Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Атте пилĕПулас кинсемӐшӑ ҫумӑрПограничниксемТанатаПăва çулĕ çинчеТутимĕр

Хăрушлăхпа хаярлăх


Ула улăхра урнă тупă улать,

Уяр тӳпере çухăрать хурçă кайăк.

Эпир юратса тăнă лăпкă хула

Вутра ялкăшать-çке. Мĕнре-ши ун айăп?

Пĕр айăпсăр çын нăйкăшать тарăхса.

Çуртсем вăркăнаççĕ, ай-çийĕн çунаççĕ,

Ĕнсе хуралать симĕс тăрăллă сад...

Çаплах тӳпене хуплать вилĕм çуначĕ.

Хула варринче тамăк вучĕ улать.

Масар пек юлать эпир савнă хула.

 

Эл куртăм ем-ешĕл уяр кăнтăра.

Пуян-çке çав кăнтăрăн аслă уй-хирĕ!

Анчах сĕрĕшсе пулнă сарă тырра

Паян çурла мар, — вырать çулăмлă вирĕк.

Шыв шăлпăн юхать сарлака улăхпа.

Ун юхăмĕ хурлăхлă, йывăр ун çулĕ:

Вăл тăрă шыв мар — вăл хĕрелнĕ юнпа;

Вăл çумăр та мар — мĕскен тăлăх куççулĕ...

Халь куç виçейми çав çеçен хирте,

Тусан çĕклесе çавра çил çеç иртет.

 

Эл çитрĕм çил-тăвăллă сив Çурçĕре

Унти этемсем ытарма та çук харсăр.

Типтерлĕ çуртра, вăрманти ĕшнере,

Çын пураннă пулнă-çхе хурлăх курмасăр.

Çав харсăр этемĕн чипер йăвине

Эсрелĕ килсе хурчăка пек тустарнă;

Малалла

Ухмах Йăван


Пурăннă тет пĕр ялта Йăван. Вăл кĕтӳçĕ пулнă, сурăх кĕтĕвне пăхнă. Ăна пурте ухмах Йăван тесе чĕннĕ. Пĕррехинче ухмах Йăван хĕлле сурăх пăхма кайрĕ. Уйра курăк çуккипе сурăхсем юр тăрăх утаççĕ, утаççĕ, чарăнма пĕлмеççĕ. Кĕтӳçĕ те утса ывăннă. Вăл пĕр уйри капан çине хăпарса канма шут тытнă. Хырăмпа та, çурăмпа та, алăпа та, урапа та тапаçланать, анчах ниепле те хăпараймасть. Киле кайса пусма илсе килсен çеç хăпарма пултарать. Анчах канма выртнăччĕ, пăхать — сурăхсем çук. Капан çинчен хăвăртрах сиксе анать, пусмине киле кайса хурать, сурăх кĕтĕвне шырама пуçлать. Нумай-и, сахал-и утать Йăван, курах каять пĕр хурăна. Лешĕ кашласа ларать. Хурăн макăрать пуль тесе шухăшлать Йăван.

— Мĕншĕн хуйхăратăн?

Нимĕн те шарламасть хурăн. Каллех ыйтать. Каллех хуравламасть. Йăван тарăхса каять те хурăна касса ярать. Хурăн ăшĕнче ылтăн укçаллă чӳлмек тупать. Чӳлмеке илет, малалла каять. Инçех те мар сурăх кĕтĕвне тупать. Яла сурăх кĕтĕвĕпе тата укçапа таврăнать. Халĕ ăна никам та ухмах Йăван тесе чĕнмест.

Э!


Тӳпене ăнтан кайса пăхан

Ама хупах сап-сар чечекĕсем

Çут тĕнчене илем кӳрет иккен.

Куç халь

Чечексене кăна курать.

 

Эс те,

Этем,

Ăçта пулсан та ху,

Çав чечексем пекех,

Вăю çитен таран

Ырлăх ту,

Илем кӳр.

Ама хупах чечекĕ


Хула хĕрри.

Лапра, çӳп-çап.

Хут татăкĕ.

Пирус тункатисем

Куçа кӳрентерет.

Ах тур! Мĕн пулчĕ ку!

Хĕвел çути пекех

Чуна çĕклентерен?

Ырă ят


Çĕрлехи çапăçу чакаланă сăрта

Çутатать ирхи шуçăм — çут ылтăн.

Сывлăм ӳкнĕ варта çамрăк паттăр выртать,

Пăшалне чăмăртанă хăй хыттăн.

 

Ӳксе выртнă çĕртен юлташне вăл шырать.

Вăйсăр куçĕ ун, вилĕм пек, сыхă...

Тăван мар-çке умра,

савни мар-çке çумра, —

Палламан хĕр сӳтет шурă çыхă.

 

«Ан та тăрăш, юлташ, —

илтĕнет лăпкă сас, —

Сăрхăнать юлашки чĕрĕ юнăм;

Ӳте пуля кăшлать, ăша тимĕр касать,

Сивĕ вилĕм туять çамрăк чунăм.

 

Итлесем, ырă хĕр: илт савниçĕм ятне, —

Ман чĕре çумĕнчех унăн адресĕ.

Аслă Атăл ялне, савнă тусăм патне

Ман çинчен пĕлтерсе çыру яр эсĕ.

 

Эс пĕлтер ăна: вилĕм пăхсан куçăмран,

Çӳçенсе каялла эп чакмарăм.

Куç курми тăвăлра, чарăнми çулăмра

Эпĕ çапăçрăм çивĕч, хаяррăн.

 

Эс пĕлтерччĕ ăна: шухă çамрăк пуçа

Эп çĕршывăн телейĕшĕн патăм.

