Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Михаил Петрович, — парăнса чĕнчĕ вăл, — Константин Сергеевич сĕнĕвĕпе эпĕ те килĕшетĕп. Хам енчен тата çакна каласшăн: эсир мана маткă тума, берда çапма пултаракансен ячĕсене парăр. Эпĕ вĕсене ыран валли ĕçе кăларма тăрăшăп.
Михха айккинелле пăхкаласа илчĕ те Хĕлип халь те çуккишĕн пăшăрханчĕ. Вăл пурне те ятран астăватчĕ-и, тен. Анчах ĕçе тытăнас çынсене чарса тăрасшăн мар:
Берда çапакансем камне кашни ялтах каласа парĕç. Вăт, маткă тутарма пултаракан Ĕнелĕпе те пĕрре, Энĕшкассинчи Сантăр, Николай Степанович хунĕ çеç, çавна çавăрăр, — терĕ Михха.
XIII
Тус-йышĕсенчен уйрăлсанах, Михха марисен енне кайма шут тытрĕ. Кирек мĕнле пулсан та, тĕттĕмленнĕ çĕре Элкет юханшывĕ хĕрринче пурăнакан, вăрман касса сулă тăвакан ултă яла çитме ĕлкĕрессе шанать вăл. Анчах Хĕлип ăçта? Канашлăва та пымарĕ. Паçăр тумтирне улăштарса тăхăнма кăна уйрăлтăмăр мар-и? Михха васканă пирки урăх кĕтсе тăмарĕ. Хĕлип пурăнакан пӳрте кĕчĕ. Кунта стрепке макăрса выртнине курсан, вăл кичемленсе те силленсе чĕнчĕ:
— Мĕн кĕрт йытти пек ӳлесе выртатăн?
Хуçа сассине илтсен, стрепке чĕри шартах сикрĕ, макăрма та чарăнчĕ.
— Хĕлип ăçта?
— Филипп Спиридонович тухса кайрĕ...
— Ăçталла?
Стрепке ĕсĕкле-ĕсĕкле çакна каласа пачĕ.
Миххаран уйрăлсан, Хĕлип хваттерне, чупса килнĕ. Вăл йĕп-йĕпине, йăлтах сăнран улшăннине асăрхасан, стрепке хăраса ӳкрĕ:
— Турă çырлахтăр, Филипп Спиридонович.. Ăçта йĕпеннĕ эсĕ? Мĕн пулнă сана?
— Мана халь çеç мар, тахçанах пулнă. Эпĕ вăрă-хурах... Чипер çынсем хушшинче пурăнма шутланă. Юрамасть иккен. Апла тесен, хăйсене хăйсем ӳпкелеччĕр!
Стрепке куна ĕненмерĕ. Хĕлипе темле инкек е вĕри чир çыпçăннăран аташнăн туйăнчĕ.
— Филипп Спиридонович, куратăп, тем аташатăн эсĕ... Эрех тултарса парам та... тумтирна улăштарса вырт-ха. Кансан пурте иртĕ...
— Çук, аташмастăп... — çав-çавах халиччен илтмен тискерле сассипе хуравларĕ Хĕлип. — Сана тĕрĕссине каларăм. Эпĕ Пакăш ращинчи вăрă-хурах. Михха мана хăй килне илсе çын тума хăтланчĕ. Халăх йышăнмарĕ. Вĕсем пире, Миххапа иксĕмĕре те, асрел майлах кураймаççĕ. Сана... кĕске вăхăт хушши çынпа пурнăç кăтартнăшăн тавтапуç... Çилленсе ан юл...
— Филипп Спиридонович, мĕн сӳпĕлтететĕн эсĕ... Тăна кĕр. Шăн-шан пулать те иртет. Каллех чипер пурăнăпăр.
— Урăх пурăнмастпăр... Ман васкамалла...
— Апла, эсĕ ман ăшра сан ачу пуррине те мантăн-и?
