Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Тихăнпа Маринене кинĕ ытла хăюллă калаçни тĕлĕнтерчĕ, хăратса та пăрахрĕ. Вĕсен шăпланма хушас кăмăл та пурччĕ. Кĕтерук, шухăшне каласа пĕтерме ĕлкĕрсе, хăех чарăнчĕ те тарăннăн сывларĕ.
— Эй, ырă çынсем, юлашкинчен ман сире çакна астутарас килет: сире кам ертсе килнине тĕпчеме тăрăшĕç. Ман çине кăтартсан, пушшех çине тăрĕç те эсир мĕн калаçнине пĕлесшĕн пулĕç. Каллех пурне те асаплантарма тытăнĕç... — терĕ.
— Ан хăра, хĕрĕм. Пĕр сăмах та шарламăпăр!
— Тупа тăватпăр! — сăмах пачĕç сывмаррисем.
XXVII
Пуппа арăмĕ чиркӳрен пĕрлех таврăнчĕç.
— Çынсем хăнана кайрĕç... Эпир пуçтарăнман та-ха... — Чире персе выртнипе йăлăхтарса çитнĕрен упăшкине васкатрĕ пуп арăмĕ.
Пуп çăлкуçĕ патĕнче пулса иртнĕ çапăçăва, халах пăлханса кайнине курнă хыççăн халь те тăн илсе çитереймен пирки сасартăках хуравлаймарĕ. Чăнах, çав тери лайăх шутласа хунă ĕç чиперех ăнса пыратчĕ, таçтан пухăннă чир-чĕрлĕ тăмсайсем пĕтĕмпех пăсрĕç. Ĕненекенсем вĕсен хутне кĕрсе мĕн тери пăлханнине аса илсен, пуп чĕри халь те кăртлатать. Кунашкал ирсĕр ĕç полицейскисем çын вересĕр айкашнипе сиксе тухнине ăнланать вăл. Çапах та вĕсене мар, халăха айăплать. Ĕмĕр тăршшĕпех тамăкпа хăратса патша ирĕкне парăнтарнă сĕмсĕркке чăвашсем çак териех чăрсăрланасса кам кĕтнĕ? Юрать-ха Çтаппанпа Микула чарчĕç. Вĕсем чармасан мĕн курмаллаччĕ-ши? Сăваплă иккун матăшкăна çеç сыватнă, полицейскисем çынсене хĕнесе тăкнă хыпар таврана салансан, ĕненекенсен чĕрине шанăçсăрлăх та иккĕленӳ хĕлхемĕ кĕрсе ӳкесси паллах. Иккун тĕлĕнмелле хăват парассине ĕненменнисем те тупăнĕç. Çак вара унпа усă курса пуйма хатĕрленнине сирĕ. Апла малалла мĕн тумалла-ха? Чакма юрамасть. Пуçăннă ĕçе вĕçне çитермеллех. Çăлкуçĕ патĕнчи мыскарана куракансем сахал. Сăваплă иккунăн чапĕ уезчĕпех, тен, кĕпернипех сарăлсан ĕненекенсем кĕлтума вĕçĕ-хĕррисĕр килĕç.
— Мария Петровна, эсĕ мана тĕрĕс ăнланма тăрăш-ха... — сăмах пуçарас май асăрхаттарчĕ пуп.
— Тата мĕн?
— Эсĕ ĕçке пымастăн.
Пуп арăмĕ усала сиснĕн хыпăнса ӳкрĕ.
— Мĕн сăлтавшăн?..
