Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Шанатăп, кума... Ĕнтĕ саланма та вăхăт. Тул çутăличчен ман хамăн та пасара çитмелле... Сан та вырăнта пулмалла...
Пукан çине ларса, самант хушши чĕмсĕрленчĕç. Çак хушăра вĕсен умне пĕтĕм пурнăçĕ тухса тăчĕ. Анукпа Кĕтерук мĕн ачаранах туслă, чунран-чуна пурăнаççĕ. Хĕр шутне кĕрсе юратакан каччăсемпе туслашни вĕсене тата çирĕпрех тĕвĕлерĕ. Ваçлипе Кĕтерука пĕрлешме тивменни кăна вĕсене пăшăрхантарнă. Çак юратакан тăванĕсенчен те тăванрах çынсем пĕр-пĕрне тата хăçан курĕç-ши?..
Малтан Кĕтерук ура çине тăчĕ.
— Микула кум... Анук кума. Пуриншĕн те... Мана юратнăшăн, хисепленĕшĕн... ман хуйхăма хăвăр хуйхă пек йышăнса кăмăла çăмăллатнăшăн, хама вĕрентсе çын тунăшăн — пуриншĕн те тав тăватăп.
Кĕтерук куççулĕ Микулапа Анук чĕрине те тиврĕ. Микула Кĕтерука йăпатма тăрăшрĕ:
— Кума, пире тав туни вырăнсăр. Эпир çав териех нимĕн те туман. Ыран каç та курнăçăпăр-ха...
— Курнăçсан аванччĕ... Пирĕн пурнăçра тем те сиксе тухас пуртан асăрхаттартăм, кум. Кирек мĕнле пулсан та, эсир ман чĕререн каймăр... — Кĕтерук Микулапа Анука ыталаса чуптурĕ.
Урамра вăл самантлăха ватă йăмра çумне тайăнса тăчĕ. Куçне шăлса типĕтрĕ. Тӳпенелле пăхса шурăмпуç килнине чухларĕ те килне кĕрсе тухма васкарĕ.
Уляна хĕрĕ кĕнипе пĕр савăнчĕ, нĕр хăраса ӳкрĕ. Вăл тухса кайнăран мĕн тӳссе, мĕн шухăшламан-ши вăл. Урăх ним сăмах тупайман енне:
— Килтĕн-и? — теме кăна пултарчĕ.
— Анне, ытлашши ан хумхан... Эпĕ самантлăха çеç... Ачасене куратăп та каятăп! — амăшне лăплантарма каларĕ Кĕтерук. Вара путмар çинче выртакан ачисем патне пычĕ. Анахвиспе Коля ыталаннă та тутлăн çывăраççĕ. «Ах, ачасем... Ним пĕлми, ним туйми çывăратăр эсир... Аннӳне урăх курайăр-ши?.. Эпĕ çук чухне мĕнле пурăнăр-ши?..» Ачисем çинчен ĕмĕр асăнмалăх хыпар илтесшĕн амăшĕнчен ыйтрĕ:
— Эпĕ кайсан, мана тапратмарĕç-и?
Анахвиспе Коля амăшĕ çинчен тапратрĕç çеç мар, вăл таврăнасса кĕтнипе халь çеç çывăрчĕç. Çапах та пурне мĕнле каласа парăн. Хĕрĕ хурланасса ăнланмасть-им Уляна!
— Малтан ыйткаларĕç те... Вара манчĕç курăнать, шарламарĕç...
Ку сăмах Кĕтерук чĕрине ыраттарчĕ. Ачисем ăна шутламан пек туйăнчĕ. Çаках ăна тăна кĕртрĕ. Вăл васкаса ачисене чуптурĕ те амăшĕпе сывпуллашрĕ.