— Уншăн эпĕ айăплă мар. Ун çинчен сана малтанах каланă. Çынна шеллес çине эпĕ çут тĕнчере пĕр самант та пурăнмăттăм. Анчах арчара унта... сире ним нушасăр ĕмĕр ирттермелĕх мул хатĕрленĕ эпĕ... Сывă пул. — Хĕлип эрех тултарса ĕçрĕ те тухса кайрĕ.
Стрепке сăмахне вĕçлерĕ те ним вăтанмасăр сасăпах йĕрсе ячĕ.
Михха кăмăлĕ ирĕксĕрех хуçăлчĕ. Хĕрарăма шеллесе мар. Хĕлин халăхран хăраса тухса тарни тарăхтарчĕ ăна. Урăх нихçан та таврăнмĕ ĕнтĕ. Хĕлип хăйле пĕрле ун аллине татса кайнăнах туйăнчĕ. Унашкал тӳрĕ тарçă урăх ăçтан тупăн? Сăрнайсем пĕтерчĕç. Михха самай вăхăт тĕлĕрсе те шухăша путса тăнă хыççăн сăмах хушрĕ:
— Ан макăр... Сана хăваламастăп. Пурăн, Лукарье выльăх-чĕрлĕхсене пăхнă çĕрте ĕç тупса парĕ, — тесе хăварчĕ.
Сасартăк вăл хăй пурнăçĕнчи хăрушлăхсене, марисен енне каймаллине аса илчĕ те Хĕлип пирки хускалнă шухăшне сирчĕ. Трифуна урхамахне кӳлме хушрĕ. Атăл урлă каçсан, марисем çинчен шухăшлама тытăнчĕ. Вăрманне касса хатĕрлекен марисемпе Михха нумай тĕл пулнă, нумай калаçнă. Унта ăна ватти-вĕттипех паллаççĕ. Вĕсем пĕр харкашу та кăларман. Ĕçе вăхăтра та аван туса пынă. Хуçа мĕн хак тӳленипе яланах килĕшнĕ. Йывăç тиеме те пĕр самахсăрах пырĕç.
Упияр ялне çитсен, Трифун хуçи енне çаврăнчĕ:
— Кам патне кĕрес?
— Антун патне! — хушрĕ Михха.
Трифун, хуçипе çӳресе вăл кĕрекен çынсен тĕлне пĕлнĕрен, тӳрех икĕ айккинче икĕ пӳртлĕ, кил хушши урлăшпех вырăсла хапхаллă çурт умне урхамахне тăратрĕ.
Пӳртре Миххана сăмала пек хура сухаллă, хура çӳçлĕ, аллă çулалла çитнĕ лутрарах çынпа арăмĕ аял пуç тайса кĕтсе илчĕç.
— Килĕрех, килĕрех, Миккала тус, тĕпелех иртĕр... Ĕçни-çинисене тавсье, Миккала тус! — терĕ Антун.
— Тивнĕ пулсан тавах! — кунта яланхи пекех парăнса йышăннипе Михха, ĕç ăнăçлă пуласса шанса, хаваслăн хуравларĕ те плащне хывса йăрхаха çакрĕ.
— Самовар ларткалĕ, — арăмне хушрĕ Антун.
— Чейне кайран та ĕçĕпĕр, тусăм, халь ĕç çинчен калаçар. Мана бурлаксем кирлĕ.
Антун куçĕ хаваслăн çиçсе илчĕ. Михха ĕçĕнче сахал тупăш курнă-и вăл? Каллех телей çитрĕ. Çавăн ятне-и, хресченсем тырă вырма тухайман-ха. Тухсан та нимех мар. Пурпĕр кашниех укçа ĕçлесе тупасшăн çунать. Аçампа хуплама май пур лаптăк çинче тута пурăнмалăх тырпул туса илеймĕн.
— Э-э, Миккала тус, — йăпăлтатса чĕнчĕ Антун, — бурлаксем тесен, Элнет юханшывне пĕвеле. Хакне те мĕн ĕçне çеç каласа пар.
— Çынсем мана рейдăра йывăç тиенĕ çĕрте кирлĕ.
— Унта чăвашсем ĕçлетчĕç-çке?
— Чăвашсем вĕсем наянсем. Эпĕ вал сăрнайсене хăваласа ятăм.
