Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Пачăшкă, тӳртен кала тархасшăн, мĕн çырнă унта? — йăлăнчĕ Çемен.
— Хаклă Çемен Матвеевич... Çырăва ман вуламалла марччĕ... Ирĕксĕрех кӳрентерме тивет... Сирĕн ывăла усал сывлăш аташтарнă... Вăл çут тĕнчере пурăнса йăлăхни çинчен çырнă. Инçех ан шырăр, хамăр анкартинчех пулăп тенĕ...
Çемен куçĕ хуралса, пуçĕ çаврăнса килчĕ. Пукан çине ларни кăна ӳкесрен хăтарчĕ. Пуп йăпатма васкарĕ:
— Семен Матвеевич... Хăвăра алла илме тăрăшăр. Ытлашши хуйхăрнипе çылăха çеç кĕретĕр... Чунăра çухататăр... Вилекеншĕн ан йĕрĕр, пурăнаканшăн йĕрĕр тенĕ. Эпир пурте çӳлти патша ирĕкĕнче. Лăпланăр...
Çемен самай вăхăт ним илтмесĕр, ним курмасăр антраса ларчĕ. Вара пупа хирĕç пĕр сăмах чĕнмесĕр, ывăлĕ çырса хăварнă хутне те илме манса тухса кайрĕ.
Киле çитсен вăл, лашине хапха умне хăварса, анкартине чупрĕ. Лупас анине çитсе шалалла пăхрĕ те тӳпене сарнă сайхахран ывăлĕ çакăнса тăнине курчĕ.
— Энтрей, мĕн турăн эсĕ! — тесе хурлăхлăн кăшкăрса ячĕ те кĕрĕсех ӳкрĕ.
Çемен ывăлĕн çырăвне манса хăварни пупа савăнтарчĕ. Хут урăх çын аллине лексен, мĕн çырнине халăх пĕлĕччĕ те, тӳре-шарасене курайманлăх тата çивĕчленĕччĕ. Тĕн пирки иккĕленекенсен йышĕ те хушăнĕччĕ. Кун çинчен халех станувуя евитлемелле. Анчах малтан çăлкуçĕ патне анса пăхмалла. Тен, часовньăпа пӳрт тумалли хатĕрсене турттарма та пуçланă, платниксем те çитнĕ.
Михха улталаман иккен. Çăлкуçĕ таврашĕнче йывăç, хăма тиенĕ çирĕм-вăтăр лав тăрать.
Пуп часовньăпа пӳрте хăш вырăна лартмаллине, мĕнле тумаллине кăтартса хăварчĕ те, кĕтӳ çулĕпе вăрман витĕр хăпарса, Атăлкассинелле çул тытрĕ. Станувуй Энĕшкассине кайнине пĕлсен, тӳрех унта вĕçтерчĕ.
XXIX
Огуречникова икĕ сăлтав Энĕшкассине ирех хăваласа çитерчĕ. Вăл çăлкуçĕ патĕнче пулса айăпланнисене тавăрас шухăшне манаймарĕ. Çавăнпа пĕрлех ĕнерхи ĕçке паян та тăсас килчĕ. Ĕç пĕтерсен ĕçме те кăмăллăраххине астуса, сывмаррисене тĕпчеме тĕвтурĕ.
Макçăм станувуя чĕтресе кĕтсе илчĕ. Чĕтремесен те май çук-çке. Вăл тем чул тăрăшсан та сывмаррисене кам ертсе пынине, халăх çинче кам кăшкăрашнине пĕлеймерĕ. Çав вăхăтрах вăл станувуй тĕпчеме килессе пуçламăш хут Микуласене систермерĕ. Кун пирки кăштах аванмарланма хăтланнине: «Текех вĕсен сăмахне çеç итлеме эпĕ пĕчĕк ача мар. Вĕсенчен пачах сирĕлни çакă пултар», — тесе ирттерчĕ.
— Ну, мĕнле? — ыйтрĕ Огуречников.
