Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йӳçĕ кулăЮрату йĕтесĕЧапшăн пурăнмастпăрӐшӑ ҫумӑрКушкă ачиĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томПахчапа мунча хуҫи

Пулă куçĕ


Çуна кӳлнĕ икĕ лаша ирхине ялтан мăнаçлăн юртса тухрĕ. Çунисем çине район çар ĕç комиссариатне призыв комиссине кайма повестка илнĕ каччăсем ларнă. Çакна та каласа хăвармалла: вĕсем пурте вăрçă вăхăтĕнче çуралнăскерсем. Пĕрисем ашшĕсен чĕрçисем çинче сиксе, теприсем «ашшĕсемшĕн тивекен» пенси илсе çитĕннĕ. Хăйсем шăп ларса пыраççĕ. Ахăртнех, шухăша путнă.

Тилхепе тытса пыракан Микуç хăй паян призыв комиссине пустуях кайнине пĕлет. Каймасан... Хирĕç пăхса ларакан Унтри Ванькки илтмеллех: «Çавсене пула...» — терĕ. «Камсене?» — ыйтрĕ лешĕ. Ку чĕнмерĕ.

Çуна çул хытти çинче хăнт-хăнт шурĕ, сулăнкăна кая-кая илчĕ. Микуç пĕр асаилӳрен теприн патне куçрĕ.

...Çав кун вăрман хĕрринчи тăпрапа тислĕк компостне сухаларĕç. Микуç, плуг штурвалне тытса пыраканскер, тĕренсене антарчĕ, хăпартрĕ, ларкăч çинчен сике-сике анса вĕсене тăпраран тасатрĕ. Каçхине киле килнĕ чухне урамра Хĕветури инкене хирĕç пулчĕ. «Ай-уй, аннӳ те паллаймасть сана капла! Шăлупа куçу кăна курăнаççĕ», — терĕ.

Призыв комиесине ытти ялсенчен те каччăсем йышлăн килнĕ. Урамра, ятарласа тунă çĕрте, çуналлă лашасем темиçе те тăраççĕ. Микуçсене те кĕме черет çитрĕ. Призывниксене тухтăрсемсĕр пуçне Евгений Григорьевич Пайгусов çар ĕç комиссарĕ хакларĕ. Орден-медаль çакнă офицер кителĕ тăхăннă çар çынни умне яштака пӳ-силлĕ Микуç та пырса тăчĕ. Унчченех курнăччĕ-ха вăл ăна. Ял Канашне пырсан шкула та çитнĕччĕ. Хăй çинчен каласа панăччĕ. Берлиншăн пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.

Малалла

Карасу


Хура шыв тесе каланă

Карасу шывне тутар.

Вăл лаша ун чух шăварнă

Хăй те ĕçнĕ пĕр çăвар.

 

Уçă шыв лаштах вăй панă

Лашине те хуçине...

Чунĕ уçăлнă тутарăн,

Юртмăш кĕнĕ лашине.

 

— Кара су якши, якши су, —

Тенĕ уçăлнă тутар.

Арăмĕ ун ыйтнă: «Ал су»

Ăсса панă шыв тутар.

 

Çавăнтан вара шыв ячĕ:

«Карасу» — тавралăхра.

Çав сăмах тем астутарчĕ

Ят пуçарнă тутара.

 

Кăрлач, 2001.

Хăюллă айван


— Эрех вăл тăшман.

Кам пĕлмĕ ăна?

Пĕлетĕп аван

Эп хам та çавна, —

 

Пуплет Хветĕркке

Кирек те ăçта.

Парсассăн черкке

Тытать хаваспах.

 

— Мĕн-ма-ха хăрас

Усал тăшмантан?

Халех тĕп тăвас! —

Тӳнет кĕç стакан.

 

Хăюллă ялан

Эрех умĕнче.

Тăрать хăй айван

Масар çумĕнче.