Антун чăвашсем наян маррине пĕлет. Анчах уншăн халь чăвашсем ĕçе хайсем пăрахнă-и е вĕсене Михха хăваланă-и пурпĕр. Вăл çакна лайăх ăнланчĕ: Миххан пурнăçĕнче çуркуннехи калтăках сиксе тухнă. Пĕтĕм ĕçне марисен аллине çавăрса илме тата хакне ӳстерсе ыйтма шăп вăхăт.
— Эй, Миккала тус, — паçăрхи майлах йăпăлтатса калаçрĕ Антун, — чăвашсем наян çеç мар, вĕсем сан тăшмансем, яланах сана сиен тума тăрăшаççĕ. Хăвах аса ил-ха: çуркунне мĕн хăтланчĕç! Никам илтмен хак ыйтса аптратрĕç. Юрать-ха, суд-йăрмахсем ĕçе тӳрĕ татса панă. Миккала тусăм йывăçа мольăпа хăвалас ĕçе ма чăвашсене çеç пама хăтланать-ши, ма марисене пама уйламасть-ши? — тесе шутлаттăм эп ун чух. Элнет юханшыве чăвашсен мар, марисен-çке. Вĕсемшĕн йывăç хăваласси килти вут каски çинче вут татассипе пĕрех. Хăнăхиччен пĕр-иккĕшĕ путсан та нимех мар. Вĕсем тата нумай çуралаççĕ.
Антун халапĕ Михха кăмăлне килĕшрĕ. Вал рейдăра тата ытти çĕрте мĕн пулнине те каласа парасшăнччĕ. Ĕçри инкексем çинчен чи çывăх çынсемпе çеç сӳтсе явма хăнăхнăран чарăнса тăчĕ. Тата вал сакна та манмарĕ. Антунпа ытти марисем пĕлменни аванрах. Пĕлсен хаклашма тытăнĕç.
— Антун тусăм, малашне пĕтĕм ĕçе сире парасси çинчен те шухăшласа пăхăп. Халь çынсене йывăç тиеме пух. Кунне хĕрĕх пилĕк пус тӳлĕп. Чăвашсене хĕрĕх пус çеç тӳленĕ. Ĕçне ыранах пуçăнмалла.
— Темле çав, Миккала тусăм... Çыннисем Элнете пĕвелемелĕх те пур та... Ку хакпа килĕшĕç-ши?
— Ма тата?
— Ара, Миккала тус, çавна каласшăн. Ытла та ĕççи-çке халĕ... Кашниех тырри-пуллине вăхăтра пухса кĕртесшĕн. Вăт тепрер икĕ эрнерен урăх шутчĕ, ку хакран йӳнерех те килĕшме юратчĕ.
Михха çилленчĕ.
— Эсĕ мĕн, шӳтлетĕи-и е чăнласах-и?
— Куго Миккулай пĕлет, Миккала тус, чăн та, сан ĕç ăнăçлă ирттĕр тесе кăна калатăп...
Подрядчик хака устересшĕнне тавçăрчĕ Михха. Халĕ ятлаçнипе ĕç кăларас çуккине ăнланса тӳртен ыйтрĕ:
— Миçе пус илесшĕн эсĕ?
— Тепĕр пилĕк пусне хушсан аванччĕ.
— Юрĕ, анчах хăвăртрах татăлăр! — килĕшрĕ Михха.
— Э-э, Миккала тус, уншăн тесен ним те ан шухăшла. Халь пухăнĕç те, ĕçĕ те вĕçленĕ! — шантарчĕ Антун.
Староста патне пырса вăл, ĕçкĕ пулассипе хистесе, хăвартрах халах хăвалама хушрĕ.
Киле таврăнсан, Миххапа иккĕшĕ пĕрер черкке ĕçме ĕлкерейнĕччĕ, халăх пухăннине килсе те хыпарларĕç. Вĕсем çитнĕ çĕре хурал пӳрчĕ умне арçынсем çеç мар, хĕрарăмĕ, ачи-пăчи те пухăннă. Вĕсем кунта пуян чăваша курасшăн килнĕ.