Пурнăçа юратса эп хупатăп куçа,

Çĕр çинче ман юлать ырă ятăм...»

Малалла

Уçă хапха


I

Пӳртре тар шăрши. Сывлама питĕ йывăр. Сывлăш çитмест. Малти шăннă чӳречесем умне уйăх хыпаланса пычĕ: пӳрт ăшне пăхать, çывракан çынсене çутатать. Унтан, кăмака умĕнче çакăнса тăракан çăпала çине ӳкрĕ те, çăпалапа ашкăнма тытăнчĕ.

— Çывăр ĕнтĕ... Никантăр... çывăр... Мĕн йăваланса выртатăн? Шурăмпуç та килет пуль ĕнтĕ, çутăлать пуль, çывăр.

Илтмест Никантăр арăмĕн сăмахне, арăмĕ çав сăмах хыççăн ун çумнерех шунине те туймарĕ. Хăрах аллине тăлăп ăшĕнчен кăларса тарланă кăвак пуçне тытрĕ те хăй сисмен çĕртенех:

— Эх-х! Самана! — йывăррăн тăсса каларĕ.

Каларĕ те çавăнтах хăраса ӳкрĕ. Хăй сасси улшăннинчен, хаярланнинчен хăрарĕ. Хĕсĕк ампар айĕнчен тĕртĕнсе тухакан хăвăл каска пекех туйăнчĕ ăна хăйĕн сасси.

— Ара, Никантăр, тул çутăлать вĕт, çывăр.

Çук, каллех илтмерĕ. Арăмĕ тата çумнерех çыпçăнать, ăна ыталаса хăй патнерех хĕсет... Çук, туймасть Никантăр, илтмест арăмне.

...Вăл хапха умĕнче юр хырать. Сарлака, çĕнĕ кĕреçепе юра картла-картла тухать те чĕркуççи таранах хӳсе кайнă юра çул çине ывăтать.

Ыттисем те юр хыраççĕ. Кашни хапха умĕнчех. Хĕрарăмсем шыв ăсма каяççĕ, хăшĕ таврăнать.

Малалла

Çĕршывăм, саншăн çеç


Ĕçсе тăранаймасть çерем

Ирхи çут сывлăма.

Курса тăранаймастăп эп

Тăван çĕршывăма.

 

Чĕкеç юрлать, юрлать чĕкеç

Ман пӳртĕм тӳпинче.

Сан сăнару, çĕршыв-анне,

Чĕремĕм тĕпĕнче.

 

Хĕвел юхтарĕ шăратса

Çӳл ту çинчи пăра.

Ман юрату сӳнми çунать —

Хĕвел пек ялтăра.

 

Хăй йăвине, чĕпписене

Вилсе упрать чĕкеç.

Çĕршывăм, эп те çавăн пек

Пурнатăп саншăн çеç.

Шур хут тăкакĕ кайĕ-ши усса?..


«Шур хут тăкакĕ кайĕ-ши усса?» —

ку шухăш çекĕлĕ нихçан çĕклемĕ

графомана халь çухаран йăтса:

унпа сăмахăн хакĕ пĕчĕкленнĕ.

 

Çырас сăлтав нумай ун — васкасах

çумкурăк пек ӳссе тухать вăл йăшăл.

Кулуарта вăл тăрĕ час-часах,

элек пăтти пĕçерĕ пăшăл-пăшăл.

 

Сана нумай пĕлтерĕшлĕн пăхса,

вăл классика çинчен те ăнлантарĕ.

Талант курсан, çухалĕ тарăхса,

пытанĕ тĕттĕм кĕтессе, мăнтарăн.

 

Ак графоман сăн-пичĕ! Пĕрех хут

сăлтавсăр варланмарĕ манăн хут.

Мухтанмăп сурчăк сирпĕтсе пĕрре те...


Мухтанмăп сурчăк сирпĕтсе пĕрре те

Залра эп, санашкал, пур-çук ĕçпе.

Сана, çатта çынна, курсан, пĕретĕп

куç харшине лĕкленнĕ ăшчикпе.

 

Мана ăсран тайтармĕ йӳн реклама,

ăсчах пек тыткаламăп эп хама.

Зал пултарусăр актера хакламĕ,

вăл чупмĕ ун патне чечек пама.

 

Хакне пĕлсен, капăрланмасть ăс-хакăл,

куç хывтарас тесе юхха хĕрле.

Эп путĕш мар — çӳремĕп йăкăл-якăл,

çынна мăнаçлăн пăхмăп ӳхĕлле.

 

Эс пурнăç сценине пăсатăн, мур:

тупман эс çын рольне; шыра — вăл пур.

Çыру сĕтелĕ хушшине ларсассăн...


Çыру сĕтелĕ хушшине ларсассăн —

перо йывăрăшне туйса-ши? —

ал сасартăк усăнать, сывлатăп ассăн:

салхулăхпа пăркăчланать ăс-хал.

 

Чӳречерен вĕçсе ӳкет сар çулçă,

çӳрет халь авăн уйăхĕ уйра.

Хĕвел кулсан, пĕрех ăс-кăмăл уçă:

хавхаланса ташлатăп пек туйра.

 

Самант — шăлса каять кичемлĕх çилĕ

хĕвел шевлиллĕ туйăма татах.

Сĕтел çине эп ӳпĕнетĕп çиллĕн,

ятна пăшăлтатса калать тута.

Санпа эп калаçма шыратăп мел,

чĕре пăрне ирĕлтерен хĕвел!

■ Страницăсем: 1... 638 639 640 641 642 643 644 645 646 ... 796