Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Кукамая хĕнеме памастăп! Тухса кай кунтан! Станувуй çаврăнса пăхрĕ те, хăй хыçĕнче пĕчĕк хĕрача тăнине, куçĕнче курайманлăх çиçнине асăрхасан, пушшех урса кайрĕ. Çитĕннисем çеç мар, ачисем те турăпа патша çине тапăннăн туйăнчĕ. Вăл саламатне туртса илчĕ те Анахвисе ислетме пикенчĕ.
— Кукамай, кукамай, вĕлерет! — чĕрене çурасла çуйхашрĕ Анахвис.
Уляна юлашки вăйне пухса урайĕнчен çĕкленчĕ те Анахвиспе станувуй хушшине пулчĕ, хаяррăн каласа тăкрĕ:
— Çĕлен-калта темерĕн! Ача çине ал çĕклеме намăса пĕлместĕн! Кирлĕ-тĕк, ме, мана çап, вĕлер! Анчах эсĕ те икĕ ĕмĕр пурăнаймăн-ха... Çĕр сана та çăтĕ. Пире асап кунĕшĕн çӳлти турă хăвна та асаплантарĕ... Ылханатăп сана.
Огуречников Улянана урăх çапмарĕ. Шеллесе е хĕрарăм ылханнинчен хăраса мар, ывăннипе.
— Ылхан, йытă ами! Сан ылханни çилпе пĕрех иртсе кайĕ. Мана суйни мĕнлине нихçан та манмăн. Кун çинчен ачусене, мăнукусене те астутарса хăварăн!
Урам тăрăх утнăçемĕн канса пычĕ. Карчăкпа хĕрачана хĕненине пысăк ĕç тунăн шутласа чĕри те тăнăçлăн тапма пуçларĕ. Ануксем патне вăл ним пулман пек пырса кĕчĕ те:
— Анна Александровна... Захар Павлович, сире халлĕхе хампа пĕрле илсе каятăп, — терĕ.
— Мĕн тума?
— Хăш-пĕр ыйтусем пирки унта сӳтсе явма тивет. Эсир ан пăшăрханăр. Нумаях тытса тăмăп, каялла таврăнăр.
— Мĕнех вара, пырса килме те юрать.
— Анне, ăçта каятăн? — çуйланчĕ Ванюк. Тĕплĕнех ăнланаймасан та, полицейскисем ырă шухăшлă маррине паçăрах сисрĕ вăл.
Анук ывăлĕ çине пăхрĕ те, чунĕ хурланчĕ. «Турă çырлахтăр, текех курайăп-ши?» Ыталаса чуптăвасшăннчĕ, ăна пушшех хускатасран:
— Эпĕ Атăлкассине çеç çитсе çаврăнатăп... — тесе хăварчĕ.
Стана çитсен, Огуречников Муравьева хупса лартма хушрĕ те Анука хăй кабинетне илсе кĕчĕ.
— Ларăр!
— Ларасси нимех те мар-ха, Григорий Петрович, — евĕклĕн те йăл кулса чĕнчĕ Анук — мана çакă тĕлĕнтерет: пире мĕн тесе кунĕпе хупăрласа усрарĕç вара? Кунта мĕн амакшăн илсе килтĕр?
Огуречников чĕрине Анук халĕ те хумхантарать. Анчах ун çине тăшманла пăхма пуçлани кăмăлне çемçетме памарĕ.
— Хисеплĕ Анна Александровна... хăвăр калашле, сирĕнпе тус-йышлăран ним те пытармăп. Халăха пăлхатакансем пире йăлтах тарăхтарса çитерчĕç. Вĕсене тупасшăн юлашки çур çул хушшинче темиçе каç та çывăрмасăр ирттернĕ. Ĕнтĕ камне аранах пĕлтĕмĕр: халăха пăлхатакансем, аслă патша тытăмĕ çине тапăнма кавар тăвакансене ертсе пыракансем Николай Степановичпа иксĕр иккен... — терĕ те Огуречников тĕпчевлĕ куçĕпе Анук çине тинкерчĕ.
