Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1343141 Пурĕ пăхнă

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Таисия // 1908.51.2978
2015.03.16 17:38
Пӗлес килет, кам тӗрӗслет вара авторсен шухӑшӗсене? Пӗтӗмлетӳ: нимӗнле ирӗклӗ шухӑшлав та ҫук кунта сирӗн. Тепӗр асӑрхаттару: сайт ӗҫченӗсем чӑваш грамматикине питӗ начар пӗлеҫҫӗ.
Agabazar // 2242.38.7148
2015.03.16 19:12
Agabazar
Тавай, тавай, ырă çыннăмăр Таисия, вĕрентĕр пире, айвансене, чăваш хăрамаччиккине тата ытти шутсăр ăслă япаласене.

Малашне кунта ăнсăртран мар, пĕрвĕçĕм кĕрсе тăма тăрашăр. Вара сайт янк лайăхланса кайĕ!

Малтанах тавтапуç!

Чĕлхерен кулса чап илнĕ çынсене ятран каласа тухсан та пит аван пулĕччĕ.
Agabazar // 2754.19.3202
2015.03.16 21:50
Agabazar
"Ӑна хула шкулӗсенче "обязательнӑй" предмет шутне кӗртсе вӗрентме тытӑнни те ҫак саккун авторӗсем патне ҫӗр-ҫӗр ашшӗ-амӑшӗн ылхавне кӑна ҫитерет -- (асӑрхӑр: ҫав авторсем халӗ пурте вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлса каяҫҫӗ). Тен,хӑрушла янӑрать пулӗ --анчах та ку чӑннипех те ҫапла."

Чĕлхе саккунне йышăнассишĕн кĕрешекенсем хушшинче Туркай та пулнă. Сăмахран, Дворников, Семёнов юлташĕсемпе пĕрле пикет ирттернĕ, выçă тытнă. Таисия текенскер çакăнти пек çавăрттарса калани — Туркая тата ыттисене вилĕм суннипе пĕрех! :-(

Таисия // 1908.51.2978
2015.03.17 10:22
Ырӑ кун, Agabazarӑмӑр! Эсир ҫырнисене вуланӑ май, темшён куҫ умне ӗҫсӗр аптӑранипе сайтсем тӑрӑх "ҫӳресе, "ШӐЛЙӖРЕВ сӑмахӗсем ҫырса киленекен ҫын сӑнарӗ тухать. Тӗп шухӑшӑм манӑн Туркай пирки мар, чӗлхе пирки, анчах ӑна та пулин Эсир урӑх енне пӑрса яма "ӑс ҫитеретӗр", пурнӑҫ пулӑмӗсене те хӑвӑра кирлӗ пек ҫавӑрттаратӑр: хӑвӑр курайман ҫынсене вилӗм сунса ларатӑр. Чӑн-чӑн арҫыншӑн килӗшӳсӗр япала ку. Тепӗр асӑрхаттару: сайтра тӗрлё шрифтпа усӑ курса, ҫырӑва "эрешлеме", хӑвӑра ӐСЛӐ ҪЫН пек кӑтартма тӑрӑшни те ЭСИР чӑн-чӑн ӑслӑ ҫын пулнине пӗлтермест -- сӑпайлӑх тени те пулмалла ҫыннӑн. Туйсах тӑратӑп, манӑн хурав хыҫҫӑн сайтра татах та хивререх ҫыру ҫырса хӑвӑра ТӲРРЕ КӐЛАРМА, татах та ӐСЛӐРАХ пек кӑтартма тӑрӑшатӑр ӗнтӗ. Сывлӑхлӑ пулӑр. Манӑн Сирӗн ҫине тарӑху та, кӳренӳ те ҫук -- ҫынна каҫарма та пӗлмелле.
2015.03.17 10:33
Аçтахар Плотников
"Тепӗр асӑрхаттару: сайт ӗҫченӗсем чӑваш грамматикине питӗ начар пӗлеҫҫӗ."
Йӑнӑш таврашне курсан ăна шӑшипе палӑртӑр та Ctrl-Enter пусӑр. Вара эпир ӑна хӑварт кӑна юсӑпӑр.
Agabazar // 4112.56.0699
2015.03.17 11:46
Agabazar
Таисия: <<...Тепӗр асӑрхаттару: сайтра тӗрлё шрифтпа усӑ курса, ҫырӑва "эрешлеме", хӑвӑра ӐСЛӐ ҪЫН пек кӑтартма тӑрӑшни те ЭСИР чӑн-чӑн ӑслӑ ҫын пулнине пӗлтермест -- сӑпайлӑх тени те пулмалла ҫыннӑн...>>

