Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1343145 Пурĕ пăхнă

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2706.57.7944
2015.03.01 09:08
Agabazar
Валери Туркай Пуççă Райтпа кĕрешме тытăннă иккен-ха... Хăçантанпа-ши?
Чăн чăваш // 2248.37.5765
2015.03.01 11:59
Читать и смотреть действительно нечего и не на что. Примитив самого низкого пошива.>>>

Мĕн вулама пулать паян чуна тивекенни? Çук вăл. Кино пур-и наци туйăмне вăратаканни? Çук. Юрату та ырату. Халăх ăс-пурлăхне малалла аталантараканни те ним те çук. Пĕтрĕ чăваш искусствипе культури.
Чăваш çынни // 2248.37.5765
2015.03.01 12:03
Сирӗн Атнер эрех енелле сулӑнни Мудрӑй тенине пӗлтереть пулмалла.\\\

Халь кам эрех ĕçмест вара? Ăна ĕçме кăлараççĕ пуль? Сан укçупа ĕçмест вĕт вăл. Тата эрех ĕçсен те этем чысне çухатман çынна ма суя-элекпе варалас, ырă тăванăмăрсем?
Чăваш çынни // 2248.37.5765
2015.03.01 12:06
Шăп та шай çакăн пек лару-тăру вĕлерчĕ те ĕнтĕ Борис Немцова! Сталин самани çеç çитмест кунта...
Чӑваш партизанӗ // 2884.53.7813
2015.03.01 21:37
Эрехе нумайӑшӗ ӗҫеҫҫӗ,анчах та ҫухалса каймаҫҫӗ Атнер пек.Ӑҫтиҫук Борис Немцов кунта вырӑнлӑ мар,ниҫта та тар кӑларса ӗҫлемен.
Agabazar // 3234.9.2347
2015.03.02 00:32
Agabazar
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: дубль
Agabazar // 3234.9.2347
2015.03.02 00:32
Agabazar
Чӑваш партизанӗ // 2884.53.7813 2015-03-01 21:37:<<<.Ӑҫтиҫук Борис Немцов кунта вырӑнлӑ мар,ниҫта та тар кӑларса ӗҫлемен.>>>>

Тĕлли-паллисĕр сăмахласа —тархасласа ыйтатăп!!!— чăваш ятне ан ярăр!
Agabazar // 3234.9.2347
2015.03.02 00:41
Agabazar
... Космос карапĕ çÿллĕ сийсенчен атмосферăна кĕнĕ чухне çав тери вăйлă хĕрсе каять. Çавна пула хăшпĕр приборсем те ĕçлеме пăрахаççĕ. Сăмахран, антенна</b>. Çыхăну çухалать! Борис Ефимович Немцовăн Чулхулари Физика институтĕнче ĕçленĕ чухнехи тĕпчевĕсем, калăпăр, çак проблемăна та татса пама пулăшнă.

Вăт çавнашкал пĕр-пĕр задачăна пурнăçлама пултарайăр, вара, тен, хайхи "ăçтиçук" сăмах кăштах та пулин пĕлтерĕшлĕ пулма пултарĕ!



Немцов шутласа тупнă акустикăлла лазер. http://www.echo.msk.ru/blog/metkere/1503046-echo/
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.02 09:57
Ялта пултăм. Хыпарне 2 çемье çырăса илет, Туркайччен 5 пулнă. Хыпара çырăннисенчен пĕринпе калаçрăм. Хусанкай пирки Туркай статйине вуланă. Юрать 3 уйăха кăна çырăнтăм тет Хыпара.
Капла пырсан 1-2 çултан Хыпар пĕтĕ-ши вара?
Agabazar // 3426.47.1214
2015.03.02 11:53
Agabazar
"Хыпарăн" тиражĕ катастрофăлла чакса пынишĕн савăнма васкар мар-ха...
Вырăс форумĕсенче çавнашкал шÿт пекки пур — Воронежа бомбăласси пирки... Е тата шĕвĕркке таврашĕсем амăшне çиллентерес тесе хăлхине юри тăм илтернĕ пек пулса тухать.

Paĝoj: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, ... 19

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj