Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Ваçли сăмахĕсем швейцар хăлхине кĕмерĕç. Вăл ĕмĕрне алăка уçса-хупса ирттерсе те тарçăсем ирĕксĕрленине курман. Хуçа мĕн калĕ? Швейцар юнавлăн хăлаçланса кăшкăрашрĕ:
— Тухса кайăр! Сире калаççĕ, тухса кайăр! — Бурлаксем ăна йӳпсемесĕр утнипе ним тума аптраса, вĕсенчен иртсе чупрĕ.
Швейцар куçран çухалсан, бурлаксем чарăнчĕç. Вăхăт нумай та иртмерĕ, швейцарпа Михха çитрĕç.
— Ак çаксем мана ним чухлĕ те уямарĕç! — терĕ швейцар.
Михха, бурлаксем умне пырса, аллине кĕсйине чикрĕ, тармакланса тăчĕ.
— Ман киле-çурта кĕме мĕнле хăйрăр, сăрнăйçем! Бурлаксем, кунта темĕн аплах маррине паçăрах сиссен те, Михха çакнашкал нӳремсĕр йышăнасса кĕтменччĕ. Ирексĕрех пĕр хушă ним те чĕнеймерĕç. Вара Ваçли тивĕçлĕн хуравларĕ:
— Эпир, Михаил Петрович, хамăра кăштах хисеплессе шаннăччĕ. Кирек мĕн тесен те, сирĕн вуншар пин тăваткал чалăш йывăçа ăнăçлă хăваласа антăмăр.
— Хисеплеме камсем вара эсир?! — ахăрчĕ Михха. Хăйсенчен машкăлласа кулнипе бурлаксен те кăмăлĕсем авăкланчĕç. Енчен ку ĕç ирĕк вырăнта сиксе тухнă пулсан, вĕсем тем туса пăрахĕччĕç. Халь хуçа пӳртĕнчипе вĕсен чăрсăрлăхĕ çыхăнчĕ. Ваçли паçăрхи пекех тивĕççĕн тавăрса хучĕ:
— Михаил Петрович, эпир сан патна хамăртан култарма килмен. Ытах пире курас килмесен, хăвăртрах расчет пар та, хамăрах каятпăр!
Михха сасартăках ахăрма чарăнчĕ.
— Расчет тени урăх сăмах. Атьăр, шутласа пăхар. Бурлаксем лăштах пулчĕç. Хуçа кăмăлĕ çаврăннăн туйăнчĕ. «Кĕçех расчет илĕпĕр те килелле вĕçтерĕпĕр», — шухăшларĕç вĕсем.
Михха бурлаксене кабинета ертсе кĕчĕ те сĕтел хушшине ларчĕ.
— Расчет патне килтĕмĕр тетĕр, эппин?.. — хăй тĕллĕн мăкăртатса, сĕтел сунтăхĕнчен хут кĕнеки кăларчĕ. — Эсир манран вунпилĕк пин тенкĕ илнĕ-и-ха?
— Тĕрĕс! — çирĕплетрĕ Ваçли. — Илмелли тата пилĕк пин юлнă.
