĕррипе чĕлхи çыхланнăран сăмахĕсене тăсса:
— Аван-и, Анук?.. — терĕ.
— Аван... — ирĕксĕртен, мĕн çамрăкран хăнăхса ӳснĕ йăлине пăхăнса саламларĕ Анук.
Михха, ӳсĕр пулсан та, Анук сиввĕн йышăннине сисрĕ.
Анчах хăйне алла илчĕ.
— Пĕлетĕп... Эсĕ мана çилленетĕн... Эпĕ ăна-кăна сĕтĕрекен этем мар. Тата эсĕ шухăшланă пек сăрнай та мар... Ман кăмăл аслă та пиллĕ... Эпĕ хама хисеплекене яланах пулăшу пама хатĕр. Эпĕ хуçа... Эпĕ сăрнайсене çеç килĕштерместĕп. Сăрнайсене çеç тӳсме пултараймастăп...
Михха иккĕллĕ ăнланмалла калаçни Анука пушшех сисчĕвлентерчĕ.
Ванюк та, амăшĕн шухăшне ăнланнăн, ют çын çине пăхрĕ. Юлашкинчен Анук Миххана хăвăртрах кăларса ярас килнипе сиввĕн чĕнчĕ:
— Мĕн кирлĕ сана?
— Мана мĕн кирлĕ-и? — малтанхи пек евĕклĕн курăнма тăрăшрĕ Михха. — Çавна калама кĕтĕм те ĕнтĕ... Сан пурнăçра пысăк нуша килсе тухнă... Уншăн кам айăплă-ха? Микула айăплă... Эпĕ ырă сунмарăм-и ăна? Эпĕ пулăшма тăрăшмарăм-и? Хăвах аса ил: çĕре кам каялла тавăрса пачĕ ăна? Эпĕ! Кам ăна чи лайăх ĕç тупса пачĕ, пуринчен хаклă тӳлерĕ? Эпĕ! Вăл манпа алла-аллăн пынă пулсан, халь ялĕпех чаплă бурлак пулатчĕ... Эсĕ те ним хуйхă-суйхăсăр пурăнаттăн. Вăл пур, тав тăвас вырăнне мана тапăнчĕ.
Анук ăшĕнче ку сăмахсемпе килĕшрĕ. Пĕччен чух, хуйхă-суйхă куççульне пăчăртаса кăларнă самантсенче, кун çинчен тем чул та шухăшланă вăл. «Чăнах, Микула мĕн тесе çав сехметпе çыхланчĕ-ши! Мĕн тесе тапăнчĕ-ши ăна? Прихутри пур чаплă çын та ăна юраса, парăнса пурăнма тăрăшать. Микула вара ăна хирĕç кайма шут тытрĕ». Халь çаксене пурне те тепĕр хут аса илнĕ хыççăн Анук чĕри çемĕçнĕ пек пулчĕ. Анчах Миххан малаллахи сăмахĕсем тăна кĕртрĕç. Вăл хăйне хăй алла илме ĕлкĕрчĕ.
— ...Ман мунчана вут тивертрĕ... Анук тӳсеймерĕ. Хыттăн каласа хучĕ:
— Тĕрĕс мар ку!
Михха Анук çине чăр! пăхрĕ.
— Терес мар?..
— Ийя! —терĕ Анук, хăй мĕн каласса та чухлаймасăр. — Эсĕ... мунчуна хăвах вут тивертнĕ.
Михха хăранипе мар, кĕтмен сăмах илтнипе шартах сикрĕ: «Ман йăрăса ăçтан пĕлме пултарнă вăл? Мунчана вут тивертни çинчен уретникпе стражник тата хăшпĕр çывăх çынсем çеç пĕлетчĕç-çке? Хăшĕ чĕлхине çыртмарĕ-ши? Тен, ку хĕрарăм ун çинчен те пĕлет? Тен, каласа та парĕ? Вара... сыхлан, сутăнчăк!»