— Сăлтавĕ çакăнта, Мария Петровна... Паçăр мĕн пулса иртнине хăвах куртăн. Эпĕ станувуйсем çапăçни çинчен каласшăн мар. Уншăн вĕсем хăйсем айăплă, хăйсемех явап тытчăр. Уксах-чăлахсемпе суккăрсем матăшкă мĕншĕн пирĕнтен çылăхсăртарах... Сăваплă иккун ма пире сыватмарĕ, турă умĕнче эпир пурте пĕр тан мар-и вара, тесе сĕрлени шиклентерет. Ку сăмах ыранах таврана сарăлĕ те, сăваплă иккун сана сыватнине ĕненмĕç. Эпир тăрăшни харама кайĕ... Тепĕр инкек сиксе тухасса сирме пĕр май çеç: хăвна ху малалла та сăваплă çын пек кăтартма тăрăшмалла. Вăхăтлăха çĕр çинчи пурнăçран йăлтах уйрăлнă пек курăнмалла. Çăлкуçĕ çине ыран-паянах часовня туса лартăпăр та иккуна унта вырнаçтарăпăр. Вара эсĕ часовньăра çĕрĕн-кунĕн кĕлтăвăн. Çапла тусан кăна эсĕ таса хĕрарăмне, сана, чăн та, Николай угодникĕн иккунĕ сыватнине ĕнентерĕпĕр.
Пуп арăмĕ упăшки шухăшĕпе килĕшме мар, ĕнтĕ пушшех вĕчĕрхенсе те кӳренсе татса хучĕ:
— Ырă сăмахушăн тавтапуç, пачăшкă... Анчах мана икĕ уйăх хушши ухмаха персе çутçанталăкран пытанса пурăнни те çителĕклĕ. Эпĕ, чăн та, ытти çынсемпе танах çылăхлă хĕрарăм. Хамăн та ташлас, юрлас, савăнас килет... Халех тупăка кĕрсе выртма çамрăк-ха...
— Ăнлан эсĕ... — ятлаçса каясран аран тӳссе арăмне çавăрма хăтланчĕ пуп. — Сана никам та тупăка вырттарасшăн мар. Пачах урăхла, иксĕмĕрĕн телейлĕхшĕн калаççĕ... Эсĕ мана итлесен, хурама тĕпĕнчен тухакан çăл шывĕ пирĕншĕн ылтăн çăлкуçĕ пулса тăрĕ. — Арăмĕ шарламаннипе пуп тепĕр енчен пырса çавăрма шут тытрĕ: — Тата ĕçке каяссишĕн ытлашши хыпăнмаллиех те çук. Кӳренмессе пĕлсен хам та хускалмăттăм. Унта пурте халиччен курнă çынсемех. Вĕсемпе çĕнĕрен мĕн калаçăн, мĕн хавасланăн?..
Пуп ылтăнпа çеç илĕртсен, арăмĕ юлма та килĕшĕччĕ. Пуянлăха вăл та хапсăнать. Упăшки юлашки сăмахĕ ăна кăмăл-шухăшĕ хĕтĕртнĕ май кайма хистерĕ.
— Çук, ăнланма та уйламастăп! Унта мĕнле çынсем пухăннине сансăрах лайăх пĕлетĕп. Вĕсемпе савăнмасан тата кампа савăнăн!
Пупăн тӳсĕмĕ татăлчĕ. Вăл хăтăрса пăрахрĕ:
— Çитет!
— Мĕн çитет? — куçне чарса пăрахрĕ пуп арăмĕ.
— Ниçта та каймастăн!
— Сана ют хĕрарăмсем хыççăн çилхӳне силлентерсе çӳреме ирĕк пултăр-и?
— Хĕсĕр сурăх темерĕн! Хупла çăварна! — пуп чышкине чăмăрласа сиксе пычĕ. — Е халех аннӳсем патне тухса кай та урăх ман пата килсе ан кĕр! Е эпĕ каланине итлесе киле юл!
Çак сăмахсем пуп арăмне яланах парăнтарнă. Мăшăрланни вунпилĕк çул çитсен те, вĕсен ача çук. Куншăн пуп пĕтĕмпех арăмне айăпласа, ашшĕпе амăшĕ патне хăваласа ярассипе хăратса пурăнать. Пуп арăмĕ кăмăл хуçăлнине тӳсеймесĕр вырăн çине ӳкрĕ, хыттăн ĕсĕкле-ĕсĕкле макăрса ячĕ...