Тавтапуç асăрхаттарушăн! Чăн та, ытлашши сăмсана каçăртма пуçларăм пуль çав. :-) Хама хам ытлашши шутсăр ăслă пек туйма пуçларăм пулмалла. Сăпайлах тени те айккинелле тарасшăн-тăр. Чăннипе эп, ахăртнех, чи-чи поçлетнĕй çын-тăр. Малашне тÿрленме тăрăшăпăр.



Хам тем пек шутсăр ăслăн курăнма тăрăшап та ыттисене, çук çав, пулсах пыраймасть ку. Пуçра тата чĕрере çуккине паллах ним те тăваймастăн ĕнтĕ...

Пире Валери Туркай çеç çăлса хăварма пултарать.
Ют Ҫын // 4292.84.0894
2015.03.17 13:11
Тинех Agabazar текен ҫыравҫӑна Таҫук текенни(Таисия) тивӗҫлӗ вырӑнне палӑртрӗ. Кӑшт хӳрине хӗстернӗ пек туйӑнчӗ. Пит кӑмӑллӑ: Таҫукӗ те хастар, Agabazarӗ те итлеме вӗренчӗ.
2015.03.17 14:24
Вика Сорокина
"Пĕлес килет, кам тӗрӗслет вара авторсен шухӑшӗсене? Пӗтӗмлетӳ: нимӗнле ирӗклӗ шухӑшлав та ҫук кунта сирӗн. Тепӗр асӑрхаттару: сайт ӗҫченӗсем чӑваш грамматикине питӗ начар пӗлеҫҫӗ", - тесе çырни пирки-ха. Грамматика тенĕрен. Шухăшĕсене тет-ха та хăйне Таисия ят панă çын, анчах чăваш чĕлхи нумайлă хисепе юратманнине шкулта вĕреннĕ чухнех пире каланăччĕ. Ирĕклĕ шухăшлав вара ытти МИХра темле те, кунта шăпах пур.
Agabazar // 3696.19.4376
2015.03.17 15:40
Agabazar
Ют Ҫын // 4292.84.0894 2015-03-17 13:11:<<Тинех Agabazar текен ҫыравҫӑна Таҫук текенни(Таисия) тивӗҫлӗ вырӑнне палӑртрӗ. Кӑшт хӳрине хӗстернӗ пек туйӑнчӗ. Пит кӑмӑллӑ: Таҫукӗ те хастар, Agabazarӗ те итлеме вӗренчӗ.>>

Ку "Ют Çын" текенскерне "Таисия" текенскерĕн ак çак сăмахĕсем шутсăр килĕшнĕ пулмалла: "Ӑна (чăваш чĕлхине. — А.) хула шкулӗсенче "обязательнӑй" предмет шутне кӗртсе вӗрентме тытӑнни те ҫак саккун авторӗсем патне ҫӗр-ҫӗр ашшӗ-амӑшӗн ылхавне кӑна ҫитерет..."

Чăваш чĕлхине вĕрентни чылай çыннăнне сехрине хăпартать пулĕ çав...

Туркайсем вара уншăн хăй вăхăтĕнче пикетсем ирттеретчĕç.
Ют Ҫын // 4292.84.0894
2015.03.18 11:01
Мана Таиҫин те,Agabazarӑн та нимех те килӗшеть тесе каламастӑп. Мана сирӗн хушра пӗр пӗрне итлеме, ӑнланма тӑрӑшманни килӗшместь. Кашни хӑйне май пӗркенчӗкне туртать.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 19

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj