Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Илле ТăхтиТанатаХĕн-хур айĕнчеКуçа-куçăнСар ачапа сарă хĕрЫлханлă хура çĕмĕртПурăнас килет

Хуçа


Каска çинче лараççĕ ватăсем.

Хăлаç çитми кĕреш-юман каска.

Куç умĕнче шăваççĕ ĕмĕрсем —

Мăнукăм, эс ан ватăл, ан васка!

 

Пуплеççĕ ватăсем: «Çаплаччĕ ĕлĕк...

Вăрман анатчĕ хамăр ту çинех.

Ту айĕнче шăнкăртататчĕ çăлĕ,

Курасчĕ айлăмри улăхсене!

 

Такам касса пĕтерчĕ çирĕке,

Типсе çухалчĕ шăнкăрти çырма.

«Пусса ан сур, — каланă ĕлĕкех, —

Хăвах унта килетĕн шыв ăсма!»

 

Этемлĕх килĕ-çурчĕ — çутçанталăк.

Йĕрки-саккунĕсем ун пит кăра.

Ăçта шыв пур, унта кирлех хăвалăх.

Ăçта пуш хир, унта çăл ан шыра...

 

Хуçасăр кил тухать час йĕркерен.

Юпи çĕрсен тӳнет карти-хури...

Хуçалăхра хуçа кирлех иккен,

Çанталăкăн хуçи те пултăр-и!

 

Ăçта çӳретĕп — çавăнта хуçа эп,

Ăçта кайсан та, эсĕ те хуçа.

Эп çĕмĕрт çеçкине хăйса хуçаймăп,

Таптаймăн эс çын лартнă йывăçа...

 

Ав, кăткă сĕтĕрет килне тупра,

Пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ таврара,

Ырми-канми чавать çĕр каюра —

Малалла

Тĕнче пĕтет...


Ĕç-тĕлĕшпе çӳреме Вантер Петĕрĕ хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Паян кунта каймалла, ыран — унта, тепĕр кун тата тепĕр çĕре çитмелле. — «Ĕлкĕрмелле, тумалла», — тет вăл хăйне-хăй хавхалантарса. Главка çитсе çурт проектне кăтартмалла, ăна тĕп архитектор йышăнмалла тата заказчикпа е подрядчикпа калаçмалла... Хăпартакан çуртсем те пĕр вырăнта ӳсмеççĕ — тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ хулара пуçăннă вĕсем. Петр Иванчă вара тĕп инженер пулса вăй хурать. Унăн пĕр-пĕр пĕчĕк çурт хăпартаççĕ-и е вуншар хутлине-и, е учреждени — пурне те çитсе хăй куçĕпе хăй курса пур çитменлĕхе тĕпчесе пĕтермелле, ĕçе кал-кал пыракан шайра тытса тăмалла. Ак хальхинче те ирпе çеç тăван хулине çитсе ӳкрĕ. Машинине лартса документсене офиса илсе кĕчĕ. Унтан килне çуранах çитме шутларĕ. Ара, çывăх пурăнать-çке, ик-виç çурт урлă кăна. Вунă утăм турĕ пуль — ăна темскер çӳçентерчĕ, темле хăрушлăха туйни ăшне вут хыптарчĕ. Мĕскер ара ку? Мĕне пĕлтерет-ха? Хула та, урамĕ те çавах, анчах ма ют хула пек туйăнать? Çыннисем те хваттерĕсенчен тухса, ухмаха ернĕн, унталла-кунталла чупаççĕ. Пĕр палламан яша чарчĕ те ыйтрĕ: «Мĕн пулчĕ? Ăçта пурте васкаççĕ?» «Э-э-э, пичче, эсир пĕлместĕр-им? Тĕнче ак кĕç-вĕç пĕтмелле! Çавăнпа пурте хăйсен пурнăçланман ĕмĕчĕсене пурнăçласшăн чупкалаççĕ», — терĕ те яш çав самантрах ун умĕнчен тапса сикрĕ.

Малалла

Кĕрлетĕр аслати


Çĕр çуркаланчĕ. Типĕ шăрăх.

Тавралăх кĕтрĕ çумăра.

Çӳрерĕ çавра çил çул тăрăх.

Шур пĕлĕтсен купи кăтра.

 

Кĕтӳ килмесĕр каç пулассăн

Кăвак сăн çапрĕ анăçа.

Кĕç сулхăн çилĕ кассăн-кассăн

Хир çийĕн иртрĕ калаçса.

 

Ку — аякри тӳпе хыпарĕ, —

Пĕлтерчĕ çумăр килнине.