Микула килĕнче ĕçкĕ хĕрме те ĕлкĕрнĕ. Айккинчен пăхсан, çăлкуçĕ патĕнче пулса иртнĕ сас-хура нимле йĕр те хăварман тейĕн. Чăнах та, нумайăшĕ ун çинчен маннă та ĕнтĕ. Кунашкал çапăçăва, пусмăр айĕнче тертленекенсене хĕненине сахал курнă-и-мĕн? Микулапа Анук чăвашсем тапăнма хăтланнине мантарма тăрăшрĕç, ку хыпара юта кăлармасан, аслисене пĕлтермесен, аван пулмалла терĕç. Анчах исправникпе станувуй пурпĕр лăпланаймарĕç. Сывмаррисен чĕлхи çивĕччĕн кастарни, ытти ĕненекенсем ытла та хăюллăн хута кĕрсе кĕлĕ пĕтмесĕрех саланни канăç памарĕ. Исправннкпе станувуй ку ĕçре те ертсе пыракан пур пек ăнланчĕç. Акă хăнасем ĕçкĕпе киленнĕрен пĕр-пĕрне сăнама пăрахнă хушăра станувуй Макçăма тула чĕнсе кăларчĕ те:
— Ну, паянхи лару-тăру пирки мĕн калăн? — терĕ. «Пуçланчĕ...» — пăшăрханма тытăнчĕ Макçăм. Çăлкуçĕ патĕнчи харкашу ыррăн иртес çуккине кĕтнĕрен вăл ахаль те шикленнĕччĕ. Хуравламасăр тăма çуккипе:
— Чăннипех те кӳренмелле килсе тухрĕ, Григорий Петрович. Кунашкалне кам кĕтнĕ? — терĕ.
— Ахалех паллă, Максим Данилович. Начар ĕçлетĕр эсир, старостăсем... Халăх ăçталла сулăннине сисместĕр. Каласа пар-ха, тархасшăн... Сывмаррисем хăш ял çыннисемччĕ? Вĕсене кам ертсе пынă? Ĕненекенсем хушшинче кăшкăракансем камсемччĕ?
Станувуй ятлаçмасăр та тăнăçлăн калани Макçăма кăштах лăплантарчĕ. Вăл мĕн асăрхама ĕлкĕрнине пытармасăр каласа пама тĕвтурĕ.
— Ваше высокоблагородие, эпĕ малта тăнипе кам кăшкăрнине сăнаса юлаймарăм. Тĕрĕссипе, пĕрне тепринчен уйăрса илме те хĕн. Пурте кĕрлерĕç, пурте антрашрĕç. Куна хăвăр та куртăр-и, тен? Сывмаррисене кам ертсе пынине те пĕлеймерĕм. Хăйсене палларăм. Вĕсем пирĕн ял çыннисем. Тихăнпа арăмĕ те, суккăрскерсем, пурччĕ. — Макçăм тата темиçе çын ятне асăнчĕ.
— Эсир ялан çавнашкал... Яланах ним те илтмен, ним те курман. Çавна пула тимĕрçе алăран вĕçертрĕмĕр, ниепле те тупаймастпăр. Хальхинче пĕлмене персе хăтăлаймăр. Ыран валли сывмаррисене кам ертсе аннине, сирĕн ял çынннсенчен камсем кăшкăрашнине те тупса хатĕрле!
— Тăрăшса пăхăп, Григорий Петрович.
Вĕсем уйрăлчĕç. Станувуй кил хушшине тухрĕ. Макçăм пӳрте кĕчĕ. Паянхи ĕçе хăй ывăлĕпе Микула хутшăнманнине шаннипе унăн чĕри суккăрсене, уксах-чăлахсене сутнăшăн ним чул та ыратмарĕ. Вăл май килсен сывмаррисене кам ертсе пынине те тупса пама шутларĕ. Çапах та старостăра ĕçлени ыррăн иртес çуккине манманран старшинапа юнашар ларчĕ.
— Максим Данилович, мĕнле пурăнатăр? — евĕклĕн сăмах пуçарчĕ старшина.
— Пурăнни мар, Афанасий Николаевич, асапланни кăна...
— Ма тата?
Макçăм ассăн сывласа илчĕ.
— Хăвăрах ăнланмалла, Афанасий Николаевич. Староста ĕçĕ манăн ĕç-и вăл?.. Ялĕнче те тăтăшах пурăнаймастăп... Инкек-мĕн сиксе тухсан, пурпĕр манран ыйтаççĕ, тӳрех мана айăплаççĕ. Акă паян та-ха... Староста, эсĕ мĕн пăхнă тейĕç? Вăт, мана эсир старостăран кăларасчĕ... Тав тумасăр ирттермĕттĕм.
Макçăм хускатнă ыйту старшинашăн çĕнĕ мар. Ун çинчен Микула та калаçнă унпала... Хăйĕнчен çеç килсен, килĕшĕччĕ те вăл. Энĕшкассинче ĕнтĕ Макçăма улăштармалли çынĕ те пур: Платун ывăлĕ, Павăл, пурнăçăн çӳлĕрех сыпăкне хăпарма тапăçать. Станувуйсем килĕшмерĕç. Вĕсен хăйсен шучĕ иккен. Чăвашсен хушшинче пăлхав пынă вăхăтра Павăл пек çамрăк çын халăх умĕнче витĕмлĕ пулас çук, çитменне, староста ĕçне хăй аллине сасартăках çавăрса илеймĕ. Акă, чăвашсене лăплантарсан улăштарма та юрать тесе сăмах турĕç. Çаксене аса илсен, старшина татса хучĕ:
— Максим Данилович, кирлĕ мара ан пакăлтат. Эсĕ мĕн, мана ĕçлеме йывăр мар тетĕн-и? Е мана ятлаçмаççĕ-и? Санăн пĕр ял, ман — вулăс. Ман хамăн та лавккара çеç тăрас килет. Ним тума. Кĕркунне мана та, сана та улăштарĕç акă. Халь ун çинчен калаçса çăвар пылакне ямăпăр.
Тем чул çавăрма хăтлансан та старшина хăй сăмахнех пенипе Макçăм ун çумĕнчен тăрса кайрĕ.
Пуп ытла та кая юлса килнине пурте асăрхарĕç, анчах малтан Михха сăмах куçарчĕ:
— Тăвансем, пачăшкăна штрафнуй памалла!
— Штрафнуй памалла! — шавларĕç ыттисем те, Пуп, турткаланма хăтланса та, штрафнуй черккерен хăтăланмарĕ. Алăк патĕнчен хăпичченех ăна виç-тăватă черкке тыттарчĕç. Вăл мăшăрсăррине пуринчен малтан Анук асăрхарĕ.
— Пачăшкă, матăшкă ăçта?
— Хаклă Анна Александровна... — сăваплăн курăнма тăрăшса чĕнчĕ пуп, куçĕпе çăтса ярасла пăхрĕ. — Матăшкă килейменшĕн сирĕнтен каçару ыйтать...
— Мĕн сиксе тухрĕ тата... Е каллех сывмарланчĕ-и? — çуйланнă пек пулчĕ Анук.
— Турă ырлăхĕпе шĕкĕрех вăл, Анна Александровна... Чунĕ çылăхран тасалса çитеймен. Куна паянхи харкашу питех аван палăртрĕ. Çавăнпа çĕр çинчи пурнăçран уйрăлса, леш тĕнчери ырлăхшăн çеç тăрăшма ăс тытрĕ. Сăваплă иккун тупнă çĕре часовня лартма хушать. Вара унта куçса çĕрĕн-кунĕн кĕлтăвасшăн. Турă унăн таса кăмăлне хапăл тутăр ĕнтĕ...
Пуп тĕлĕнмелле хăват камитне малалла тăсма шутлани Микулана тăвăллантарчĕ. Анчах çак самантра ним тума май çуккипе ун сăмахĕсемпе киленнĕн хăтланса:
— Матăшкă пурнăçне йăлтах турă ирĕкне пама пикенни савăнтарать, ун хыççăн кайса çӳлти патшан аслă кăмăлне юрăхлă пулма чĕнет, — терĕ.
— Чăнах та калатăп, — сăмах хушрĕ Михха та, — матăшкă мĕншĕн часовня çеç лартасшăн? Мĕншĕн чиркӳ лартасшăн мар? Е укçа пухаймасран хăрать-и? Ан хăратăр. Укçине хам паратăп. Эп çуралнă тăван ял пĕтĕм тĕнче умĕнче чапа тухтăр!