— Ваше благородие, ятлаçсан та çĕннине каласа параймастăп. Десятскисем те питĕ тăрăшрĕç. Анчах ним те пĕлеймерĕмĕр. Пурте пĕр чĕлхеллĕн: эпир пĕр-пĕринчен илтсе пухăнтăмăр, çапăçу тапрансан, пирĕн ялсем кăшкăрман, теççĕ.
Огуречников вĕчĕрхене пуçларĕ. Макçăма çапса ярасран çак çеç тытса чарчĕ ăна. Пурпĕр çынсене калаттарма пултаракан хăйĕнчен урăх никама тупасса шанмарĕ.
— Çăлкуçĕ патĕнче çуйхашнă сывмаррисене хурал пӳртне пухăр! — хыттăн хушрĕ Огуречников.
Вара десятскисем Николай угодникрен тĕлĕнмелле хăват илме кайнă чир-чĕрлĕ çынсене хăваласа килчĕç.
Огуречников вĕсен сехрисене сасартăках хăпартасшăн саламачĕпе шартлаттарса илчĕ те тĕпчеме тытăнчĕ.
— Ну кăвакарчăнсем... каласа парар-ха, çăлкуçĕ патне кам ертсе аннă сире? Турă йĕркисене хирĕç тăма ун хăватне хурлама кам вĕрентрĕ? — Пĕри те чĕнмен пирки тăвăла пуçларĕ. — Шарламастăр иккен! Юрĕ, пĕрерĕн ыйтăп! — Огуречников ни вилĕ, ни чĕрĕ тăракансене пăхса çаврăннăçемĕн ĕнер хăй ислетнĕ Тихăна палларĕ те хулпуççи урлă саламатпа çунтарса илчĕ.
Тихăн, курманскер, ытла та шарт сикнипе шари кăшкăрса ячĕ:
— Мĕн айкашатăн эсĕ? Мĕне кура çапатăн?!
— Ăхă, сирĕн сасă та пур иккен. Эпĕ чĕлхесĕр тесе. Вăт эсĕ... — саламат аврипе Тихăна тĕкрĕ Огуречников, — каласа пар-ха, çăлкуç патне кам ертсе пычĕ сире. Турăпа патшана хирĕç калама кам ăс пачĕ?
Тихăнăн сехĕрленсе ӳкнĕ чĕри кинĕ çинчен калама хушрĕ. Анчах ĕнер тупа тусах сăмах панине аса илсе шăлне çыртрĕ.
Хуравласса кĕтнĕ май Огуречников йăлтах тилĕрсе çитрĕ.
— Шарламастăн-и, мерзавец! — хаяррăн кăшкăрчĕ те саламачĕпе тăсса çапрĕ. Тихăн ыратнине тӳсеймесĕр çухăрса ячĕ. Огуречников кама тивертессине сăнамасăр тăса-тăса çапрĕ. Пӳрте çуйăхнă та йынăшнă сасă тулчĕ. Станувуй пушшех хĕрсе кайрĕ. Виле хакне ӳкеричченех ислетеччĕ — хĕрарăм ятран чĕнни чарчĕ. Çаврăнса пăхрĕ те Анука асăрхасан пĕр аванмарланса, пĕр эрленсе кайрĕ.
Анук ним курман пек евĕклĕн те хаваслăн чĕнчĕ:
— Григорий Петрович, намăс мар-и сире? Яла килнĕ те пирĕн пата кĕмесĕрех таçта çухалса çӳретĕр. Е пирĕн кил йăлăхтарчĕ-и?
Станувуй чунĕ лăштах пулчĕ. Анук питлемерĕ, ятламарĕ те иккен. Йывăр çăка сирсе пăрахнă хыççăн çăмăлланса юлнă пек, çамки çине тапса тухнă тарне шăлса типĕтрĕ те ыр кăмăллăн курăнма тăрăшрĕ:
— Анна Александровна, кирлĕ мара сӳпĕлтетсе ан тарăхтарăр-ха, тархасшăн...
— Тата мĕншĕн тӳрех пирĕн пата кĕмерĕр?
— Ĕнер çак сăрнайсем турă йĕркисене хирĕç харкашу тапратнине хăвăрах пĕлетĕр. Сирĕн пата пыриччен вĕсене кăшт тăн парам тенĕччĕ...