Анук кăлтăртаттарса кулса ячĕ.
— Григорий Петрович... Эпир аслă патшана хирĕç кавар тунă-и? Кунтан ытла кулăшли çук ĕнтĕ...
— Апла тесен, Николай Степанович мĕншĕн киле таврăнманнине, вăл ăçта кайнине хыпарламăр-ши?
— Пĕлсен турткаланса тăмăттăм. Анчах эсир, арçынсем, хăвăр ăçта, мĕн туса çӳренине арăмăрсене евитлеменни пĕтерет. Ман Микула та çавнашкалах, ăçта каяссине, мĕн тăвассине нихçан та каласа хăвармасть. Уншăн паянхи кун пушшех тарăхатăп. Вăл таврăннă пулсан, эсир шанманни сирĕлĕччĕ. Эпĕ те кунашкал инкек пачах курмăттăм.
— Çине тăрсах кутăнланасшăн эппин?
— Кутăнланса мар, чăннине калатăп.
— Мĕн тăвас, тен, сире чĕрчĕлĕх урлă тăрă шыв çине кăларма тивет.
Анука аякĕнчен йĕппе тирнĕ пек туйăнчĕ, анчах ăна палăртмарĕ.
— Унашкал чĕрчĕлĕх пулма пултараймасть!
— Курăпăр! — терĕ те Огуречников дежурнăй стражнике чĕнсе хушрĕ: — Максим Данилова илсе кĕрĕр!
Анука Прахăрпа хĕрне шанман шухăш та пырса кĕнĕччĕ. Вĕсем, çаклансан, асаплантарнине тӳсеймен пирки чĕлхисене çыртайман пек туйăннăччĕ. Станувуй вĕсене мар, Макçăма асăнчĕ. Нивушлĕ вăл сутнă? Çук, ĕненес килмерĕ Анукăн. Йăнăш илтнĕн шутларĕ. Анчах вăрах кĕтме тивмерĕ, старостăна илсе кĕчĕç. Анук сасартăках Макçăм хирĕçме пуçланине аса илчĕ те пĕтĕмпех ăнланнă пек пулчĕ. Ăшĕ çуннипе çăварĕ типсе ларчĕ. Ăна чĕлхипе çулласа нӳрлентерме хăтланчĕ. Тен, инкеке сирме май пур-ха. Хĕстернипе каласа янăскер, вăл куç умĕнче тунĕ. Анук тем чул хумхансан та тăнăçлăн чĕнчĕ:
— Макçăм кум, эсĕ те кунта-çке? Мĕн çăмăлпа?
Макçăм пĕр сăмахсăр пуçне усрĕ. Анукпа е Микулапа куçа-куçăн тăрасса кĕтменччĕ вăл.
Макçăм аванмарланнине сиссен, Огуречников ăна пулăшма васкарĕ:
— Максим Данилович, эсир Анна Александровнăн ыйтăвне ман ирĕкпе хуравламасăр ирттерме те пултаратăр. Именме пушшех те сăлтав çук. Аслă патшана парăнса унăн тăшманĕсене тăрă шыв çине кăларасси пирĕн Раççейре пурăнакансемшĕн темрен те хисеплĕрех тивĕç... Вăт, ним пытармасăр Анна Александровнăсем патшана хирĕç мĕнле кавар туни çинчен каласа парăр.
Макçăм йĕнчесе тăчĕ. Куç умĕнче сутма çăмăлах мар ĕнтĕ. Анчах, çав çул çине тăнăскер, каялла та чакаймарĕ. Ав, станувуй, вăл çăварне уçасса кĕтсе ларнăçемĕн, куçне хаяррăн вылятма тытăнчĕ. Макçăм юлашкинчен ассăн сывласа илчĕ те Мошкова мĕн каласа панине тепĕр хут çирĕплетрĕ.