— Чиркӳ тăвасси пирĕн ирĕкрен çеç килмест. Юнашарах икĕ чиркӳ лартма килĕшмĕç. Вăт часовня тăвасчех... — ăнлантарчĕ пуп.
— Каланă, ыран часовня шăтса та ларĕ. Микула хăта, тултар-ха, çĕнĕ часовня ячĕпе пĕрер черкке ĕçер!
Михха сăмахне ĕçкĕ çине куçарни Микулана килĕшрĕ. Вăл эрех тултарса пачĕ. Михха пупа тав туса ĕçрĕ.
Пуп, самаях ӳсĕрĕлме ĕлкĕрнĕскер, ларсан тин кампа юнашар лекнине асăрхарĕ те юнĕ вĕриленсе чупма тытăнчĕ. Ан тив, Лукарьепе явăçни темиçе çул иртнĕ пултăр та, пуп ăна паян кунчченех манаймасть. Унпа кăшт-кашт калаçас килчĕ, анчах çынсем асăрхасран шикленчĕ. Çитменнине, Михха та тепĕр енчех ларать. Çапах та систермесĕр ирттереймерĕ, ăнсăртран пек Лукарье ури çине пусрĕ.
Музыкантсем ташă кăвви шăрантарса ячĕç. Пĕр мăшăр ташлама тухрĕ. Анук ашшĕ-амăшĕ халь те килменнине Микулана астутарчĕ:
— Пирĕн ваттисем çук-çке!
— Тепре кайса чĕн! — сĕнчĕ Микула.
Анук ашшĕ-амăшĕ патне çитсе алăк пуканĕ урлă каçсанах ӳпкелерĕ:
— Ах, атте... Ах, анне... Хăçанччен кĕттеретĕр-ши? Енчен Ануксем патĕнче хăйсен йышши çынсем пулсан. Сантăрпа Наçтик хăрах уран сиксех кайĕччĕç. Вĕсен хушшинче ытла та пысăк уйрăмлăх. Çавăнпа Сантăр сӳрĕккĕн хуравларĕ:
— Хут-хут çӳреме кирлĕ марччĕ.
— Ах, атте... Сирĕнсĕр пуçне мĕн ĕçкĕ типтерĕ-ши? Ма çав териех тарăхтаратăр-ши пире?
— Эпир çукшăн мар, пырсан, чăн та, тарăхма тиветчĕ. Пирĕн пекки кам пур унта? Е урăх никамран кулма аптрарăр-и?
Сантăр çакнашкал калаçнинчен пĕрре те тĕлĕнмелли çук. Хĕрĕн ăраскалĕ пирки вăл тем те хăтланса пăхнă. Качча тухсанах, Анука çилленнĕччĕ, ун упăшкине кĕрӳ тесе чĕнесшĕн марччĕ. Микулана Энĕшкасси çĕр общинин уполномоченнăйне суйласан, кăмăлĕ çаврăнса, уншăн мухтама та хатĕрччĕ. Михха çине тапăннипе кĕрӳшне ялтан çухалма лексен, Çтаппан хăти килне хăварса кайсан, тепĕр хут пăшăрханнăччĕ, вĕсене çын шутлама та пăрахнăччĕ. Çтаппан крючникре ĕçленипе вĕсем каллех лашаллă-ĕнеллĕ пулса ĕлĕкхи майлах пурăнма пуçласан, Сантăр та рехетленчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, Микула, çухалнă çĕртен чиперех таврăнса, суту-илӳ тума тытăнчĕ. Сантăр савăнсах кĕрӳшĕпе пĕрлешессе кĕтмеллеччĕ. Пулмарĕ иккен. Вăл кĕрӳшĕ-хĕрĕпе тăванла пурăнас вырăнне вĕсенчен йăлтах ютшăнчĕ. Ним сăлтавсăрах, кĕрӳшĕсем халь пуяннипе, унран кулаççĕ пек сунчĕ.
Наçтик те, ĕлĕкрех хĕрĕпе кĕрӳшĕ хутне кĕрекенскер, упăшки май çаврăнса ӳкрĕ.