— Камран мĕн чул илмеллине калама ан васка-ха. Малтан шутлар... — терĕ те Михха шут шăрçине шутарма тытăнчĕ. — Эпĕ сире вун пилĕк пин тенкĕ панине астуни паха... Тата мĕн чул тӳлемеллине шутлăпăр та расчет тени çавă пулĕ... Энĕшкассисем ман патăмра çĕр çын çирĕм виçĕ кун ĕçленĕ. Халиччен вăтăр кун ĕçлекенччĕ. Кăçал çичĕ кун маларах хăваласа антарнă. Ку мана кирлех мар. Атăл шывĕ чакмасăр пурпĕр йывăçа тиеме пуçăнас çук. Эпĕ çавах вĕсене кунне утмăл пус паратăп. Пĕтĕмĕшпе илсен, пин те виççĕр сакăрвунă тенкĕ. Тĕмшерсем çитмĕлĕн ĕçленĕ. Вĕсене эпĕ кунне çитмĕл пус тӳлеме сăмах панă. Çирĕм виçĕ куншăн пин те виççĕр виçĕ тенкĕ. Варасăрсем çитмĕлĕн ĕçленĕ. Вĕсене сакăрвунă пус тӳлеме сăмах панă. Çирĕм виçĕ куншăн пин те пилĕкçĕр вуникĕ тенкĕ. Ытти ялтан виççĕр çын ĕçленĕ. Вĕсене кунне хĕрĕх пус тӳлетĕп. Çирĕм виçĕ куна виçĕ пин те икçĕр хĕрĕх тенкĕ. Çапла ĕнтĕ, мĕнпурĕ çичĕ пин те тăватçĕр вăтăр пилĕк тенкĕ тӳлемелле. Акă пăхăр ĕнтĕ, вунпилĕк пин тенкĕ хутăм. Унтан çичĕ пин те тăватçĕр вăтăр пилĕк тенкĕ кăлартăм. Сирĕн çинче тата çичĕ пин те пилĕкçĕр утмăл тенкĕ юлать. Тепĕр майлă каласан, кашни сăрнаях манран вунтăватшар тенкĕ ытлашши илнĕ. Кун патне тата ултшар тенкĕ пахилкке укçи, çăпатапа ытти вак-тĕвек укçи хушмалла. Вăт, çакнашкал расчет ман сирĕнпе. Эсир парăма тавăрса пама килнĕ пулсан кăларса хурăр, хаваспах йышăнатăп! — Уполномоченнăйсем Михха сăмахĕсене нимле майлă ăнланма та аптрарĕç. Лешĕ хут кĕнекине сĕтел сунтăхне чикрĕ те, кăмăллăн курăнма хăтланса: — Халех тӳлеймесен, кĕтме те юрать. Хам мужик, çавăнпа сирĕн нушана лайăх чухлатăп. Йывăçсене тиенĕ çĕрте ĕçлесе татăр-ха, — терĕ те чарăнчĕ. Бурлаксем сăмах хушасса кĕтрĕ. Лешсем çав-çавах хытса тăчĕç. Хуçа халапĕ вĕсене минретсе пăрахрĕ. Кăшт тăхтасан, Михха сассине хăпартса татса хучĕ. — Вăт сире расчет!.. Ман пата вăрă-хурахла кĕмен пулсан, пĕрер черкке эрех ĕçтерĕттĕм. Халь ĕçтерместĕп, çиллентертĕр мана. Ĕнтĕ киле кайăр та манран мĕн илтнине ытти сăрнайсене каласа парăр!
— Михаил Петрович! — хумханса чĕнчĕ Ваçли, — эсир шӳтлеме хăтланни вырăнсăр!
— Сирĕнпе шӳтлеме эсир ман юлташсем-и? Хам кĕсъери вунă пин тенке салатсах шӳтлеме ухмах тетĕр-им? Çук, эпĕ ухмаха ермен-ха!
— Михаил Петрович, — ытлашши каласа пăрахасран аран тӳссе, хыттăн чĕнчĕ Ваçли, — шӳтлемесен, сан сăмаху пушшех эрлентерет. Курттăм илнĕ ĕçе кунĕпе ĕçленĕ пек шутланине пачах ăнланаймастпăр!
— Ĕçе курттăм кам панă сире?
— Эсĕ!
— Ну, Ваçли, эпĕ сана Макçăм пичче ывăлĕ тесе хисеплеттĕм. Эсĕ, тем, ăсран кайнă курăнать?
Ваçли договорне кăларса Михха умне хучĕ.
— Çак хут çине ĕçе курттăм илнĕ тесе çырман-и? Михха хута тыткаласа пăхрĕ те йĕрĕннĕн ывăтса ячĕ.
— Ку ман договор мар.
— Мĕнле сан мар?
— Хам договор çине эпĕ ялан хам ал пусатăп. Кунта эпĕ ал пусни çук.
— Сан шанчăклă çынну ал пуснă. Кантурта пичет хурса çирĕплетнĕ.
— Апла вĕсенчен шырăр! Эп никама та ĕçе курттăм пама хушман. Урăх сирĕнпе сăмах пĕтрĕ ман. Парăма йывăç тиенĕ çĕрте ĕçлесе татăр.
