Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Урăх калаçтарса тăратмарĕç. Ярса тытрĕç те ăна маткă хĕрринелле сĕтĕрчĕç.
— Сутăнчăк!
— Пире сутса пуйма шутларăн-и!
— Шывра ишсе пăх-ха, мĕн тути калĕ!
Сантăр шывран чăмса тухнă çĕре ку тĕлте никам та çук ĕнтĕ. Хăрушлăха тин туйса, вăл каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ те пĕр кимĕ тăнине асăрхарĕ. Упаленсе пырса ун çине кĕрсе ларчĕ. Плашкутран хăпса леш еннелле ишрĕ.
Сантăра шыва ывăтнă ушкăн Якура шырарĕ, анчах тупаймарĕ. Бурлаксем плашкут çине тухсан, лешĕ, кунта ырă курас çуккине сиссе, çыран хĕрринелле чупрĕ. Ăна курмалăхне ыттисем те тарма тытăнчĕç. Халь ĕнтĕ вĕсене Павăлпа Антун йăлăнни, хăратни те чараймарĕ. Ваçли ушкăнне çыран хĕррине кăларасшăн мар кăшкăрашрĕç:
— Халăх, тăна кĕрĕр! Мĕн айкашатăр эсир? Е Çĕпĕре каяс килчĕ-и?!
— А-а... Павăл Платонович?!
— Антун Прокофьевич те кунтах иккен! — Ана та паллакансем тупăнчĕç. Çиччĕн-саккăрăн хупăрласа илчĕç. — Эсир шыва кĕменни нумай пулать-и, тен, çавăнпа пирĕн çул çине тăма хăтлантăр!
Хуллăн-пĕççĕн ярса тытсан, Павăлпа Антун çуйхашма тапратрĕç:
— Астăвăр, станувуя калатăп!
— Уретнике евитлетпĕр!
— Караву-ул!
Бурлаксем вĕсене плашкут хĕррине сĕтĕрсе пычĕç те пуçхĕрлĕ ярăнтарчĕç. Лешсем çиеле хăпарса çумне çыпçăнсан, каллех тытса ывăтрĕç. Юлашкинчен çӳçрен çулса илсе чике-чике кăларчĕç.
Çак хушара ыттисем марисене хăваласа ячĕç. Ваçли ушкăнĕ хăй тĕллĕн çеç юлсан:
— Павăл Платонович, эсир пире ытла та вашават кĕтсе илтĕр... Кунашкал пек чухне хăна тумасăр ирттерме юрамасть! — терĕç.
— Эсир намăса çухатнă çынсем! Вăрă-хурахсем! — чăркăшрĕ Павăл.
— Апла иккен... Эсĕ мар, эпир-и вăрă-хурахсем?!
— Юмăç карчăка кам вĕлерсе çаратрĕ?!
— Кам укçипе пуйрăн?! Пирĕн ĕнсене хырса мар-и?!
— Лавккине тӳнтерес! — шавласа илчĕç те бурлаксем лавккана тăватă кĕтесрен тытрĕç.
— Юлташсем, тăхтăр-ха! — тӳре-шарасем валли ытлашши сăлтав тăвасран лăплантарма васкарĕ Ваçли. — Эпир Павăл пек çынна çаратса намăса кĕмĕпĕр...
— Апла-тăк, хăна тутăр пире! Эрех кăлартăр!
— Икĕ витререн кая килĕшместпĕр! — каллех шавларĕç бурлаксем.
Павăл эрех çук тесе кутăнланасшăнччĕ. Лавккине тӳнтерсе хăварасран ирĕксĕрех кăларса лартма тиврĕ.
— Хăвах тултарса ĕçтер!
— Малтан Ваççуха карчăка асăнса ĕç!