Тарăхнă енне Анук хăйсем мĕншĕн пуянсемпе явăçнине те каласа парĕччĕ, ашшĕ пурпĕрех ăнланмасса пĕлет. Юлашки пилĕк çул хушшинче унпала темиçе хут та систерсе сăмах хускатма хăтланнă, анчах усси пулман, Сантăр кашнинчех хăтăрса тăкнă.
Анук куçĕнчен куççуль юхса анчĕ:
— Ах, атте... анне... Качча тухни çичĕ çул çине кайрĕ ĕнтĕ, Микулапа иксĕмĕр сире юраймарăмăр. Чухăн чухне чухăнпа хăртса ютшăнаттăр. Халь лайăх пурăннинчен хăраса ӳкрĕр. Сирĕн кăмăла ларас тесен, тем тумалла ĕнтĕ...
Наçтик хĕрне йăпатма тăрăшрĕ:
— Уншăн мĕн хурланмалли пур... Аçу тĕрĕсех каларĕ, çав çĕрме пуян хушшине мĕнле пырса кĕрес пирĕн? Унта никампа сăмах килĕшес çук. Хамăр пит-куçа пĕçертни çеç. Ытах тесен, вĕсем салансан çитĕпĕр-ха.
Анук çуккине асăрхасан, Лукарье Микулапа ташлама ĕмĕтленчĕ. Лешĕ, ăна тарăхтарасшăн пекех, ташлама тухмарĕ. Тата Анукĕ те кĕçех таврăнчĕ. Чунĕ тарăхнине тӳсеймесĕр Лукарье пуп çумĕнчен тăрса кайрĕ.
Вăл пахчара уçă та таса сывлăша кăкăрĕ тулли çăтрĕ. Пилĕк-ултă çулхи çамрăк улмуççисем, тĕрлĕ çырла йывăççисем чечекĕсене тăкса çимĕçĕсене чăмăртама тытăннă та, ытарма çук илемлĕ. Шаларах кĕнĕçем Лукарье пуп пахчинче пулса иртнисене, хăйсен Энĕшкассинчи пахчинче тунсăха вĕçтерсе çӳренисене аса илчĕ, çавна май аскăн шухăш пырса кĕчĕ. Ăна Микула халь хыçран хуса çитсе е пĕр-пĕр йывăç хӳтлĕхĕнчен тухса ыталассăн туйăнчĕ. Вара мĕн пулма пултарассипе киленсе куçне хупрĕ. Ниçта перĕнессе пĕлмесĕр утрĕ. - «Сиксе тухтăрах... Хуса çиттĕрех...»
Сасартăк арçын сасси илтĕнчĕ:
— Лукерья Семеновна!..
Лукарьене Микула чĕннĕн туйăнчĕ. Чĕри серепене çакланнă кайăкăнни пек кăртлатса тапать. Вăл куçне уçса малалла пăхрĕ те сукмак хĕрринчех мунча ларнине асăрхарĕ. Хăй мĕн хăтланнине те тăна илеймесĕр мунча умне кĕчĕ, алăк кĕтессине тĕршĕнчĕ, сиксе чĕтрерĕ. Çынсем курасран вăтанса мар, темиçе çул хушши çунтарнă ĕмĕт-шухăшĕ килнĕн сунчĕ вăл. Çавăн ятнех-и, тен, хӳтлĕхĕ те тупăнчĕ. Иртсе çеç ан кайтăрччĕ, кĕрсенех мăйĕнчен çакăнĕччĕ.
Алăкран пуп кĕчĕ те, Лукарье ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. Стена çумне тайăнмасан кĕртех ӳкĕччĕ. Хыттăн каласа пупа сиресшĕнчĕ, чĕлхи çыхланчĕ.
Пуп кăна хăй май ăнланчĕ. Лукарье ахальтен-и пахчана пĕччен тухрĕ, мунча умне пытанчĕ.