Бурлаксем хăйсене чавса тăршшĕ лартнине чухларĕç ĕнтĕ, тарăхса кайрĕç. Анчах Миххана хирĕç мĕн калăн? Харкашу тапратсан, полицейскисем тытса хупĕç. Бурлаксем хирĕç пĕр сăмах каламасăрах Михха патĕнчен тухрĕç.
Хĕлипрен тĕплĕрех ыйтса пĕлес шутпа хваттерне çĕмĕрсе кĕчĕç. Лешĕ çакна сиссех-и, тен, таçта тухса кайнă. Вара бурлаксем тӳре-шарасенчен пулăшу ыйтас шутпа старшина патне çитрĕç.
— Мĕн кирлĕ? — мăнкăмăллăн кĕтсе илчĕ старшина. Бурлаксем Михха улталани çинчен каласа пачĕç.
Старшина бурлаксем забастовка тунине, Михха ĕçне курттăм илнине астăвать. Ун чухне вăл Миххана парăнтаракан хăват тупăннăшăн савăннăччĕ. Халь ĕнтĕ Михха киревсĕрле айкашнăшăн чăнласах çилленчĕ, анчах бурлаксене шеллемерĕ, Михха çĕнтернĕшĕн кĕвĕçрĕ.
— Тем чул тарăхсан та, сире пулăшаймастăп. Ĕçе суда парăр!
— Юлташсем, пире ытла та ирсĕрле улталарĕç, — терĕ вара Ваçли урамра. — Пурпĕрех тус-йышсемпе канашласа иличчен çынсене пăлхатас мар. Михха килте çуккипе расчет илеймерĕмĕр тейĕпĕр,
Ыттисем те килĕшсен, килелле утрĕç.
XXII
Бурлаксем евитлени икĕ эрне иртсен, суда пыма чĕнсе хут çитрĕ. Ку хыпар таврари мĕнпур ялсене саланчĕ. Хресченсем тĕрлĕ май шухăшласа, тĕрле калаçу хускатрĕç. Çтаппана суд урлă тĕп тунине астăвакансем халь те Михха çĕнтерессе шанчĕç. Саккунсем тĕрĕслĕхе хӳтĕленине ĕненекенсем суд бурлаксене мăшкăллама ирĕк парас çук пек сунчĕç. Миххан ирсĕр ĕçне вара пурте пĕр кăмăллăн сивлерĕç. Ăна курайманлăх хресченсен чĕринче нихçанхинчен те хăватланчĕ.
Ваçли, Хусанта темиçе хут та пулса курнăскер, юлташĕсене ним аташтарса çӳремесĕрех Окружной суда ертсе пычĕ. Хăйсем кĕрес икĕ хутлă чул çурт умĕнче Ĕнел общинин чăвашĕсем тăнине асăрхасан, тĕлĕнчĕç те çакна аса илчĕç: ку чăвашсем ытла та Михха хутне кĕнĕрен, вĕсене курттăм ĕçе илменнипе мольă хăваланă çĕрте пĕри те пулман. Ав, Энĕшкасси Якурĕ те кунтах иккен. «Мĕн шыраса килнĕ вĕсем? Мĕн кирлĕ вĕсене?» Уполномоченнăйсем тĕпчесе пĕлесшĕн калаçу тĕвĕлеме тăрăшрĕç. Лешсем хуравланă-хуравламан çеç ирттерсе ячĕç.
Икĕ хутлă чул çуртра Ваçли хăйсен ĕçне малтан пăхма палăртнине пĕлейнĕччĕ, урамра тăракан чăвашсем те кĕпĕрленсе кĕчĕç. Лаврский ертсе пынине курсан, уполномоченнăйсем вĕсене чĕрчĕлĕх тума илсе килнине тавçăрчĕç. Çакна çеç ăнланаймарĕç: ĕç пирки мĕн калĕç-ши вĕсем?