— Григорий Петрович... Турă йĕркисенчен тухнă этемсене турă хăех тишкерĕ. Тата вĕсене тăн памалăхне пачăшкă пур. Сирĕн валли çĕр çинчи пурнăçпа çыхăннă ĕçсем те çителĕклĕ. Атьăр-ха, пĕрер курка сăра ĕçер... Микула та пасара тухса кайрĕ те...
Анука курсан ахаль те яш çыннăнни пек пулакан Огуречников чĕри, упăшки килте çуккине илтсен, йăлтах ирĕлчĕ, хĕрарăма сасăртăк парăннине палăртасшăн мар çеç кăшкăрашрĕ...
— Тăхтăр-ха, сăрнайсем, тепĕр чух шăммусене тĕвеп. Паян каçарнăшăн мана мар, Анна Александровнăна тав тăвăр. Çав ман кăмăла çемçетрĕ!
Анук çакна шанса килнĕ те ĕнтĕ. Вăл станувуй ĕнер çăлкуçĕ патĕнче пулнисене хурал пӳртне хăвалаттарнине илтсенех, вĕсене асаплантарса, Кĕтерук кумăшĕ çинчен тĕпчесе пĕлесрен хăранăччĕ.
Станувуя сĕтел хушшине лартса хăналама тытăнчĕ кăна — пуп тĕрлеттерсе çитрĕ.
— Пачăшкă эп кĕлтунине сисрĕ пулĕ. Икĕ хисеплĕ хăнана пăхма тивĕç пултăм! — саламласа ал пачĕ Анук.
— Мĕн ĕçпе çӳретĕр, пачăшкă? — пуп килсе кĕнĕшĕн кăмăлсăрланса, сӳрĕккĕн чĕнчĕ Огуречников.
Пуп та станувуй çине кĕвĕçсе пăхрĕ. Анукпа иккĕшех ĕçсе ларни ытарлă пек туйăнчĕ ăна.
— Ырă хыпарах мар, Григорий Петрович. — Пуп Энтрей çырăвне кăларса пачĕ.
Вуланăçемĕн Огуречников куçне кăра юн тулчĕ, аллисем чĕтре пуçларĕç.
— Вăт пахăç... Вăт мерзавец!.. — Энтрей ашшĕпе амăшне тăлăха хăварнăшăн мар, полицейскисен йĕркисене тăрă шыв çине кăларнăшăн тилĕрчĕ Огуречников.
— Юрать-ха, çырăвĕ ман алла лекнĕ...
— Ăнланатăп, пачăшкă, тавтапу...
— Мана тав тума кирлĕ мар, Григорий Петрович... Эпир иксĕмĕр те турăпа патша тарçисем...
— Тĕрĕс, тĕрĕс, пачăшкă...
— Ма çав териех пăлханатăр эсир? Пысăк йăрăсах мар тесен, каласа пама кăмăл тумăр-и? — сăмаха хутшăнса ыйтрĕ Анук.
— Йăрăсси ним те çук, Анна Александровна, Семен Матвеевич ывăлĕ — Энтрей вилнĕ...
— Ан калаçăр!
— Çапла, Анна Александровна. Хăйне хăй вилесси çинчен çырса та хăварнă.
— Турă çырлахтăр, тем курăн... Ашшĕпе амăшне хуçсах хăварнă-çке вăл... — пăшăрханчĕ Анук.
— Ия, Анна Александровна... Путсĕр ача-пăча тем те кăтартĕ. Кирек мĕн пулсан та, ман унта каймаллах. Ашшĕ-амăшĕн чунне йăпатмалăхне эсир те пымастăр-и, пачăшкă? — терĕ Огуречников.
— Хаваспахчĕ, Григорий Петрович... Хăй çине ал хурса вилнĕ çын ăраскалĕ чиркӳшĕн хисеплĕ япала мар. Тата çăлкуçĕ патĕнче часовня тума пуçланă. Ман çавăнта çитмелле.
— Хăвăрăн ирĕк... — Огуречников сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Григорий Петрович, ан васкăр, тем тусан та чĕртес çук ĕнтĕ ăна.
— Ман ĕçĕ çавнашкал, Анна Александровна. Мĕн сăлтавпа вилнине тĕрĕслесе пытарма ирĕк памалла.
Чăннипе Огуречниковăн питех каяс килместчĕ. Урăххи мĕн те пулин çырса-туса хăварма пултарнинчен хăраса васкарĕ.
Иккĕшех юлсан, Анукпа пуп самант хушши ним шарламасăр ларчĕç. Сасартăк вĕсем пилĕк çул каярах пулса иртнĕ ĕçе аса илчĕç. Анук пурнăçĕнчи чи йывăр, ăна вăрă тесе айăпланă тата Миххапа явăçнă тесе намăса кĕртнĕ вăхăтра пуп килсе кĕнĕччĕ те Микула çинчен тĕпчеме тытăннăччĕ. Анук, пĕтĕм курайманлăхне, йĕрĕннине пытарса, кăмăллăн курăнма тăрăшрĕ.
Пуп, Анука пуçламăш хут çывăхран курса, вăл илемлĕ хĕрарăмĕнчен тĕлĕннĕччĕ. Унтанпа улшăннă-и вăл? Çук, çурхи чечек пекех çитĕнсе сарăлнă. Пуп тахçанах унпала улах çĕрте калаçса пăхасшăн. Паян турриех май туса пачĕ-и, тен. Пуп аскăн куçĕпе Анука çăтса ярасла пăхрĕ.
— Анна Александровна... Усал хыпарпа кăмăлăра пăснăшăн каçарăр, тархасшăн...
— Эй, ара... Уншăнах мĕн тата... Пурпĕр пĕлеттĕм.. — Анук пыл сăра тултарса пуп умне лартрĕ.
— Хисеплĕ Анна Александровна... Эсир йӳçĕтнĕ сăрана ĕçме тивĕç килнĕшĕн хама телейлĕ шутлатăп....
— Пачăшкă, ытлашши мухтанипе пит-куçăм пĕçерме пуçларĕ.
— Ытлашши мар, Анна Александровна... чун-чĕререн калатăп... турă тĕнчери пĕтĕм илеме пĕр çĕре пухса сире пилленĕ-н, тен... Тунмастăп, Николай Степанович ытла та телейлишĕг кĕвĕçетĕп те.
— Турă вĕрентнине хирĕç кайни пулмасть-ши ку?.. Вăл кĕвĕçме хушман мар-и?
— Тĕрĕс, Анна Александровна, турă пире кĕвĕçме хушман. Анчах мĕн тăвас... Эпĕ те ыттисемпе танах çылăхлă... Турă каçартăр мана... — Пуп сăхсăхса илчĕ.
Анук пуп мĕн шухăшланине тавçăрчĕ те астарса ăсне пĕлме тăрăшрĕ:
— Эсир Микулана телейлĕ тетĕр-ха... Ман шутпа, пачах урăхла туйăнать. Вăл мана юратсан, çак тери пăраха-пăраха хăвармĕччĕ те. Паян та вăраннă-вăранманах пасара тухса кайрĕ. Шăматкунсăр курас та çук. Мĕнпурĕ те икĕ каçлăха кăна килет. Эпĕ çамрăк çынне, тунсăхланине те йӳпсемест.
Çак сăмахсем хыççăн пуп йăлтах хăйса çитрĕ.
— Хаклă Анна Александровна... Сирĕн кăмăла питех ăнланатăп. Ырлăхран ывăннă çын ялан Николай Степанович евĕр айкашать. Эсир урăххине хисеплесе ăшă куçпа пăхсан, çав çын сирĕн чура пулĕччĕ...
— Пачăшкă, кам çинчен калаçатăр-ши эсир? Хам паллакансем хушшинче унашкалне асăрхаймарăм-çке?..
— Хаклă Анна Александровна... Пытарма урăх вăй-хăватăм çитмест. Эпĕ хам чĕрене уçрăм. Сире пуçламăш хут курсанах, эсир мана тыткăна илтĕр.
— Эй, пачăшкă, эсир каллех турă йăлисене хирĕç. Вăл çын арăмне хапсăнма хушманнине мантăр-им?