— Çилленме çеç пултарать ку тесе шутланăччĕ эпĕ. Йăнăшрăм иккен... Эсĕ çилленме çеç мар, шӳтлеме те хастар.— Михха кулса ячĕ.— Анчах çакна пĕлесчĕ ман: ку суя халапа кам шутласа кăларнă-ши?
Михха ятлаçса кайса хур кӳме тытăннă пулсан, Анук ним шухăшласа тăмасăрах Лукарье ятне асăнĕччĕ. Михха çав-çавах кăмăлне улăштарманни тăна кĕме пулăшрĕ ăна.
Лукарье пырса систернине каласа парсан, унăн пурнăçĕ йывăрланасса ăнланса илчĕ. Кирек мĕн пулсан та, Лукарье ун чухне Микулана ырă сунса систернĕ. Ĕнер ывăлĕ валли аллă пус укçа парса ячĕ. Ирĕксĕр хускалнă сăмаха пĕтерес шутпа:
— Ун çинчен пĕтĕм ял калаçать! — терĕ Анук.
«Ку мĕн, манпала вылясшăн-и е мана çилленнипе хăй мĕн каласса чухлаймасăр персе ячĕ-и?» —Анук хуравланипе çырлахасшăн пулмарĕ Михха. Ял хушшинче кунашкал сăмах çӳресен, вăл ăна тахçанах илтĕччĕ. Малалла тĕпчеме шут тытса, Михха ăшшăн курăнма тăрăшрĕ:
— Сан пата ялĕпех килсе каласа пачĕç-и? Çук, Анук, кунашкал пулма пултараймасть. Ял çине йăвантарса ман куçа сĕрме ан хăтлан. Малтан сана кам та пулин пĕччен çын каласа панă... Вара теприсем... Çапла мар-и?
Анук, ытла хумханнипе калас мар сăмахне персе янăскер, ним хуравлама аптранипе чĕнмесĕр ларчĕ.
— Ма шарламастăн? Çук, эсĕ шӳтлеме юратакан хĕрарăм çеç мар, суеçĕ те иккен... — Михха каллех кулчĕ. Анук çав-çавах чĕнмерĕ. — Ялти сăрнайсем мĕн сӳпĕлтетнине пĕлместĕп... Уретник пуçĕпех урăхла калать. Сан Микулана тахçанах тытнă. Вăл ман мунчана вут тивертни çинчен хăй те тунман.
— Тĕрĕс мар ку!..—илтĕнчĕ Анукăн чĕтрекен сасси.
— Çук, тĕрĕс! Микулана тытнă çеç мар, тахçанах Çĕпĕре ăсатнă!
Анук куçĕсем хуралса килчĕç. Вăл, вилес умĕн юлашки сывлăшне çăтнă пек, темĕн каласшăнччĕ, кăшкăрасшăнччĕ, пĕтĕм сасăпа макăрса ярасшăнччĕ, сасси те, куç-çулĕ те тухмарĕ. Михха Анук вăйсăрланнине сисрĕ, пĕр вăхăт чĕнмесĕр тăчĕ, вара юриех ассăн сывласа илем пекки турĕ.
— Ельпох калатăп: эпĕ сана пĕрре те кӳрентересшĕн марччĕ. Ху айăплă... Мана усал çын тесе шутлатăн. Эпĕ сăрнайсемшĕн çеç усал. Хама хисеплекеншĕн турă пекех ырă кăмăллă. Манăн та чĕре пур... Акă, таса иккунсем умĕнче ним пытармасăр калатăп: иксĕмĕр улахсенче тĕл пулнă вăхăтра та эсĕ яланах ман чĕререччĕ. Эпĕ, Янаш ачи Михха пулмасан, чи малтанах сан пата хăтана пыраттăм. Эсĕ нихçан та Микула мăшкăлĕ пулас çукчĕ... Авланнă хыççăн та ман чĕререн тухмарăн... Халĕ сана пулăшма тесе килтĕм... Эпĕ хуçа... Ман тем тума та вăй çителĕклĕ... Патша майрилле пурăнăн... Ху çеç сăрнай ан пул... — Михха йывăррăн пусса малалла утăмларĕ.
