Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Пуп арăмĕ малалла тата хавхалануллăрах каларĕ:
— «Эй, Христос туррăн амăшĕ... Мĕншĕн çав тери хурлăхлă эсĕ, мĕншĕн куççуль юхтаратăн?» — хăйса ыйтрăм эпĕ. — «Этем ăрăвĕ ытла пысăк çылăха кĕнĕ. Турра ĕненме пăрахнă. Патшана патша вырăнне шутламаççĕ. Хăйсене çăкăр çитерекен хуçи çине тапăнаççĕ. Пур çĕрте те харкашу, юнпа куççуль юхать. Çакă вăл антихрист çĕнтерме хăтланнине пĕлтерет. Туррăн хăрушă сучĕ килес самант çывхарчĕ. Хăлха пуррисем — илтчĕр, куç пуррисем — курччăр та туррăн сучĕ умне тăма хатĕрленччĕр. Çĕр çинче мул хыççăн каякансем телейсĕр. Леш тĕнче валли мул пухакансем телейлĕ...»
Арăмĕ сывлăшне çавăрма чарăннине сиссен, пуп юрласа ячĕ:
— Туррăн таса амăшĕ, çăл пире!.. Пуп хыççăн клирос çинчисем юрларĕç.
Чĕркуççи çинче тăракан ĕненекенсем хушшинче ĕсĕклени, тарăннăн сывлани илтĕнчĕ. Пуп арăмĕ малалла каларĕ:
— «Пĕлетĕп, усал сывлăш кĕнĕ, антихрист хыççăн кайнă этемсем сана ĕненмĕç. Çавăнпа сан урлă тĕлĕнмелле хăват яратăп. Энĕшкасси вăрманĕнчи кĕтӳ çулĕ çине кĕрсе каякан тĕлти çыран хĕрринче ват хурама ларать. Çав хурама тĕпĕнчен çăл шывĕ юхса тухать. Çав çăл шывĕн куçĕнче Николай угодникĕн сăваплă иккунĕ ишсе çӳрет. Сана çавăнта илсе кайччăр та, пачăшкă çав иккунпа хĕрес хурса чуптутартăр. Вара сан уру сывалĕ!» — терĕ те турă амăшĕ куçран çухалчĕ.
Пуп каллех юрласа ячĕ:
— Эй, таса Николай аттемĕр, çăл пире!
Пуп арăмĕ упăшки еннелле çаврăнса йăлăнчĕ:
— Пачăшкă, унта илсе кайăр мана, тархасшăн. Туррăн тĕлĕнмелле хăватне ман урлă курса пурте савăнччăр. Виçпуçтаçлă турра хисеплесе мухтав юрри юрлаччăр...
Михха ку тарана çитсе те çӳлти турра е шыврине ĕненмен. Халь, куç умĕнче мĕн пулнине курса илтсен, ирĕксĕрех кăмăлĕ парăнчĕ. Хăй те çылăха кĕркеленине аса илсе, каçарттарасшăн пек вĕçĕмсĕр сăхсăхрĕ. Вăл çеç-и вара... Ытти пуянсем те çамкисене çĕре тивертсех кĕлтурĕç. Лукарье çамкине урай хăминчен те хăпартмарĕ, куçĕнчен куççуль шĕпĕртетсе юхрĕ. Вăл макăрмасан, кам макăртăр тата? Çын вĕлерекен унран урăх çук та пулĕ. Огуречников, ку камите хăй шутласа кăларнă пулсан та, чăннипех ĕненнĕ пек кĕлтума хăтланчĕ.
Микулан та ыттисемпе пĕрлех чĕкуçленме, пуççапма тиврĕ. Çилĕ çиеле тапса тухас пек чашкăрать. Пуп çак териех хăтланасса кĕтменччĕ вăл. Паян тата çакна та курчĕ: нуша çапса хуçнă, çутçанталăк йăрăсне чухлайман хресченсемшĕн тĕн ытла та сиенлĕ япала иккен. Пуп тени тĕн сĕрĕмĕ анкă-минкĕлентернĕ çынсене мĕн каласа ĕнентермĕ. Ним хăрушлăх та çук пулсан, Микула амвон çине хăпарĕччĕ те пупăн суя сăмахĕсене, пуп арăмĕ камитле вылянине тăрă шыв çине кăларĕччĕ. Анчах Кĕтерукпа калаçса татăлнипе хăйне йăпатрĕ: «Тăхтăр-ха, ялти çынсем те чир-чĕрсене сыватма ыйтсан, мĕн калăр, курăпăр...»