— Пĕр айăпа турăпа патша та каçарнă, тет. Эпир çамрăк-ха. Пирĕн ĕмĕр кĕлтуса çылăх каçарттармалăхах пур... Тата чĕре туйăмне ирĕк панăшăн çылăххиех те çук. — Пуп Анука тытасшăн аллине ун еннелле тăсрĕ.
Анукăн ăна питĕнчен çутăлтарса ярас, тем каласа тăкас килчĕ. Анчах пупа тăшман туни, хăрушшине аса илнипе тӳссе ирттерчĕ. Ăна астарнăшăн хăйне хăй ятларĕ. Мĕнле те пулин сиресшĕн:
— Пачăшкă, тăхтăр-ха, аллăра ман паталла ан тăсăр! — тесе айккинерех пăрăнчĕ. — Çынсем курсан тем калĕç. Эпир иксĕмĕр çеç мар. Чăланта çывăракансем пур.
— Апла хăçан, ăçта курнăçăпăр?
— Ун çинчен тепĕр чух калаçăпăр, пачăшкă. Халь тултарса панă сăрна ĕçĕр-ха.
XXX
Тепĕр ирхине халăха чиркӳ чанĕ çапни тĕлĕнтерчĕ. Паян кĕлле кĕмелле нимле уяв та çуккипе вĕсем вут-кăвартан хăраса ӳкрĕç. Анчах чан сасси хавхалануллăн янлани хăрушă шухăша сирчĕ. Çывăхра пурăнакансем чир-кĕве вĕçтерсе çитрĕç. Авăрлă турăшсемпе иккунĕсене йăтса тухрĕç. Пуп арăмĕ Николай угодник иккунне тытнă. Хăй манашкăсем евĕрлĕ хура тумтир тăхăннă. Çул тăрăх йыш хутшăнсах пычĕ. Энĕш айлăмне аннă çĕре çĕршер çын пухăнчĕ. Кĕçех, çăлкуçĕ çине туса лартнă часовня татне çитсе чарăнчĕç. Пуп часовньăна кĕлтуса тасатрĕ те, иккуна малтанах хатĕрлесе хунă вырăна кĕртсе лартрĕç. Кунта укçа ямалли кружка, иккун умне çурта лартмалли, парнесем çакмалли йархахсем те хатĕрех. Çынсем курмалăхне пуп арăмĕ юриех илсе килнĕ питшăллине çакрĕ. Ăсатма килнисем пуççапса кĕлтурĕç те пуппа пĕрле каялла кайрĕç.
Пĕччен юлсан, пуп арăмĕ ăраскалĕ хăйĕнчен кулнăн туйăннипе тӳсеймерĕ, сасăпах макăрса ячĕ. Вăл хĕр ĕмĕрне пуян ашшĕ килĕнче телейлĕ ирттернĕ. Качча тухма та чаплă мăшăр тупăннă. Мул та çителĕклĕ. Анчах упăшкипе иккĕшин хушшинче килĕшӳ çук-тăк, мулпа мĕн тумалла... Вырсарникун хăйне Микуласем патне ĕçке илсе кайманнине вăл нихçан та манмĕ. Пуп арăмне пуринчен ытла ача туманни, уншăн хăйне упăшки хисеплеменни асаплантарать. Мĕншĕн ытти хĕрарăмсем пек ача çуратма пӳрмен-ши ăна? Турă пулăшсан, инкекрен хăтăлма май пур пек, пуп арăмĕ иккун умне чĕркуçленчĕ, макăра-макăра пиллĕх ыйтрĕ.