Ванюк, ку ют çын ырă шухăшлă маррине туйса, кашăкĕпе сĕтеле çатлаттарма тытăнчĕ, макăра пуçларĕ.
Ача сасси Анука тăна кĕртрĕ. Вăл Кĕтерук каласа панисене аса илчĕ те, ку сехмет мĕншĕн кĕнине тавçăрса, унтан хӳтĕленесшĕн ывăлне алла тытрĕ.
Михха сӳпĕлтете-сӳпĕлтете малалла утăмларĕ:
— Эпĕ пурне те тума пултаратăп... Эпĕ хуçа... Эпĕ сана ылтăнлăп...
— Кӳр, сан ылтăну çине сурам! — юлашкинчен сасă пачĕ Анук. — Сан пуяну хăвшăн! Эпир хамăр чухăнлăх-па та телейлĕ.
— Анук, ухмаха персе ан лар... Выçлăх — çуллă пăтă çини мар...
— Тухса кай, тухса кай!
— Çук, эпĕ каймастăп... Эпĕ сана пулăшу памасăр тухса кайма килмен. Ху çеç сăрнай ан пул. Тăнлă-пуçлă пул... Вара санран пуянни никам та...
— Кăшкăратăп!
— Кăшкăратăн-и? — ахăрса кулчĕ Михха. — Кăмăлу пулсан яра пар! Мана мĕн? Курăпăр, кам килсе мана чăрматарма хăйĕ?
Ку этем ьтррăн тухса каяс çука Анук аван ăнланчĕ. Хăранипе курайманлăх ун хăюлăхне чарусăр çĕклерĕç. Вăл ывăлне сак çине лартрĕ те сĕтел çинче выртакан çĕççине ярса тытрĕ:
— Пуçу сывă пек чухне тухса кай! Каймасан халь тем туса пăрахăп!
Анук шăртланни Миххашăн айванла курăнчĕ:
— Ав мĕнле чалак хĕрарăм иккен эсĕ... Алла çĕçĕ тытма та хăятăн... Çакна çеç ăнланмастăн пулмалла: çĕçĕ тыткаласси хĕрарăм ĕçĕ мар...
— Камăн ĕçне кайран курăн. Эсĕ ман пата ку выçă лараканскере мăшкăллама нимех те мар тесе кĕтĕн пулĕ. Çут тĕнчере мĕн пуррине пурне те сутăн илеймĕн! Эсĕ мана чăн та ылтăнлас шутлă пулсан та, эпĕ сан ирсĕр пит-куçу çине суратăп кăна! Тата эсĕ ман упăшкаран та мăшкăлласа кулма кĕнĕ. Эсĕ ман Микулан кача пӳрнине тăмастăн!
Анук Миххана никам хур кӳменнине кӳчĕ. Ку ирĕксĕртен ун чĕрине тилĕртрĕ.
— Çăвапна хупла, сăрнай! — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ Михха. Чышкисене чăмăрларĕ.
Анук, тата ытларах хăюлланса, сĕççипе сулса ячĕ. Лешĕ аран каялла чакса ӳкме ĕлкĕрчĕ.
— Пăрах çĕççе! Çĕçĕпе ан ашкăн!
— Ашкăнмастăп... Эпĕ сана пуриншен те: упăшкашăн, атишĕн, хамшăн та—тавăрăп. Эсĕ кунтан чĕрĕ пуçпа тухса каймăн.
Анук, çеççине сулса, малалла ыткăнчĕ. Михха каялла чакрĕ, чăн та чиксе пăрахасран хăраса, пӳртрен тухса тарчĕ.
Алăк хупăнсан, Анукăн вăй-хăвачĕ тăруках çухалчĕ. Вăл, сулкаланса пырса, урлă сак çине тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ, чĕререн хурланса макăрса ячĕ.
Амăшне кура Ванюк та макăрма тытăнчĕ.