Кĕтерук, пуп арăмĕ тĕлĕнмелле хăват çинчен сӳпĕлтетнине илтсенех, Микула хушнине аса илсе тухса кайрĕ.
Ялта хĕне кайнă çынсене тупма нимех те мар. Тухтăр тĕлне пĕлмен, юмăç карчăксем ăс панипе çеç пурăнакансем хушшинче тем тĕрлĕ чир-чĕрпе асапланакан та пур. Кĕтерук турех пĕр суккăр карчăк патне кĕчĕ те, лешĕ ик-виçĕ сăмахранах ĕненсе килтен тухрĕ. Çапла вăл хăйсен тĕлне çитиччен суккăрсене, уксах-чăлахсене, ăш чирĕпе асапланакансене çирĕм çын ытла пухрĕ. Вĕсене урама тăратса хăварса пӳртне кĕчĕ.
— Кам килчĕ çавăнта? — ыйтрĕ хунямăшĕ.
— Эпĕ-ха..
— Мĕн тата унта? Мĕншĕн мункун чухнехи пекех хавхалануллăн чан çапаççĕ?
— Эй, ани.. Эй, ати... Паян, чăн та, пысăк уяв. Турă пире шеллесе çĕр çине тĕлĕнмелле хăват янă. Кун çинчен халăха матăшкă хыпарларĕ, — терĕ те Кĕтерук чиркӳре пуп арăмĕнчен илтнине кĕскен халаса пачĕ, сăмахне çапла вĕçлерĕ: — Халь ĕнтĕ матăшкăна сыватма çав иккун патне йăтса кайрăç. Çавăншăн мăнкун чухнехи пекех хавхалануллăн чан çапаççĕ. Ати... Ани... Матăшкăна сыватакан сăвăплă иккун сирĕн куçăрсене те сыватĕ... Эпĕ сире илсе кайма кĕтĕм. Атьăр хăвăртрах...
Чирлĕ-сурлă çынсене тӳр çулпа ертçе пынипе Кĕтеруксем пупсенчен малтан çитрĕç. Кĕлĕ юррисем илтĕне пуçласан, вĕсем, пупсем çывхарнине чухласа, кĕлтума тытăнчĕç. Çăлкуçĕнче, чăн та, иккун ишнине курсан, чи малтан куçлисем, вĕсем хыççăн ыттисем те чĕркуççи çине ӳкрĕç. Кĕлĕ сăмахĕсене хыттăн каласа йăлăнчĕç:
— Эй, сăваплă Микулай ухатник... Пирĕн çине пил ярсам... Чир-чĕрсенчен сыватсам...
Кĕтерук хуллен те пурте илтмелле канаш пачĕ:
— Ати, ани... пиччесем, аппасем... Матăшкăна сыватиччен эсир кĕлтуса çеç тăрасчĕ. Кам пĕлет, тен, турă амăшне çав килĕшӳллĕ? Матăшкăна сыватсан, хăвăра та сыватма çине тăрсах ыйтăр. Енчен тĕлĕнмелле хăват тивлечĕ матăшкăна çеç тивсен, сире тивмесĕр хăварсан, мĕншĕн çавнашкалне пĕлме тăрăшăр. Турă амăшĕ матăшкăна ун çинчен те ăнлантарса панă-и, тен. Пачăшкă сире тĕлĕнмелле хăватăн тивлетне илме тивĕçсĕр тесен те, хăраса ан ӳкĕр. Матăшкă мĕнле ырă ĕç туса сирĕнтен тасараххине каласа патăр. Турă умĕнче пурте, — матăшкă та, эсир те, — пĕр танне астутарма ан манăр...
Çăлкуçĕ çывăхĕнче çынсем упаленнине асăрхасан, пуп малтанах, темле инкек сиксе тухнăн сунса, çуйланчĕ. Тавçăрсан — савăнчĕ. Килнĕ чух пĕр шухăш канăçсăрлантаратчĕ ăна.
Çăлкуç патне çитсен, пуппа иккун йăтса пыракансем чарăнса кĕлĕ юррине юрлама пăрахрĕç. Вара пуп арăмĕн сасси илтĕнчĕ:
— Хисеплĕ ĕненекенсем... Куратăп... Ман çăлăнăç... Сирĕн çăлăнăç та çăлкуçĕнче ишсе çӳрет... Эй, пачăшкă... Турă амăшĕ ырă хыпар пĕлтерни тĕрĕсех-мĕн... Килĕр те, куçсем пулсан, хăвăрах курăр... — Пуп арăмĕ çинçе те уçă сассипе юрласа ячĕ: — Эй, çӳлти аттемĕр...
Пуп та хăвăрт чĕркуçленсе юрлама тытăнчĕ:
— Санăн яту хисеплентĕр...
Пупа курмалăхне тиечук, хорта тăракансем те чĕркуçленсе юрларĕç:
— Санăн ырлăху çĕр çинче те çӳлти пекех пултăр... Вĕсем хыççăн эшкер халăх чĕркуççи çине ӳкрĕ. Пĕлекенсем кĕлĕ юрри юрларĕç.
Энĕшкасси вăрманĕ хăй ĕмĕрĕнче кам сасă тунипе янраман-ши? Выртма килнĕ ачасен хаваслă çуй-шавĕпе, шăпчăксен ытарайми юррипе хавасланнă вăл. Кăнтăрла тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк сасси-юррипе тулли. Куккук авăтса хумхатнă ăна. Чакак чаклатса, улакурак кăраклатса канăçне сирнĕ унăнне. Вăрман хĕлле те шăпланман. Е тăмана, е куян ӳхлетсе, е выç кашкăр ӳлесе канăç паман ăна. Анчах паянхи пек этем хăйне ним вырăнне хумасăр çуйхашнине вăл илтмен. Çавăншăн-и, тен, кĕлĕ юрри пĕтсенех, вăрман кичемленсе шăпланчĕ. Вара каллех пул арăмĕн сасси янрарĕ:
— Пачăшкă... тархасшăн, сăваплă иккунпа хĕресле мана. Чуптутар. Çылăхлă этемсем туррăн тивлечĕпе тăна кĕччĕр. Çылăхсенчен тасалма тăрăшчăр...
Пуп çăлкуçне кадилăпа тĕтĕрчĕ. Шывра выртакан иккуна илсе çĕклерĕ те хавхаланса юрларĕ.
— Эй, таса Николай атте, çăл пире! — вара арăмне иккунпа хĕреслесе чуптутарчĕ те, тĕлĕнмелле хăват килчĕ.
— Пачăшкă, пачăшкă... Манăн ним те ыратмасть-çке! Хама хам сывă та çăмăл туятăп... — терĕ те пуп арăмĕ урисене вылятса илчĕ. Тăрса ларчĕ. Унтан, халăха тĕлĕнтермелĕхне, ура çине тăрса йăкăлт-якăлт сиккелерĕ. Каллĕ-маллĕ уткаласа кăтартрĕ. — Эпĕ, чăн та, сывах-çке... Эй, туррăн таса амăшĕ, мухтав сана! Эй, сăваплă Николай атте, мухтав сана! — каллех чĕркуççи çине персе анчĕ.
Пуп та тепĕр хут чĕркуçленсе юрларĕ:
— Туррăн таса амăшĕ, çăл пире...
Тихăн сасси пуппа ĕненекенсен хавхаланăвне татрĕ.
— Пачăшкă! — йăлăнса чĕнчĕ вăл, — Микулай ухатникĕн сăваплă иккунĕпе мана та пехилле-ха. Вăл ман куçа та уçтăр, эпĕ те çутçанталăка курма тивĕç илем.
— Мана та сыватăр!
— Мана та, пачăшкă! — йăлăнчĕç ыттисем те.
Пупăн кăмăлĕ пăсăлчĕ. Тарăхма пуçларĕ. Кĕтмен çĕртен этемсем вăхăтсăр та вырăнсăр сĕрлеме тапратрĕç. Вăл яланах турă хăватне ĕненме чĕнет те, Николай угодник пуп арăмĕнчен урăх никама та сыватманнине лайăх пĕлет. Хăйсем тĕллĕн çеç пулсан, чирлĕ-сурлă çынсене тӳрех çылăхпа, тамăкпа хăратса чĕлхисене çырттарĕччĕ. Халь унашкал тума юрамасть. Халăха тĕлĕнмелле хăват кăтартма илсе килнĕ-çке. Пуп, чĕркуççи çинчен тăрса, Тихон патне пычĕ.
— Эй, сăваплă Николай угодник, хăвăн ырă кăмăлупа çак çын çине те ăшшăн пăхса куçне уç. Вăл çӳлти аттемĕр туса панă çутçанталăка курса килентĕр... — тесе Тихăна иккунпа хĕреслерĕ, вара чуптутарчĕ. Ыттисене те çавнашкалах туса тухрĕ.
Тихăн, пуп арăмĕ сывалнине илтсе пĕлнĕскер, хăй сываласса та ним иккĕленмесĕрех кĕтнĕччĕ. Пуп иккунпа хĕреслесе чуптутарни самай вăхăт иртсен те, куçĕ уçăлмарĕ.
— Пачăшкă, ман куçăм çав-çавах суккăр-çке! Тамăкри пекех тĕттĕм-çке!.. — терĕ вара шанăçне çухатнă сасăпа.
— Пачăшкă, ман куç та сывалмарĕ!
— Эпир те матăшкăпа танах çынсем мар-и?..
— Турă умĕнче пурте пĕр тан пулмалла-çке...
— Пачăшкă, пире те сыватсам... — шавларĕç ыттисем те.
Пуп юлашкинчен тӳсеймерĕ. Сăваплăн курăнма хăтланнă çĕртенех хыттăн каларĕ:
— Эсир ытла та çылăхлă этемсем. Çавăнпа Николай аттен ырă кăмăлĕ сире тивмерĕ. Чиркĕве çӳрĕр. Кунĕн-çĕрĕн турра кĕлтăвăр та çылăхăрсене каçарттарăр!
Ĕнтĕ пуп çынсем лăпланасса ĕмĕтленчĕ, анчах йăнăшрĕ: сывмаррисем сассисене пушшех хăпартрĕç.
— Пачăшкă турра çав териех çиллентерме нимех те туман-çке эпир!
— Вăрра кайман, çынна çаратман!
— Харкашса-çапăçса çӳремен!
— Чĕлхене те ирĕке яман!
— Турă уявĕсене... Тӳре-шарасене те хисепленĕ... Хăш-пĕрисем пупăн тумтир аркинчен тытма хăтланса йăланчĕç:
— Пачăшкă, сыватсам пире...
— Микулай ухатникĕн хăватне кăтартсам!
Пуп хăйне тем туса пăрахасран хăранăн каялла чакса тăчĕ те, сăваплă иккунĕпе сылăша хĕреслесе, хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ:
— Сирĕлĕр кунтан! Сирĕн чĕлхепе усал сывлăш калаçать! Эсир пĕтнĕ çынсем... Сирĕн чунăрсем ĕмĕр-ĕмĕрех тамăкра çунĕç!
Урăх чухне, тăна-пуçа çухатман вăхăтра, сывмаррисем чĕлхисене çыртĕччĕç те пуççапсах каçару ыйтĕччĕç. Халь шанса килни сая кайнăран хăйсем ăçтине, кунта такам та пуррине мантарчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе хĕн-хур айĕнче те чир-чĕр асапне тӳссе пурăннă чухнехи йӳçĕ шухăшĕсем тапса тухрĕç.
— Пачăшкă, пире леш тĕнчери тамăкпа ан хăрат. Пирĕншĕн ку тĕнче те — тамăк!
— Тата мĕнле усал ĕç туса матăшкăран ытларах çылăха кĕнĕ-ши эпир!