XXI
Михха марисен енчен çурма çĕр иртсен тин таврăнса выртрĕ те яланхи пекех ир вăранчĕ. Ĕнер мĕн-мĕн пулса иртнине аса илме тăрăшрĕ. Чăн та, тĕнче пĕтнĕн туйăнчĕ ăна. Шухăшласан чĕри халь те ыратать. Çав çара çерçисем ăна, Янаш Миххине, парăнтарасшăн пĕр çын юлми ĕçе пăрахнă. Ку та сахал, вĕсен хутне кĕрекенсем марисенчен те тупăнчĕç. Çавăнтах вăл хăйне хăй йăпатма та хăтланчĕ. «Микула хăта утрава парасшăн мар Ĕнел халăхне хирĕç çавăрнă чухне хăрушă марччĕ-и? Пурпĕр эпĕ çĕнтертĕм. Çуркунне те мăйран пăвма тапăнчĕç. Каллех вĕсемех ухмаха юлчĕç. Пĕр куна пин кун хуçа çитеймен, теççĕ те... уншăнах ним те çухалман-ха... Канмалли кун шутне кĕтĕр. Антун тус килĕшекенсене тупса пыма шантарчĕ. Выльăх-чĕрлĕхе пăхма та Лукарье ĕнерех урăх çынсем тупнă». Огуречниковпа Лаврский тата ытти туре-шарасем те çынсене ĕçе хăваласа килессе шанчĕ. Трифуна урхамах кӳлсе Атăл урлă каçнă çĕре кайса кĕтме хушрĕ. Çула май станувуй латне кĕрсе, ĕçсем мĕнлине пĕлесшĕнччĕ, ытла ир пулнипе чăрмантармарĕ. Завод пушах ларни чĕрине тепĕр хут чĕпĕтрĕ те, йӳпсесех тăмарĕ. «Тăхтăр-ха, сăрнайсем, ытти çĕрте ĕçленине курам, вара кунта та ал çитерĕп», — тесе ирттерчĕ.
Хуçине моторлă кимĕ кĕрленĕ сасăпа кĕтсе илме хăнăхнипе пăрахут çинчисем халь вăл çыран хĕррине пырса тăнине нихăшĕ те асăрхамарĕ.
— Эй... Пăрахут çинчисем! — кăшкăрчĕ вара Михха, Вахтăри матрос борт хĕррине чупса пычĕ.
— Эй.,. Пăрахут çинчисем! Кимĕ парăр!
Матрос капитан каютнне шаккарĕ, шăнкăрава шăнкăравларĕ. Тата темиçе минутран команда палуба çине тухса тăчĕ. Капитан штурвал патне хăпарчĕ те саламласа кăшкăртрĕ. Кĕçех кимĕпе Миххана лартса кĕчĕç. Михха та штурвал патне хăпарчĕ, бинокльпе пăхрĕ. Йывăç тиемелли вырăнта пĕр çын та çук... «Нивушлĕ Антун пĕр çын та тупса килеймен? Лаврский те хăйсен ялĕсене çавăрайман-ши? Полицейскисем те пĕр çынна та хăваласа кăларайман-ши? Апла мар пулас-ха... Ав, апат çиекен сарайĕнче çынсем пур. Тус-йышсем суйман иккен. Çынсене хăваласа килнех». Ĕнтĕ Миххана ĕçе васкаса тытăнманни вĕчĕрхентерме хăтланчĕ. Бурлаксене ĕçе вырнаçтаракан никам та çук. Хĕлип çăва шăтăкне кайса кĕчĕ-и, тен... Плашкут çумне çыпçăнсанах, Михха пăрахут çинчен анчĕ те çыран хĕрринелле васкарĕ. Вăл килнине халь те никам асăрхаман пек, пĕри те çаврăнса пăхмаççĕ. Çитменнине, тем шавлани, кулни илтĕнет. Михха тӳсеймерĕ, кăшкăрса ячĕ:
— Мĕн туса тăратăр! Ма ĕçлеместĕр! Бурлаксем сасартăках шавлама чарăнчĕç.
— Ĕçе килнĕ япала ма пушăлла халал çăлса вăхăта ирттеретĕр! Пуçăнăр хăвăртрах!
— Ĕç шуйттан мар-ха, шыва тармасть!
— Эпир çил-тăвăл сан йывăçна Атăл тăрăх юхтарнине курасшăн! — йĕрлешкелесе хуравларĕç бурлаксем.
«Çук, ку этемсем ĕçлеме мар, ĕçлес шутлисене хăвалама килнĕ», — тавçăрчĕ Михха. Бурлаксем хĕрĕнкине те асăрхарĕ. Ун патне Павăлпа Антун чупса çитрĕç, йĕп-йĕпе хăйсем.