Михха карттусне хывса саламларĕ:
— Мари шамыч, аван-и?
— Пэш сай! — иккĕн-виççĕн хуравларĕç те малти ретрисем çĕлĕкĕсене хывса пуç тайрĕç.
Антун марисене хăйсен чĕлхипе ăнлантарма тытăнчĕ.
— Халăх, Миккала Петрович пирĕн яла телей илсе килнĕ. Сире вăл хĕлле çеç мар, çулла та ĕçлеттерсе укçа туптарасшăн.
Çынсен хушшинче тем калаçса, кулкаласа илни палăрчĕ. Пĕри хăйса ыйту пачĕ:
— Пире ырă тума шутланăшăн хуçана тавтапуç. Çакна пĕлесчĕ: мĕнле ĕç парасшăн вăл пире?Хамăра килĕшӳллĕ ĕçех-и?
— Çав тери тухăçлă ĕç, тăвансем! Рейдăра челенасем туса йывăç тиемелле. Халиччен эпир ку ĕçпе айкашса курман тесе хăраса ан ӳкĕр, Мари туман ĕç тĕнчере çук. Тĕрĕс мар-и?!.
— Тĕрĕс! .
— Мари туман ĕç тĕнчере çук!
— Апла тесен, ыран ĕçе каймалли çеç юлчĕ. Хакĕ тĕлĕнмелле лайăх. Кунне хĕрĕх пус парать. Шухăшлăр хăвăрах, пĕр кун ĕçлетĕр те пĕр пăт ыраш илетĕр. Вунă кун ĕçлесен — вунă пăт! Унта ĕç виçĕ уйăхлăх та пур. Пӳлме тулли тырă туянăпăр та ним шухăшсăр хĕл каçăпăр! Укçана çуран ĕçленĕшĕн тулеççĕ. Хĕллехи пек лашине çитерсе тăккаланмалла мар. Лаша таврашĕсем те ванас çук.
Антун сăмахне итлесе тăракан Михха ирĕксĕрех авăкланчĕ: «Вăт сăрнай, хăй валли кунне вунă пус хăварасшăн. Ним тăкак курмасăр мĕн чул тупăш илет вăл!» Анчах хирĕçсе халăх кăмăлне пăсас килмерĕ. Тата ун шухăшне пĕр мари сасси татрĕ.
— Ĕçлесси пирĕн йăла. Çак çеç иккĕлентерет: унта чăвашсем ĕçлетчĕç-çке? Халь ăçта вĕсем?
Вăхăтсăр та кĕтмен ыйту Миххана эрлентерчĕ те, пурпĕр майĕпе хуравларĕ:
— Чăвашсене хăваласа ятăм. Наянсем вĕсем. Урăх нихçан та ĕçе илместĕп. Эсир тесен, урăх шут. Эсир — ĕçе юратакан халăх. Малашне шыв çинчи пĕтĕм ĕçе сире паратăп!
— Çапла-ши вара? — терĕ тахăшĕ, усала систернĕн.
— Мĕнле çапла-ши? — Михха вырăнне Антун васкаса чĕнчĕ.
Вара темиçе мари калаçса кайрĕç.
— Чăвашсем наян мар!
— Пирĕн пекех ĕçчен халăх!