— Кум, кум, эсĕ ухмаха ернĕ-и?! Чипер çĕртенех элеклеме мĕнле хăятăн! Касмухха пек сутса, аслă патшана хирĕç кавар тунă усал ывăлна çăлас терĕн-и-мĕн? — çиллессĕн каласа хучĕ Анук. Ваçли кавара хутшăннине станувуйсем пĕлнĕрен ăна ятланçи, хурланçи тунипе Анук хăй сăмахне витерме хăтланчĕ.
Макçăм çакна ăнланмарĕ, наркăмăшлă сăннипе тата хытăрах тăрăнтарчĕ:
— Эпĕ мар, эсĕ сутăнчăк. Ху çăлăнас тесе, ман Ваçлине вут çине пăрахасшăн. Кам аташтарчĕ ăна? Микула кумпа иксĕр мар-и? Микула кум Хусантан таврăниччен эпир чиперех пурăнаттăмăр. Вăл таврăнчĕ те ăссăра хай май çавăрса усал ĕçе хутшăнтарчĕ. Эпĕ чарма тăрăшрăм та, эсир ирĕк памарăр. Юнаса хăратрăр!
— Макçăм кум, Макçăм кум! — чунран кӳренсе чĕнчĕ Анук. — Ху сипетне ăçта çухатнă эсĕ? Калаçăвăнта пĕр тĕрĕс сăмах çуккине ху та лайăх пĕлетĕн-çке. Ахальтен-и ман çине пăхаймастăн. Мĕн сăлтавшăн элеклесе пире пĕтерме тапăнтăн?
Анук Огуречников шанăçне кĕме кăлăхах тăрăшрĕ. Макçăмпа иккĕшĕ ятлаçнине итлесе ларнă çĕрте Анук айăплине тата çирĕпрех ĕненчĕ кăна вăл. Халлĕхе вĕсене калаçтарни çителĕклĕ шутласа, пӳлсе каларĕ:
— Çитет. Пурте тăрă шыв çинчи пекех паллă. — Çавăнтах куçа-куçăн тăратса тĕпчени çинчен протокол çырса ал пустарчĕ те Макçăма илсе кайма хушрĕ. Анукпа иккĕшех юлсан, тепĕр хут сăмах пуçарчĕ: — Хисеплĕ Анна Александровна... Куртăр ĕнтĕ, тунма хăтланни ниме те пулăшмасть. Эсир камне лайăх пĕлетпĕр эпир. Полицейскисене вĕлернĕшĕн сире Данилов ывăлĕпе пĕрле айăпласси паллах... Анчах эпĕ сирĕн патăрта хăна пулнине... тунмастăп, Анна Александровна, пуринчен ытла сире ырă суннине манасшăн мар. Пĕтĕм ĕç ман алăра кăна чухне сирĕн ăраскала çăмăллатмалли май тупса парасшăн... Эпĕ сире халех кăларса яма пултаратăп. Вара хуть те мĕн тăвăр. Çакна çеç кăтартса пама ыйтатăп: кампа çыхăннă эсир? Сирĕн тымарсем Хусанта мар-и? Вăрттăн хваттерсем ăçта? Листовкăсене ăçта пичетленĕ?
«Ытла та нумай пĕлесшĕн эсĕ, хура çăхан», — йĕрĕнсе шухăшларĕ те Анук, тăнăçланма тăрăшса, хуравларĕ;
— Григорий Петрович, ан çилленĕр те, эсир шӳтленĕн туйăнать мана... Нивушлĕ хăвăрпа таса чĕререн калаçнине ĕненми пултăр? Е ывăлне çухатнă пирки ухмаха тухнă путсĕрĕн элекĕ ман сăмахран витĕмлĕрех-и?
Огуречников тӳсĕмĕ татăлчĕ. Вăл куçне-пуçне чарса пăрахрĕ, шăлне йĕрчĕ.
— Сволочь, ухмаха персе ларнипе çитет! Халь чĕлхӳне уçăп! Пĕтĕмпех каласа парăн!