Хура вăрман каш-каш шавларĕ,

Ката шыв сыпрĕ çăварне.

 

Шăпланчĕç харăс хир те улăх,

Курсассăн тĕксĕм пĕлĕте.

Пăшăлтатма çитмест хăюлăх —

Çуталчĕ хĕç, ав, пĕр тĕлте.

 

Çил иртрĕ те, пуçланчĕ çумăр,

Аçа çапса, шатăртатса.

Ан чарăнтăр-ха, ырлăх çутăр,

Ĕçчен чуна савăнтарса.

 

Пĕлĕтсене çурать вут-çиçĕм,

Чĕтрет тĕнче, кĕрлет тӳпе.

Мана тем мар. Сана, савниçĕм,

Хупласчĕ хурăн хӳттипе.

 

Ан тив, татах, татах кĕрлетĕр

Çӳлте хăватлă аслати!

Ăш çумăрсем тăкса çӳретĕр

Сар асаматăн кĕвенти.

 

Çав кĕвенте сӳнсессĕн, тухăн,

Савниçĕм, эс кĕвентӳпе.

Çырма юхса пăтранĕ шуххăн,

Çуталĕ çăвăннă тӳпе.

Малтанхи юрату


— Ав, куратни, — терĕн эсĕ,—

Тӳпере мĕн йăлтăрать?

Савассу мана килсессĕн,

Эс чупту çав çăлтăра.

 

Çĕрĕпех çӳрерĕм эпĕ

Чуптăвасшăн çăлтăра.

Анчах ĕмĕтĕм çитмерĕ

Саншăн çуннă вăхăтра.

 

Ĕнер каç кăна чуптурăм

Сана эпĕ пăлтăрта.

Манăн çăлтăр — эсĕ, тусăм.

Эс те çутă çăлтăрах!

 

— Ав, куратни, — терĕн эсĕ, —

Мĕн çап-çутă улăхать?

Савассу мана килсессĕн,

Ытала çав уйăха.

 

Икĕ каç çӳрерĕм эпĕ

Ыталасшăн уйăха.

Анчах ĕмĕтĕм çитмерĕ,

Ӳкрĕм тарăн хуйăха.

 

Ĕнер каç эп ыталарăм

Сана ешĕл улăхра.

Манăн уйăх — эсĕ терĕм,

Эс те çутă уйăхах!

Кил, çуркунне


Çуркуннен кашнин пур çĕнĕ çилĕ,

Çĕнĕ çумăрĕ пур çуркуннен.

Кăнтăртан вĕçсе хур кайăк килĕ,

Çĕнелсе ешерĕ çĕр-анне.

 

Çуркунне çуралĕ çĕнĕ юрă,

Çуркуннен пур çĕнĕлле ташши.

Пуçласа тĕнче çĕн кайăк курĕ,

Çĕн тыр-пул ӳстерĕ çĕр ăшши.

 

Çуркуннен пур çĕн сукмакĕ, çулĕ,

Çĕнĕ савнисем пур вăйăра.

Юр кайсассăн, çĕн çăлкуçĕ пулĕ,

Çĕн турат кăларĕ ват йăмра.

 

Ĕмĕрех çапла: çĕнни — çĕнтерĕ,

Çĕр тĕпне пытарĕ киввине.

Çуркуннеçĕм!

Асамат кĕперĕ,

Аслати пулса кил,

Çуркунне!

Мухтанчăк чакак


Пĕррехинче, вăрман уçланкинче,

Чакак пуху пуçтарнă. Вăт тĕнче!

Тапратнă юптарма хăй юмахне —

Ăçтан кăна тупать-ши сăмахне?

Тӳрех пуçланă мухтама хăйне:

«Тупайăр-ши эсир ман пеккине?

Ĕçлетĕп эп пĕрмай, курман канса,

Иртет-çке вăхăтăм ăшталансах.

Çунатăмсем епле хăватлă ман!

Ман пек хитре никам вĕçсе курман.

Илемлĕ сассăм тĕнчере пĕрре,

Ачашлăх çуратать чун-чĕрере.

Вăрман мухтавĕ, чапĕ-сумĕ эп,

Ӳссе пырать кунсеренех хисеп», —

Тесе мухтанчĕ чакăлти чакак,

Шăв-шавĕпе çеç тухрĕ вăл «чапа».

Кăштах кăна илесчĕ именсе,

Чысна çухатăн эс вĕçкĕнленсе.

Хисеп хăех тупать сана, тăхта,

Хăвна çеç нихăçан та ан мухта...