— Вĕсем хуçа хĕстернине тусеймесĕр пăрахса кайнă! Халăх хушшинчен тапса тухнă сăмахсем Антун хак хуштарнă чухне тавçăрма хăтланни тĕрĕсне йăлтах çирĕплетрĕç. Хуçапа чăвашсем хушшинче каллех пысăк харкашу тапранни паллах. Халь ĕнтĕ Михха, марисене ĕçе тытса, чăвашсем хирĕç тăрассине аркатма тăрăшать. Михха кĕсйине тата шаларах ал яма шăп вăхăт. Анчах Антун юлашки шухăшне сирчĕ, вăл хăраса та ӳкрĕ. Марисем Михха ĕçĕнчи йывăрлăха пĕлеççĕ пулсан, Антунран та хаклăрах ыйтнипе ăна нимсĕр тăратса хăварĕç. Вăл, ирĕксĕрех Михха хутне кĕрсе, марисене çавăрма пикенчĕ:
— Халăх! Сирĕн хушăра кирлĕ мара сӳпĕлтетекенсем тупăнчĕç. Хăвăрах пĕлмелле: ĕçе кама илессипе илмесси — хуçа ирĕкĕ. Пирĕншĕн халь ĕç тупăнни паха! — Сывлăшне çавăрмалла чарăнчĕ. Марисем те чĕнмеççĕ. Антун куна хăйпе килĕшнĕн ăнланса каларĕ: — Çапла ĕннĕ, халăх унта ĕçлесе укçа тупас текенсем кĕçĕрех апат-çимĕç тата пакур хатĕрлесе хурăр та, ыран шурăмпуçĕпех тухса каятпăр. Паян хуçа сире валли витре эрех лартать! — Антун каллех чарăнчĕ те марисем хаваспах йышăнасса кĕтрĕ. Лешсем çав-çавах чĕмсĕрленсе тăчĕç. Антун сассине хăпартрĕ. — Ма ним те шарламастăр! Е укçа ĕçлесе илесшĕн мар-и?
— Укçа пурне те кирлĕ. Анчах хальхинче кĕрĕшместпĕр! — илтĕнчĕ пĕччен сасă.
— Мĕн сăлтавшăн? — тĕлĕнчĕ Антун.
— Вăл чăвашсене улталанă, пире те çавнах кăтартĕ! — хушса хучĕ тепри.
Михха чĕри картах турĕ. Кунта та паян чунне тарăхтарнă сăмахах переççĕ мар-и?
— Суя халапа ăçтан илтнĕ эсир? — хумханса хирĕç чĕнчĕ вăл.
— Э-эӳ хуçа... Эпир, марисем, вăрманта пурăнатпăр. Вăрман хăлхаллă тенине хăвăр та пĕлмелле! — хуравларĕç халăх хушшинче.
— Эпĕ нихçан, никама улталаман. Эсир темисе çултанпах ман валли вăрман касса хатĕрлетĕр, сулă туса паратăр. Хăçан улталанă эп сире?!.
— Çук, çук, Миккала тус! — çирĕплетме васкарĕ Антун. — Киревсĕр халапа Кырли хăй шутласа кăларнă. Ăна эпир ĕçе пырас тесен те йышăнмастпăр.
— Эпĕ пымастăп та! — Антун ятран чĕннĕ мариех татса хучĕ. — Хамăр пекех чухăн та нушаллă, хĕн-хур айĕнче асапланакан чăвашсене хирĕç кайса выçă сехмете, пулăшма ухмах мар. Вăл чăвашсене çуркунне çаратнă укçине тавăрса патăр-ха! Тата ытти тарçисен ыйтăвĕсене те тивĕçтертĕр!
Михха тӳсеймерĕ, хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ:
— Мĕн терĕн эсĕ, сăрнай?!.
Халăх сасартăках шавлама тапратни Миххана пӳлчĕ.
— Мольă хăваланă укçана тавăрса пар!
— Суд ĕçне сӳнтер!
— Пирĕн хушăра сутăнчăксене ан шыра!
— Мĕнле хăятăр эсир?! — сурчăкне сирпĕтрĕ Михха.
— Халăх! — Антун та кăшкăрашма тытăнчĕ, — Мĕн хăтланатăр эсир?! Миккала Петрович çилленме пултарать. Вара...
Халăх итлесе тăмарĕ, саланчĕ. Чăваш ялĕсенче пулса иртнĕ майлах, ĕçе кайма килĕшекенсем темиçен кăна тăрса юлчĕç.
Кырли хурал пӳртĕнчен тухса саланнă вăхăтра темиçе çынпа калаçрĕ те килне таврăнчĕ. Кунта ăна Микула кĕтсе илчĕ.
— Ну, ĕç-пуçсем мĕнле?
— Питĕ лайăх! Сехметпе Антун ухмаха тăрса юлчĕç. Каяс текенсем ытла та сахал тупăнчĕç.