Полицейскисем çакнашкал хăтланаççĕ тенине илтнĕ пулин те курманччĕ. «Çак çĕлен-калтапа пĕр сĕтел хушшинче ларнă, пĕр куркаран сăра ĕçнĕ-çке», — йĕрĕнсе шухăшларĕ те Анук, пĕтĕм çанçурăмĕ çӳçенчĕ. Куна пытарасшăн ура çине сиксе тăчĕ. Такама илĕртме, такама çавăрма пултаракан çăлтăр куçĕпе Огуречникова куçран чăр пăхрĕ:
— Ырă сăмахшăн тавтапуç, Григорий Петрович... Эсĕ мана ĕмĕр таршшĕпе курман намăса кăтартрăн. Эпĕ сире ырă çын тенĕччĕ. Ав кам иккен. Ман чĕлхене уçассипе те ахалех хăрататăр. Эпĕ Христос тĕнне тытакан хĕрарăм. Вăл пирĕн çылăхсене çăласшăн хăйне хĕрес çумне пăталама ирĕк панă. Пире те тӳсме хушнă. Чăнлăхшăн асап тӳсме тивсен, тав тăватăп кăна. Леш тĕнчене куçсан, аслă турă ман асапа хапăл тăвĕ...
Огуречников çиллине шăнараймасăр тем туса пăрахĕччĕ. Анукăн куçĕ ун чĕрине çав-çавах тыткăнран вĕçертменнипе ал-урине тăлларĕ. Юлашкинчен вăл Анука илсе кайма, Муравьева кĕртме хушрĕ.
— Çапла ĕнтĕ, хисеплĕ Захар Павлович, Энĕшкассинче хускалнă сăмахсене вĕçлеме вăхăт çитрĕ, — вăл кĕнĕ-кĕменех калаçу пуçарчĕ Огуречников. — Урхамаха кăпăка ӳкериччен чуптарса ăçта кайса килтĕмĕр терĕр-ха эсир? Тата ман арăм мĕн хушса янă терĕр?
— Ун çинчен Энĕшкассинчех каларăм-çке. Чăннипех лашана чуптарма юрататăп, çав çитменлĕх пур вара ман. Тата лаши те час тарлаканскер те... Господин стражник Акулина Ивановна çинчен мĕн сăлтавшăн сăмах тунине халь те тăна илейместĕп. Эпĕ Анна Александровнăна суту-илӳ ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен пĕлтерме çеç пынăччĕ.
— Эсир... — пĕтĕм çилĕ тăвăлса килнипе кăшкăрса пăрахрĕ Огуречников, — Николай Степановича тартнă та, Анна Александровнăна систерме пырсан, çакланнă. Эсир аслă патшан хăрушă тăшманĕ! Е ним пытармасăр каласа паратăр, е халь нимĕр тăватăп!
Станувуй сĕмленни Муравьева тĕлĕнтерчĕ пулин те, аптратса ӳкереймерĕ.
— Çук, Григорий Петрович, эсир каланисем пĕри те тĕрĕс мар! — хăюллăн тавăрса хучĕ вăл.
— Ăхă, тĕрĕс мар иккен! Юрĕ, тĕрĕссине кăтартăп сана! — терĕ те вăл дежурнăй стражнике хурăн хулли илсе кĕме хушрĕ. — Нимĕр пулас килмесен, вăхăта ирттермесĕр çакна пĕлтерĕр: сирĕн тус-йышсем камсем? Николай Степанович ăçта? Листовкăсене ăçта пичетлеççĕ? Кăйкăрпа Чĕкеç кам?
— Григорий Петрович, эсир мана ахалех айăплатăр. Эпĕ никампа, ним ĕçпе те çыхăнман. Хам сăмахсем тĕрĕссине турă умĕнче тупа туса çирĕплетме пултаратăп.
— Шухăшлама тепĕр минут ирĕк паратăп. Муравьевăн хăйне хулăпа çапасса нимпе те ĕненес килмерĕ. Станувуйпа сахал пĕрле пулнă-и вĕсем? Сахал калаçнă-им? Çын тени мĕнле майпа çав тери хăвăрт улшăнĕ.
— Мĕн пĕлнине паçăрах каласа патăм. Пĕлменнине хамран шутласа кăлараймастăп.
— Тенкел çумне çыхса вырттарăр ăна!
Муравьев ним калама, ним тума ĕлкĕриччен, икĕ стражник ăна, аллисене каялла хирсе лартса, тенкел çине вырт-тарчĕç. Вĕренпе çыхса хурсан, кĕпине пуçĕ çинелле сирчĕç. Хулăпа çапма хатĕрленсе, иккĕшĕ икĕ еннелле тăчĕç.
— Юлашки хут сĕнетĕп, хăвăра хăвăр ырă сунсан, чĕлхене уçма тăрăшăр! — астутарчĕ Огуречников.
Муравьев чĕнмесĕр ирттересшĕн мар, ĕнтĕ унпала шӳтлеменнине йăлтах ĕненнипе чĕтресе ӳкнĕрен ним калаймасăр выртрĕ.
— Çапăр ăна! — хушрĕ Огуречников.
Икĕ стражник ун çурăмне çĕçĕ пек кастарма тытăнчĕç. Икĕ айккинелле чĕр юн сирпĕнчĕ. Муравьев тӳсеймерĕ, кăшкăрса ячĕ.
— Çапăр ăна! Лайăхрах çапăр!
Çак вăхăтра исправник килсе кĕчĕ.
— Мĕн тăватăр эсир? — ăнланаймасăр ыйтрĕ вăл.
Стражниксем çапма чарăнчĕç. Огуречников, çамки çине тапса тухнă тарне шăлса типĕтме хăтланса, хуравларĕ:
— Ваше высокоблагородие, эпир патшана хирĕç кавар тунă шайкăран пĕрне тытрăмăр. Анчах вăл кутăнланасшăн.
— Ваше высокоблагородие... — куççуль витĕр чĕнчĕ Муравьев, — мана, ним айăпсăр çынна, асаплантараççĕ. Эпĕ аслă патшана хирĕç кавар тума мар, ун çинчен сиввĕн те шухăшламан...
Исправник Муравьев сăмахне хăлхана та чикмерĕ. Станувуй пĕлтерни уншăн витĕмлĕ те татăклă пулчĕ. Вăл, ахаль те ӳсĕрскер, урса кайнă пек кăшкăрса пăрахрĕ:
— Ма чарăнтăр! Ма ислетместĕр!
Кăштах каннă хыççăн стражниксем çĕнĕ вăйпа çунтарчĕç.
— Тирне сĕвĕр! Пакартине кăларăр! — ăмăртмалла хистерĕç исправникпе станувуй.
Сасартăк Муравьев сасси татăлчĕ. Станувуй çапма пăрахтарчĕ. Муравьев патне пырса пăхрĕ. Лешĕ тăнран ӳкнине асăрхасан, стражниксене шыв-илсе килме хушрĕ.
Пĕр витре шыв пырса чашлаттарсан, Муравьев тана кĕрсе хурлăхлăн йынăшса ячĕ.
— Ну, хурăн хулли мĕн тути калать?.. Ку ача вăййи çеç-ха. Малалла тата тимлĕрех мыскара кăтартăпăр! — юнарĕ Огуречников.
— Татах кутăнланатăн-и? Чĕреллех тупăка вырттаратпăр! — тĕпĕртетрĕ исправник.
Муравьев тӳсеймерĕ, парăнчĕ. Аран тухакан сассипе:
— Мĕн калас ман... Мĕн пĕлесшĕн эсир? — терĕ.
— Кампа çыхăннă эсир?
— Эпĕ Николай Степановичпа Анна Александровнăран урăх никампа та çыхăнман. Урăх никама та пĕлместĕп...
— Урхамахпа ăçта кайрăн?
— Николай Степановича систерме...
— Ăна тытма каяссине кам пĕлтерчĕ?
— Прахăр хĕрĕ, Натюш...
— Николай Степанович халь ăçта?
— Пĕлместĕп. Мана вăрттăн хваттерсем тĕлне каламан.
— Тимĕрçĕ ăçта?
— Ăна та пĕлместĕп.
— Кам пĕлет?
— Тен, Анна Александровна пĕлĕ.
— Кăйкăрпа Чĕкеç текеннисем камсем?
— Николай Степановичпа Анна Александровна...
— Типографи ăçта?
— Урăх ним те пĕлместĕп...
— Урăх ним те пĕлменни çинчен ан калаçăр. Лайăхрах шухăшлăр та аса илме тăрăшăр. Хăвăрах чухлатăр ĕнтĕ, кутăнланнипе ыррине курас çук. Паçăрах кăтартса панă пулсан, ним асап та тӳсместĕрччĕ.
Стражниксем Муравьева салтрĕç, пукан çине лартма хăтланчĕç. Лешĕ хăй тĕллĕн ларайманнипе тытса тăчĕç. Огуречников васкаса протокол çырчĕ те Муравьева ал пустарчĕ.
Анук, арестленĕ çынсене хупакан пӳртре ларнă çĕртенех, тискеррĕн кăшкăрнине илтсе çуйланчĕ. Кабинета илсе кĕрсен, урай хăмисем юнпа вараланнине, Муравьев стражниксем тытнипе çеç ларнине асăрхасан, кунта мĕнне тавçăрчĕ те ирĕксĕрех сехри хăпрĕ.
Анука выç кашкăрсем хупăрласа килнĕ кайăк майлах шутласа:
— Хисеплĕ Анна Александровна... — йĕрлешкелесе чĕнчĕ Огуречников, — эсир паçăр мана унашкал чĕрчĕлĕх пулас çук терĕр. Акă, тепĕр чĕрчĕлĕхĕ те тупăнчĕ. Захар Павлович, каласа парăр-ха ăна!
Муравьев, вилме выртнă çын юлашки сывлăшне çăтса юлма хăтланнăн туртăшса, паçăрхи сăмахнех çирĕплетрĕ те:
— Анна Александровна, каçарăр, тархасшăн... — тесе сăмахне вĕçлерĕ, тăнран тухса лăнч пулчĕ.
— Тасатăр кунтан! — хушрĕ Огуречников.
Муравьева йăтса тухса кайрĕç.
— Хисеплĕ Анна Александровна... Ĕнтĕ мĕн калатăр?
Анукăн чупса пырса Муравьева питĕнчен çупас килетчĕ. Каçару ыйтса тăнран тухнине курсан, ăшĕнче темскер татăлнăн туйăнчĕ. Станувуй сасси ăна тăна кĕртрĕ. Чи хăрушши тин пуçланнине, полицейскисем ĕнтĕ ăна шеллес çуккине ăнланчĕ. Пурпĕр, тӳссе ирттерме тĕвтуса, тивĕçлĕн хуравларĕ:
— Ваше благородие... Эпĕ сире паçăрах чăннине каланă. Муравьева чĕрчĕлĕх тесе шутлани тивĕçсĕр япала кăна. Унашкалах асаплантарсан çын тени тем те персе ярĕ. Ахальтен каçару ыйтмарĕ вăл.
— Асаплантарсан эсир те каласа паратăр-и? — сăмаха хутшăнчĕ исправник.
— Курăпăр! — терĕ те хыттăн исправник Анука çивĕтĕнчен ярса тытрĕ. — Сволочь! Е каласа парăн, е халь çӳç пĕрчине хăвармастăп!
Анук çакна ăнланчĕ: тунма е йăлăнма хăтланни ниме те пĕлтермест. Вăй-хăват пур пек чухне хăй хутне кĕмелли çеç юлнă. Вăл кĕтмен хăюлăхпа ӳсĕр исправнике питĕнчен çутăлтарса ячĕ. Лешĕ сулăнса кайрĕ, аллине çивĕтрен вĕçертрĕ. Анук кĕтеселле сиксе тăчĕ те сăмахпа çунтара пуçларĕ:
— Ав мĕнле çынсем эсир! Сирĕн чыс та, намăс та çук. Эпĕ сирĕнпе пĕр сĕтел хушшине ларса, пĕр куркаран сăра ĕçнĕ. Анчах шăпусем тулĕç-ха. Ун чухне сире çӳлти турă пуриншĕн те айăплĕ. Сирĕн куçăртан та юнлă куççуль юхĕ!