— Пуринчен çылăхли эсĕ мар-и? Санран выççи Янаш Миххи çеç!
— Турă мĕншĕн Янаш Миххи çине сиен ямасть!
— Унран сĕлĕх никам та çук-çке!
— Камăн юнне ĕçмен вăл, кăмăн куççульне тăкман!
— Чухăнсен тирне чĕрĕллех сĕвет!
Ку, чăн та, ĕмĕр тăршшĕнче никам курман-илтмен тĕлĕнмелле хăват пулса тăчĕ. Станувуйпа пуп ĕненекенсене пусарса ӳкерес шутпа таната карнăччĕ, хăйсем кĕрсе ӳкрĕç. Суккăр та уксах-чăлахсем, тĕрлĕ чирпе асапланакансем, вĕсен усал чеелĕхне, Михха сĕлĕхне тăрă шыв çине кăларнипе халăха тĕнпе патша саманине хирĕç çавăраççĕ. Кĕрешес шутлă кăмăл-шухăшсене пушшех астараççĕ, вăй-хăвачĕсене çĕклеççĕ. Ав, халăх хушшинче хускални, тем пăшăлтатни илтĕне пуçларĕ. Мыскарана халех чармасан, тем курса ларăн.
Огуречников йĕп çине чĕркуçленнĕн туйрĕ. Куçне кăра юн тулчĕ, чышкисем чăмăрланчĕç. Сывмаррисене тем туса пăрахĕччĕ вăл, анчах пысăк пуçлăх ирĕк паманни аптратрĕ.
Исправник те, Огуречннковпа пĕр кăмăл-шухăшлăскер,юлашкинчен тилĕрсе кайрĕ:
— Станувуй, уретник! Ăçта сирĕн стражниксем?! Куç умĕнчен тасатăр вĕсене!
Огуречников Тихăн патне сиксе пычĕ те:
— Çухал кунтан, суккăр сысна! — тесе кăшкăрчĕ. Тихăн кам хур кӳнине чухлаймарĕ, чунĕ ытла та кӳтсе çитнипе хирĕç патлаттарчĕ:
— Эпĕ мар, ху сысна!
Огуречников Тихăна сăран атă пуçĕпе тапса йăвантарчĕ.
— Ма тапатăн! Ма тапатăн?! — çуйхашрĕ Тихăн. Лешĕ ăна ăçтан лекнĕ çавăнтан ислетме пуçларĕ. Тихăн пулăшу ыйтса çухăрашрĕ: — Кăраву-ул! Çă-ăлă-ăр!..
Станувуй хыççăн сиксе тăнă уретникпе стражниксем, старшинапа тиек тата хăш-пĕр пуянсем, ку шутпа Павăл та, сывмаррисене тапкăпа ватма тытăнчĕç. Йынăшнă, çуйхашнă сасă вăйланчĕ. Сывмаррисен хушшинче пулнă пирки Кĕтерука та леккелерĕ, анчах ку ним чухлĕ те ыраттармарĕ ăна. Çынсене юри ертсе килсе патак çитернĕшĕн чĕри питех пăшăрханчĕ. Вăл тӳре-шарасене çапса пăрахма чĕнме те хатĕрччĕ. Ашшĕпе йăмăкне станувуй ĕçрен кăларсан, тус-йышĕсем куçсăр-хăлхасăр тăрса юласси кăна чарчĕ.
Сасартăк ĕненекенсен хушшинче бурлаксем йыхăрса кăшкăрнă сасă вăрмана янратрĕ:
— Охо-хо-хо-хо!
Эшкер халăх ура çине сиксе тăчĕ те аслати авăтнăн кĕрлесе кайрĕ:
— Ма мăшкăллатарас вĕсене!
— Хăйсене çапса пăрахас!
— Эхе-хе-хей!..
Хăрушлăха сиссе, пуп исправник патне васкаса пычĕ:
— Ваше высокоблагородие, çапăçма чарăр, тархасшăн. Ахалĕн халăх... Тем курса ларăн...