— Тавтапуç, Кирилл Федорович... Эсир пулăшнине чăваш чухăнĕсем нихçан та манмĕç!
— Тав тумах кирлĕ мар, Николай Степанович... Эпир сире пулăшни хамăршăн тăрăшниех пулать.
— Ку питех те тĕрĕс, Кирилл Федорович...
XIV
Михха патĕнче канашлу ирттерсенех, Лаврский ялне таврăнчĕ те çула май староста патне кĕчĕ. Яланхи пекех мăнаçлăн саламласан:
— Арçынсене пухăр-ха. Ман вĕсене ырă хыпар каламалли пур! — терĕ. Староста пуç тайса килĕшрĕ. Тухса кайма алăк хăлапне тытсан: — Ман пӳрт умне хăваласан та юрать! — хушрĕ Лаврский.
Ваккат бурлаксене çеç мар, вĕсене вăрттăн ертсе пыракансене те çĕнтерес шанчăкĕпе кăмăлланса килне çитрĕ.
Вăл бурлаксене камсем ертсе пынине те пĕлет. Ахальтен-и суд-йăрмах ĕçне аслă шкулта вĕреннĕ чухне хăшпĕр студентсемпе пĕрле социализмпа хавхаланатчĕ. Струвепе ытти буржуаллă либералсем вĕрентнине пахалатчĕ. Ун шучĕпе, Раççейри лару-тăрăва, юсама, Раççее чечеклентерсе аслă çул çине кăларма пултаракан вăй капиталистсем кăна. Çавăншăн вăл Округ судĕнче ĕçе Михха майлă тутарасшăн тăрăшрĕ. Хальхинче бурлаксем çеç мар, кĕрешĕве Миххан пĕтĕм тарçи хутшăннă. Вĕсене парăнтарса ĕçе кăларсан, хура халăха вăрттăн ертсе пыракан социал-демократла рабочи партине çĕнтерни тата хăватлăрах курăнĕ! Киле вăл нихçанхинчен ир таврăннăран арăмĕ тĕлĕнерех кĕтсе илнине хирĕç хавхаланса хуравларĕ:
— Катя! Эпĕ ытла та пысăк ĕç тунипе иртерех таврăнтăм. Çак ĕçе ăнăçлăн ирттерсен, пирĕн пурнăç малашне юмахри майлах пуян та мухтавлă пулĕ!
Упăшки Мнххапа çыхланнăранпа урăх шкам ĕçнех те йышăнман пирки вăл тĕрĕс калаçнине арăмĕн ĕненесех килмерĕ.
— Çав тери пысăк та чапли мĕнле ĕç вăл?
— Атя кăтартатăп! — Лаврский арăмне балкон çине илсе тухрĕ. Кунтан Атăл, йăлăм, марисен енчи сĕм вăрман ывăç тупанĕ çинчи пек курăнать. Ав, вĕсен кил-çурчĕпе тĕлме-тĕлех, леш енче, халь йăлтах шăпланнă рейда тăсăлса выртать. Лаврский аллипе çав еннелле сĕлтсе:
— Куртăн-и? — терĕ.
— Çĕнни ним те çук-çке, — терĕ те Лаврский арăмĕ сасартăках аса илчĕ: — Бурлаксем ăçта?
— Пĕтĕм йăрăслăхĕ те çавăнта ĕнтĕ, савăнăçăм. Манăн мĕнпур пысăк ĕç рейдăра бурлаксем çуккинче. Вĕсем каллех забастовка тапратнă. Тĕрĕссипе, бурлаксем çеç мар, Михаил Петровичăн мĕнпур тарçи забастовкăна хутшăннă. Хуçа ниçта кĕрсе кайма аптранă. Ним мухтанмасăрах калатăп, савăнăçăм, эпĕ пулмасан, Михаил Петровичăн ĕçĕ вăраха, хăçанчченне пĕлмелле марах, сӳнсе ларĕччĕ те, вăл çĕршер пин тенкĕ сиен кӳрĕче. Эпĕ канаш панипе ыранах пур çĕрте те ĕç вĕресе кайĕ.
