Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томКăвайт çутисемАвăн уйăхĕМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Кĕтмен венчетАтте пилĕ

Чарлансем


Чарлансем хăварчĕç

питĕ инçене,

Чăлтăр чĕнтĕрленĕ тинĕс хĕррине.

Иккĕш темшĕн

уйрăм юлчĕç асăмра:

 

Таччăнрах вĕçетчĕç

хăйсене кура.

Ыткăнатчĕç çумăн,

туслăн,

юнашар —

Тăвăл та тăллаймĕ,

çук, кӳреймĕ шар.

Ăмсанса ыр сунтăм селĕм мăшăра:

Йывăрри те çăмăл пултăр катара!

Халь çакна пĕлетĕп

чарлансем çинчен:

Ĕмĕрне тухмаççĕ тинĕсе пĕччен.

Йăван тав туни


Пурăннă пĕр ялта Йăван. Пулнă унăн виçĕ ывăл. Пĕррехинче ашшĕ питĕ хытă чирлесе каять. Вăл хăйĕн ывăлĕсене чĕнсе илет те калать: «Темиçемĕш çулта çĕр çинче шыв пулмасть тенĕ. Эсир вара уя тухăр та мĕн пулнине кĕтсе ларăр. Шăп çур çĕрте çĕр уçăлса каять те унтан шыв пĕрĕхме пуçлать». Çав сăмахсене каланă хыççăн ашшĕ вилсе каять. Виçĕ ывăл лайăх пурăнаççĕ тет, ашшĕ каланă сăмахĕсене ĕненме шутламан та. Ирхине пĕр ывăлĕ тăрать те шыв ăсма каять. Çăл куçа пăхать тет — унта пĕр тумлам шыв та çук. Çав вăхăтрах вĕсем ашшĕ каланă сăмахĕсене ĕненсе те çитнĕ. Каç пулнă. Виçĕ ывăлĕ çаплах ним тума аптраççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ шутлать-шутлать те уя тухма шут тытать. Çитет тет вăл уя. Унта пĕр йывăç курать. Тем вăхăт ларсан çывăрса та каять. Шăп çур çĕрте аслати кĕмсĕртетме, çиçĕм çиçме тытăнать. Кĕçĕн ывăлĕ вăранса каять. Таврара мĕн пулнине кура хăраса ӳкет те киле тарма шут тытать, анчах вăл йывăç çумне çыпçăнса ларнă пек пулать. Пĕр ик-виç минутран çĕр уçăлса кайнă тет, унтан шыв юхма тытăннă. Кĕçĕн ывăлĕн питĕ шыв ĕçес килнĕ, анчах йывăç ăна яма шутламан та. Темиçе минутран çиçĕм çиçрĕ те йывăç çунма пуçларĕ. Йывăçĕ хуçăлнă та шыва ӳкнĕ. Çĕрĕ анчах хупăнма пуçларĕ, кĕçĕн ывăлĕ çĕр патшине курах каярĕ. Çĕр патши ăна калать: «Эпĕ сана паттăрлăхшăн, хăвăн пурнăçна шеллеменшĕн çĕр çине яратăп, шыв та халăха парса яратăп». Çав вăхăтран çынсем шыва упрама тытăнаççĕ. Йăванăн кĕçĕн ывăлне аса илеççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ... питĕ лайăх пурăнать тет.

Эпир санпа пĕр çулхисем пĕр тантăш...


Эпир санпа пĕр çулхисем пĕр тантăш,

Сăнран пĕр пек, пĕрех кĕлеткерен.

Эп тункăр пек пулсассăн, эсĕ — лантă

Эс çумăр-тăк, эп пĕлĕтри — сĕрен.

 

Эс пул хĕвел. Эп пулăп уçă варкăш.

Ан тив пире пăхса киленччĕрех!

Эпир санпа пĕр çулхисем, пĕр тантăш

Эпир санпа кăçал вунçиччĕре!

Пӳрт умĕнчи черченкĕ çĕмĕрт...


Пӳрт умĕнчи черченкĕ çĕмĕрт

Лапка тăман пек çеçкине —

Пĕрре пăхса илме пĕр ĕмĕт —

Тирпейлĕн сапрĕ хăй çине.