Янра, çамрăк сассăм


Çунатлă ман шанчăк,

Шыравлă чун-хапăл —

Санпа, ман çĕршывăм,

Мĕнпурĕ йăлтах!

 

Эс ыйтрăн пулсассăн

Эпир ал та хапăл,

Эпир — эс хушсан —

Çула тухнă салтак!

 

Вутчуллĕ хĕрӳлĕх

Тупасчĕ-ха манăн,

Пĕр харăс кĕрлес-ха

Хăватлă йышра.

 

Янра, çамрăк сассăм,

Кĕрле-ха хавассăн!

Каплантăн эс манăн

Çуйханнă ăшра!

 

Ишлей райкомолĕ.

Чан çапакан Ольошкăна...


Анатолий Аввакумов тантăша

 

Чан çапакан Ольошкăна

Аввакум протопоп майлах

Питне чалăштарса пăрса,

Анчах та хăй пекех курса

Ӳкертĕн-хутăн вăшт кăна!

 

Тухаççĕ çын сăнарĕсем:

Тăмран — асли, çăмран — асси,

Веç хамăр ял — мĕн каласси —

Чăн пурнăçри пек тĕрĕсех...

— Эсĕ Художник, матькасси!

 

1953, утă, 14.

Кернекки.

Пӳрт


Тахçантарах лартнă пӳртсем ялта виççĕ. Пĕри — Кăрмăш Михалĕн, тепри - Катраç Марйин, виççĕмĕшĕ — Ваççан.

Кăрмăш Михалĕ мĕнле майпа пӳрт лартнине пĕлсен хăраса каймалла. Катраç Марйине куç умĕнчех: «Арçынсене явăçтарсах пӳртлĕ пултăн», — теççĕ. Хăй те хĕрĕнкĕ чух мухтанса: «Мĕн чул куртăм — Çиновин пекки пулмарĕ», — тет.

Ваççа тата? Тар кăларса-и? Çав çулхине малтанах юр çумарĕ. Шыв шăнчĕ. Эпир, ача-пăча, пăр çинче вылярăмăр та пĕве хӳрине кайрăмăр. Кунта, вакка вăрăм шăчă чиксе пĕве тĕпĕнчи йăлмана пăтратсан, çунакан газ тухать. Кĕтмен çĕртен шăчă вĕçне çĕр тенкĕлĕх хĕрлĕ хут укçа çакланса тухрĕ. Мана ачасем сырса илчĕç. Çĕпритун Толи укçана курма тесе илчĕ те килнелле çиçĕмле вĕçтерчĕ. Тепĕр куннех ял лавккине çаратнине пĕлчĕç. Пире — милицие! Çĕпритун Толи эп тупнă укçана типĕтсе утюгпа якатнă. Çăтăр-çăтăр тăвать.

Ваççа, çĕр тенкĕ хĕрлĕ хут укçана вакка ярса, хăй лавккине хăй çаратнине пытарасшăн пулнă-ши? Судра: «Эп «чеснă» ĕçленĕ», — терĕ. Ĕненмерĕç шульăка. Тытса кайрĕç. Асăрхарăм-ха: суд пынă чухне арăмĕ урайне те кĕрпе сапрĕ. Çынсенчен ыйтрăм та: «Вил тăпри», — терĕç. Çав пулăшрĕ пулмалла — Ваççа тĕрмере нумай тытăнса тăмарĕ. Килчĕ те ултă кĕтеслĕ пӳрт лартса та хучĕ.

Çутатса тухать хĕвел...


Çутатса тухать хĕвел

Сăр ту хыçĕнчен.

Шевлипе çиçет çӳçел

Сывлăм типиччен.

Юханшыв ун айĕнче

Тĕлĕрсе юхать;

Тĕкĕр пек шыв çийĕнче

Ун мĕлки тăрать.

Çаврăм-çаврăм шыв юххи

Шыв саранине.

Çупăрларĕ... шыв чăххи

Анчĕ шыв çине.