Утнă май вăл Якура аса илчĕ те пĕтĕм çилĕ вĕресе хăпарчĕ. Çав сутăнчăк пулмасан, вăл паян та килте ачисемпе пĕрле çывăратчĕ. Арлă-арăмлă пурăннă чух асаплантарни сахал ăна, тата сутса ачисенчен вăхăтсăр уйăрчĕ. Ыран теприсене сутса пĕтерĕ вăл. Унтан хăтăлма пĕр май çеç, ăна çут тĕнчерен тасатмалла... Кĕтерук сăхман кĕсйинчен револьверне кăларса тытрĕ те упăшкисен килне чупса кĕчĕ. Çенĕкре тем çине такăнса чут çеç ӳкмерĕ. Улашки хытă çĕртех саркаланса выртнине палласа илчĕ. Чухпа персен те, пуçне тивертсе салатĕ. Кĕтерук револьверĕпе тĕллерĕ. Пеме ĕлкĕриччен пӳртрен хунямăшĕн сасси илтĕнчĕ.
— Çенĕкре кам çавăнта? Якур, эсĕ-и?
Кĕтерукăн вĕриленнĕ çилли сивĕнчĕ. Путсĕре вĕлерсен, икĕ суккăра кам пăхĕ? Кам тирпейлесе пытарĕ? — тесе шухăшларĕ те вăл хунямăшне чĕнмесĕрех тухса кайрĕ.
XIX
Кĕпер патĕнче Кĕтерук çуккине асăрхасан, Ваçли хумханма тытăнчĕ. Ачисем патне кĕрсе тухасса тавçăрсан, тăнăçлă та тӳсĕмлĕ кĕтме пуçларĕ. Кĕçех Кĕтерук та персе çитрĕ.
— Ăçта пулнă эсĕ?
— Якур патне кĕтĕм те... Тĕнчере пĕр усала пĕтерем тенĕччĕ. Суккăр ашшĕпе амăшне шелленипе ал çĕкленмерĕ...
— Персе пăрахсан та çылăх марччĕ. Пурпĕр ман çине йăвантаратчĕç... — Кĕтерук пăшăрханнине асăрхаса сассине улăштарчĕ. — Тепĕр тесен, нимех те мар. Пире тек сутмалли çук.
Манашкăсене хăваласа яма хушни çинчен каласа, Кĕтерук Ваçлине те ĕçе хутшăнма чĕнесшĕнччĕ, тул çутăлса килни чарчĕ. Рейда каякансене, вырма шутлисене кĕтсе илме васкамалла. Ваçлин вăхăт çук. Вĕсем пĕр сăмахсăрах ыталанчĕç.
— Кĕтерук... Хăвна ху упрама тăрăш...
Кĕтерук чунĕ вĕçсе каясла хавасланчĕ. Юлашкинчен те пулин вăл уншăн çунакан çыннăн ытамĕнче.
— Ан пăшăрхан, Ваçли... Телейлĕ çыннăн пурнăçĕ яланах ăнăçлă. Кĕçĕр манран телейли никам та çук. Эпĕ çухалнă савнăçăма тупрăм... — терĕ те Кĕтерук ăна ним вăтанмасăр хĕрӳллĕн чуптурĕ.
Вĕсем уйрăлчĕç.
Кĕтерук, çамрăк чухнехи евĕр сиккелесе, кĕтӳ çулĕ еннелле чупрĕ. Каллĕ-маллĕ пăхкаласа илчĕ, ниçта никам çуккине асăрхасан, сăвăллă юрласа ячĕ:
Куккук тĕке виçĕ тĕк,
Виçе тĕкĕ пĕр ывăç.
Савни самахĕ виç самах,
Виç сăмахе пĕр ылтăн...
Часовня курăна пуçласан, Кĕтерук юрлама пăрахĕ.
Кăмăлĕ те улшăнчĕ. Çакăнти çăхансене вĕçтерсĕ ямалла ун. Патне çывхарсан, чарăнса итлерĕ. Кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетнисĕр пуçне урăх ним сас-чӳ те çук. Манашкăсем ĕненекенсене кун каçичченех тĕн сĕрĕмĕпе тĕтĕрсе ывăннипе вилнĕ пекех çывăраççĕ.