Суд залĕнче уполномоченнăйсем тата çакна асăрхарĕç: Михха пуçĕпех çук иккен. Ун вырăнне Хĕлип суда тăрать пулмалла та халь ваккат çывăхĕнче ларать. Ваçли пăшăрханчĕ. Вăл Михха çине шăл хăйранăччĕ. Ĕнтĕ чĕре тарăхăвне кам пуçĕ çине кăларса тăкăн.
Юлашкинчен судьясем тухса сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Председатель ăнлантарнинчен уполномоченйăйсем Михха вырăнне Лаврский килнине, вăл бурлаксенчен вунă пин тенкĕ ытла шыранине ăнланчĕç. Бурлаксем Миххаран укçа шыраса суда панă ĕç тăрăх сăмах тытаканĕ Хĕлип иккен. Ытти чăвашсем — пурте Михха чĕрчĕлĕхĕсем.
Суд йĕркисене ăнлантарнă хыççăн председатель Ваçлине сăмах пачĕ.
Ытла та хумханнипе Ваçли мăлтанах йĕнчесе тăчĕ. Хресченсем хушшинче темиçе çултанпах ĕçлесен те, пысăк вĕреннĕ çынсен умĕнче сăмах калама лекменччĕ.
— Эсир мĕн, чĕмсĕрле выляма килнĕ-н? Апла эпир урăххине сăмах паратпăр! — йĕрлешкелесе астутарчĕ председатель.
Ваçли çӳçенсе илчĕ. Судьясем хăйĕнчен кулнине сисрĕ, сăмах пуçарчĕ:
— Господа судьясем... Паян сирĕн Христос тĕнне тытакан тӳрĕ кăмăллă этемсем хушшинче пулма тивĕç мар, сăмаха сутăнчăкла улăштарнă ĕçе пăхса тухма тивет...
Судьясем Ваçли çине тинкерсе пăхрĕç. Вĕсене сĕмсĕркке чăваш нихçан илтмен чĕлхепе калаçма пикенни тĕлĕнтерчĕ.
Лаврский те вăрăм мăйне сĕтел урлă тăсрĕ.
Хăвăрах шухăшлăр, господа судьясем... Пире ĕçе тытма малтан Янашовăн çывăх тус-йышĕ пычĕ те кунне хĕрĕх пус пачĕ. Эпир килĕшмерĕмĕр. Вара хуçи хăй пырса пĕр ялне — утмăл пус, теприне — çитмĕл, виççĕмĕшне сакăрвунă пус пачĕ. Эпир каллех килĕшмерĕмĕр. Хуçана усал сунса мар, господа судьясем, хамăра кăштах шеллерĕмĕр. Эпир ун патĕнче вунпилĕкшер, вунсакăршар сехет ĕçленĕ. Çурхи шыв çинче пахилккесĕр ишнипе шăтан-юханлисем е вилтăпри айне кĕрсе выртнисем те сахал мар. Кăштах та пулин çынла пурăнас шутпа ĕç хакне хушма, ĕç условисене çăмăллатма ыйтрăмăр. Пирĕн йĕрки çавнашкал-çке. Хуçа, кăмăлĕ пур таран укçа тӳлесе, çынсене тара тытать. Эпир килĕшмесен, урăх çĕртен кайса тупать. Янашов хуçа ĕçе кĕрĕшекенсене урăх çĕрте шырамарĕ. Пирĕн пата хайĕн шанчăклă çыннине, кунта ларакан Филипп Спиридонович текеннине, ячĕ те йывăçа мольăпа хăваласа антарас ĕçе курттăм пачĕ. Эпир килĕшсе договор турăмăр. Кантурта çирĕплетрĕмĕр. Кайран пĕтĕм вăя хурса çичĕ кун маларах антарса патăмăр та, тав тăвас вырăнне мĕн кăтартрĕ-ха вăл? Эпĕ договора ним те пĕлместĕп, укçа хăвăртан тухать терĕ... Господа судьясем, ку ĕç сирĕншĕн те тăрă шыв çинчи пекех паллă. Эпир, пилĕкçĕр çын, аслă патша ачисем, унăн тӳрĕ саккунĕсем пирĕн тивĕçлĕхе хӳтĕлессе шанса, Янашовран юлашки пилĕк пин тенкине шыраса пама ыйтатпăр! Урăхла тусан, кунтан тĕрĕс мар ĕç, аслă патша саккунĕсене пăсакан ĕç, пулас та çук!