 

Çак çĕмĕрт пек, савниçĕм, çутă

Илемлĕх кĕртрĕн ху сăнна:

Пите сĕрмен писев те, çу та —

Тасалăх сăн парать сана!

Сăвă пек пурнать пĕр хĕрача...


Сăвă пек пурнать пĕр хĕрача,

Калăн —

хăй поэзи,

çепĕç çемĕ.

Тĕлĕкне килмен-ха сар ача,

Килессе — килет,

нумай кĕттермĕ.

 

Пирĕштин, ăш пиллĕн

куç пăвать-тĕр,

Чĕрене чĕртет хĕлхем-кулли.

Кашнинех вăл ĕненмешкĕн хатĕр,

Ĕмĕтпе те шанăçпа тулли.

Эс хăвах —

умри хĕвел те уйăх!

Ăшă, çутă варкăшăн иртен.

Паксăрлăх,

кӳрентерӳ,

ан çулăх,

Катара тăр, хур-нуша,

хĕртен!

Сăввусем сан чечекле чечен,

Туйăмлă çу ирĕ пек таса.

Тухса чупрăн сывлăм типиччен

Улăх курăкне лăш таптаса.

Чĕрӳне тем кĕчĕ шуйхăнса,

Кун пекки хальччен асăрхаманччĕ...

Леш енчен,

кăшт шăхăркаласа,

Çавала анать иккен пĕр каччă.

Сăвă пек эс пурăн,

хĕрача!

Эп сана телей кăна сунатăп.

Шутсăр юратсассăн, тух качча,

Тух,

анчах эп...

сăвăшăн хăратăп.

Хĕрĕме


Хыçалта — хамăр Явăш Тукасĕ,

Çумăнах — ял хапхи-уничи.

Тĕттĕме хĕрĕмпе кăшт тухас-и?

Шăпăртах кĕрхи каçăн тĕнчи.

Хăратмарĕ сана хура чатăр,

Эс тăрук, каçăхса-тĕлĕнсе,

Мăйамран çулса илтĕн те çатăр,

Пăшăлтатрăн, çӳле тĕллесе:

«Ку мĕн-ма,

Эп çавна халь пĕлесшĕн,

Хуравла, кĕттермесĕр вăрах,

Эс мана пуç çине çĕклесессĕн,

Çăлтăрсем çывăхрах.

Çывăхрах!»

Çĕнĕлле сана туйрăм çав хушă:

Пач кĕтмен сăмахушăн тавах.

Ан та ыйт, сăвăç чунлă Надюша,

Мĕншĕнне эс пĕлетĕн хăвах...

Ĕмĕре аса юлнă ӳкерчĕк...

Ялăмра халь эп ăнсăрт хăна.

Пĕр кайсан,

çук, пулман пуль ӳркенчĕк, —

Сĕм çĕрле те тухап хапхана.

Хĕрĕм!

Çăлтăрăм!

Шухăш ытамĕ

Сан пекех хавхаланнă хĕрӳ.

Çупарлам,

çӳлерех ывăтам-и,

Çĕнĕрен çунатлантăр чĕрӳ.

Кăмăлу телейпе çунтăрах.

Катара та эс,

пурпĕр пĕлен:

Çăлтăрсем

çывăхрах,

çутăрах

Тăван ен сăпкинчен çĕкленсен.

Юратнă тус


Манăн чи çывăх тус — кушак. Эпир унпа кашни кунах пĕрле вылятпăр. Вăл юрлама юратать. Эпĕ вăл юрланине итлеме кăмăллатăп. Пĕррехинче инкек сиксе тухрĕ. Çав кун урамра сивĕччĕ, кушака: «Çак сивĕре ан юрла!» - терĕм, итлемерĕ, чунтанах юрларĕ. Юратнă тусăм шăнса пăсăлчĕ: ӳсĕрет, вĕрилентерет. Часрах тухтăр патне чупрăм. Врач итлесе пăхрĕ те, хăй кушака пулăшайманни пирки пĕлтерчĕ.

— Эсĕ анчах ăна пулăшма пултаратăн, — тет тухтăр.

— Мĕнле майпа?

— Санăн ылтăн шăши шыраса тупмалла, вара кушак чĕрĕлет.