Малтанах шутласа хунă ĕçне тума тытăнас умĕн каллĕ-маллĕ пăхкаласа илчĕ те Кĕтерук çенĕк хыçĕнче шĕшкĕ вутти купаланса выртнине асăрхарĕ. Часовня стени çумне йăтса хучĕ. Тип çулçă пухса шĕшкĕ айне тултарчĕ. Шăрпăк çутса çулçа тивертрĕ. Самант хушшинче кĕрлесе кайнă вут-кăвар часовньăна, манашкăсем пурăнакан пӳрте йĕри-тавра хыпса илчĕ. Манашкисем çав-çавах туйми çывăраççĕ. Вара Кĕтерук патак илсе чӳрече умне пычĕ. Револьверĕпе кĕрĕслеттерчĕ те чӳречене çапса чанкăртаттарчĕ. Хăй, тепĕр хут персе, хӳттелле тарчĕ.
Манашкăсем, аслати çапнинчен шарт сикнĕ пек, хăвăрт тăчĕç. Сăлтавĕ те пур çав. Икĕ хутчен хӳлтĕртетнине пурте илтнĕ. Ав, чӳрече те çĕмрĕк. Пуринчен малтан пуп арăмĕ тăна кĕрсе тухса тарма пикенчĕ. Алăка уçма ĕлкĕрейнĕччĕ — пӳрте çулăм ялкăшса кĕчĕ. Манашкăсем пĕрин хыççăн тепри чӳречерен сикрĕç. Вут-кăвар ярса илмелле мар вырăна çитсен, чĕркуççи çине ӳкрĕç, юрланă пек çуйхашса кĕлтума тытăнчĕç:
— Эй, сăваплă Николай аттемĕр, çăл пире...
— Эй, çӳлти аттемĕр, вут-кăвара сӳнтерсемех...
Манашкăсем вут-кăвăртан çăлăннине ĕненсен, Кĕтерук хăй çулĕпе утрĕ. Часовньăпа пӳртрен хура кăмрăкра кĕл çеç юлсан, манашкăсем кунтан çухаласса шанать вăл. Хырлăх тĕлĕнче çăхан кăранклатни кичеммĕн те тискеррĕн янларĕ. Ахăртнех, вут-кăвар ялкăшнипе вăрманти кайăк-кĕшĕке хăрушлăх çинчен систерчĕ-и, тен? Кĕтерук куна тавçăраймарĕ. Сасартăк, вăрманĕпе те пĕчченеххине аса илсе, хăраса ӳкрĕ. Çурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Çак тĕлте лăп-лап пур тенине сахал илтнĕ-им вăл. Е çăхан тени ырлăха çуйхашать-и?.. Кĕтерук, такăна-такăнах чупса, уя тухрĕ те хăй хăранинчен хăй эрленсе шухăшларĕ: «Турă çырлахтăр, эпĕ хама хам тĕшмĕшрен тасалнă тесе шутлаттăм-çке. Çук иккен. Тĕшмĕш тени кирĕк майлах çыпçăнать. Микула кумсем, Ваçли курнă пулсан, мĕн калĕччĕç-ши?.. Кулсах вилĕччĕç çав...» Тӳпене вут çути ӳкнине асăрхасан, чĕри лăпланчĕ те вăрман хĕррипе Хăйрал каççине çитме васкарĕ. Кунта виçĕ çул юппи пĕр çĕре тухать. Атăлкассине, Михха çĕрĕ çине те урăх тĕлтен иртсе кайма çук. Кĕтерук шĕшкĕ хӳтлĕхне кĕрсе тавракурăма сăнарĕ. Кĕçех Энĕшкасси енчен темиçе ушкăн хĕрарăм килни курăнчĕ. Вĕсем çывхарнă май çурла вырăнне кĕпе кисĕпĕ е кӳсек йăтса пынине асăрхасан, Кĕтерук чĕри савăклăн тапма тытăнчĕ. Михха тыррине вырас шухăшлисене хăвалама пухăнакан хĕрарăмсене палларĕ. Çырма урлă каçсан, хĕрарăмсем такама шыраса каллĕ-маллĕ пăхкаларĕç.
Çак вăхăтра вĕсен умне Кĕтерук тухса тăчĕ.
— Тусăмсем, салам!
Хĕрарăмсем хуравланă хыççăн вĕсен хушшинче каç мĕн пулса иртни çинчен калаçу хускалчĕ. Хĕлип шăпи тулни çинчен аса илнĕ хушăра Кĕтерук сăмаха хутшăнчĕ:
— Хĕлипĕ, Миххи, станувуйĕ, пупĕ, патши — пурте пĕр калăп, пурте вăрă-хурах... — Патшана хурланине илтсен хăшпĕрисем хăраса ӳкрĕç. Вăрттăн сăхсăхса илекенсем те тупăнчĕç. Кĕтерук, çакна асăрхасан: — Сисетĕп, — терĕ вăл, — ĕмĕр тăршшĕпех турăпа патшана пăхăнса пурăнма хăнăхтарнă çынсене ман сăмах кăмăла каймарĕ-и, тен... Эпĕ тĕрĕссине каларăм. Çакна Питĕрте пулса иртнĕ ĕçсемпе çирĕплетсе пама пулать. Кăçалхи январь уйăхĕнче Питĕрти рабочисем, хăйсене хуçасем асаплантарнине тусеймесĕр, пиншерĕн пухăнса, патшаран çăмăллăх ыйтма кайнă. Мирлĕ шухăшлине пĕлтерме вĕсем иккунсене, патша сăнӳкерчĕкĕсене йăтса пынă. Патша, рабочисене йышăнас вырăнне, хирĕç салтаксем кăларса тăратнă та пăшалпа пеме хушнă. Çĕршер çын çавăнтах вилсе юлнă. Пиншер çын аманнă. — Хĕрарăмсен хушшинче ахлатни илтĕнчĕ. Кĕтерук пушшех хĕрсе кайрĕ. — Хуçи, улпучĕ, тӳре-шарисем — пурте пирĕн чуна илмелле ĕçсене турăпа патша ячĕпе, вĕсен ирĕкĕпе тăваççĕ. Аса илĕр-ха, Хусанти суд-йăрмахсем патша ячĕпе мĕн турĕç? Бурлаксем ĕçленине тӳлемелле мар тунипе çеç çырлахмарĕç, туленине те каялла шăйăраççĕ. Эпир хамăрăн тĕрĕслĕхе, ирĕклĕхе сехметсене çĕнтерсе кăна тупăпăр. Çавăншăн халь Раççей талккăшпех ĕççынни ура çине тăнă. Мул хуçисемпе çĕр улпучĕсен тата патша тытăмне сирпĕтесшĕн кĕрешеççĕ. Ку кĕрешĕве фабрикăсемпе заводсенчи рабочисем ертсе пыраççĕ. Тусăмсем, ним иккĕленмесĕрех ĕненĕр... Пирĕн çăлтăр та çутăлĕ. Вăхăт çитсен эпир те ирĕклĕ, нушасăр пурнăпăр. Çавăн çинчен эпĕ сире юрă вĕрентесшĕн.
— Вĕрент!
— Вĕрент! — шавласа илчĕç хĕрарăмсем,
Кĕтерук юрлама пуçланăччĕ кăна, чарăнма тиврĕ. Виçĕ çулĕпе те ушкăн-ушкăн хĕрарăмсем килеççĕ, Хăшĕсен хул-пуççийĕ çинче, теприсен аллинче çурла пурри курăнать Кусем Михха тыррине вырма килни каламасăрах паллă.
— Çавнашкал тă пырса тухать вăл, тусăмсем... — астутарма васкарĕ Кĕтерук. — Пĕрисем кĕрешеççĕ... Теприсем, вĕсене сутса, кĕрешӳре çĕнтерме чăрмантараççĕ. Халь килекен хĕрарăмсем те пирĕн ĕçе пĕтерсе лартма пултараççĕ. Вĕсем хăйсем мĕн тунине те чухламаççĕ пулĕ. Çавăнпа малтан кăмăллă калаçса каялла çавăрма тăрăшăпăр. Çине тăрсах вырма шутлакансене шеллемелли çук...
— Ăнланатпăр! — килĕшрĕç хĕрарăмсем.
Сылтăм çулпа маларах çитнĕ ушкăн çырма урлă каçса сăрталла хăпарнă çĕрте вĕсен çулне кисĕплĕ те кӳсеклĕ хĕрарăмсем пӳлчĕç.
Ушкăн чарăнсан, Кĕтерук мала тухрĕ. Унăн тăли-çăпати хуралнине. асăрхама ĕлкĕрнисем йĕлпĕрсе кулчĕç:
— Пăхăр-ха, пăхăр.., Пĕрин ури хăрăм тасатнă мĕлке пек!