Çăлăнăç


Петĕр Хаваскин Вăрмар поселокĕнчи «Ял техникинче» ĕçлет. Ялтан çӳрет вăл кунта. Ирхине ирех килтен тухса утать, пуйăс çине ларать те станцăна çитет. Кун каçа машина-трактор юсать, ĕç пĕтерсен каллех станцăна васкать. Пĕр ик-виç çул та мар, çирĕм-вăтăр çул çапла пурăнать. Хăнăхнă ĕнтĕ...

Хаваскин чăн-чăнах хаваслă çын. Яланах йăл кулă унăн пичĕ çинче. Нихăçан та хуйхăрса-кулянса ларнине курман ăна юлташĕсем. Сăмах урлă — шӳт те кулăш унăн. Виле пытарма кайсан та хăш чухне чăтса тăраймасть, шӳтлесе илет-илетех. Тата... Питĕ тавçăруллă, мур илесшĕ! Вутра та çунмастъ, шывра та путмасть!

Слесарь пулнă май Хаваскинăн эрех-сăра ĕçкелесех тăма тиврĕ пĕр вăхăт. Юсав ĕçĕ пĕтерсе аллине çума ĕлкĕрнĕ çĕре сĕтел çине кĕленчепе çăкăр татки тухса та выртаççĕ. Хирĕçлеймест Петĕр, янклаттарать хаяр шĕвеке çăвара.

Киле çитсен арăмĕ кăмăлсăртараххине асăрхать-ха вăл, анчах шӳтлекелет, пырса тĕрткелет те ăна, лешĕ çемçелет вара, мăкăртаткалать те лăпланать.

Пĕр каçхине яланхиллех Хаваскин «Ял техникинчен» юлташĕсемпе, хальхинче лайăхах хĕрнĕскерсемпе, урама тухрĕ. Хăйĕн куçне хăй ĕненмерĕ: пысăк хапха умĕнче арăмĕ тăра парать. Пулман кун пекки ĕмĕрĕнче!

Малалла

Сехет шаккани те юлать пурнăçра...


Сехет шаккани те юлать пурнăçра,

Ăшри тӳре ĕмĕт те шухăш.

Мĕскер-ши тухать-ха апла манăçа?

Сăмах-и? Шутлар-ха пĕр хушă.

 

(Аспа та чунпа тĕвĕленнĕ пулсан,

Ик чул хушшинче те ванаймĕ.)

Çук мар халлĕхе пуш сăмах салатан,

Пĕтмен-ха çак çĕрĕн айванĕ.

 

Пасар хакĕпе сутасла сăмахне

Эрешлĕн сĕреççĕ, сăрлаççĕ.

Пылпа пыллантарнă тути-çăварне —

Мухтав-халалсем салатаççĕ.

 

Пĕри е тепрн, ман пекки — айванни —

Ĕненнĕ те хунă хăп-хапăл.

Сăмах вăл — сăмах — çапсан ванманни,

Пулса юлмасассăн пуш хăвăл.

 

Сехет шаккани те юлать пурнăçа

Шуса, сăрхăнса вăхăт витĕр...

Ан юлтăр кăна пĕр сăмах манăçа:

Тĕнчешĕн тĕнче пек вăл килтĕр.

Илетĕп икĕ тĕрлĕ сăрă...


Илетĕп икĕ тĕрлĕ сăрă,

Пĕрне ăна — хăйне кура.

Ун пӳлĕмĕ пулайĕ сарă,

Ман хамăн, ахăртнех, хура.

 

Ташлакансем, мĕнех, ташлаччăр,

Пулать ку ĕмĕрте — пĕрре.

Çĕн мăшăр та... ара... шавлаччăр...

Тĕнчи, чăнах та, йĕркере.

 

Çунан чуна кăшт пусарассăн

Эх! ал çупатăп (эп — килтех).

Хура стена хыпса çăтассăн

Ахăрашать витле-витле.

Эй, иртен-çӳрен...


Эй, иртен-çӳрен,

Çаврăнса пăх!

Икĕ çын,

Пĕр-пĕрин çухавинчен ярса илсе,

Тĕнче илемне туймасăр тытăçаççĕ.

Пĕри пуçне хурать — çут чăнлăхшăн,

Тепрb кăнать — ултавшăн.

 

Эй, иртен-çӳрен,

Çаврăнса пăх!

Ултавпа чăнлăх,

Пĕр-пĕрин çухавинчен ярса илсе,

Тĕнче илемне туймасăр тытăçаççĕ.

Пĕри пуçне хурать этемшĕн, xысшăн,

Тепри кăнать — суяшăн, мулшăн.

■ Страницăсем: 1... 617 618 619 620 621 622 623 624 625 ... 796