— Ăçтан ылтăн шăши тупас-ха?

— Пĕлĕт çине улăхмалла, унта тупăн.

Тепĕр кунне пĕлĕт çине улăхрăм. Шыратăп, шăши курăнмасть. Çул айккинче чул выртать.

— Эс шăшие курман-и?

— Ăна Вилĕмсĕр Кащей илсе кайрĕ.

— Кащей патне мĕнле çитмелле?

— Çак пĕлĕт çине лар, вăл сана тӳрех ун çурчĕ патне илсе çитерет.

Лартăм. Çак самантрах Кащей çуртне çитсе те тăтăм.

— Салам! Эсĕ ылтăн шăшие илсе кайнă, мана тавăрса параймастăн-ши?

— Паратăп, анчах уншăн хăвăн чунна мана парсам.

— Ил эппин.

Кащей ман çине сăнарах пăхса илчĕ те: «Санăн чуну мана кирлĕ мар, каях килне», — терĕ.

Малалла

Тĕлпулу кĕвви


(Шкул вальсĕ)

 

1. Чунтан юратнă шкулăмăр,

Эпир кунта тĕл пултăмăр,

Пĕрле пулма чĕнет йăс шăнкăрав.

Нихçан манми ачалăхăн,

Яш чухнехи асамлăхăн

Саламĕ чĕрене сапать кăвар.

 

Хушса юрламалли:

Эпир вĕреннĕ шкул тавра

Ӳсеççĕ йывăçсем çăра —

Ӳсеççĕ çумма-çуммăн тытăнса.

Тăван çĕршыв хĕвелĕпе,

Тăван ял-йыш телейĕпе

Тăванлăх çирĕплентĕр вăйланса.

 

2. Сан ăшшупа вăй пухрăмăр,

Çунатлă ĕмĕт тупрăмăр.

Тавах сана, юратнă шкул, тавах!

Эс пĕрлештернĕ туслăхăн

Сăвапĕ ĕмĕр сулăмлă —

Эс пирĕншĕн тăван килпе танах.

 

3. Çурт лартрăмăр, чул касрăмăр,

Вутпа шыв урлă каçрăмăр,

Ӳкмерĕ çĕнтерӳ пирĕн умран.

Таçти çĕрте те пултăмăр,

Темле тĕнче те куртăмăр,

Тухмарăн, савнă ялăмăр, асран.

 

4. Каллех, хаваслă шкулăмăр,

Эпир кунта тĕл пултăмăр,

Эс пирĕншĕн тăван килпе танах.

Пире эс патăн пин çунат.

Пирте эс панă вут çунать.

Малалла

Ирхи уйăх пăхма çеç хитре...


Ирхи уйăх пăхма çеç хитре,

Сивĕ сывлăм ярать вăл чуна.

Йĕлпĕрсе тăрăхлать те питрен,

Шеллеми тискерлет çĕн куна.

 

Кĕрхи улăх пăхма çеç хитре,

Варкăш çил вылямасть улăхра.

Ирхи тăм çатăрланчĕ ӳтре,

Асап хуçнă чунра — шур тăхлан,

 

Сталин-улăп пăхма çеç хитре,

Çăпати шăнăçмасть урана:

Атте хучĕ пуçне инçетре,

Ăшăтаймĕ никам та мана.

 

Казак улăхĕ.

Тав сана, аннеçĕм


Пĕкечеллĕ сăпкара

Юрласа сиктернĕшĕн,

Пĕчĕкрен ачашласа

Юратса ӳстернĕшĕн —

Тав сана, мухтав сана,

Пул телейлĕ яланах!

 

Алхассан, харсăрлансан

Чарнăшăн, ятланăшăн,

Çӳреме çунат парса

Тĕнчене кăларнăшăн —

Тав сана, мухтав сана,

Пул хисеплĕ яланах.

 

Хĕвеле, çĕре, шыва

Пуç тайма вĕрентнĕшĕн,

Халăха та çĕршыва

Юратма пилленĕшĕн —

Тав сана, мухтав сана,

Пурăн çăлтăрпа танах.

■ Страницăсем: 1... 494 495 496 497 498 499 500 501 502 ... 796