— Çуса паракан арçын çук унăн! Кĕтерук тăнăçлă та тимленсе хуравларĕ:
— Юлташсем... Ман урари тăла-çăпата хуринчен такам та кулмалла. Хам та тӳссе тăраймăттăм. Анчах эсир çакна пĕлместĕр иккен. Кĕçĕр пуян Михха йытти виçĕ яла вут тивертнĕ. Çав вут-кăвара сӳнтернĕ чух упранаймарăм. Куншăн кулнине те тӳсме хатĕр. — Хĕрарăмсен кăмăлĕ сасартăках улшăнчĕ. Йĕлпĕрекенсем именнипе куçне пытарчĕç. Кĕтерук малалла каларĕ: — Тепĕр тесен, урана хăрăм лектерни нимех те мар-ха. Пушансан çуса тасатăп. Эпир, Ĕнел хĕрарăмĕсем, çакна пĕлесшĕн: эсир инçетри ялтан тухнăскерсем, ирех ăçталла каятăр вара?
— Тырă вырма!
— Михха тыррине вырма!
— Сире мĕн ĕç?!
— Мĕншĕн пирĕн çула пӳлтĕр?! — Ĕнтĕ вăхăта пушăлла ирттернĕшĕн тарăхса шавларĕç инçетри хĕрарăмсем.
Кĕтерук çав-çавах тăнăçлăн ăнлантарма тăрăшрĕ:
— Акă мĕншĕн. Калăпăр... вăт эсĕ, — чанкасарах тăракан хĕрарăмĕ çине тĕллесе кăтартрĕ вăл, — ачусене юр-тăманран, пăрлă çăмăртан хӳтĕлесе ӳстерме пӳрт лартнă тейĕпĕр. Кӳршĕ пырать те сан кил-çуртна вут тивертет. Вара эсĕ вут тивертекене мĕн тăвăттăн?
— Хăйне вут çине парахăттăм!
— Тусăм, эçĕ тĕрĕс шухăшлатăн. Ĕçӳпе çав вут тивертекентен те усалрах пуласшăн. Ху пек чухăнăн кил-çуртне çеç мар, пĕтĕм пурнăçне çунтарса яма тапăннă.
— Çавă...
— Çавă! — пăшăлтатса илчĕç хĕрарăмсем. Сасартăк вĕсен умне юмахри пек паттăр хĕрарăм тухса тăчĕ. Кĕтерук ĕнер сехмете куçа-куçăн темтепĕр хăртни, тырă выракансене тупа тутарнă хыпар, таврари ялсене çиçĕмрен хăвăрт сарăлса, пурне те тĕлĕнтернĕ, пурне те хăй çинчен сăмахлаттарнă. Ак мĕншĕн ĕнтĕ халь кăна пухăннă ют хĕрарăмсем шăпланчĕç.
Кĕтерук, ним илтмен-курман пек, малалла каларĕ:
— Эсир инçетре пурăнсан та, Атăлкассинче çĕрме пуян хуçа, улпут пуррине илтнех ĕнтĕ. Пире вăл халиччен пĕрерĕн тыткаласа пуççаптарнă, йывăр ĕçпе пилĕк-çурăма хуçнă. Ĕнер ун çĕршер, пиншер тарçи, пĕр кăмăллă та пĕр чăмăр пулса, кĕрешӳ пуçарчĕ. Вĕсем нумай та ыйтмаççĕ. Ачисем выçă ан ларччăр, сивĕ пӳртре тумтирсĕр ан шăнччăр тесе ĕçĕн хакĕ чăннипе мĕн чул тăнине тӳлеме тата çуркунне бурлаксене çаратнă укçана тавăрса пама кăна ыйтаççĕ. Хуçа халăхпа килĕшме мар, выçă кашкăрла урса кайрĕ. Стражниксене чĕнсе хăтланчĕ. Халăх хăраса ӳкмен енне çĕнтерме урăх меслет тупрĕ. Чухăна чухăнах мăйĕнчен тытса пăвтăр тесе, сире илĕртсе килчĕ. Вăл паян сирĕн аллăрсемпе пире пăвса пăрахĕ, ыран хăвăра пыртан ярса илĕ.
Кĕтерук калаçнă хушăра çĕнерен те çĕнĕ ушкăн çитсе тăнипе кунта темиçе ялтан çĕршер хĕрарăм пухăнчĕ. Анчах, пĕр-пĕринчен уйрăлса, Михха уй-хирнелле каякан е сăмах чĕнсе Кĕтерука пӳлекен тупăнмарĕ.
Кĕтерук хăй сăмахне пĕтĕм чун-чĕринчен чĕнсе вĕçлерĕ:
— Хаклă тусăмсем! Эсир хăвар пек хуйхă-суйхă тӳссе пурăнакансене вутта пăрахасшăн-и?! Сехмете пулăшса, унăн пуянлăхне, пире асаплантарас вăй-хăватне татах ӳстересшĕн-и?! Çук, куна ниепле те ĕненес килмест, эсир сутăнчăксем мар.
— Сире сутас çук эпир, тăвансем!
— Çăва патне чикĕлентĕр хуçу-пуçу!
— Каймастпăр вырма!
— Атьăр киле! — вуншар хĕрарăмăн хăватлă шавĕ вăрмана янратрĕ.
— Хаклă тусăмсем! Хăвăр çеç вырма пăрахни сахал, — хĕрарăмсем лăплансанах астутарчĕ Кĕтерук, — ыттисене те ăнлантарасчĕ. Таврăннă чух кунталла килекенсене тĕл пулсан, вĕсене те каялла çавăрасчĕ!
— Çавăратпăр!
— Сĕлĕхе пулăшма ирĕк памастпăр!
— Хаклă тусăмсем! — хĕрнĕ тимĕре шакканă евĕр, малалла каларĕ Кĕтерук, — хăвăр пек чухăнсене ырă суннăшăн сире Ĕнел хĕрарăмĕсен ячĕпе тав тăватăп! Кăмăлăрсем пулсан, пĕр юрă вĕрентме те хатĕр. Вăл ирĕк саманашăн кĕрешĕве тухнă пăттăрсен юрри.
Пирĕн тавра ӳсал тăвăл улать-çке.
Тĕттĕм вăй-хăват пире пит хĕстерет...
— Ĕнтĕ ман хыççăн эсир те юрлăр! — терĕ Кĕтерук. Ун хыççăн вуншар хĕрарăм юрласа ячĕç.
XX
Кĕтерукран уйрăлсан, Ваçли çĕр каçнă вырăна çитейнĕччĕ — часовньăпа манашкăсен пӳртне вут хыпса илчĕ. Кĕçĕр вут-кăвар чĕрене тивнĕрен малтанах Ваçли пăшăрханса та пăхрĕ. «Кунта мĕн сиксе тухрĕ-ши тата?» Анчах пăшал сассине, кĕçех хĕрарăмсем çуйхашнине илтсен, кăмăлĕ улшăнчĕ. Вăл ку вут-кăвар кама, мĕн тума кирлине тавçăрчĕ. Халех чупса çитсе юратакан хĕрарăмне мухтас килчĕ, анчах çынсем рейда кайма тухас вăхăт çывхарни чăрмантарчĕ. Вăрах кĕтме тивмерĕ, пакур йăтнă арçынсем кĕпер урлă каçрĕç. Варасăр енчен те килеççĕ. Ĕнер калаçса татăлнă тăрăх, рейдăра ĕçлеме шутлакансене хăвалама пулăшакансем ушкăнан-ушкăнăн утмаллаччĕ. Кусем апла мар. Ĕçе каякансем мар-ши?.. Ваçли йăнăшмарĕ. Ĕнер станувуй ухтарни бурлаксен кĕрешес халне çирĕплетрĕ çеç мар, хавшак чĕреллисене хăратса та пăрахрĕ. «Ан тив, полицейскисем ним те тăваймарĕç те, вăй хушса таврăнсан, тем кăтартĕç. Шăла çыртса ĕçлени авантарах», — тесе шутлакансем сыхлакансен умне ӳкме васкарĕç.