Кун-пуç çути çухалса тĕттĕмленчĕ. Таврара пĕр чĕрĕ чун та çуккине ĕненсен, пуп арăмĕн пуçне тĕшмĕш шухăшсем пырса кĕчĕç. Кунтан инçе мар хырлăхра лăп-лап пур тенине сахал илтнĕ-и вăл. Пуп арăмĕ шиклĕхне сиресшĕн тата тимлесерех пуççапма тытăнчĕ. Тем вăхăтран часовньăна такам кĕнĕн туйăнчĕ. Пуп арăмĕ, лăп-лап çыпçăнасран каялла çаврăнса пăхма юраманнине аса илсе вĕçĕмсĕр сăхсăхма, кĕлĕ юрри юрлама пуçларĕ. «Таса Николай атте, çăл мана...» Юнашарах темскер кăштăртатнă пек пулчĕ. Чĕркуçленчĕ мар-и çав? Пуп арăмĕ усал сывлăш çын сăн-сăпатлă курăнса аташтарма килнĕ пек суннипе тӳсеймерĕ:
— Çветтуй турă, çветтуй хăватлă... Таса çуртран усл сывлăша хăваласа кăларсамах! — тесе ячĕ.
— Мария Петровна...
Усал сывлăш çын ятне пĕлет-и вара?.. Пуп арăмĕ пушшех хăраса çуйхашрĕ:
— Çветтуй турă, çветтуй хăватлă. Çветтуй...
— Мария Петровна, — ĕнтĕ çине тăрсах чĕнчĕ çын, — ма хăваласшăн эсир мана? Нивушлĕ эпĕ камне палласа илеймерĕр?..
— Михаил Петрович... Эсир мар-и ку?..
— Çавă, Мария Петровна...
Вăрман хĕрринчи тĕттĕм каçра юлташлăха тепĕр çын тупăнни пуп арăмне савăнтарчĕ, лăп-лапран хăрасси иртрĕ. Анчах Михха мĕн шутпа килнине тавçăрма тăрăшнă май, тепĕр хут çуйланчĕ.
— Мĕн кирлĕ сире кунта? Мĕн туса çӳретĕр çĕр хута?
— Хисеплĕ Мария Петровна... Хам та çавăн çинчен каласа парасшăн. Эсир пĕччен хăратăр пулĕ терĕм. Çамрăклах хăвăра хăвăр тупăка вырттарнинчен ăссăр япала урăх ним те çук, Мария Петровна... Вырсарникун Микула хăтасем патне ĕçке пыманшăн çав тери кăмăлсăрлантăм. Эсир çукран ĕçкĕ те хаваслă пулмарĕ. Ĕмĕр иккĕ килет тетĕр-им? Мĕн сăлтавшăн пĕр ĕмĕре лайăх пурăнса ирттерес мар?
Юлашкинчен пуп арăмĕ тӳсеймерĕ, мĕн йӳçсе тулни унăн пĕтĕмĕшпех çиеле тапса тухрĕ.
— Пуриншĕн та пачăшкă айăплă. Вăл ĕçке илсе каймарĕ, кунта килсе ячĕ.
— Эпĕ те çапла шутланă... Вениамин Маркович, турă çынни пулин те, чунсăр. Пĕртен-пĕр арăмне кам çакнашкал ирĕксĕрлет-ши? Чăнах калатăп, Мария Петровна, юратмасть вăл сире. Çавăнпа хăйĕнчен сиресшĕн. Эсир уншăн ан пăшăрханăр. Сирĕншĕн çунакансем татах пур. — Михха пуп арăмне ыталаса хăй çумне чăмăртарĕ.
— Михаил Петрович, мĕн айкашатăр эсир?
— Ним те мар, Мария Петровна. Сирĕн хурлăхăра сирме тăрăшатăп. Ман пурте пур. Эпĕ пурне те пултаратăп...
Пуп канлĕн çывăрса çĕр каçнă хыççăн арăмне кайса пăхма шут тытрĕ. Карçинкка çине çăкăр, пилĕк çăмарта тата тем-тем хучĕ те çула тухрĕ. Акă ĕнтĕ часовня та инçе мар. Ниçта пĕр çын курăнманни пупа кӳрентерчĕ. Нивушлĕ кĕлтума никам та килмен.
Пуп часовньăна кĕчĕ те, арăмĕ урайĕнче хутланса выртнине курса, хăраса ӳкрĕ. Темле инкек сиксе тухнăн туйăнчĕ ăна. Çывăхарах пырса пăхрĕ те вĕчĕрхенчĕ. Ĕненекенсем килсе тухсан мĕн калĕç? Çак таранччен çывăракана кам сăваплă этем тесе шутлĕ?