VIII
Энĕшкасси урамĕпе çĕтĕкрех тумлă, хулпуççи урлă хутаç çакнă хĕрарăм утать. Куракансем ăна ыйткаласа çӳрекен тесе шутларĕç. Анчах вăл никам чӳречи умне те пырса çăкăр ыйтмарĕ. Час-часах чарăнса, çурт-йĕрсене, пуринчен ытла пӳрт умĕнче ларакан йывăçсене тинкерсе сăнарĕ. Ахăртнех, камăн та пулин кил-çуртне шыраса утнăн курăнать. Миххаран хăраса хӳттелле пытаннă энĕшкассисем ăна урхамахпа таптасран хăрарĕç пулин те, хăрушлăх çинчен астутаракан тупăнмарĕ.
Ыйткаласа çӳрекене те урам хушши улаххи тĕлĕнтерчĕ. Уйри ĕçе тума пуçăничченхи канлĕ вăхăтра, пуринчен ытла каçпа, хресченсем урама пухăнса ларасса аван пĕлет вăл. Халь пĕр çынна та курмарĕ. Пырсан-пырсан аслă тăкăрлăка кĕчĕ. Шалтикас урамне тухрĕ, нихăш еннелле кайма аптраса тăчĕ. Инçех те мар лапсака йăмра ларнине астусан, ун еннелле çул тытрĕ. Анчах темиçе утăм çеç тума ĕлкĕрчĕ...
Михха картиш алăкĕ урлă кашкăр пек сиктерсе каçрĕ те ыйткаласа çӳрекен пынине курсан: «Акă ăçта вăл телей!» — тесе, урхамахне ун çинелле тытрĕ. Лешĕ сехри хăпнипе çухăрса ячĕ те кĕрĕс ӳкрĕ. Урхамах ун урлă сикрĕ.
Анук тӳсме çук хуйхăллă пулсан та, урамри çуй-шава илтсен, чĕри кăртах турĕ. Сывлама чарăнса итлерĕ. Васкаса чӳрече умне пырса, урамалла пăхрĕ. Йăмраран инçех мар хĕрарăм выртнине курсан ĕшенсе ӳкрĕ. «Турă çырлахтăр!..» Ачине сĕтел хушшине лартса хăварса, урама чупса тухрĕ. Ун патне пырса кукленчĕ.
— Аппа, аппа!
Ыйткаласа çӳрекен хирĕç чĕнмĕрĕ. Анука вăл вилнĕн туйăнчĕ. Анчах пăрахса тармарĕ, ăна хӳтлĕхе кĕртсе вырттарма шут тытрĕ.
Михха урхамахне картиш алăкĕ урлă сиктерсе ыйткалакана таптатнине курсан, хӳтлĕхре пăхса тăракансен сехрисем хăпрĕç. Палламан хĕрарăма шеллерĕç. Урама тухсанах хăйсене Михха таптаса каяссăн туйăнчĕ. Анук ним хăрамасăр чупса тухни пушшех тĕлĕнтерчĕ вĕсене. Анука шеллекенсем, Михха çав самантрах каялла таврăнса ăна таптатасран хăракансем те пулчĕç. Çынран йĕлпĕрсе кулма юратакансем те тупăнчĕç, вĕсем Михха Анук патне кĕни ăнсăртран маррине ĕненчĕç.
Анук пулăшма никам та килес çуккине ăнланчĕ. Ыйткаласа çӳрекене хăй тĕллĕнех мĕнпур вăйне пухса йăтрĕ. Сĕтĕрĕнсе пыракан хутаçĕ утма кансĕрлет, вăл ăна хывса хăварчĕ, хăйне пӳрте кĕртсе сак çине вырттарчĕ.
Ыйткаласа çӳрекен çав-çавах хирĕç чĕнмерĕ. Анук турă ятне асăнса аллине ун çамки çине хучĕ, ăшша туйрĕ. Кун хыççăн Анук питшăллине шывпа йĕпетсе, ыйткалакам питне, тăнлавне сăтăркалама тытăнчĕ. Лешĕ юлашкинчен йынăшса ярса куçне уçрĕ. Хура маччапа хура пӳрт стенине курсан: «Ăçта эпĕ?.. Мĕн пулнă мана?» — шухăшларĕ аса илме хăтланса.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...