Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрлĕ тюльпанĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томСар ачапа сарă хĕрКайăк тусĕЙĕрсемСунарçă халлапĕсемАндрей Петтоки

Ума тухать тăп-тăрă тарăн авăр


Ума тухать тăп-тăрă тарăн авăр:

ун тĕпĕнче, куçа шарта-шарта,

хĕвелĕн ылтăн чăмăркки выртать,

чĕнет хăй илĕртсе: тытса пăхсамăр!

 

Куçа асамлă тĕсĕпе туртать:

— Чăнах та эпĕ ылтăн, — тет. — Ăнланăр.

Никам чăмса илменнипе — ан манăр —

Сире кĕтсе выртатăп авăрта!

 

Çапла пире час-час тĕлĕнтересшĕн

суя тĕспе çиçен ултавлă ăс:

сăмахĕнче ялан куратпăр пăс!

 

Çапах та вăл пире ĕнентересшĕн

вĕçĕмсĕрех хăй ылтăн пулнине:

сисмест вăл хăйĕнчен çын кулнине.

Çич çунатлă курак


Пирĕн нуша çитнĕ çĕре çич çунатлă курак та çитеес çук.

Чун тăвăннă чухне мăннисен çăварĕнчен тухса каякан сăмах

 

1

Ӳсĕр хĕрарăм унран хăпма пĕлмерĕ. Пĕрехмай пĕр сăмах калать, пĕрехмай пĕр сăмах.

— Раис аппуна халь анне темелле пулатъ. Малтанхи кунранах хăнăхмасан кайран чĕлхе итлемест...

Алик пуçне чикнĕ те мăшăлтатса тăрать.

— Итле аслине. Раис аппуна анне теме тытăн...

Татах йӳтететчĕ-и ӳсĕр хĕрарăм, ашшĕ вăйлă аллисемпе çĕклесе илчĕ те сĕтел хушшине кайса лартрĕ. Маниç аппăш çумне.

Алик вырнаçма ĕлкĕреймерĕ, мĕнпур тутлă апат-çимеç ун умне куçма пикенчĕ. Паçăрах хырăмĕ чăрлатса тăратчĕ. Тĕпел алăкĕ урлă йăпшăнкаласа пăхрĕ. Унта хĕрарăмсем хĕвĕшеççĕ те, ăçта мĕн пуррине курса ĕлкĕреймерĕ. Ахаль пулсан мĕн те пулин çаклатса тухнă пулĕччĕ. Аслисенчен пĕри те вăл мĕн шухăшпа çӳренине тавçăрасшăн пулмарĕ, хăпартма та, кукăль татки те тыттармарĕ. Ун вырăнне халĕ ырлăх çитрĕ. Маниç аппăшĕ мĕн çиес килет тесе те ыйтса тăмасть, хăй кармашса çитейнĕ таран пĕрин хыççăн тепĕрне Алик умне иле-иле хурать.

Малалла

Ирт тĕпеле!...


— Ирт тĕпеле! — туссем мана чĕнеççĕ. —

Эс — сăвăçă, çыратăн кĕнеке.

Сума суса, тулли курка сĕнеççĕ,

кĕр çулçипе çуталнă кĕреке.

 

Паллах, эп хам та вĕсемпех ĕçленĕ:

çырас сăвви те çуралман ахаль.

Çĕрле, çыврас тесен, вăл хирĕçленĕ:

— Чун сăпкинчех вилес-и манăн халь?

 

Тен, çавăнпа чĕнет тус-йыш тĕпелĕ

мала иртме, курка сĕнсе алран?

Ташша чĕнсе, хитре хĕр куç хĕскелĕ:

чăн пурнăç ку! Вăл сивĕнмест манран.

 

Телейлĕ кăмăл тăтăр ал çупсах:

ма пулăп пурнăç ташшинче уксах?

Йĕрес пулсан — ăнланĕччĕç...


Йĕрес пулсан — ăнланĕччĕç,

Йĕрес пулсан — каçарĕччĕç,

Куçран пăхса,

Вăй-хал парса,

Телей енне каçарĕччĕç.

 

Ăнланĕç-ши самантлăха

Куççульсĕр хыт чăтăмлăха?!.

Эп — юрату...


Эп — юрату.

Эп — çунтăм, çунтăм...

Кăшт йăсăрлантăм та ак —

сӳнтĕм.

Выртатăп халь

хуп-хура уйрăлун.

Часах

пулса юлăп ак

тунсăх.

Кайран куçăп сасса.

Палăри-палăрмн,

илтĕни-илтĕнми

куçса çӳрĕп.

«Мĕн сасси ку,

мĕскер ку», —

эс ыйтăн хăш-чух.

Эп —

ятсăр,

сансăр

сасă...

Çитес çулшăн


Çуркунне улмуççи чечекреччĕ,

Вăл туятчĕ хăйне хитререх,

Çулçине çут шевле илĕртетчĕ,

Курăнатчĕ улми ĕмĕтрех.

 

Кассăн-кассăн ăш çил çупăрлатчĕ,

Никама уйăрмастчĕ шух çил.

Пуринпе пĕр пек вăйă вылятчĕ,

Кашнинех вăл паратчĕ ăш пил.

 

Çĕр-анне сĕткенне шеллеместчĕ,

(Шухăш çук-ха ăна хурлама.)

Çуркунне улмуççи чечекрехчĕ,

Кĕркунне — курăнмасть пĕр улма.

 

Çутçанталăк аслă саккунĕ,

Хăть ятла халь сана, айăплă.