Исправник халăх еннелле çаврăнчĕ те пĕр тĕлĕнсе, пĕр вĕриленсе кайрĕ. Хура халăх тени чиркӳри пек таса вырăнта кунашкал йĕркерен тухнине курманччĕ.
— Сăваплă иккун умĕнче шавлама мĕнле хаятăр! Чĕркуççи çине тăрăр! Чĕркуççи çине! — кăшкăрчĕ исправник.
Пуп исправнике пулăшасшăн чĕркуççи çине персе анчĕ те кĕлĕ юрри антрашма тытăнчĕ:
— Эй, таса Николай атте, çăл пире...
Тăвăллă Атăл хумĕ пек пăлханнă халăха исправник сасси, станувуйпа уретник тата стражниксем халь тапăнас пек тăни те хăратаймарĕ, пуп кĕлĕ тума чĕнни те лăплантараймарĕ. Халăх самантлăха тамалнă пек пулса чĕмсĕрленчĕ те çĕнĕ вăйпа кĕрлеме тапратрĕ:
— Чĕркуçленмесен те пире лайăх сĕветĕр!
— Шăмма çеç тăратса хăвартăр ĕнтĕ!
— Мĕн пăхса тăмалли пур! Хăйсене тӳпелемелле!
— Охо-хо-хо-хо!
Халăх кĕпĕрленсе малалла уртăнчĕ. Исправник сасартăках хăраса ӳкрĕ. Пуп систерни ахальтен пулмарĕ иккен. Халăхран ыррине курас çукки паллах. Вăл, халь çеç хăватне шанса тухакан сассине çухатса, теме сиснĕн çуйхашрĕ:
— Станувуй! Уретник! Мĕн пăхса тăратăр?! Пăлхавçăсене мĕншĕн турăпа патша йĕркисене пăсма чармастăр!
Станувуй кăпăр-капăр револьверне кăларса халăх çинелле тытрĕ, хаяррăн кăшкăрчĕ:
— Каялла чакăр! Е халех персе пăрахатпăр!
Малти ретрисем, чăн та, чарăнма хăтланчĕç. Анчах хыçрисем кĕпĕрленсе пынипе вĕсене те ирĕксĕрех утма тиврĕ. Юнанă шав пушшех вăйланчĕ:
— Ан тив, печчĕр!
— Мăшкăлпа хĕн-хура тӳссе пурăниччен вилсе выртни аванрах!
— Пурне те персе пăрахаймĕç!
Хирĕçӳ кунашкалах çивĕчленессе Микула та кĕтменччĕ. Халăха халех лăплантарамасан, станувуйпа пуп шутласа кăларнă камитрен юнлă çапăçу тухĕ, вара пĕтĕм ĕç арканĕ. Вăл юнашар тăракан ашшĕне пăшăлтатса систерчĕ те, иккĕшĕ полицейскисемпе халăх хушшине тухса тăчĕç.
— Халăх! — шава çĕнтерсе пурте илтмелле чĕнчĕ Çтаппан. — Пӳлĕхçĕм çырлахтăр... Пуçа çухатса айкашас марччĕ!
Халăх сасартăк малалла кĕпĕрленме шавлама чарăнчĕ. Вĕсем умĕнче — тӳре-шара мар, ялан тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнĕ паттăр. Халăха мăшкăллаттарас мар тесе, Çтаппан сехмет урхамахне пĕрре чышсах вĕлернине кам манĕ! Е улăх-çаранпа, çĕрпе усă курнă çĕрте халăх хутне сахал кĕнĕ-и вăл! Ывăлĕ те çавнашкалах. Сехмет утрава тытса илме тапăнсан, вăл вĕсен ирсĕр ĕçне мĕнешкел хăюллăн питленĕччĕ.