Судьясем Ваçли калаçнине вĕçне çитичченех итлесе ларчĕç. Ваçли чарăнсан та самант хушши ним чĕнеймерĕç. Вĕсене сĕмсĕркке бурлак çак тери ăслă та витĕмлĕ калаçни минретрĕ.
Ытти улолномоченнăйсем те, Ваçли сăмахĕсемпе хавхаланнăскерсем, Миххан киревсĕр ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларчĕç.
Юлашкинчен Лаврский сăмах илчĕ.
Лешĕ Ваçлипе ытти уполномоченнăйсем чĕрине хавшатнинчен юсанайман пирки, нихçан пулманла хумханса, мăйне тăсрĕ те:
— Господа судьясем!.. — терĕ хăвăрттăн. Сывлăшĕ пĕтнипе сасси çухалчĕ.
Уполномоченнăйсен хушшинче кулни илтĕнчĕ.
— Чарăнăр! — шăнкăравне шăнкăртаттарса кăшкăрчĕ председатель.
Çакă Лаврскине тăна кĕме, яланхи сассине тупма пулăшрĕ.
— Господа судьясем, бурлаксен уполномоченнăйĕсем Янашов çинчен мĕн калани пĕтĕмпех суя. Куна эсир уполномоченнăйсем тӳрре тухас шутпа тăратнă договортан та куратăр. Тепĕр хут асăрхăр-ха, тархасшăн. Унта господин Янашов ал пуснă-и? Çук! Филипп Спиридонович кăна ал пуснă. Ăна хуçа ячĕпе ал пусма господин Янашов ĕнентерӳллĕ хут туса пани пур-и? Çук, господа судьясем! Ку вара питех те кирлĕ тата ĕçе господин Янашов майлă татса пама пулăшакан фактсем. Вĕсенчен ниепле те иртсе каяймăр.
Бурлаксем Лаврскине тӳрĕ çын пек шутласа пурăннă, утравшăн судлашнă чухнехине манма та ĕлкĕрнĕ. Халь куçкĕретех суяна чăн туса калаçни бурлаксене тĕлĕнтерчĕ, çиллентерчĕ те. Бурлаксен хушшинче:
— Мĕн тет çав?
— Хур мăйлăскер, этем мар-çке вăл! — тесе калаçкалани илтĕнчĕ.
Председатель каллех шăнкăравне шăнкăртаттарчĕ.
— Господа судьясем, пуринчен ытла Максим Даниловăн тем çитменшĕн аташса кайнă ывăлĕ — Василий Максимов, господин Янашова хыт кукар вырăнне хурса, бурлаксем валли тивĕçлĕ пурнăç условисем туса паман пек пакăлтатса, сирĕн чĕресене çемçетме хăтланчĕ. Анчах ун сăмахĕсем пачах тĕрĕс мар. Хăвăрах шухăшлăр, господа судьясем, иртнĕ çулсенче кунне хĕрĕх пус тӳленĕ пулсан, кăçал ĕç хакне хушнă. Çитменнине, аш-какай яшки çитернĕ. Выртса тăма кашшавуйсем тунă. Бурлаксем хăйсене тутă усрама тăрăшакан ырă кăмăллă хуçана тав тăвас вырăнне мĕн хăтланчĕç-ха? Ун çинчен элек çырса панă. Пачăшкăран пуçласа архиерее çити, вулăсри старшинаран пуçласа кĕпĕрнатăра çити хисеплекен хуçа ятне варалама тапăннă. Куншăн вĕсене явап тыттарма тивĕç. Ан тив, аслă патшан тӳрĕ те çирĕп саккунĕсем айăплă çынсен пуçĕсем çине персе анччăр та, вĕсем кама тата мĕнле пăхăнса пурăнма кирлине вĕренччĕр. Господа судьясем, бурлаксем панă çăхава пăрахăç туса, хăйсенчен вунă пин те çирĕм çичĕ тенкĕ шыраса илмелле тума ыйтатăп. Суя договор пирки сирĕн умра Филипп Спиридонович явап тытĕ!
