Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пăва çулĕ çинчеЙĕрсемПулас кинсемЙĕрсем çухалмаççĕКĕперКĕмĕл кĕперКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке

Чăн-чăн туссем


Тахçан авал вăрманта пĕр пысăк, ватă йывăç ӳснĕ тет. Унта пакша пурăннă тет. 2000 çул пурăннă хыççăн йывăç хăрма пуçланă. Çулçисем ӳксе пĕтнĕ. Йывăç часах йăтăнса аннă. Пакша тунката çине ларса макăрма тытăнать,

— Халь ман ăçта пурăнмалла? — тесе куççуль тăкать.

Çав хушăра упа иртсе пырать тет.

— Мĕн пулчĕ, пакша тусăм? — ыйтать упа.

–Эпĕ килсĕр юлтăм, — хуравлать пакша макăрса.

Атя асамçă патне, — сĕнет упа хăйĕн тусне.

Асамçă карчăкĕ патне çул тытрĕç тет хайхискерсем. Тĕмсен хушшипе пынă чух упа шăтăка анса каять. Пĕр кун иртет, икĕ кун, виççĕмĕш кунне çеç анса çитет. Пăхать — çул. Утса-утсан пысăк арча курать. Ăна çăраççипе питĕрнĕ.

— Уççи ăçта-ши? — мĕкĕрсе ярать упа.

Çакна курак илтет. Арча çине вĕçсе ларать те çапла калать, «Ан кулян, упа, пулăшма хатĕр эпĕ сана. Акă, тыт пан улми. Вăл сана ылтăн пулă патне илсе çитерет».

Чăнах та пан улми тинĕс хĕррине илсе çитерет. Упа шыва чăмасшăн пулать. Çав самантра шывра пулă курăнса каять.

— Мĕн кирлĕ сана, упа тусăм? — ыйтать вăл.

Мĕн пулса иртнине упа йăлтах тĕплĕн каласа парать. Ылтăн пулă упана уçă тыттарать. Анчах асăрхаттарать, виçĕ ырă ĕç тумасан уççи çĕлен пулса тăрать.

Малалла

Арман пĕви е çутă Энĕш...


Арман пĕви е çутă Энĕш,

Е улăх çумĕнчи ката —

Вĕсем ачалăхри киленĕш,

Вĕсем асамлă маншăн та.

 

Çӳреттĕмĕр, шутне пĕлмесĕр,

Шыва кĕме эпир çулла,

Пулман-тăр шуххăн иртĕхмесĕр

Хăпарнă чух та ялалла.

 

Çарран чупма чĕнетчĕ улăх...

Еплеччĕ выртмари каçсем!

Вăлтапала хам тытнă пулă

Ĕнетчĕ вут çинче пиçсе.

 

Ыттисенни пек мар сас панă

Çӳрен лашамăн хăнкăрми,

Куçа хупмасăр тек тăнланă

Ун кĕввине эп çухатми.

 

Пуçланчĕ, çутăлчĕ çĕн вăхăт

Шкула уй урлă çул тытсан,

Пăхмасăр калама сăвва ху

Ăшра ĕнерĕшсе утсан.

 

Атте тăратчĕ илĕм-тилĕм

Хĕлле çуна кӳлме, кайма;

Тăман, çил витĕрех çĕмиллĕн

Лавсем шăватчĕç йăлăма.

 

Атте вут турттарса килӳçĕн

Шăп таврăнаттăм эпĕ те.

Çуртри-мĕнри çемьемĕр ĕçĕ

Туллин пайланнă пирĕнте.

 

Çапла халь куç умне ӳкеççĕ

Чечен ачалăх çулĕсем,

Е сала кайăк, е чĕкеçĕ

Арпалăх çийĕн вĕçнисем.

Малалла

Уйăхпа Çĕр


Хĕвел анчĕ. Ӳкрĕ сывлăм, тусăм.

Лăпкă каç чечек шăрши сарать.

Вăтанса хĕрелчĕ каçхи шуçăм,

Ак пытанчĕ — Уйăх хăпарать.

 

Тӳперен сенкер те кĕмĕл çутă

Юмахри пек Çĕрелле юхать.

Йĕкĕт-Уйăх çавра сăнлă, тутă,

Пĕрмаях савни çине пăхать.

 

Пирĕн пек, пăхса тăранаймарĕ

Чунĕ савнă сар хĕр — Çĕр çине.