— Мария Петровна! — сӳрĕккĕн чĕнчĕ пуп.
Арăмĕ туймарĕ. Çĕр хута хăна пулнипе тинрех çеç выртнă çын пĕрре чĕннипех ăçтан вăрантăр? Пуп ăна хулпуççинчен лăскама тытăнчĕ.
— Мария Петровна! Мария Петровна!..
Пуп арăмне тĕлĕкре пек çын сасси илтĕнчĕ. Вăл куçне уçма хăтланчĕ. Куçĕ уçăлмарĕ. Пуçĕ те çаврăнать.
— Мария Петровна, эсĕ мĕн, нимĕн те чĕнместен? Пуп арăмĕ юлашкюинчен упăшки сассине палларĕ те пĕрре вĕриленсе, тепре сивĕнсе кайрĕ. Каç мĕн айкашнине упăшки сиснĕ пек сунчĕ вăл. Çитменнине, вăл халь те урăлайман. Выртса юлма та май çук. Вара шарт сиксе вăраннă пек тăрса ларчĕ те, упăшкине усал-тĕсел вырĕне йышăннăн:
— Çветтуй хăватлă, çветтуй вилемсĕр, çырлах пире! — тесе сăхха печĕ.
— Мария Петровна, тăна кĕр!
Пуп арăмĕ сăхсăхма чарăнчĕ.
— Турă çырлахтăр, пачăшкă... йывăр çыварнă çĕртен усал сывлăш вăратнă пек туйăннипе антрарăм. Каçар та пил пар, тархасшăн... — Пуп арăмĕ хăйне хăй аран тыткаласа чĕркуçленчĕ. Аллине пуп еннелле тăсрĕ.
Пуп арăмĕн пуçĕ çине хĕрес хучĕ, аллине чуптутарчĕ.
— Мĕнле çĕр каçрăн?
Халичченхи пек пулсан, пуп арăмĕ кӳренсе те ӳпкелешсе макăрĕччĕ. Кĕçĕр Миххапа иккĕш ырлăх курнипе, ку ырлăх çитес каç каллех таврăнасса шаннипе пĕр сивĕ сăмах кăлармарĕ. Ăраскалне парăннă пек хуравларĕ: .
— Çĕре, пачăшкă, кĕлтуса ирттертĕм. Ире яхăн кăшт выртса пăхам тенĕччĕ те, çывăрсах кайнă. Талăкĕпех çывăрмасăр тӳсме сăваплă çын мар çав. Çылăх çĕнтерчех...
Тĕрĕссипе пуп та арăмĕ кӳлешессе кĕтнĕччĕ. Лешĕ парăннине ĕненсен рехетленчĕ. Вăл тăрăшни сая каймарĕ иккен. Çапах кӳреннĕн хăтланчĕ.
— Çĕре кĕлтуса ирттерни паха. Çак таранччен çывăрни пăшăрхантарать. Çынсем килсе тухсан мĕн калĕç? Сăваплă матăшкă туйми çывăрать тесе чап сарĕç.
— Талăкĕ-талăкĕпе çывăрмасăр мĕнле тӳсес ман? — кӳлешме хăтланчĕ пуп арăмĕ.
— Пĕр ыйхă тумасăр тӳсме хĕн ĕнтĕ. Пурпĕр тул çутăличченех çывăрма юрамасть. Сан ыйхă шăпчăкăннинчен кĕске пулмалла.
— Ăнланатăп, пачăшкă...
— Ĕнер никам та килмерĕ-и?
Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ тенĕ евĕр, пуп арăмĕ шартах сикрĕ, анчах хăйне хăй алла илсе:
— Пĕр çын та килмерĕ, — терĕ.
— Ылхавлă суккăр-чăлахсем темерĕн! Йăлтах çавсен тивлечĕпе, — шăртланса аса илчĕ пуп. — Тепĕр тесен, турă хăвачĕ вăйлăрах пулĕ-ха. Çынсем куçса килĕçех!
— Эпĕ те шанатăп, пачăшкă.