Лаврский шухăшне вĕçлерĕ те çамки çине тапса тухнă тарне шăлса типĕтнĕ май хăй вырăнне ларчĕ.
Судьясем чун-чĕрĕленчĕç. Ваккат вĕсене хăйсем камне тата мĕнле ĕç тума килнине аса илме пулăшрĕ.
— Уполномоченнăйсем, господин Янашов шаннă вакката ыйтусем пур-и? — йăлишĕн ыйтрĕ председатель.
— Пур! — терĕ те Ваçли ура çине тăчĕ. — Господин Лаврский, калăр-ха, тархасшăн, çакнашкал договор пуррине Янашов пĕлнĕ-и е пĕлмен-и?
Суда килнĕ чухне Лаврский тĕттĕм чăвашсем йĕркеллĕ сăмах калассине тĕлленмен те. Сехри хăпнă чăвашсем кĕпĕрнери аслă суд умĕнче мар, старшина умĕнче те чĕтресе çеç тăнă. Кусем вара Лаврскине чут çеç чăлхантармарĕç. Пуринчен ытла бурлаксем ыйту парасса кĕтмен пирки хуравлама пуçĕпех хатĕрленмен. Çак инкек те сиксе тухрĕ иккен. Тата ыйтăвĕ те, сунарçă янă ухă йĕппи пек, тӳрĕ пырать. Тивесрен парăнма пĕр май çеç, кутăнланмалла.
— Пĕлмен! — терĕ ним вăтанмасăр.
— Ăха, пĕлмен иккен? — сухăр вĕлтрен пек çыпçăнчĕ Ваçли, — апла ăнлантарса памăр-ши: Янашов тарçисене ĕç укçи мĕнле йĕркесемпе тӳлет?
Ваçли сăмахне ăçталла пăрнине йăлтах тавçăраймасан та, Лаврский пули-пулмилле перкелешсе çырлахтарма çуккине ăнланчĕ. Çавăнпа хуравламасăр ирттерме тĕвтурĕ.
— Господа судьясем, ку ыйту паянхи тавлашуллă ĕçпе çыхăнмасть!
— Паянхи ĕçпе çыхăнмасть иккен!.. Çук, апла мар-ха, господин ваккат, эсир ман ыйтăва ăнланаймарăр пулас! Тепĕр хут калама та ӳркенместĕп. Янашов тарçисене ĕç укçи мĕнле майпа тӳлет? Кунĕпе-и, уйхипе-и е курттăм шутласа-и? Е ниме те шута илмесĕр-и?
Ваçлине чарманшăн шăртланса, Лаврский ура çине сиксе тăчĕ.
— Господа судьясем! Явап тытаканĕ кирлĕ мар халапсемпе ĕçе чăрмантарнине хирĕç протестлетĕп!
Председатель Ваçлие çав-çавах чармарĕ. Бурлаксен хутне кĕнипе мар, чаплă вакката сăмсĕркке чăваш таканлани кулăшла туйăннипе.
— Господин Лаврский, хуравлама сĕнетĕп! — терĕ вăл. Лаврский председатель çине эрленсе пăхрĕ. Хăй сăмахне йӳпсеменнине курманччĕ вăл. Ĕнтĕ ахалех ирттерме май çуккипе:
— Мĕн тăвас тен, господин председатель кăмăлне тивĕçтерме хатĕр эпĕ, — терĕ вăл, вĕчĕрхеннине пытармасăр. — Господин Янашов хăй укçипе хăй хуçа. Кама мĕнле йĕркепе тӳлеме шутлать, çавнашкал тӳлет!
Лаврский ларма ĕлкĕрнĕччĕ, Ваçли каллех тăчĕ.
— Господа судьясем, тепĕр ыйту пама юрать-и?
— Тархасшăн!
— Господин ваккат, Янашов кама мĕнле йĕркепе тӳлеме кăмăл тăвать, çавнашкал тӳлет иккен? Пит аван. Апла пире мĕнле йĕркепе тӳленĕ-ши вăл?