— Халăх мĕн ятне пухăннă? Сире мĕн пулнă? — çуйланса ыйтрĕ Михха.
— Халăх акă мĕн ятне пухăннă, Миккала тус... — макăрса ярасла каларĕ Антун. — Эпĕ виççĕр çынна яхан илсе килнĕччĕ. Ĕçе чиперех тытантăмăр. Çаксем çитрĕç те кама хĕнесе, кама шыва ывăтса салатрĕç.
— Чăвашсем те пурччĕ... — евитлерĕ Павăл. — Вĕсене те çапа-çапа хăваларĕç. Пире те шывра иштерчĕç. Халь, манран кулмалăхне, эрех ĕçеççĕ.
— Эсир, сăрнайсем!.. — ним калама аптранă енне халăха пакурпа юнарĕ Михха.
— Ия, хуçа! Эпир ку! Йыттусем сана тĕрĕсех каласа пачĕç. Çакна çеç хушма пултаратпăр: сутăнчăксене шыва сиктернипе çеç çырлахмăпăр.
Михха сивĕ тытнă пек чĕтреме пуçларĕ. Вăй-хăвачĕ çитсен мĕн туса пăрахмĕччĕ-ши? Мăйĕсенчен чул çыхса шыва путарĕччĕ е вут çине пăрахса çунтарĕччĕ. Алли кĕске, Пурĕ те çисе ярасла кăшкăрма кăна пултарчĕ:
— Тăхтăр-ха, сăрнайсем! Пуриншĕн те асăнтарăп!
— Эсĕ тата юнатăн-и?!
— Тытăр ăна!
— Тытăр!
Сарай айĕнчен темиçен тухрĕç.
Михха каялла çаврăнчĕ, такăна-такăна чупрĕ. Халăх ăна мулкач хăваланă пек ĕрлесе ăсатрĕ:
— Охо-хо-хо-хо!
— Тытăр!
— Тытăр!
Пăрахут çине ларсан тин Миххана чун кĕчĕ. Хăй шыва чиксе кăларнă пек лачкам тара ӳкнĕ. Чăннипе, бурлаксем хăваламан та-çке ăна. Ав, вырăнтах ĕрлешсе тăраççĕ. Пăрахут çинче ĕçлекенсем вăл тарнине курса мĕн шухăшларĕç-ши? Намăса ăçта хумалла?..
— Ĕнтĕ ăçталла кайма хушатăр? — ыйтрĕ капитан.
Ун сасси Миххана йăл илме пулăшрĕ. Вăл хăйне яланхи пек тыткалама хăтланчĕ.
— Леш енне каçарса хăвар!
Рейдăран хăпсан, Миххана шанăç пырса кĕчĕ. Вăл çакна аса илчĕ: бурлаксем хирĕçнинчен тĕлĕнмелли çук. Çав тери улталаса мăшкăлланине кам тӳсейтĕр? Тата вĕсем ялан вăрман хушшинче те шыв çинче ĕçленĕрен чурăсланнă та. Утă çулнă çĕрте ĕçлекенсен забастовка тума ним салтав та çук. Михха вĕсемпе нихçан та ĕç туса курман. Çавăнпа вĕсем ĕçе килмеллех...
Атăл урлă каçсан, Михха, капитана Атăлкассине кайма хушса, сăрта хăпарчĕ. Кунта ăна Трифун кĕтсе илчĕ.
Малтанах Михха ларса пычĕ. Ĕнертенпе аслă улăхра ним те улшăнманни — мăй таран ухлĕм çав-çавах хумханни, тĕрлеттерсе пыракан лавран хăранă кайăк-кĕшĕк вĕçкелени ун кăмăлне лăплантарнă пек пулчĕ. Вăл утă çулнине инçетренех курасшăн, пакурĕ çине тĕренсе, ура çине тăчĕ те шартах сикрĕ. Ун çаранĕ çинче пĕр ушкăн арçын кăна ларать. Ялсен çаранĕсенче, вĕçĕ-хĕррисĕр халăх утă çулать. Миххашăн хăрушă инкек сиксе тухнăн туйăнчĕ. Вăл ял çыннисем хăйсен утине çулма пуçăниччен çултарса пăрахма шутланăччĕ. Ĕнтĕ мĕн тумалла?..
