Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Канма пĕлмесĕр, вăй хурса
Ĕçлет куллен тар кăларса.
Касать — пуртти ун хĕмленет,
Турпас сиксе çиçĕмленет.
Хăма çумне хăма хурать,
Çурт тăррине витсе пырать.
Шаккать, шаккать е савалать,
Ĕçне курсассăн — савăнать.
Çурт хыççăн çурт ӳссе пырать,
Ăна кашни çын тав тăвать.
Урам тухать мăн çул патне.
Парар ăна платник ятне.
Кĕтсе илтĕн мана,
Чайхана.
— Лар эс, — терĕн, — хăна,
Сулхăна.
Чашкăрать сăмавар,
Тухать тар.
Чипер симĕс чинар,
Чаршав кар.
Кĕр-кĕрлет ман умра
Бухара.
Тус-юлташăм Мухтар,
Чей тултар.
Сиплĕх куртăм кунта,
Тупата.
Тайма пуçăм сана,
Чайхана!
Мĕнле пуян чăваш тĕрри, —
Унта пин-пин çулсен йĕрри,
Унта хăват илет çĕнни,
Çынсем ĕмĕртенпе кĕтми.
Мĕнле хитре чăваш тĕрри,
Ун курăнмастъ вĕçĕ-хĕрри.
Унта асамлă çăлкуçсем,
Илемлĕ çутă çăлтăрсем;
Мĕнле чипер чăваш тĕрри,
Унта маттур хĕрсен çĕрри.
Унта шур хурăнсен ĕшни,
Унта шур акăшсем вĕçни.
Мĕн авалтан чăваш тĕрри
Хĕвеллĕ, хӳхĕм çав тери.
Унта тăван ял-йыш сасси,
Хирти ака-суха касси.
Мĕнле хитре чăваш тĕрри, —
Унта çынсен хĕрӳ чĕри,
Яш-кĕрĕмсен паха парни,
Çĕршыв-анне çунат сарни..
Мĕнле пуян чăваш тĕрри, —
Унта пин-пин çулсен йĕрри.
Çын хыççăн каясси хăçан пĕтет манăн?
Çара кайиччен Хусанкая, Ухсая, Ивнике каçса кайсах вуланă; вырăс поэчĕсенчен Пушкина, Лермонтова, Есенина ытларах шĕкĕлченĕ; Кольцов евĕр те çырма хăтланнă; Германире Гетепе киленеттĕм. Епле пултаруллă генисем пулнă.
«У тебя знания, как у московского парня», — тетчĕ мана Басов капитан. Вăл эпĕ сăвă çырнине пĕлетчĕ, Александр Николаевич хушнипех вырăсла та çыркаласа пăхнăччĕ, — пĕри — çар хаçатĕнче, тепри каллех Берлинра тухакан «С.А» хаçатĕнче кун курнăччĕ. Гонорар тенине те параççĕ-мĕн, ман начфин патĕнче перекет кĕнеки пур, унта марка мар, вырăс укçине куçарса паратчĕç. Укçине вара çартан таврăнсан Вăрнарта илнĕччĕ. Пуян çын: «Беломорканал» туртаттăм.
Çын хыççăн каясси хăçан пĕтет манăн?
Халь Валентин Овечкинăн «Районные буднипе» супатăп... Хамăн каламалли çуккă-и? Ĕнтĕ «Çамрăк коммунистра» «Кăмăл» калав çапăнса тухрĕ.
«Цензор" епле янă ăна?» — ыйтать манран пĕр поэт.
Çакăн пек ыйту кăна ман пурнăçăн карти алăкне уçать. Мĕншĕн пичетлемелле мар ăна? Мĕн хăрушши пур? Унта совет йĕрки хуçаланма тыгăнни çинчен çырсан, хăравçă райхаçат та пичетлет. Нимĕçсен хăйне евĕр НЭПĕ-ши унта? Аплă çын таран ĕçлекен фабрика уйрам çын аллинче. Тарçăсем тыт — чару çук. Кашни килех лавкка тытма пултарать. Лавккине кашни килех уçмĕ, илекенĕ пулмĕ, анчах ирĕке пур. Уйрăмах ватă çынсемшăн лаиăх: килтен тухмасăр суту-илӳ ту. Ĕçсĕрлĕх те çук ГДРта. Ăслă халăх та — калама юрамастъ. Ялта нимĕçсене курайман кăмăл та сĕвĕрĕлсе пĕтмен. Пĕр-пĕр офицер икĕ-виçĕ чăматан тупра тултарса таврăнать. Хăй пурнăçĕнче пĕрремĕш хут капрон чăлха курнă чăваш хĕрарăмĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет. «Епле арласа тĕртсе тунă ăна? Ай-юй, кантăк пек, ура çинчи çăм та курăнать. Тăхăнма намăс кăна. Пĕрре Вăрнара тăхăнса кайма тӳсет-ши?»
Малалла
Тăшман снарячĕ çурăлса
Амантнă унăн кăкăрне.
Салтак йăваннă юн тăкса
Блиндажăн сивĕ урайне.
Шанман сывах юлассине.
Куçне уçсассăн ир çинче
Вăл курнă хăйĕн умĕнче
Чĕкеç йăва çавăрнине.
Чĕкеç çĕкленĕ кăмăлне.
Вара, вилмешкĕн выртнăскер,
Вăл туйнă пурнăç илемне,
Тăма пуçланă чип-чипер...