Арăмĕ упăшки çине рехетленсе пăхрĕ.
— Костя, ĕненетĕп... Сан канашусăр вăл пĕр ĕç те тăваймасть. Çавăншăн укçине шеллемесĕр сана юрама тăрăшать.
— Ман паянхи ĕç Михаил Петрович хакланипе çеç вĕçленмест. Унăн тарçисене çĕнтернипе эпĕ вăрттăн ертсе пыракансене ура явса ӳкеретĕп. Забастовка тума, тен, темиçе çул хатĕрленнĕ. Эпĕ вĕсен ĕçне самантра путарса лартма пултаратăп. Çĕр улпучĕсемпе капиталистсемсĕрĕх патшалăх тума май пур текенсене тăн кĕтĕр.
Вĕсем çапла калаçса тăнă çĕре прислуга пырса кĕчĕ те:
— Константин Сергеевич, староста халăх пухăннă тесе хыпарлама хушрĕ, — терĕ.
— Кала, халех тухатăп! — Прислугине кăларса ярсан: — Самантлăха кăна уйрăлатăп санран. Ман пата сурăх кĕтĕвне хăваласа килнĕ. Ыран рейда ĕçлеме кайма вĕслетĕп те каллех таврăнăп, — тесе хăварчĕ арăмне Лаврский.
Аллисем пушă чухне, тӳре-шарасем хускатман самантра арçынсем пуху-таврашне хаваспах çӳреççĕ. Паян пухăнма ваккат хушни вĕсене пушшех хастарлантарчĕ. Çурма уллут-ваккат Сала ялне килсе вырнаçни темиçе çул та иртнĕ ĕнтĕ, анчах та ял çыннисемпе хирĕç тăрса калаçнине никамах та астумасть.
Халăх шăппăн кĕтсе илни Лаврский кăмăлне рехетлентерчĕ. Вăл судра тухса калама хăнăхнă пек мăйне тăсрĕ:
— Мужиксем, туятăп... Сире нуша тарăхтарса çитернĕ... Ачăрсем валли кĕпе-йем, çăкăр, сахăр, чей таврашĕ те илейместĕр. Ман сирĕн валли ырă хыпар пур. Инçе каймасăрах укçа ĕçлесе тупма, нушана сирме пулать.
— Чăн та ырă хыпар!
— Анчах мĕнле ĕç-ши?
— Господин Янашов ĕçĕ! — юлашкинчен пĕлтерчĕ те Лаврский йăл кулчĕ. Халăх хаваслансах килĕшессе шанать вăл.
Пухăннисем пĕр-пĕринпе калаçкаларĕç те;
— Мĕнле ĕç парасшăн вăл пире? — терĕç.
— Рейдăра йывăç тиемелле. Хăвăрах шухăшлăр, кунтан пысăк телей урăх ниçта çук. Килти ĕçпе пĕрех-çке. Кăнтăрла рейдăра. Çывăрма арăм çумне таврăнатăр! — аслă сăмах тупнă пек шутласа ахăлтатса илчĕ Лаврский.
Халăх кулмарĕ, килĕшсе сăмах хушакансем те тупăнмарĕç. Лаврский вара тепĕр хут астутарса каламашкăн тиврĕ:
— Ну, мĕнле, ыран ĕçе каятăр-и?
— Константин Сергеевич! — сăмах чĕнчĕ пĕри, — пире çакна ăнлантарса парăр-ха: чăвашсем ма ĕçлемеççĕ вара?
— Хуçа ирĕкĕ çав таран! Господин Янашов малашне вĕсене пуçĕпех ĕç парасшăн мар. Чăвашсем наян халăх!
— Тĕрĕс мар!
— Чăвашсем — ĕçчен халăх!