Ваçли пуринчен малтан пыраканне сăнасарах пăхрĕ те, Микула хунĕшне палласан, питех тарăхрĕ. Вăл маткăна мĕнле тумаллине кăтартсан, кирек кам та ĕçлĕ. Ун хыççăн килекенсен хушшинче берда çапакансем пуррине асăрхасан, Ваçли пушшех çуйланчĕ. «Ăста бурлаксемех ĕçе каяççĕ. Кам хăваласа кăларнă вĕсене?» Анчах шухăшласа тăма вăхăт çук. Ав, Сантăр каскăн сурăх пек чав тарать. Пӳлмесен каллех иртсе кайĕç те, ниепле те чараймăн. Ваçли Сантăр умне тухрĕ.
— Ăçта васкатăн?
Лешĕ бурлаксем хисеплекен, Миххана хирĕç тăракан çынпа кĕтмен çĕртен тĕл пулнипе йĕнчесе тăчĕ. Тăна кĕрсен, çиллине пытармасăр татса хучĕ:
— Сан мĕн ĕç! Тĕпчеме ман атте-и е пичче? Эсĕ çĕрле мĕн туса çӳренине ыйтмастăп-çке эпĕ!
Ку терĕсех, Сантăр пиччĕ, эпĕ сăй аçу тă, шăллу та мар. Çапах та эсĕ ăçта каяссине ман пĕлмеллех. Мана бурлаксем çапла хушнă. Ытах хуравлас килмесен, хам тавçăрнипе калатăп: çаврăн каялла, Миххана сутăнса, Ĕнел халăхне, ыттисене те хирĕç ан кай!
Ваçли сăмахĕсем Сантăр чĕрине тиврĕç. Ăна чăннипех сутăн илнĕ-çке. Анчах парăнас мар кăмăлĕ çĕнтерчĕ. Урăх ним шарламасăр пăрăнса иртрĕ.
— Сантăр пичче, тăхта! Итле мана!
Лешĕ çаврăнса та пăхмарĕ. Ун хыççăн ыттисем те айккинелле чавтарчĕç. Ваçли вĕсене чарма хăтланса кăшкăрчĕ:
— Халăх, тăна кĕрĕр! Тăванăрсене ан сутăр! Е Михха сахал мăшкăлланă-и сире?
Лешсем йӳпçемерĕç. Малта Якур пырать. Çынсем самаях инçе кайсан, Ваçли ним тума аптранă енне юнаса илчĕ:
— Тăхтăр-ха! Хăвăра хăвăр ӳпкелĕр!
Пакур йăтнă ушкăнсем татах курăнсан, Ваçли кăштах лăпланчĕ. Иккĕленмелли çук, бурлаксем ĕнер калаçса татăлнă тăрăх рейда никама та ĕçлеме кĕртес мар тесе хураллама килеççĕ. Пĕтĕмпе пĕр икçĕр çынран кая мар.
Ваçли патне çитсен, бурлаксем хăйсене хумхантарнă ыйтăвне хускатрĕç:
— Манашкăсене мĕн пулнă унта?
— Вĕсем, мĕн, вут-кăварла выляма шутланă-и? Чĕрине урăххи çунтарнипе Ваçли тӳрех ĕç çинчен сăмах пуçарчĕ:
— Юлташсем, манашкăсемпе хăямат-ха! Вĕсене тиркештерме çӳлте — турă, шывра шуйттан пур тенĕ. Вăт, пирĕн хушăра сутăнчăксем тупăнчĕç. Кусене тишкересси пирĕн тивĕç.
— Камсем?
— Ăçта вĕсем? — часовня патĕнчи ĕç-пуçа мансах шавларĕç бурлаксем.
— Вĕсем йышлăн, юлташсем. Çĕр аллă çынран кая мар. Энĕшкассинчен чи малтан Сантăрпа Якур кайрĕç. Тем каласан та чарăнмарĕç. Эсир иртерех çитейменни хупларĕ...
Ваçли тĕрĕсех ӳпкеленнне ăнланчĕç бурлаксем. Çиллисем вĕресе хăпарчĕç. Такама тем туса пăрахасла сасăсем илтĕнчĕç:
— Пурне те шыва ывăтатпăр!
— Шыва путаратпăр!
— Атьăр, кайрăмăр!