— Кунĕпе шутласа!
— Кунĕпе шутласа-и?.. Юрать... Кунĕпе шутласан, пире çичĕ пин те çирĕм çичĕ тенкĕ кăна лекетчĕ. Мĕншĕн вунпилĕк пин кăларса панă-ши вăл?
— Ун çинчен паçăр каларăм. Çакна çеç асăрхаттарас килет: сире хуçа ырлăх кăтартнă. Эсир ăна тав тăвас вырăнне судлашма тытăннă. Намăс та çук сирĕн!
— Кам намăссăррине судьясем витĕрех кураççĕ. Çавăнпа ун çинчен сăмах хускатмасан та пырĕ. Ман çакна пĕлес килет: мĕншĕн-ха хуçа пире пилĕк е вун пин мар... вунпилĕк пин тенкĕ панă?
— Ку хуçан ирĕкĕ! — ĕнтĕ хыттанах тавăрса хучĕ Лаврский.
— Господин ваккат, пăлханатăр мар-и? Пăлханни эсир тӳрĕ мар ĕçе хӳтĕлеме кĕрĕшнине пĕлтермест-и?
— Господа судьясем!..
Председатель, аллипе паллă туса, вакката пӳлчĕ.
— Господин Лаврский, — малалла каларĕ Ваçли, — сире ман ыйтăва хуравлама йывăррине тата хуçа хăй укçипе тем тума пултарнине те чухлатпăр. Çапах мĕншĕн-ха вăл пире кĕрĕшнĕ чух пилĕк пин, йывăçа икĕ юханшыв пĕр çĕре тухнă тĕле хăваласа çитерсен, вунă пин тӳленĕ? Шарламастăр-и? Ăнланатăп, господин ваккат, чунна сутмасан, договора йышăнма тиветчĕ, сутнă-тăк мĕн тăвас?.. Акă кам намăссăрри те палăрчĕ.
Лаврский çамки çине шултра тар тапса тухрĕ. Кунашкал никам хур кӳменччĕ ăна. Вăл ура çине сиксе тăчĕ те мăйне сĕтел урлă тăсрĕ.
— Протестлетĕп! Господа судьясем, ку бурлаксем патшана хирĕç кавар тунă тăшмансемпе пĕр чĕлхеллĕ пулса пăлхава хутшăнни сахал, тата мана, çавăнпа пĕрлех мана шанакан Михаил Петрович миллионера хур кӳресшĕн. Эпир куна ахаль ирттермĕпĕр!
Ваçли тата тем каласшăнччĕ, председатель чарчĕ, ытлашши ирĕк панипе аван мар килсе тухасран хăрарĕ. Лаврский хуçа ячĕпе ахальтен укçа тӳленĕ-и ăна.
— Явап тытакан Спиридонов! — чĕнчĕ председатель. Хĕлип ура çине тăчĕ, — Эсир çак ĕç пирки мĕн калăр?
— Господа судьясем, ман ӳкĕнмелли çеç. Эпĕ, чăн та, хуçа шаннинчен ирттерсе договор турăм. Тунмастăп, куншăн эпĕ айăплă.
— Явап тытакан Спиридонов, мĕн сăлтавшăн хуçа ирĕкĕнчен тухрăр эсир? — тĕпченçи пулчĕ председатель.
Бурлаксем забастовка туни хĕтĕртрĕ.
— Мĕнле забастовка çинчен калаçатăр эсир?
— Энĕшкассине пытăм та бурлаксене пухрăм. Ĕçе хăçан каймаллипе хакĕ иртнĕ çулхиеххине пĕлтерме ĕлкĕрейнĕччĕ, тапратрĕç шавлама... Тапратрĕç шавлама... Ĕмĕрне никам илтмен хак ыйтрĕç. Сакăр сехетрен мала ĕçлеместпĕр терĕç. Мĕн-мĕн ыйтнине каласа та пĕтерес çук. Эпĕ килĕшмерĕм те, шăпăрт саланчĕç. Тĕмшере пытăм... Варасăра... Çавнах печĕç... Вĕсем Элнет юханшывĕ часах тулса чакнипе усă курса хуçа çине тапăннă. Тунмастăп, чăннипех çиллентĕм. Чунсăр этемсене кăштах тăн кĕртнĕшĕн çылăхах пулмĕ-ха тесе шутларăм та, тепĕр хут пухса, хăйсем ыйтнă хакпа договор турăм. Хуçа ирĕкĕнчен тухса айăпа кĕтĕм.