Ирĕк пулсан, Микулапа Çтаппан халăха мĕн-мĕн каласа ăнлантармĕччĕç-ши? Тата тĕнпе патша стройĕн ĕç-халăхне пусмăрта усракан тытăмне тăрă шыв çине кăларма кунашкал майлă самант шыраса тупаймăн. Анчах пĕр сăмах йăнăш персе ярсан та, тӳре-шарасен умĕнче шанăçран тухасси вĕсен чĕлхисене çыхĕ. Чĕмсĕрленсе ирттерме те юраманнипе:
— Халăх! — хумханса та ăшпиллĕн чĕнчĕ Çтаппан. — Хăварах лайăх пĕлетĕр, харкашнипе те ятлаçнипе ыррине курас çук. Тата паянхи пек савăк кун ятлаççиччен турра кĕлтуса çылăха каçарттарни аванрах. Кам айăплипе айăпсăррине турă хăех курса тишкерĕ. Эпир пурсăмăр та ун ирĕкĕнче...
Çтаппан пуп майлах калаçни халăх кăмăлне сивĕтрĕ.
— Эй,мĕн итлесе тăмалли пур çавна! Вĕсем пурте пĕр калăпран!
Халăх салана пуçларĕ. Тепĕр самантран сăваплă иккун тупăннă çĕрте тӳре-шарасем, пуянсем тата ватă-вĕтĕсем кăна тăрса юлчĕç. Пуппа тӳре-шарасем хăйсене тустарасран питех хăранăччĕ. Çавăнпа исправник Çтаппана ал пачĕ те:
— Тавтапуç, тавтапуç, Степан Иванович! — терĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ваше высокоблагородие... Эпир турăпа патша чурисем, вĕсен ячĕшĕн тăма яланах хатĕр! — парăнса хуравларĕ Çтаппан. Ăшĕнче, киревсĕр ĕçе ирĕксĕртен çыхланма тивнишĕн туррине, патшине те ылханчĕ, çынсем хăйне çилленсе саланнине курчĕ-çке вăл.
Халăх пăлханнă вăхăтра Михха та шартах сикнĕччĕ. Халь, хăрушлăх сирĕлсен, шӳтлеме хăтланчĕ:
— Вăт ку, чăнах та, тĕлĕнмелле хăват! Сăрнайсем мĕн айкашрĕç?
Микула полицейскисене лăплантарма вăхăт çитнине ăнланчĕ — ахаллĕн сывмаррисене кам ертсе килипе, халăх çинче кам ытларах шавланине тĕпчеме пултараççĕ.
— Хисеплĕ хăта... Эсир те, господасем! Хăналăха кăна пурăнакан çĕр çинче усал сиксе тухнăшăн кăмăлсăрланса çылăха кĕрес мар. Атте калашле, сăваплă иккун туяннă ятпа турра пуççапар та, Христос турă хушнă пек, хирĕçлекенсене каçарар... Вĕсем хăйсем мĕн тунине хăйсем те ăнланмаççĕ...
— Эй, таса аттемĕр Николай, çăл пире... — Микула сăмахне пĕтерсенех юрласа ячĕ пул.
Тата кăштах кĕлтусан чиркĕвелле утрĕç. Чана çав-çавах хаваслăн çапаççĕ.
— Кин, пур-и эсĕ? — сасă пачĕ Марине, пупсем кайсан.
— Эпĕ ниçта та кайман, ани, кунтах...
Ирĕке юлсан, сывмаррисем чунчĕрĕленчĕç, Кĕтерук патнелле пухăнчĕç. Сывалас вырăнне вĕсене тапкăпа ислетни питех тарăхтарнипе ӳпкелешме пуçланăччĕ. Кĕтерук сăмаха хутшăнса чарчĕ:
— Ах, ани... ати... Эсир те, пиччесем, аппасем... тархасшăн каçарăр... Сире кунта ертсе килни патак çитерни çеç пулчĕ...
— Çук, эсĕ айăплă мар, кин... — хуравларĕ кӳршĕ карчăкĕ. — Эсĕ пире ырă тăвас тесе ертсе килтĕн. Хура чĕреллĕ çынсем пире çапса пăрахрĕç. Вĕсем яланах çавнашкал. Турри мĕнле тӳсет-ши вĕсене?
Кӳршĕ карчăк хыççăн ыттисен те чĕлхисем уçăлчĕç. Мĕн-мĕн каламарĕç-ши вĕсем! Кама-кама тапратмарĕç-ши! Пупне, тӳре-шарисене, Миххине — пурте те лекрĕ. Станувуй çакăнта итлесе тăрсан, ахăртнех, революционерсем тесе айăплĕччĕ.