Иртеççĕ хăвăрттăн çулсем,
Манаймăн юнлă кунсене.
Тен, вилнĕ çав чĕкеç, пĕлсем:
Çынни çӳрет колхоз ĕçне!
Ӳссе çитсен, çунат сарсассăн,
Çӳле вĕçессĕн туйăнать,
Тăван анне çумне ларсассăн,
Чĕре хĕрӳллĕнрех тапать.
Çурхи кунсем йăл-йăл кулсассăн,
Уйра янрать тăри сасси.
Тăван атте пĕрле пулсассăн,
Ăнса пырать суха касси.
Илем кӳрсе çӳретĕр пăчăр
Кĕрхи вăрман уçланкине.
Тус-тантăшсем, нихçан ан пăсăр
Атте-аннемĕр кăмăлне.
Чипер калать, ĕненмелле, пит тĕрĕс.
Хак парăн эсĕ: «Вăл епле хастар!»
Ху шухăшна васкавлăн ан пĕлтер эс:
Хытах улталанма та йывăр мар.
Пулать çапла та: чăх хĕрсех тем хушă
Кăтиклетет, тăвас пек çăмарта,
Анать — йăви юлать каллех пуш-пушă...
Ун евĕр çын та çук-и хамăрта?
Пĕрин — сăмах анчах. Сайра, вăтаннăн
Пуплет тепри, мухтаймăн чĕлхине.
Ытла ан тĕлĕн: кирлĕ чух вăл саншăн
Вута та сикĕ, эсĕ чĕнсенех.
Хăш сасă — маска çех. Астуччĕ эсĕ:
Чун тĕкĕрĕ этемĕн — унăн ĕçĕ.
Юнашарта çук ĕмĕлке те. Сирĕн
Хĕвел те кĕреймест мăн пахчăра —
Туратсене мĕнле халпа вăл сирĕ? —
Улмуççисем шултра та пит çăра.
Çăкалăха иленнĕ сарă кайăк.
Пур пĕчĕк кӳлĕ. Ав, ун патĕнчех
Ларать шап-шур пилеш, кăштах вăл тайлăк...
Ытла аван, хитре кунта тĕнче!
«Сад мар ку, — тетĕп, — юмахри ӳкерчĕк,
Мухтав — çакна ӳкернĕ ăстана».
Калатăн эс: «Атте пăхса ӳстерчĕ,
Хăй çук... Кашнийĕ тав тăвать ăна».
Пире çапла кам асăнĕ тахçан,
Ниçта та ятлăх йывăç лартмасан?
Эпĕ Атăл леш енчи, Сăрпа Çăвал, Кĕтнепе Пăла, Шетмĕпе Шамашар тăрăхĕсенчи вăрмансенче пур çĕрте те пулнă. Çапла пĕррехинче Йĕпреç вăрманне çитме кăмăл çуралчĕ. Кунти чĕрчунсемпе вĕçенкайăксем те пĕлеççĕ-паллаççĕ иккен мана. Ăсанĕсем вара пуç тăрринчен те анма пĕлмеççĕ, кукар хура сăмсисемпе кăлтăртук-кăлтăртук тутарса ыттисем çинчен кала-кала параççĕ: «Хӳрине амантнă ăсан ултă чĕп кăларнă; сулахай урине хуçнă ăсан автанĕ йăви тĕлне маннă, ют чĕпсем валли алат çĕклет, Сурăм тăрăхĕнчи пăши çухалса кайнă та кунта килсе кĕнĕ, тарăн çырмана тăрăннă, мăйракине хуçнă; кĕтӳри сурăх такин тирне пăснăшăн ула кашкăра Кĕрçут кĕтӳç хăлха чиккинчен аван лектернĕ, кашаман ăна, хăвăртрах тӳрлетме, пысăк хупахпа тытса çӳрет; ял хĕрринчи киле пынă хăрах куçсăр тилĕ хӳрине Таруç кинеми вите алăкĕпе хĕстернĕ...»
Вăрманти вак-вак çулпа кун каçипе урлă-пирлĕ çӳресе самаях ĕшентĕм. Типĕ çулçă пуçтарса çăра курăк çине купаларăм та тĕк тӳшек çине тӳннĕн тăсăлса выртрăм, шăна-пăван чăрмантарасран йӳç хупахăн сунчăкран та кая мар сарлака çулçисемпе витĕнтĕм. Айра — çемçе, ăшă, çӳлтен çумăр йĕпетесрен шик çук: тарăн ыйăха путрăм.
Малалла
Епле пуçне тăратнă
Хĕрхĕлтĕм чечексем!
Пурне те капăрлатнă
Тĕрлентерен сăрсем.
Епле тăван тавралăх
Савнать çу кунĕнче!
Ем-ешĕлри хăвалăх
Тапса тăрать тĕнчен.
Чăштăртатать-и курăк —
Туян хĕпĕртевне.
Таса тытма тим пур ун
Кăмăл йĕркелĕхне.
Тин çеç кăшт вĕрнĕ çил те
Тамалчĕ ытахаль,
Чăрлатнине те илтмĕн
Шăрчăкăнне ак халь.
Кирек ăçта пăхсан та —
Илем куç туллиех.
Нишрен те сывалан-тăр
Пĕрре тинкерсенех.
■ Страницăсем: 1... 633 634 635 636 637 638 639 640 641 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...