


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Чӑваш Республики Раҫҫей Федерацийӗн Европӑри пайӗн варринче, Сӑрпа Сӗве хушшинче вырнаҫнӑ. Хӗвеланӑҫӗнче вӑл Чулхула облаҫӗпе, ҫурҫӗрте Мари Эл, хӗвелтухӑҫӗнче Тутарстан Республикипе чикӗленет, Мордва Республикипе Ульяновск облаҫӗ - кӑнтӑр енчи кӳршисем.
Лаптӑкӑшӗпе пысӑках мар пулин те (Федерацири 89 субъектран 81-мӗш вырӑнта) Чӑваш Республики этем йышӗпе йӑвӑ - 1 тӑваткал ҫухрӑма 74,3 ҫын тивет (йӑвӑлӑх тӗлӗшӗпе 4-мӗш вырӑн). 18 пин тӑваткал ҫухрӑмран кӑшт ытларах лаптӑкӗ ҫинче миллион ҫурӑ ҫын пурӑнать, вӗсенчен 40 процента яхӑн – ялта.
Чӑваш халӑхӗ пулса кайнин теорине Н.И. Ашмарин, Г.И. Комиссаров, М.П. Петров-Тинехпи, В.Ф. Каховский, П.В. Денисов, М.Р.Федотов, Н.И. Егоров тата ыттисем те тӗплӗн тӗпчесе ҫирӗплетсе панӑ. Чӑвашсен чи авалхи аслашшӗсем Тӗп Азире, хунсем хушшинче пурӑнни паллӑ. Хунсен шутне тӗрӗк, монгол, маньчжур йӑхӗсем кӗнӗ. Пирӗн эрӑн 1-мӗш ҫурҫулӗнче вӗсем хӗвеланӑҫ енелле ерипен куҫса пыма тытӑнаҫҫӗ. II – III ӗмӗрсенче огурсем Ҫурҫӗр Кавказа ҫитнӗ. Унта вӑл вӑхӑтра иранла калаҫакан сарматсемпе алансем пурӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказра огурсене унгурсем (вун огурсем) те, пӑлхарсем те, сӑварсем те тенӗ.
Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн "Ирӗклӗх" халӑх пӗрлешӗвӗ хӑй умне чӑваш чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫе мӗн вӑй ҫитнӗ таран туса пыма тӗллев лартнӑ. «Ирӗклӗх» патшалӑхпа вырӑнти хӑйтытӑмлӑ тата федерацин органӗсем, республикӑри юридици сӑпачӗсем чӗлхе пӗртанлӑхне шута илсе ӗҫленине тишкерсе тӑрать.
Ҫав вӑхӑтрах, Чӑваш Конституцийӗпе килӳшӗллӗн, пирӗнпе пӗр тӗллевлӗ Чӑваш патшалӑхӗ чӑваш халӑх культурипе чӗлхине упраса хӑварма явап хӑйӗн ҫине илнӗ.
Раҫҫей Федерацин тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн пирӗн Республикӑмӑрта икӗ пӗр тан патшалӑх чӗлхи.
• Мӗншӗн эсӗ хӑвна чӑваш тесе шутлатӑн? Таса чӑваш юнӗ пурришӗн е таса чӑваш чӗлхине пӗлнишӗн? Тӗн, чӑнах, чӑваш чӗлхи? Тӑван чӗлхе санран чӑваш тӑвать -им? Е тата урӑххи пур?
• Хӑв чӑваш пулни сана рехет кӳрет-и? Тӑван чӗлхери ытти чӗлхесене тӳррӗн куҫарма май ҫук сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем пурри сана савӑнтарать-и, кулянтарать-и?
• Мӗн ырри чӑвашра? Мӗнле хӑйнеевӗрле, чӑвашра кӑна пур енсене эсӗ палӑртма пултаратӑн? Мӗн начарри-япӑххи пур пирте? Ӑҫта халӑхӑмӑрӑн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-туйӑм уйрӑмлӑхӗ?