— Юлташсем, тăхтăр-ха! Утă çулма анакансем те тупăнĕç. Вĕсене хăваласа яма пĕр çирĕм çын юласчĕ.
Пĕр сăмахранах килĕшсе, çирĕм çын уйрăлчĕç те, ыттисем Атăл çыранĕ хĕрринелле чупрĕç.
Рейда виççĕр-тăватçĕр çын пухăннă. Кунта ĕнтĕ ытларах марисем. Ĕçе тытăнайман-ха. Пĕр çĕре кĕпĕрленсе тăнă та тем калаçаççĕ,
Килнĕ ушкăнра халех каçса тапăнма шутлакансем пурччĕ. Ваçли чарчĕ:
— Юлташсем, тăхтăр-ха! Хăвăрах куратăр, вĕсем пирĕнтен йышлăрах. Кашнин аллинче — пакур. Ĕçе саланччăр-ха. Вара пĕрерĕн-пĕрерĕн тытса шыва ывăтăпăр. Килĕшсен те, бурлаксем кăшкăрмасăр тӳсеймерĕç:
— Охо-хо-хо-хо! * — Ша-ап-аç
Леш енчисем йӳплемерĕç. Вĕсем такам хушнипе плашкут çине кĕчĕç, бердасем çине саланса кайма пуçларĕç. Ав, пĕр ушкăнне Сантăр маткă тунă çĕре ертсе пычĕ.
Ваçлипе килнĕ ушкăн завозинсем çине çирĕмшерĕн-вăтăршарăн вырнаçасшăнччĕ, лешĕ каллех урăх майлă ăс пачĕ:
— Юлташсем, пĕчĕкрех кимĕ çине те сахалтараххăн ларăр. Пысăк ушкăн çине пĕр савăл ӳксен те темиçе çынна амантĕ. Пĕчĕк кимĕсемпе ăçта кирлĕ çавăнта çыпçăнăпăр.
Бурлаксем килĕшрĕç. Кимĕсем çине вуншарăн-вуншарăн ларса, çыран хĕрринчен хăпрĕç. Тахăшĕ пуçарнипе юрласа ячĕç:
Инке, терĕм, мĕн, терĕм,
Аш мунчана пыр, терĕм...
Çавăнтах юнаса кашкăрчĕç:
— Охо-хо-хо-хо!
— Ша-апа-аç!
Бурлаксем ырă енне каçманнине малтан Павăл тавçăрчĕ. Вăл кăтартса панипе çынсем ĕçе чиперех пуçăннăччĕ. Шухăшласан ытла та пысăк пархатарлăх килсе тухрĕ. Лавккине çаратасран Павăл кунта çĕр каçрĕ. Ирхине çынсем ĕçлеме килчĕç те хуçа енчен никам çуккипе аптраса ӳкрĕç. Павăл хăй çине илсе çынсене ĕçе вырнаçтарчĕ. Куншăн ăна Михха ма ан ырлатăр! Анчах ĕрлешсе каçакан бурлаксем пĕтĕм ĕçе аркатма пултараççĕ. Çак шухăшпа Павăл Антун патне чупса пычĕ.
— Тусăм, курмастăн-и, пире ĕçрен хăвалама килеççĕ. Хăвăртрах çармăссене хуш, кимĕсене плашкут çумне çыпçăнма ан паччăр, савăлпа ухлаччăр!
Антун ăнланчĕ. Марисене кăшкăрса хистерĕ:
— Эй, тăвансем!.. Сире ĕçрен хăваласшăн! ухлăр!
Рейдăра ĕçлекенсем тин асăрхарĕç, бурлаксем юна-юна каçни вĕсене хăратса пăрахрĕ, хирĕç тăма кирлине те ĕнентерчĕ. Хăйсем ытла та сапаланчăккипе тата çапăçма хатĕрленейменнипе пĕр çĕрелле пухăнма ĕлкĕриччен Ваçли ушкăнĕ плашкут çине тухрĕ. Ал айне лекнисене шывалла чикĕлентерчĕç. Хирĕç тăма пăхакансене çапса пăрахрĕç.
Пĕр ушкăнĕ Сантăра хупăрласа илчĕ.
— Ман патăмран сирĕлĕр! — паттăрланма хăтланчĕ Сантăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...