— Хупла çăварна!
— Мĕн пăхса тăратăр! Тытăр ăна! Ислетĕр шăммине! — кăшкăрашрĕç исправникпе Огуречников.
— Çыхланăр кăна, куçăрсене чавса илетĕп!
Анук, хăй тем чул паттăрлансан та, шăммине ним шеллемесĕр тĕвессе кĕтрĕ. Урамра казаксем юрланă сасă илтĕнни вăхăтлăха асапран хăтарчĕ.
— Килеççĕ, килеççĕ!.. — хĕпĕртесе ӳкрĕ Огуречников, халлĕхе Анука кайса хупма хушрĕ. — Эсир, Анна Александровна, шухăшласа тăна кĕме тăрăшăр. Хирĕç тапăнма хăтланни хăвăра çеç сиен кӳрĕ, — терĕ.
Исправникпе Огуречников урама тухса тăчĕç. Казаксен отрячĕ юрă шăрантарса килет:
Ехали казаки
Со службы домой...
Отряд умĕнче, çӳрен лашине вылятса, офицер пырать. Пурин те пит-куçĕнче хаваслăхпа чăрсăрлăх çиçет. Вĕсене пулька шеллемелле мар тесе приказ панă. Кунашкал пек чухне пăлхава хутшăннă ялăн мулĕ, хĕрарăмĕ, хĕр-упраçĕ — пĕтĕмпех вĕсен ирĕкĕнче.
Офицер станувуйпа исправнике чыс пачĕ те:
— Ваше высокоблагородие, пире сирĕн ирĕке янă! — терĕ.
— Эпир çав тери хавас, господин офицер!
— Хваттере Янашов улпут патне кĕме хушнă. Ăçтарах пурăнать вăл?
— Атьăр, хамăр илсе каятпăр!
Исправникпе Огуречников казаксене ертсе кайрĕç. Лешсем çав-çавах юрларĕç:
На плечах погоны,
На грудях кресты...
Анука арестленĕ çынсене хупакан пӳрте кĕртрĕç те тултан çăрапа питĕрсе илчĕç. Вăл çакна аса илчĕ: Муравьев Микулапа иккĕшне тата Натюша çеç сутнă-и вара? Тăшмана тухнă çыншăн ыттисене сутма та ним мар-çке. «Турă çырлахтăр, ялсемпе çыхăну тытнă юлташсене çаклатса килес хăрушлăх пур. Вĕсем кун çинчен ним те пĕлмеççĕ. Мĕнле систерес?» Анук, решетке витĕр тухса кайма май пур пек, чӳрече умне чупса пычĕ, решеткене турткаларĕ. Лешĕ сиккеленменни вăй-халне йăлтах аркатрĕ. Анук ним тума аптранă енне стена çумне кукленчĕ. Куçĕнчен куççуль юхса анчĕ. Икĕ çывăх çын сутăнчăка тухни пăшăрхантарать ăна. Юрать, Макçăмран куна кĕтме те сăлтавĕ пур. Муравьев тесен, кам шухăшланă... Полицисем ăна асаплантарнине аса илсен, кăштах хута кĕме хăтланчĕ те çавăнтах сирчĕ. Полицейскисем чĕлхене уçасшăн темле меслетпе те усă курассине малтанах пĕлмен-им... Анук хăйĕн ăраскалĕ пирки çунма пуçларĕ. Вăл тӳсейĕ-ши? Шарламасăр ирттерейĕ-ши? Полици аллинчен ырă пуçпа хăтăлас çук. Макçăмпа Муравьев кăтартнă тăрăх, тем те тума пултараççĕ. Тӳссе ирттермелĕх вăй-хăват тупайĕ-ши? Анук сехĕрленме хăтланнă чĕрине хытарасшăн пĕтĕм иртнĕ пурнăçне куç умне кăларса тăратрĕ. Вăл хальхи пек хăрушлăха татах курнă иккен. Элекçейпе иккĕшне амбара хупнипе ăна чут çеç чĕрĕллех тупăка вырттармарĕç. Е вăрă тесе айăпланă чухне, хурал пӳрчĕ патне илсе кайнă чухне вилĕм кĕтменччĕ-и? Анук пурпĕр хăраса ӳкменччĕ, май тупса çăлăннăччĕ. Халĕ те полицисен кулли пулас çук. Вăл кунтине пĕлсен, Микула пулăшу памасăр хăвармĕ. Анчах Муравьев сутма пултарнă юлташсене инкекрен мĕнле хăтармалла-ши?