Ĕç шутласа хунă пек шăранса пыманни, пуринчен ытла çынсем хирĕçме хăтланни, Лаврский кăмăлне пăсрĕ. Вăл сӳрĕккĕнрех каларĕ:
— Тепĕр тесен, чăвашсем мĕн хăтланнипе сирен мĕн ĕç! Эсир вĕсемпе ĕмĕрне явăçман. Вĕсем сирĕнпе явăçма тивĕç те мар. Эсир — вырăссем. Вĕсем чăвашсем кăна. Çакна та ан манăр, сирĕншĕн укçа ĕçлесе тупасси темрен те паха. Хуçа та сире ĕç хакне халичченхинчен пысăкрах, кунне аллă пус, тӳлетĕп, тет. Шухăшлăр, уйăхне вунпилĕк тенкĕ! — Ĕнтĕ Лаврский мăкăричлĕх укçа памалли çеç юлнă пек сунса чарăнчĕ, укçине те кăларма пуçларĕ.
Халăх килĕшес вырăнне хăйсен хушшинче каллех хумханса та хĕрӳленсе калаçма тытăнчĕ.
Лаврский тӳсеймерĕ, тепĕр хут астутарчĕ:
— Укçа илме кама шанатăр? Суйлăр та, вăл ман пата килтĕр. Эпĕ ăна халех мăкăричлĕх парăтăп!
— Пулаймĕ! — халăх хушшинчен тахăшĕ эхлетрĕ. Лаврский чĕри кăртах турĕ.
— Кам каларĕ куна?
— Эпĕ! — пытанмасăр хуравларĕ çав арçынах. Лаврский тинкерсе пăхрĕ, тĕшмĕртеймерĕ. Ял çыннисене зăл старостăпа темиçе çынна çеç паллать.
— Мĕншĕн пулаймасть? — ыйтрĕ вăл.
— Мĕншĕнне хăвăрах чухламалла, Константин Сергеевич, эсир пирĕн йышши мар, вĕреннĕ çын. Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виççĕмĕшĕнче макăрăн тенине илтнех ĕнтĕ!
— Тивĕçсĕр халапа мĕн амакшăн хускатрăр эсир?
— Мĕн амакне хăвăрах тавçăрмалла, Константин Сергеевич, эсир Янашов хуçан çывăх çынни. Аса илĕр-ха, мĕн хăтланчĕ вăл? Чăвашсене çуркунне улталаннпе çырлахмарĕ, ĕçлесе тупнă укçине те эсир пулăшнипе каялла шыраса илесшĕн. Вăт, малтан чăвашсемпе чипер татăлтăр-ха, вара пирĕн пата килтĕр.
Лаврский минресе кайрĕ. Вырăссем чăваш хутне кĕрессе ниепле те кĕтменччĕ. Хута кĕреççĕ çеç мар, суд ĕçне, Миххана хăйне те шанмаççĕ, сивлеççĕ. Лаврский, укçа тесен такама сутма хатĕрскер, халăх умĕнче хăйне хăй, çынсен нушине ăнланса, вĕсемшĕн тăрăшнă пек хăтланни те уссăрах иккен. Вăл хаяр сасăпа хыттăн кăшкăрчĕ:
— Кĕпĕрнипе паллă та чаплă хуçана хур кӳме мĕнле хăятăр эсир? Аслă патша саккунĕсене тӳрĕ тытса пыракан суда тишкерме мĕнле хăятăр! — Хăратса ĕçлеттереймĕр!
— Чăвашсене сутма тара тытаймăр!
— Саланар!
Лаврский пуçран çапса анратнă пек хытса юлчĕ.
XV
Огуречников Михха патĕнчен таврăннă чух пуçне çĕклеме хăтланакан чăвашсен тинкине кăларма çĕнĕ вăйпа тытăнмашкăн тĕвтурĕ. Стражниксене пухма ĕлкĕриччен кабинета Прахăр пырса кĕчĕ. Станувуй сасартăках Прахăр килĕнче мĕн курни-илтнине аса илчĕ те ун чухне иккĕленме хăтланни татах çирĕпленнипе евĕклĕн чĕнчĕ:
— Эсĕ мĕн каласшăн?
Прахăр станувуй сиввĕн кĕтсе илессе кĕтнĕскер, вăл кăмăллăн йышăннине юри тунăн сунчĕ. Çапах та мĕн шутласа килнине хăюллăн та халь макăрса ярасла каларĕ:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...