Михха çывхарнине асăрхасан, арçынсем ура çине тăчĕç, хăшĕ пакурĕ çине тĕренчĕç, хăшĕ ăна хулпуççийĕ çине хурса, хуçана ним шарламасăр кĕтсе илчĕç.
Михха урхамахне чарчĕ.
— Ман çаран çинче мĕн тăватăр эсир?
— Кунта сывлăш уçă та, канма чарăнтăмăр!
— Çулса пăрахнă утта вăрласран сыхлатпăр! — рейдăри майлах кулса хуравларĕç арçынсем.
Михха ĕнтĕ утă çулакансем мĕншĕн çуккине те тавçăрчĕ.
— Тасалăр ман çаран çинчен!
Лешсем хускалмарĕç те. Паçăрхинчен те ытларах йĕлпĕрнĕ сасăсем илтĕнчĕç:
— Сан çаран тесе кам каларĕ?
— Е тара çеç панине манса кайрăн-и?!
— Питех шавласан каялла та туртса илетпĕр! Михха ку çынсемпе калаçни ним усă та парас çуккине ăнланчĕ. Урăх сăмах чĕнмесĕр Трифуна лашине хăвалама хушрĕ.
Трифун малалла тĕрлеттерчĕ. Улăх тулли халăх чашлаттарса утă çулать. Унта та кунта çава хăйранă сасă янлать. Çав шав Миххашăн рейдăри бурлаксем «Тытăр ăна! Шыва ывăтас! Охо-хо-хо-хо!» тесе ĕрленĕн туйăнчĕ. Энĕш урлă каçсанах, улăхри шав инçете юлса çухалчĕ те, хуçа сасартăках Хĕлипе аса илчĕ: «Сăрнай темерĕй... Хăраса ӳкнĕ те мана чи йывăр вăхăтра пĕр-пĕччен тăратса хăварчĕ...»
Кĕтӳ çулĕ патнелле çывхарсан, вăл минресе кайрĕ. Манашкăсене пурăнма лартса панă пӳртпе часовньăран халĕ пăсланса выртакан вутпуççипе кăмрăк кăна тăрса юлнă.
— Мĕн амак кунта?
Трифун та, паçăрах асăрхама ĕлкĕрнĕскер, тĕлĕнсе хуравларĕ:
— Пушар тухнă курăнать... Тĕппипех çуннă. Иçмасса, часовня та упранайман.
— Нивушлĕ юри килсе çунтарчĕç? Сăваплă çурта уяман çын та пурах-ши вара?
— Усал çыншăн пурпĕр, Михал Петрович... Уншăн сиен туса пултăр.
Михха, тăрантас çинчен анса, çуннă пӳрт еннелле васкаса утрĕ. Пĕр ката хӳтлĕхĕнче аялти кĕпе вĕççĕн юлнă манашкăсемпе пуп арăмĕ чĕркуçленсе ларнине асăрхарĕ. Ирхи шупка çутă çинче вĕсем темле асамлăн курăнаççĕ. Лару-тăрусем тăнăçлă пулсан, Михха ним шухăшласа тăмасăрах вĕсене ярса тытĕччĕ, тапкалантарма пуçлĕччĕ. Часовня çунни нимех те мар, ыранах çĕнĕрен лартса пама пулать. Анчах манашкăсен пурнăçĕнче те хăйĕнни майлах пысăк инкек сиксе тухнине сиссе аскăн кăмăл-шухăшне çийĕнчех сирчĕ.
— Мĕн хăтланатăр эсир? — терĕ вара Михха. Манашкăсем çуйхашма тапратрĕç. Вĕсен умĕнче усал сывлăш тăнăн туйăнчĕ.
— Çветтуй турă, çветтуй хăватлă, вилĕмсĕр, çырлах пире...
— Усал сывлăша пирĕн патăртан сирсем!
— Пире çылăха кĕртме ирĕк ан парсам!
— Çуйхашма пăрахăр-ха эсир! Е эпĕ усал сывлăш маррине курмастăр-и?
Манашкăсем тин Миххана палласа илчĕç те пĕр çĕрелле кĕпĕрленчĕç.
— Михаил Петрович, эсĕ-çке ку? — йăнăшса ячĕ çамрăк манашки.
— Мĕн пулнă унта?