Çавăнтах шыв качаки

Шыв кăпшанкине

Тытрĕ «хыпрĕ»

Ăшчикки

Пачĕ сассине.

Вĕçсе анчĕ шыв таки

Тӳррĕн шыв çине,

Пулă тĕлĕрнĕ пирки

Лекрĕ ун пырне.

Шыв çинче шыв лĕпĕшсем

Лĕпĕс вĕçкĕлеç.

Тупăшса шьш пăрçисем

Пăт-пат сиккелеç.

Ухнăçем ухать Хĕвел

Урине ярса,

Типрĕ сывлăмран çӳçел

Çĕн куна савса.

 

Утă, 2001.

Сталин вилнĕ, ачасам!..


Сталин вилнĕ, ачасам!

Хуйхă пирĕн теççĕ...

Шутсăр хытă хурланса

Виç кун вĕрентмеççĕ!

 

Пурте айтăр урама!

Шыв çулне тăватпăр!

Çут хĕвелшĕн хурланса

Ирĕлтĕр кăвак пăр!

 

1953, пуш, 6. Çӳлтикасси шкулĕ.

Ман килес


1

Ман килес! Эй-хей, тăван тавралăх!

Çитрĕм вĕт, асран тухми кĕтес!

Сывă-и? Аван-и, хура халăх?

Çут тĕнче, кама халь пуç пĕкес?

 

Тав сана, уй-хир, вăрман, çеремлĕх,

Тав сана, чечеклĕ çул хĕрри,

Тав сана, çăлкуçăмçăм-чиперĕм,

Маншăн эсĕр хаклă çав тери!

 

Çакăнта эп пурăнма пуçлатăп,

Çакăнта вĕренĕп кĕрешме,

Çак çĕршыв ӳстерчĕ, ачашларĕ,

Чĕрене вырнаçрĕ эреш пек.

 

Чечекри тавралăх çĕн вăй-халлă,

Çĕн хунавлă авалхи тымар.

Йышăнсам, ял-йышăм, тăван халăх,

Ĕçлеме килетĕп, канма мар!

 

1957.

2

Сарăл-ха, уй-хирĕм! Инçетлен, тӳремлĕх!

Чечеклен те чалпăр, улăхпа çаран.

Ача чухнехи пек чунăм киленмелĕх

Эп чупса илем-ха сиккипе çарран.

 

Кăмăлăм тулсассăн пухăнĕ вăй-халăм

Çанна тавăрам та тытăнам ĕçе.

Пăрăн-ха, ял-йышăм, вырăн пар, тăванăм,

Кăларам тӳрре эп хамăн тивĕçе.

 

1960, юпа. Салтаккасси.

Камсем эпир...


— Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?

Мĕнле анне пире савса çуратнă,

Мĕнле атте ура çине тăратнă,

Мĕнле ăспа та хапăлпа эпир

Чăваш çĕрне таса чунпа юратнă?

 

— Таçта-таçта тĕп кĕнекемĕр пур.

Несĕл ятне унта лартса хăварнă.

Йĕркисене чултан касса кăларнă,

Пулнах иккен тăн паракан маттур!

 

— Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?

Ăçти тусан пирĕн ӳте хуратнă,

Ăçти шыв-шур пирĕн пите шуратнă,

Мĕнле çилпе те хĕвелпе эпир

Кăлкан çилхи пек кăмăла вылятнă?

 

— Çухалнă кĕнекемĕр халь те çук.

Таçта çĕтсе çӳрет хуçасăр-килсĕр

Е пăнтăхса выртать вăл тĕлсĕр-пилсĕр —

Çавна тупса вуламалла кучух!

 

— Камсем эпир, мĕнле йышран эпир?

Хăш халăхсем пире тăван пек картнă,

Хăш тăвансен ретне пĕр танлăн лартнă?

 

— ...Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир,

Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр.

 

1970, авăн, 1

Слакпуç, Пушкăртстан.

■ Страницăсем: 1... 496 497 498 499 500 501 502 503 504 ... 796