— Лукерья Семеновна... — куçĕнчен вутлă хĕлхем сирпĕтсе чĕнчĕ пуп. — Эсир мана манайманнине сиснĕ эпĕ. Темиçе çул хушши çывăха ямасăр кăлăхах тарăхтартăр... Паянхишĕн мухтав... — Лукарьене упа пек ыталаса илчĕ. Чуптума хăтланса пăшăлтатрĕ: — Лукарье... чунăм... Эсĕ ман пĕртен-пĕр савакан хĕрарăм...
— Кăшкăратăп! — сассине аран кăларчĕ Лукарье. Пупа ахальтен, парăнма шутланине пытарасшăн кăна каланăн туйăннипе тата хытăрах чăмăртарĕ.
— Лукарье, ан хăра... Никам та курмасть пире. Пахчара çын çук...
Пуп йăвантарма тапăнсан, Лукарье йăлтах тăна кĕрсе çитрĕ, çухалнă вăй-халне тупрĕ. Пупа нимне пĕлми пит-куçĕнчен çапса, шăл витĕр сăптăрчĕ:
— Яр луччĕ... Атту куçна чавса илĕп! Е кăшкăрса хăнасене пухăп!
Пуп ирĕксĕрех Лукарьене аллинчен вĕçертрĕ. Кирек мĕнле пулсан та, вăл кунашкал айкашасса кĕтменччĕ.
— Лукерья Семеновна, кунта хăвăр ертсе кĕтĕр-çке... Тата ма турткаланатăр?..
— Çук, эпĕ сире ертсе кĕмен... Эсĕ ху ман хыçран сĕтĕрĕнсе çӳретĕн!
Çак сăмахсем пуп мăнаçлăхне кайса тиврĕç. Вăл Лукарьене хăйне хур кӳме шут тытрĕ.
— Ун чухне те хам сĕтĕрĕнсе пынăччĕ ăраç? Ху йăхăрса çылăха кĕртменччĕ-и?
— Унтанпа нумай хурапа шурă иртнĕ. Тепĕр чухне çыпçăнма ан шутла. Тем туса пăрахăп...
Пуп хытса юлчĕ. Йăл илсен, пит-куçĕ çуннине туйрĕ те хăраса ӳкрĕ. «Вăт чăрсăр кушак темерĕн. Тăрмаласа йĕр хăвармин юрĕччĕ». Ывăç тупанĕпе сăтăрса пăхрĕ те юн тавраш курăнманнипе кăштах лăпланчĕ.
Лукарье пахчаран тухса пӳртелле кĕнине пĕр çын курчех. Ку çын Çтаппан пулчĕ. Анчах вăл ытла та хăйĕн кăмăл-шухăшне путнăран йӳпсемерĕ. Тĕлĕнмелле, килне килсен, Çтаппан ывăлĕн хула пек кил-çуртне курнă-кур-манах ирттерчĕ. Ун куçĕ умĕнче яланах хура пӳрт, çенĕк, лутра сарайпа аслăк, лаç... Ав, çав кĕтесре урапа, сухапуç ларатчĕ. Стена çумĕнче лаша таврашĕсем çакăнса тăратчĕç. Тепĕр енче вут-шанкă вырăнĕччĕ. Ирпе ирех чĕкеçсем хуçине саламланăн вĕçкелесе çаврăнатчĕç те сарай тӳпине витнĕ шĕшкĕ туратти çине ларса юрлатчĕç. Ытла та илемлĕччĕ, ытла та чуна килентеретчĕ çавсен юрри. Хальхи хуралт айĕнче чĕкеçсем йăва çавăрман. Михха сивĕтнĕренпе килмерĕç вĕсем. Е тата суха патĕнчен таврăнсан, çавăнта, алкум вĕçĕнче, урине салтса çăпата тĕпне тулнă тăпрана силлетчĕ. Арăмĕ квас е сăра ăсса ĕçтеретчĕ. Çаплаччĕ пулас çав... «Вăл мана упрама тăрăшнă. Эп ăна упраймарăм...» Çтаппан ирĕксĕрех хурланса куçне шăлса илчĕ. Ун чухнехи ват йăмрапа çĕр мунча çеç тăрса юлнă. Иртнĕ каç вăл, ĕлĕкхине асăнса, юри çĕр мунчине хутса кĕчĕ.