— Çылăха кĕнĕшĕн турă пирĕн çине йывăрлăх ячĕ. Чип-чипер çывăрнă чухне аслати çапса çунтарчĕ. Хамăр та аран тухма ĕлкĕртĕмĕр.
«Аслати çапма паян иртенпех хура пĕлĕт татки курăнмастчĕ-çке», аса илчĕ Михха.
— Хисеплĕ йăмăксем, эсир тем аташатăр. Паян аслати çапма çанталăк-ытла та уяр.
— Эпир тĕрĕссине каларăмăр.
Михха вĕсем ĕненнине сирме тăрăшмарĕ. Кирек мĕнле пулсан та, кунта темле таса мар япала сиксе тухнах. Миххана манашкăсен ниçта вырнаçма çукки канăçсăрлантарчĕ.
— Юрĕ, аслати çапнă тейĕпĕр. Малалла мĕн тума, ăçта кайма шутлатăр эсир?
— Михаил Петрович... — чĕнчĕ ним шарламасăр тăракан пуп арăмĕ, — пирĕн пата леçсе хăварăр тархасшăн. Кунашкал тумпа çын куç умне курăнма аван мар.
Вĕсем тăрантас патне кĕпĕрленсе пычĕç. Трифуна курсан вăтаннă пек пулчĕç, ахлатнă сасăсем илтĕнчĕç.
— Мĕн çуйхашатăр!.. Ларăр хăвăртрах! — хăтăрса пăрахрĕ Михха.
Манашкăсем аранах тăрантас çине хăпарчĕç. Михха, хăй плащне хывса, унпа вĕсене витрĕ. Лав часах пачăшкă тĕлне çитсе чарăнчĕ.
— Ĕнтĕ анса юлăр!
— Эсир... Эсир кĕместĕр-и вара? — йăлăнуллăн ыйтрĕ пуп арăмĕ.
— Халь вăхăт çук. Халăх лăплансан килсе пăхăп. Уя тухсан, Михха хăй пуссинче никам та çуккине асăрхарĕ. Вырма та никам килмен-ши? Тăхта, Хăйрал çырми каççинче мĕнле хĕрарăмсем тăраççĕ. Вырма килнисем мар-и? Тен, кĕтсе илекен пулман пирки ниçта кай-ма аптранă? Çук иккен, çурла мăр, аллисенче кисĕп те кӳсек вĕсен. Кунта та, ытти çĕрти пекех, вырма килекенсене хăвалама хатĕрленнĕ имĕш. Михха урхамахне Атăлкассинелле хăвалама хушрĕ.
XXII
Кăнтăрла ытла та супнипе каç вилнĕ пекех çывăрнăран Лукарье ирхине упăшки тăрса кайнине те сисмерĕ. Вăрансан вăл та ĕнер мĕн пулнине аса илме тăрăшрĕ. Ĕнерхи кун уншăн чăннипех те калама çук тертлĕ иртрĕ. Кетӳрен вăхăтсăр хăваласа килнĕ выльăхсем мĕкĕрешме, макăрашма тапратрĕç. Шăварас, апат парас вăхăт та çитĕ. Кампа шăварса апатлас?
Çитменнине, кил хушшинче чăх-чĕпсене çитермеллинчен урăх нимле выльăх апачĕ те çук. Лукарьене ĕнтĕ пĕр шухăш çунтарма тытăнчĕ: выльăх-чĕрлĕхе пăхма халех çынсем шырамалла. Вăл шутласа пăхрĕ те забастовкăна хутшăнманнисене çаксене тупрĕ: икĕ лакей, хапха умĕнчи хуралçă, швейцар, повар, кухньăра ĕçлекенсем иккĕн, Хĕлипĕн стрепки — пурĕ вунă çынна яхăн. Анчах кусемпе мĕнех тăвăн? Ĕмĕрне выльăх-чĕрлĕх пăхманскерсем кĕтӳре çуреме е кил хушшинче пăхма пултарĕç-и вара? Çук, вĕсемпе çеç ĕç тухмĕ.