Ирхи çутă шуçăмччен сăнарĕ

Кун каçа çынсем мĕн тунине.

 

Санпалан эпир нумай чух уйрăм,

Савни маннă тесе ан йĕрех.

Уйăха пăхса, чĕкеçĕм, туйрăм:

Уйрăм чух та вăл савать... Çĕрех!

 

Пирĕн пек, вĕсем те сăмах татнă.

Уйăх аллинче сар хĕр çĕрри.

Çĕрпе Уйăх, эс те эп — тăваттăн

Уйрăлатпăр. Сас парать тăри.

Космонавт савнийĕн юрри


Хĕвел анчĕ. Тĕттĕм пĕлĕт.

Пĕр çут çăлтăр тӳпере.

Тӳпери çав çăлтăр евĕр,

Эс анчах ман чĕрере.

 

Каçхи çӳллĕ тăрă çăлтăр

Куççуль евĕр ялтăрать.

Вăхăт-вăхăт унпа çумăн

Манăн çăлтăр курăнать.

 

Çĕр каçа пăхса ларатăп

Куç илмесĕр тӳпене.

Эсĕ, тусăмçăм, туятни

Сана чун пек кĕтнине?

 

Ирхи çăлтăр, сан пек çутă

Тепĕр çăлтăр космосра:

Ман тавра вĕçет савниçĕм —

Çĕрпе ман йĕри-тавра.

Динозавр çури Пиневер


— Ан хăрăр, эпĕ динозавр çури, — терĕ, анчах ăна никам та илтмерĕ, пурте паçăрах тарса пытаннă.

— Мĕн пулчĕ сире, мĕншĕн хăратăр манран? — татах илтĕнчĕ сасă…

… «Пысăк чĕр чун, мăйĕ вăрăм, хӳри те урăхла — кун пеккине халиччен курманччĕ-ха», — канăç памарĕ динозавр тилĕ туса. Вăл тĕлĕнтермĕш чĕр чуна шырама каясшăнччĕ, анчах амăшĕ тусĕсем патне те кăлармасть-çке! Паянхи кун килте мĕнле чăтса ларăн. Никам сисменле тумланчĕ те йăваран тухса хăвăрт упа çури патне чуптарчĕ.

— Вăрманта курнă пысăк чĕр чуна шырама пымăн-и? — ыйтать тилĕ тус.

— Çук, пымастăп. Вăл сана курсанах çисе ярĕ, — тĕлĕнсе те хăраса хуравлать упа тус.

— Апла пĕчченех каятăп. Сывă пул! — тесе тилĕ малалла уттарчĕ.

Тикĕс çул ăна кашкăр çури пурăнакан çурт патне илсе çитерчĕ.

— Атя пĕрле тĕлĕнтермĕш чĕр чуна шырама е ăна курсан каллех хăраса тармăн-и? — ыйтать тилĕ.

— Эпĕ пырăттăм та анне ямасть-çке, ниçта тухма хушмарĕ, — хуйхăрса пуплет кашкăр.

Пĕчченех малалла уттарать тилĕ. Нумай-и, сахал-и — пакша çури патне çитет.

— Пĕлетĕн-и эпĕ ăçта кайнине? — ыйтать тилĕ.

Малалла

Тăванăм, ай, тăванăм...


Тăванăм, ай, тăванăм,

Салтак-артиллерист.

Çул уçнă, ăнтăланă

Вут-çулăм витĕр эс!

 

Туппу миçе пин çухрăм

Кусмарĕ-ши фронтра?

Таçта та пырса тухрăн

Çав чăрсăр вăхăтра.

 

Тăванăм, ай, тăванăм,

Салтак-артиллерист.

Хăш уйăн, хăш вăрманăн

Хăни пулман-ши эс?

 

Эс çутнă вут ытамĕ,

Хаяр сассипеле,

Тăшманшăн кӳнĕ тамăк,

Тăвансене — телей.

 

Хумханчĕ Одер шывĕ

Эс вăйкăнса çитсен...

Е Атăл, е Мускавĕ

Юрлаççĕ сан çинчен!

Акайăттăм сан чĕрӳне...


Акайăттăм сан чĕрӳне

Ачашлăх вăрлăхне.

Ӳстерĕттĕм хам ыйтнине —

Саву чечеккине.

Тен, пулĕччĕ çав чечекре

Хальччен çук ăраскал!..