Кĕтерук итленĕçемĕн çакна аса илчĕ: кунта çирĕм çын ытла. Ан тив, вĕсем ĕçе хутшăнсах каймаççĕ те, çынсемпе явăçаççех. Чиркĕве-мĕне пырсан, чи малтанах ютри хурăнташĕсемпе курнăçаççĕ. Ялтан яла хутаç çакса çӳрекенсем те пур. Вĕсем пĕр кунра, пĕр эрнере темле хыпара та таçта çитерме пултараççĕ. Мĕншĕн кунпа усă курас мар.
— Эй, ырă çынсем... — сăмаха хутшăнчĕ Кĕтерук, — эпир курса тӳсменни çĕр çинче нимле нуша та çук ĕнтĕ.. Иçмасса, сăваплă иккунĕ те мăшкăлларĕ... — Сывмаррисем темĕн хумханни, хускални сисĕнчĕ. Ахăртнех, Кĕтерука хирĕç каласа, Николай угодник хутне кĕресшĕнччĕ-и, тен. Пĕри те сывалайманни тата йытă çимен патака çини тытса чарчĕ вĕсене. Кĕтерук куна ним асăрхаман пек малалла каларĕ: — Хăвăрах шухăшлăр-ха, кунтан тĕлĕнмелле те кӳренмелле япала тата мĕн пултăр? Пуп арăмне сыватрĕ. Сире пĕрне те сыватмарĕ. Хăвăр калашл, эсир мĕн усал ĕç тунипе вĕсенчен çылăхлăрах вара... Пачах урăхла мар-ши? Пачăшкăпа матăшкă пире çак тĕнчере асапланса, выçлă-тутлăн пурăнса леш тĕнче валли мул пухма сĕнеççĕ. Хăйсем мĕн тăваççĕ-ха? Леш тĕнчешĕн пĕрре те тăрăшмаççĕ. Çак тĕнчере пылпа çу çинче ишеççĕ.
— Çалла, çапла, хĕрĕм... — çирĕплетрĕç хăшĕсем.
Кĕтерук пушшех хăюлланчĕ:
— Е вилсен кĕлтутарма илсе пыччăр-ха. Укçа çук пулсан, пачăшкă кĕлтăвать-и? Нимпе те! Кĕлтумасан çын чунĕ тамăка каясран та хăрамасть. Е ача çуралсан ят хуртарма пыр та, укçа ан пултăр-ха. Ят хурать-ши? Нимпе те! Пур çĕрте те укçа пуçпулса тăрать иккен. Укçа пур-тăк, пачăшкă та çылăха каçарать, çук-тăк — каçармасть. Укçа пур çынна тӳре-шарасем те хисеплеççĕ. Кĕсйи шăтăк çынна тапкăпа ислетеççĕ. Ав сехметĕн укçа нумай та, сакăр яла чура туса хучĕ. Ăна пурпĕрех ним те çакланмасть. Уншăн çылăхĕ те, тамăкĕ те çук.
— Çапла, çапла, хĕрĕм...
— Вĕсем пире тĕнчене антихрист килнĕ тесе хăратасшăн. Чăннипе вĕсем хăйсем антихристсем.
— Çапла, çапла, хĕрĕм...
— Ваçухха аппа паçăр вĕсем яланах çавнашкал терĕ. Çак сăмах питех тĕрĕс. Анчах ку усал ытла вăраха пымĕ. Пĕрисем пылпа çу çинче, теприсем нуша кӳллинче ишмелле саманана сирпĕтсе, чухăнсемшĕн ирĕк пурнăç туса парассишĕн кĕрешекен вăй-хăват ура çине тăнă. Кун çинчен тата пуппа тӳре-шарасем путсĕрри çинчен тĕнчипех сăмах сарăлĕ. Ан тив, пирĕн пек нушаллисем телейлĕ пурнăç килес шанчăка тупчăр та кĕрешме хăватланччăр. Кунта паян тӳре-шарасем мĕн хăтланнине пĕлсен, вĕсенчен йĕрĕнччĕр, вĕсене ылханччăр...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...