Пăрахут çине ларма каякансем Атăлкасси витĕр пайтах çӳреççĕ. Вĕсен хушшинче ĕç шыракансем те сахал мар. Лукарье пристане чупрĕ, çирĕм хĕрарăм ытла тупса килчĕ те выльăхĕсене кĕтĕве кăларса ячĕ, чăххи-чĕппине апатларĕ. Кĕтӳ кĕртсен, ĕнисене сутарчĕ. Çĕнĕ кетӳçĕсене халичченхи тарçисем пурăннă çĕре вырнаçтарсан, хăй те кĕрсе выртрĕ. Вăрансан çаксене аса илчĕ те, хăй патĕнче ĕçлеçе курманскерсем мĕн тумаллине пĕлмеççĕ пек сунса кил хушшине тухрĕ. Вăл канăçсăрланнине çирĕплетесшĕнех-и, тен, выльăх-чĕрлĕхĕ макăрса тăрать. Ĕнисене те суман. «Çаплипех çывăраççĕ пулмалла!» — çилленсе шухăшларĕ те Лукарье, ятлама шут тытса, вĕсен пӳртне кĕчĕ. Кунта пĕр çын та çуккипе йăванса каясла тĕлĕнчĕ. «Ăçта вĕсем? Тарчĕç-ши? Ара, каç чиперех килĕшсе юлчĕç-çке?»
Тĕрĕсех, каçхине вĕсем ĕçлеме сăмах парса юлчĕç те çĕрле тухса шурĕç. Мĕншĕнне Лукарье нихçан та пĕлеймĕ. Акă мĕн пулса иртнĕ кунта çĕрле. Трифун, хуçине нихçан хирĕç чĕнмен чăваш та мĕн хушнине тума хăнăхнăскер, хуçипе пĕрле марисен енчен таврăнчĕ те, урхамахне хăварса, тарçăсем пурăнакан пӳрте кĕчĕ. Ют хĕрарăмсене асăрхасан, çилленсе кăшкăрчĕ:
— Эй, тăрăр хăвăртрах! Мĕн шыраса килнĕ эсир? Хăвăр пек мĕскĕнсен юлашки татăкне туртса илсе тутă пулас терĕр-и? Намăс мар-и сире? Е кунти тарçăсем пастовка пуçарнине илтмен-и? Вĕсем, пĕлсен, сире ырă пуçпах хăварас çук. Сывă та шĕкĕр пек чухне килелле вĕçтерĕр!
Хĕрарăмсем забастовка мĕнне ăнланса мар, чăннипех хăраса ӳкнипе сике-сике тăчĕç те вăр-варах тухса шурĕç.
Ним шутласа тупайман енне Лукарье тарçă шырама ĕнерхи çулпа тухса вĕçтерчĕ. Анчах паян — те вăхăт ытларах иртнĕрен, те урăх сăлтавшăн — пристаньре, перевозра та виçĕ хĕрарăмран пуçне никама та тупаймарĕ. Çавăнтах вăл аса илчĕ те хăйне хăй ятларĕ: «Ухмах мар-и эпĕ! Çынсене пристаньре шыраса çӳретĕп. Атăлкассинче сахал-и вĕсем!»
Лукарье таврăнчĕ те, виçĕ хĕрарăма пĕр кил умне тăратса хăварса, хăй шала кĕчĕ. Пӳртре ăна карчăкпа икĕ çамрăк хĕрарăм кĕтсе илчĕç. Арçыннисем пулă тытма е вут-шанкă пухма Атăл çине кайнă пулмалла.
Атăлкассинче Лукарьене пурте палланăран, вăл пырса кĕнинчен питех тĕлĕнчĕç. Чаплă хуçа арăмĕ ялти çынсем патне çӳренине кам курни пур. Ытла пăлханнипе Лукарье ăна-куна сисмерĕ. Сывлăшне çавăрма ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕрмен евĕклĕн курăнма тăрăшса саламларĕ: .
— Ырă кун сунатăп!
— Килĕрех.
— Пирĕн патра ĕçе пымастăр-и?
— Ĕçе?.. — терĕ те карчăк шухăша кайрĕ. Пит-куçĕнчи сăрсем улшăнчĕç.
— Ия. Ене сума атьăр-ха. Вара кĕтӳ кетме каятăр. Киле юлакан выльăхсене, чăх-чĕпсене апатлатăр.
— Çук, сударыня, эпир пыраймастпăр! — тавăрса хучĕ карчăк.
— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ Лукарье. — Хăвăр килĕшсен, эпĕ сире пĕр кунлăха çеç мар, эрнелĕхе, уйăхлăха та ĕçе илме пултаратăп! Хакĕшĕн те хытсах тăмăп!
— Эсир, сударыня... Малтан чăвашсене улталанине тӳлесе татăр-ха. Выльăху-чĕрлĕхӳсене пăхакансене те çынла усрăр. Вара хăйсемех таврăнĕç те ĕçе тытăнĕç.
Лукарьен ахаль те ыратакан чĕри тӳсеймерĕ, хаярланса çитрĕ.
— Пире тиркешме мĕнле хăятăр эсир!
— Мĕнле хăйрăм, çавнашкал каларăм, сударыня... Хăймасăр тăма халлĕхе сирĕн чура мар-ха. Сирĕн алла çаклансан, хĕвел çути те тĕксĕмленĕ.
Лукарье урăх сăмах чĕнмесĕрех урама тухса утрĕ. Тепĕр киле кĕчĕ. Анчах кунта та малтанхи майлах кĕтсе илсе ăсатрĕç. Ытти килсенче те карчăк сăмахнех каларĕç.
Вăхăт шунăçемĕн шурĕ. «Турă çырлахтăр, выльăхсем мĕн хăтланаççĕ-ши?» — аса илчĕ те Лукарье, кĕтме хушнă хĕрарăмсене те манса, килне чупса таврăнчĕ. Кунта вăл мĕн курнине каласа та пĕтерес çук. Пиншер пуç ĕне, сысна, сурăх тĕрлĕ сасăпа çуйхашнă шав хăлхана çурать. Кил хушшинче урлă та пирлĕ кумать, арман çуначĕ пек çаврăнать, пăтранать. Пĕр-пĕринпе сĕкĕшсе йăвантарнисене çавăнтах таптаççĕ. Шыв ĕçес килнипе тараса патне çапса хĕстернĕ пек чыхăннă, хыçалтисем çав-çавах тăвăнса, сĕкĕшсе хĕстереççĕ. Малти ĕне тӳсеймерĕ, çӳллех мар тараса пури урлă сикме хăтланса, тарасана ярăнчĕ. Ун хыççăн тепри сикрĕ... Виççĕмĕшĕ. Самант хушшинче тараса тулса ларчĕ. Ку та сахал, вăкăрсем чăх-чĕп картишне пӳлнĕ хӳмене йăвантарчĕç те мĕкĕре-мĕкĕре унталла кĕрсе кайрĕç. Вĕсем хыççăн ĕни-сурăххи талпăнчĕ, картишĕнче мĕн пур-çука тапта пуçларĕç.
Лукарье инкеке хапхана уçса выльăх-чĕрлĕхе кăларса ярсан кăна сирме пуласса тавçăрчĕ. Анчах выльăх чышăннăран хапха патне пыраймарĕ. Вара кӳсек шыраса тупрĕ те, выльăхсене нимне пĕлми çапа-çапа сирсе, çул турĕ. Хапхана уçса пăрахрĕ. Тĕрлĕ выльăх вуншарăн хĕсене-хĕсĕне тухма тапратрĕç. Атăл хĕрринелле, хайсене шăваракан еннелле, чупрĕç. Вăхăт нумай та иртмерĕ, кил хушши пушанса юлчĕ. Лукарье ĕнтĕ кунпа та çырлахмарĕ. Хĕлип стрепкине чăх-чĕп, хур-кăвакалне пăхма кăваласа тухрĕ. Хапха патĕнчи хуралçă сыснасене апатлама васкатрĕ. Икĕ лакейпа швейцара урамри выльăхсене асăрхама хăваларĕ.
Михха тĕрлеттерсе пырса кĕнине курсан, пĕтем инкек-синкек унран килнине ăнланса, Лукарьен темиçе çултанпа пухăннă çилли тăкăнчĕ. Вăл упăшки тăрантас çинчен анма ĕлкĕрнĕ çĕре чупса çитрĕ те пĕтĕм чĕринчен хаярланса тухакан сассипе, капланса çитнĕ тарăхуллă кăмăлпа:
— Ахальтен сехмет ят паман сана! — терĕ.
— Мĕн терĕн эсĕ?..