Сасартăк чӳрече тулашĕнче сасă илтĕнчĕ:
— Анук кума...
Анук сывлама чарăнчĕ. Каллех чĕнчĕç. Паллакан сасă пек туйăнчĕ. Анук васкаса решетке витер пăхрĕ. Чӳрече тулашĕнче тăракан çынна палласан, хăраса та хĕпĕртесе хирĕç чĕнчĕ:
— Турă çырлахтăр, Прахăр кум... Эсĕ кунтах-и вара?
— Кунтах-ха...
— Çухал хăвăртрах... Тытсан сана та хупаççĕ.
— Маншăн ан пăшăрхан, Анук кума. Мана хупсан та темех мар. Вăт, сана...
— Эпĕ те санашкалах, Прахăр кум... Натюш ăçта?
— Шанăçлă вырăнта... Сахар кĕрӳ мĕнле-ши?
Анук самантлăха чĕмсĕрленчĕ. Муравьев çинчен чăннине каласан, Прахăрпа Натюш хуйхăрасса пĕлет вăл. Пытарма пушшех юрамасть. Ан тив, чĕрисенчен кăларса ывăтчăр!
— Захар Павлович пирки ирĕксĕртен усал хыпар пĕлтерме тивет.
— Ан хăрат, Анук кума!
— Хăрамалли ытлашши нимех те çук, Прахăр кум. Йĕрĕнмелли те ылханмалли кăна юлнă. Вăл пире, Микулапа иксĕмĕре, хăйне юратакан мăшрине те сутнă.
Решетке тул енчи сасă çухалчĕ. Анук Прахăр минренине ăнланчĕ. Макçăм сутнине пĕлсен, малтан хăй те çавнашкал пулнăччĕ-çке.
— Прахăр кум, эсĕ кунтах-и?
— Кунтах... — илтĕнчĕ хуйхă пусарнă сасă.
— Прахăр кум... Уншăн ытлашши ан пăшăрхан. Йывăç каснă çĕрте турпасĕ сирпĕнетех. Эпир лăпкă лару-тăрура ĕçленĕ чух пурте парăннă пек курăнатчĕç. Кĕрешӳ çивĕчленсе пынăçемĕн самана хушши тăвăрланчĕ те, пирĕн хушăра йывăрлăха тӳсейменнисем тупăнчĕç. Халлĕхе вĕсен сиенĕ пысăках мар.
— Явăлсем сана тыттарчĕç.
— Маншăн пушшех ан пăшăрхан. Эпĕ пĕччен çакланнипе пирĕн вăй иксĕлес çук. Муравьев ыттисене те сутма пултарнă. Çав хăрушă. Хăвăртрах Микулана систересчĕ.
— Кам урлă?
— Сехмет кучĕрне, Трифун пиччене, пĕлтер!
— Юрать, Анук кума.
— Ман нирки ним те ан иккĕленччĕр. Тамăк витĕр кăларсан та, хамăр чыса çĕре ӳкермĕп. Тата Ваçли кума... Кĕтерук кумана... Натюша... Уляна кумана — пурне те пысăк салам. Пуçĕсене ан усчăр. Кĕрешӳ ялавне тата çӳлерех çĕклеччĕр!.. Ĕнтĕ аллуна пар, Прахăр кум. Чипер çӳремелле пултăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...