— Камăн ыйту пур? — Хĕлип сăмахне вĕçлесен ыйтрĕ председатель.
Ваçли сиксе тăчĕ.
— Господин Спиридонов! — тăрăхлса чĕнчĕ вăл, — ĕçшĕн кам укçине тӳленĕ вара эс хальччен пире?
— Камăнне?.. Хуçа укçине! — шухăшламасăрах хуравларĕ Хĕлип.
— Астăватăн-и, мĕн шут çинчен тӳлерĕн пире? Лаврский вĕрентнине каланă чух Хĕлип аптраманччĕ.
Ваçли çине-çинех ыйту панипе аташса кайрĕ.
— Договор тăрăх, малтан çирĕм пиллĕк, вара аллă процент тӳленĕ, — тесе ячĕ.
Лаврский аякĕнчен шĕвĕр япалапа тирнĕ пек хиркеленсе илчĕ, Хĕлип çине шăтарасла пăхрĕ, куçне вылятрĕ. Лешĕ ваккат асăрхаттариине сисмерĕ.
Ваçли малалла вăлтрĕ:
— Договор тăрăх мĕн чул тӳлемеллине хуçа хăй шутласа пачĕ-и?
— Хăй пулмасăр.
— Апла хуçа договор пурри çинчен пĕлнĕ-и?
— Пĕлнĕ конешнă... — терĕ те Хĕлип, Лаврский çиллине шăнараймасăр тилĕрсе ларнине курса, тăна кĕчĕ. Калама юраман сăмахсемпе перкелешнине юсасшăн: — Çук! — тесе хучĕ.
Уполномоченнăйсем кулни илтĕнчĕ. Ваçли татах тапăнчĕ:
— «Мĕн «çук»? Хуçа договор тăрăх шутласа тӳлерĕ терĕн-çке? Çак вара хуçа договорпа килĕшнине пĕлтерет. Халь тата «çук» тесе пакăлтататăн!
Хĕлип çине тăрсах тунчĕ:
— Хуçа ним те пĕлмен. Ку çынна ан ĕненĕр, господа судьясем! Хуçа мана договорсăрах ыйтнă чухлĕ панă.
Ваçли татах тем каласшăнччĕ.
— Судшăн пурте паллă! — чарчĕ председатель, çавăнтах пĕрремĕш чĕрчĕлĕхе чĕнсе илме хушрĕ.
Зала Якур кĕчĕ. Мĕн каласса тавçăраймасан та, вăл сутăнчăк этемне чухланипе уполномоченнăйсем сисчĕвленчĕç. Лаврский вара хайĕн чĕрчĕлехĕсем урлă паçăр çухалса намăса кĕнине, Хĕлип йанăшнине те сирме май килнине шаннăран яланхи кăмăлне тупрĕ.
— Чĕрчĕлĕх Тихонов! — хистевлĕ сасăпа чĕнчĕ председатель, — тавлашуллă ĕç пирки мĕн пĕлнине суда ним пытармасăр каласа парăр!
Якур судьясем çине йăпăлтилле пăхрĕ те чысне сутма хăнăхнă хаваслăхĕпе калаçма пуçларĕ:
— Михал Петрович пирĕнпе нимле договор та туман. Пирĕн ялсене вăл кунне утмăл пус тӳлеме пулчĕ. Эпир тав тусах килĕшрĕмĕр.
Лаврский кăмăлĕ çĕкленчĕ, анчах Якур мĕн вĕрентнине каласа пĕтереймен пирки вăл председательтен ирĕк ыйтмасăрах сăмах хушрĕ:
— Чĕрчĕлĕх Тихонов, вара мĕн тума тав тусах килĕшрĕр эсир?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...