Лукарье упăшки тилĕрнине йӳпсемесĕр малалла сăтăрттарчĕ:
— Эсĕ çынсемпе килĕшсе пурăнасшăн пулмарăн. Вĕсене хĕстерме, çиллентерме тăрăшрăн. Эпĕ асăрхаттарнисене ним вырăнне те хумарăн. Сана канаш паракансем станувуйпа ваккат, вăрă-хурах пур. Вĕсем сана, бурлаксене улталама хушса, суд-йăрмахпа çыхăнтарчĕç. Ĕнтĕ вĕсен ырлăхне курса савăн! Сана пурте ултавçă теççĕ, кураймаççĕ. Акă паян çĕршер пуç выльăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал пĕтрĕ. Тараса тулли ĕне.
Хăйне тивĕçсĕр кӳлешнĕ пек шутласа, Михха арăмне тем туса пăрахма та хатĕрччĕ. Юлашки сăмахĕсем ăна тăна кĕртрĕç. Вăл выльăх-чĕрлĕх картишне чупрĕ. Кунта мĕнне курсан, чут çеç йăванса каймарĕ. Кил хушши талккишпех вилнĕ е вилеймесĕр тапаланса выртакан пăру-сурăх, така-путек. Чăх-чĕппе хур-кăвакал виллисене шутласа та пĕтерес çук. Тараса тулли ĕне. «Акă ăçта иккен забастовкăн ырлăхĕ... Ăçта, мĕн туса йăнăшрăм эпĕ? Лукарье тĕрĕс каламарĕ-и? Çав сăрнайсем канаш панипе инкек курмастăп-и? Енчен çынсемпе хирĕçмен, вĕсемпе килĕшсе пурăннă пулсан мĕнлеччĕ-ши?»
— Куртăн-и ĕнтĕ... Тус-йышусем канаш панипе тата ху çынсене юратман пирки мĕн килсе тухрĕ. Ку пуçламăш çеç вĕт-ха... Кĕçех пусăри тырру-пуллу юхса тухĕ. Е çил-тăвăл килсе йывăççусене юхтарса кайсан?.. Ах, Михха... шалах кĕмен пек чухне çынсемпе килĕш. Вĕсем ыйтнине тивĕçтер!
Михха, ахăртнех, хăй миллионерне, ун ирĕкĕнче тӳре-шарасем пуррине аса илсе, халь çеç çемĕçме хăтланнă кăмăлне сирчĕ. Ăна парăнма хушаççĕ. Вăл çавăншăн обществăн чи çӳллĕ сыпăкне хăпарнă-и? Ялти пуянран кĕпĕрнипе çеç мар, Раççейпе паллă пуяна тухнă-и? Вăл нихçан никама парăнман, парăнас та çук. Ан тив, паянлăха ун ĕçне чарса лартнипе тăшманĕсем савăнччăр. Ыран хăйсемех макăрĕç.
— Çук, эпĕ хама тапăнакансемпе килĕшӳ тума ятне çуралман. Вĕсене таптаса ирме çуралнă! — татса хучĕ те Михха, арăмĕнчен пăрăнса, тимĕр хапха еннелле утрĕ.
ХХШ
Огуречников та, çĕре çывăрнă-çывăрман ирттерсе, вырăн çинчен йĕп-йĕпе тара ӳксе тăчĕ. Çинĕ-çименех кабинетне кайрĕ. Полицейскисене чĕнсе килме хушрĕ. Лешсем пухăнсан та, ним калама аптраса, каллĕ-маллĕ уткаларĕ. Ĕнер хĕçпăшаллă пилĕк полицейскине ним харамасăр тапăнни ăна пуçламăш хут забастовка вăйăлла иртменнине ĕнентерчĕ, Миххана çилленнĕ халăх тем тума та хатĕррине кăтартрĕ. Çавăнпах вăл Ваçлине вĕçертнĕшĕн сивĕ çĕре хупнă стражнике ирĕке кăларчĕ. Револьверне çухатнăшăн та аслисен умĕнче хута кĕме сăмах пачĕ. Малалла мĕн тумалла-ха? Пурте пĕрле пĕр яла кайсан мĕнле-ши? Пуля шеллемесен çĕнтерĕн. Унашкал хăтланни халех вырăнлă-ши? Халăх хăйне ытла тăнăçлă тыткалать-çке.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...