Чĕнет чĕре, кĕтет чĕре

Телей — хăть пĕр мăскал...

Хура ĕнчĕ


Хура ĕнчĕ, хура ĕнчĕ.

Хура ĕнчĕ — хурлăхан,

Хăтаринччĕ, хăтаринччĕ,

Хăтаринччĕ хурлăхран.

 

Хура ĕнчĕ — хурлăханшăн

Килейинччĕ пахчана

Хура ĕнчĕ — хурлăхан пек

Хура куçлă пĕр хăна.

 

Ав килет вăл, утти çăмăл,

Хăй хăва пекех çинçе.

Хура ĕнчĕ эпĕ ватрăм,

Ватрăм ун тути çинче.

 

Хура ĕнчĕ, хура ĕнчĕ,

Хура ĕнчĕ — хурлăхан.

Иртсе кайрĕ манăн хурлăх,

Тусăм, эсĕ чуп тусан.

Тинĕс


Халь тин вăраннă ыйхăран

Çут Тинĕсĕн куçне Хĕвел йăмăхтарать.

Çĕрле ыйхи ун тутлă пулнăран

Шыв талккăш халь те тутлăн карăнать.

 

Вара, хăй Хĕвелне вăл, йăл кулса,

Атлас тумне кăшт çеç хумхантарать.

Хĕвел ыталани асне пупса,

Кăкри ун пĕр анать, пĕр хăпарать.

 

Ача пек выляса лăпкать унтан

Мана ачашшăн, вăрттăн çурăмран.

Ак чакрĕ-чакрĕ те вара кайран

Сасартăк ыталарĕ мăйăмран.

 

Çапла вылярĕ вăл манпа чылай.

Хĕвел шутларĕ иккĕн çеç юлма —

Хĕрӳ хĕртет: чулсем — вĕри калай.

Хистет Хĕвел мана кунтан кайма.

 

Чăрмантарасшăн мар эп вĕсене —

Хăпартăм васкамасăр сăрт çине.

Хупларĕ сулхăнпа мана платан.

Платанĕ пысăк. Сулхăнта аван.

 

Хĕвел кулса ывăннине курса,

Эп чупрăм антăм хăвăрт, васкаса.

Лăпланнă Тинĕс. Вăл выртать канса.

Хĕвелĕ те канма анать шуса.

 

Илтен пĕр сасă çак сехетсенче —

Çут Тинĕс çырана темскер калать.

Эп шухăшлатăп: хăйĕн чĕринче

Малалла

Бранденбург хапхи умĕнче


Нумай уй-хирсем тăрăх утрăмăр, шурăмăр

Шари! çухăрса вĕçекен вут-хĕм айĕн,

Тăшман йăвине аркатасчĕ тесе.

Тăватă çулта, тен, çухалчĕ-тĕр çур ĕмĕр,

Сĕм вилĕм умне тарăхса шунă майăн

Çĕр сăнĕ çапатчĕ пек çамрăк тĕсе.

 

Нумай мăн шывсем урлă ишрĕмĕр, каçрăмăр,

(Кунта çитнисем, çавсене асилсемĕр!)

Сулмаклă хумсем хĕрелетчĕç юнпа.

Кунсем пек ялтраччĕ, çап-çутăччĕ каçăмăр.

Каçсем пек сĕм тĕттĕм пулатчĕç кунсемĕр,

Çапах çухалмарĕ, сӳнмерĕ тупа.

Нумай ялсемпе хуласем витĕр тухрăмăр.

Фашист этеме вут çине ывататчĕ,

Ĕлккен çуртсене ялкăштарнăччĕ вăл.

Таврасчĕ тесе тарăхса вăя пухрăмăр,

Сĕм анăç енне алăсем чăмăртанчĕç,

Лăскарĕ чуна куç курми çил-тăвăл.

... Нумай çĕршыва, юлташсем, çитсе куртăмăр,

Пит вăрăм çулсем пулчĕç юнлă, тар-шурлă,

Çапах ӳкермерĕмĕр хамăр чыса:

Урал тăвĕнчен килсе ялкăшнă вутăмăр

Хăюллăн вĕçет Бранденбург хапхи урлă,

Рейхстаг ишĕлет фашистла йынăшса.

Асаплă, тертлевлĕ-çке пулчĕ кун-çулăмăр.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 636 637 638 639 640 641 642 643 644 ... 796