Улмуççишĕн çак кĕтнĕ кĕр кунĕ

Мĕн тесе килмеллеччĕ çапла?!.

 

Эп — этем. Эп — пыратăп, калатăп:

Ĕмĕт хăй те хăш чух чун уççи.

Пурпĕрех улмуна тутăнатăп,

Пурăнах, пурăнах, улмуççи!

Çылăхлă укçа


Çĕрĕпе дежурствăра пулнă хыççăн вырсарни кун ирхине ĕç пĕтерсе киле кайма пуçтарăннă Таиç, хула пульницин травматологи уйрăмĕнче медсестрара ĕçлекенскер, коридорта васкавлăн утса пыратчĕ. Тĕп алăка уçса урама тухас тенĕ чухне çурма тĕттĕм фойере хăйне такам ятранах чĕннине илтнипе чарăнса тăчĕ. Пăхрĕ те сасă илтĕннĕ енне — Вĕçелис ятлă пĕлĕш-ĕçтешне курах кайрĕ. Вăл та кунта медсестрара вăй хурать, хирурги уйрăмĕнче. Унăн та паян каçхи дежурство пулнă-тăр, халĕ кил еннелле пĕрле çул кĕскетесшĕн ĕнтĕ. Çапла шутлама кăна ĕлкĕрчĕ вăтăра çитсе те çемье çавăрма шăпа пӳрмен çамрăк хĕрарăм — Вĕçелис, çулĕпе Таиçрен çич-сакăр çул аслăрахскер, шавлăн калаçса ун умне çитсе те тăчĕ:

— Таиç, салам! Килелле пуль.

— Килелле ĕнтĕ, ăçта пултăр тата. — терĕ те Таиç тĕп алăка тĕксе уçрĕ.

Хĕрарăмсем урама тухса ĕлкĕричченех кăрлачăн çатăр-р сивĕ сывлăшĕ кĕлеткене пар-р! пырса çапрĕ. Иккĕшĕ те çӳçенсе илчĕç. Унтан пĕри çĕлĕкне пусарах лартса пальто çухавине тăратрĕ, тепри капюшонне тăхăнчĕ те, иккĕшĕ ура айĕнчи юра кăчăртаттарса хула транспорчĕ чарăнакан тĕлелле утрĕç.

— Апайтурах, кăтартать тăк кăтартать ку хĕл кăçал, — маларах пыракан Таиçĕн хăлхине Вĕçелис кăмăлсăрланса калаçни пырах кĕчĕ. — Эпĕ кутемĕн хĕл те хĕл пек пулма пăрахнă, кĕçех пирĕн патра та банан ӳсме пуçлать-и-ха тесе пурăнаттăм. Кĕтсех тăр... Каплипе улмуççисем те шăнса пĕтеççĕ пулĕ. Банан мар, хамăрăн панулмие те çисе кураймăпăр, э, Таиç...

Малалла

Ăс-кăмăлпа тирпейлĕ те йĕркеллĕ...


Ăс-кăмăлпа тирпейлĕ те йĕркеллĕ

пурăнакан ят-сумлă çын тем чул.

Тен, шухăш та ăмсанупа кĕркелĕ

айван пуçа, çĕткеленсе, хăш чух:

 

«Пурнăçунта çавраçилле ан тусăн,

выртан каска çеç мăкланать, ан ман.

Эппин, пăртак хакна пĕлесчĕ, тусăм, —

хăвна пăхса илесчĕ аякран!»

 

Ку шухăша эп çийĕнчех хăвалăп —

сăмахăм пулĕ татăклă, кĕске.

Кайран хама ӳпкелешмесĕр калăп:

ма курнăçса çӳрес суя тĕспе?

 

Тек бриллиант пуласшăн та ан суп:

алмазĕ пур та... ювелирĕ çук.

Сăпка умне телейлĕн ӳпĕнетĕп...


Сăпка умне телейлĕн ӳпĕнетĕп:

тапкаланса выртать ача — ман юн.

Пĕлмест пулин те калаçма, чĕнетĕп ăна

ятран: йăл куллинче — çĕн кун.

 

Тен, уншăн пурнăç тăратан проблема

çăмăлтарах та пулĕ маннинчен?

Пĕрех ăна сăн патăр ĕç илемĕ,

ан тухтăр вăл кунçулăн анинчен.

 

Вăл пуррипе-ши хам та çамрăк, чĕрĕ:

ӳсин çулсен хисепĕ, пурпĕрех!

Хыçа пăхсан, куçа хам ӳсĕм йĕрĕ

ӳкет те, сас паратăп:

— Чиперех!

 

Куçран шăлатăп вăхăт тусанне —

каллех куратăп çамрăклăх сăнне.

Вăрман çинчен час-час эп асăнатăп...


Вăрман çинчен час-час эп асăнатăп:

ак халь те тăтăм шухăша путса.

Çул тытнă кăткăсем таçта — сăнатăп

мăн экспедици иртнĕ пек туйса.

 

Йĕрсе вĕçет шаланкă: çумăра-ши?

Кунтах пуçланă кайăксем туй-çуй.

Эп ӳснĕ ку енче — вăрман чăвашĕ

сас памăп çĕлене курсан та: уй!

 

Хăй ытамне упасарриллĕ чăтлăх

чĕнет, туртать вăрттăнлăхне уçма.

Кăмпа шăрши саланнăран, пит хăтлă

пӳрnе кĕретĕп пек хăна пулма.

 

Манать вăрман тӳр пилĕке кăна,

лартмасть савса сĕтел умне ăна.

■ Страницăсем: 1... 618 619 620 621 622 623 624 625 626 ... 796