— Сан валли çырткаламалли илсе килтĕм. Вăй хуш та кĕлтума тытăн. Часовньăна пуççапма килекенсене тивĕççĕн кĕтсе илме тăрăш, — тесе хăварчĕ пуп.
Тата виç-тăватă кун иртрĕ. Сăваплă иккун тупнă çĕрти çапăçу хыпарĕ таврана сарăлсан та, тĕне ĕненни хăватлăрах пулчĕ. Малтанхи кун часовня патне вунă-вуникĕ çын пычĕ. Ку йыш кунсеренех хутшăнса çĕршер çынна çитрĕ.
Çапла мул йăванса кĕме пуçласан, пуп кăмалне пăсакан инкек сиксе тухрĕ. Пĕр ирпеле хапха умне тройка кӳлнĕ лав тĕрлеттерсе çитрĕ. Пуп чӳречерен пăхрĕ те тĕлĕннипе чут çеç йăванса каймарĕ. Тăрантас çинче архиерей ларать-мĕн. Сайра хутра килкеленĕ чухне вăл малтанах пĕлтерсе хураканччĕ те, ăна чан çапса, утас çулĕ çине пир сарса кĕтсе илекенччĕ. Халь мĕншĕн систермесĕр килчĕ-ши? Кăшт-кашт тирпейленкелерĕ те пуп чупса тухрĕ. Архиерей умне пырса аллине тăсрĕ, пуç тайрĕ. Архиерей тăрантас çинче ларнă çĕртенех пиллесе аллине чуптутарчĕ.
— Ваше священство, тивĕççĕн кĕтсе илейменшĕн каçарăр, тархасшăн...
— Çылăхлă çыншăн хăрушă суд та ăнсăртран килĕ, вăл ĕмĕр-ĕмĕрех тамăкра çунĕ.
Архиерей хăй кăмăлсăррине ним пытармасăр калаçни пупа пушшех канăçсăрлантарчĕ, çапах вăл тăнăçлăн та парăннăн курăнма тăрăшрĕ.
— Ваше священство, сирĕн сăмахсем яланхи пекех тĕрĕс. Ман йышши çылăхлă çынсене туррăн ырлăхĕ тивмĕ...
Пуп архиерее пӳрте çавăтса кĕчĕ.
— Эпĕ матăшкăна курмастăп-çке, ăçта вăл?
Вара пуп арăмĕ сывмар пулнине, турă амăшĕ ăна саваплă иккун мĕнле сыватни çинчен каласа пачĕ. Çапăçу çинчен çеç шарламарĕ.
— Мĕншĕн мана систермерĕр? — сиввĕн ыйтрĕ архиерей.
— Ĕлкĕреймерĕм, ваше священство...
— Мана сăваплă иккун патне илсе кайăр хăвăртрах! Вĕсем тăрантас çине тухса ларчĕç.
Архиерейпе пупăн çивĕч куçĕсем часовньăна кĕре-кĕре тухакан, ун тавра упаленекен çынсене инçетренех асăрхарĕç те, иккĕшĕ икĕ майлă шухăшларĕç. Архиерей пуп мĕншĕн пĕлтерме ĕлкĕрейменнине, мул ытларах пухса юлма тăрăшнине аван ăнланчĕ. Пуп паян çынсем нумайраххине курса эрленчĕ. Архиерей ахаль килес çука туять вăл.
Сăваплă иккуна пуççапма килнĕ çынсем тройка лашана йӳпсемерĕç те. Тăрантас çинчи икĕ пуп вĕсене тархасласах кĕлтума хистерĕç. Пуп архиерее тăрантас çинчен тытса антарсан, кĕлтăвакансем, вĕсем патнелле упаленсе, пехил пама ыйтрĕç. Архиерей пурне те хĕреслесе илчĕ.
Пупсем часовньăна кĕчĕç. Кунта нумай çурта çуннăран ăшă та пăчă. Стена çумĕнчи йăрхахсем тулли пит-шăлли. Пуп арăмĕ, çĕрле çылăха кĕнине каçарттарасшăн пек, никама курмасăр кĕлтăвать.
Архиерей ирĕксĕртен чĕркуçленчĕ те:
— Эй, таса Николай аттемĕр, çăл пире! — терĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...