Хĕрарăм сасси Çтаппан шухăшне татрĕ. Çаврăнса пăхрĕ те, хăй патнелле Матĕрне пынине курсан, аванмарланчĕ. Иртнĕ пурнăçа аса илнипе Матĕрнене кӳрентернĕн туйăнчĕ ăна. Тĕрĕссипе, ик арăмне те пĕр-пĕринчен уйăрса ырлама е хурлама çук. Матĕрне те Татьяна пекех илемлĕ те евĕклĕ, Çтаппана питех пăхма тăрăшать. Малтанах вырăс хĕрарăмне качча илнĕшĕн йĕлпĕрме хăтланакансем пурччĕ те, Матĕрне ырă кăмăллă хĕрарăмне пĕлсе çитсен, вĕсем те чĕлхисене çыртрĕç.
— Степа, ма тухрăн эсĕ?.. — хаваслăн кулса чĕнчĕ Матĕрне. Кунашкал кулă телейлĕ пурнăçĕпе рехетленнĕ çыннăн çеç пулма пултарать.
— Пуртре пăчă та, уçăлас терĕм.
— Манă та пăчă пек туйăнчĕ çав
— Апла атя пахчана!
— Хаваспах, Степа! — килĕшрĕ те Матĕрне Çтаппана хулĕнчен тытса çумнерех тайăнчĕ.
Çтаппан ирĕксĕрех каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ. Ан тив, арăмĕ хулран тытни рехетлентерчĕ те, çын курасран хăрарĕ. Ку йăла чăваш хушшине сарăлайман-ха.
Пахчана кĕрсе темиçе утăм тума çеç ĕлкĕрнĕччĕ, хирĕç пуп тăйкаланса килет. Унта вĕсем Лукарьепе иккĕшех пулнине тавçăрчĕ Çтаппан. Тата паян суя сăваплă иккун тупса арăмне сыватнă пек камит тунине, ĕлĕкрех Ванюка ят хунă чухне тиечукпа иккĕшĕ мĕн айкашнине аса илсен, ирĕксĕрех кăмăлĕ пăтранчĕ.
Намăс ĕçе хăнăхнă пуп ним вăтанмасăр Çтаппансене куçран пăхрĕ:
— Ăраç эсир те уçăлас терĕр-и?
— Ия, пачăшкă, — ыр суннăн хуравларĕ Матĕрне.
— Аван, аван... Пахчара ытарма çук уçă сывлăш... — текелесе пуп иртсе кайрĕ.
Кун-пуç çути çухалнă тĕле ĕçкĕ пушшех ахăрчĕ. Хăнасем сиксе сирпĕнсе ташлаççĕ, юрлаççĕ. Пӳрт чĕтресе те янласа кăна тăрать. Муравьев Микулапа Анук патне пычĕ те:
— Эпĕ каятăп ĕнтĕ, — терĕ.
Микулапа Анук Муравьев ăçта, мĕн ĕçпе кайнине пĕлнипе чарса-туса тăмарĕç:
— Телей пултăр, Захар Павлович, — тесе ырă сунчĕç.
— Хăнасем салансан хамăрах систерĕпĕр, — хушса хучĕ Анук.
Урам тăваткалĕнче çамрăксем алăран алла тытса карталаннă та пĕрне-пĕри тăрăхласа юрлаççĕ:
Пăрçа çинче тăрна пур,
Тăрна пур.
Пăрçа çинче тăрна пур,
Тăрна пур.
Атьăр кайса хăваласа килер-и?
Атьăр кайса хăваласа килер-и?
Уçтук çумĕнче Кавĕрле пур,
Кавĕрле пур.
Уçтук çумĕнче Кавĕрле пур,
Кавĕрле пур.
Атьăр кайса çăматтине туртса илер-и?
Атьăр кăйса четвĕрт эрех ĕçсе килер-и?
Муравьева пуринчен малтан Натюшпа Марье хушшинче пыракан Уçка курчĕ.
— Захар Павлович!.. Акă кунта, хампа юнашар тăрăр, — тесе чĕнчĕ. Вăл çитсен, Уçка Натюш аллине вĕçертсе вырăн турĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...