Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кушкă ачиҪавраҫилХурапа шурăКулăш кустăрмиĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеЫлханлă хура çĕмĕртЙӳçĕ кулă

Кăвайт умĕнче


Каçхи хирте кăвайт çунатчĕ,

Вĕри çил варкăшĕ çинче.

Вĕçсе тарас пек хĕм çуначĕ

Вылятчĕ сĕмлĕх тĕпĕнче.

 

Кун каçипе ĕçленĕ хыççăн

Ĕмĕтленсе выртма аван.

Çут çăлтăрсем эс ывçăн-ывçăн —

Кама валли-ши? — пуçтаран.

 

Вут ăшшинче типет çанçурăм.

Этемшĕн ĕç килет сиппе.

Паян эс утнă çитмĕл çухрăм

Телей сухийĕн кассипе.

 

Сан ырлăхна камах халь вăрлĕ?

Ялйыш тар тăкнă вăхăтра

Ахаль лармарăн, акрăн вăрлăх.

Çĕн кун шăтать çав вăрлăхран.

 

Хĕвел пек кунĕ пултăр сарă.

Нихçан ан пĕлтĕр иксĕлме.

Хăр пĕлĕтсен хура пасарĕ

Ăна ан суттăр тĕттĕме.

 

Кунпа çĕре тăвасшăн уйрăм

Çутатчĕ вут каç тĕпĕнче.

Малтанхи хут ун чух эс туйрăн:

Аван-çке пурнăç çĕр çинче!

Салам, уй-хирсем


Кăтра, ем-ешĕл калчаран

Хăпарчĕ хăмăлĕ ырашăн.

Тăван уйра эп ачаран

Тар тăкнă çăкăрлă ыраншăн.

 

Ку вырăнта эп акнă сĕлĕ,

Лере ӳстернĕ хуратул.

Кунта малтанхи хут пит селĕм

Хунав кăларчĕ юрату.

 

Çак туйăма эп сивĕтмен.

Ан тив, кăштах халь эпĕ ватă —

Кĕлте çыххи пек çивĕте

Паян та асăмра яватăп.

 

Сап-сар пуса пек пĕвĕ тăтăр

Ялан ман куçăм умĕнче.

Пăрçа чечекĕ пек шур тутăр

Вăл вĕлкĕштĕр ман çул çинче.

 

Ăçта çитсен те, каçăн-ирĕн

Куратăп вир те хуратул.

Салам сана, тăван уй-хирĕм,

Салам, пĕрремĕш юрату.

Анне


Куллен-кунах эп тĕлĕнсе

Аннем çинчен шухăшлатăп...

Çӳретĕп хам упаленсе,

Аннем сăнне эп куратăп:

Хăйĕн ырă куçĕсемпе

Йăл-йăл ман çине пăхатчĕ;

Чирпе-чĕрпе асаплансан

Маншăн ăйхине тататчĕ,

Çĕрĕн-çĕрĕн, куç хупмасăр

Маншăн куççульли тăкатчĕ;

Маншăн çапла хуйхăрнă чух

Чавса çине таянатчĕ,

Пит-куçĕпе салхуланса

Чавса çинче тĕлĕретчĕ...

Эпĕ, чирлĕ ăйха кайса,

Аннем ларнине кураттăм:

Аннем кайнă сарăхайса,

Пичĕ-куçĕсем — шурă тăм...

Аннем çине эп пăхсассăн

Куççуль çумăр пек юхатчĕ;

Эп куççуле кăтартас маршăн

Ӳпне выртаттăм — йĕреттĕм...

Çапла асапсем иртсессĕн

Чĕрĕлес кунăм çитетчĕ...

Шăнтакан хĕлле иртсессĕн

Ăшăпа çĕршыв чĕрĕлет;

Манăн чир-чĕрсем иртсессĕн

Аннен салхăвĕ пĕтетчĕ.

Ăна çутă сăн кĕретчĕ:

Тата кăмăллăн курнатчĕ, —

Ĕлĕкхинчен те ытларах

Мана юратса саватчĕ...

Эсĕ, манăн савнă аннем,

Ĕмĕрех асран каяс çук.

Чĕкеç чĕппине савнă пек

Эсĕ те пире саваттăн;

Малалла

Тусăмсем


Мана чĕнчĕç тусăмсем чунпа савса,

Эпĕ юратса килтĕм ыр сунса.

Эпĕ сире курсан, ыр тусăмсем,

Манăн чĕре тулчĕ савăнăçпа.

Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн

Юрламасăр чунăм чăтаймĕ;

Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн

Куççуль тăкăнмасăр пулаймĕ.

Мĕн парам-ши сире, ыр тусăмсем?

Манăн ылтăн-кĕмĕл укçа çук,

Аслă хирте тĕмре çичĕ хăва,

Çивчĕ çил вĕсене уйăрас çук, —

Çак тусăмсемпе ман пĕрех чĕре,

Çичĕ тăшман пире уйăрас çук.

Атте-анне


Эпĕ, пĕр-пĕр колхоза хаçат ĕçĕпе çитрĕм пулсассăн, ялти шкула е библиотекăна кĕрсе тухмасăр ниепле те тӳсейместĕп. Чун туртать. Çак хăнăхнă йăла маншăн хальхинче те улшăнмарĕ. Колхоз хирĕсемпе фермисем тăрăх виçĕ кун хушши çӳресе, нумай çынпа паллашнă хыççăн эпĕ ял тулашĕнчи сăртлăрах вырăнта çуталса ларакан икĕ хутлă шкул çурчĕ патнелле çул тытрăм.

Кунта вара, эс, алăкран кĕнĕ-кĕменех, сана чи çывăх çынсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, сырса илеççĕ, ыйтма-тĕпчеме тытăнаççĕ: «Çав-çав писатель еплерех пурăнать? Мĕн çырать?»

Халĕ, аслăрах классенчи ачасем çурхи экзамена хатĕрленнĕ вăхăтра вĕсене хăвăн сăмах-юмахупа ытлашши чăрмав кӳрес килмест. Çамрăк туссен куçĕсенче çунса тăракан шĕл-кăвара самантлăх курни те тем пекех паха. Хăвăн ачалăхна, тахçан шавласа иртнĕ ачалăхна, аса илетĕн — сан кăкăрунта ăшă-ăшă кăмăл капланса çĕкленет. Хаваслă та, салхуллă та... Таçта куç хӳринче вĕри куççулĕ пăчăртанать. Эх, ытарайми ачалăх кунĕсем!..

Ĕнтĕ пирĕн «кĕтмен тĕлпулури» сăмах-юмах вĕçнелле çитсе пыратчĕ, эпĕ ачасен тепĕр виç-тăватă ыйтăвне явап патăм та, шăп çав самантра ман патăма аслă классенче вырăс литературине вĕрентекен çамрăк учительница Лидия Григорьевна темĕнле питĕ хăюсăррăн пырса тăчĕ.

Малалла

Ачалăх


Пĕçертет çу кунĕ,

Хĕрхенмест пачах,

Вĕçтерет çул тăрăх

Пĕр хура ача.

 

Çаруран чупмашкăн

Амăшĕ хушман,

Çăрнă та вăл пылчăк

Тăхăннă пушмак.

 

Çăмăл кĕпе вĕççĕн

Çуталать лĕпке.

Вăтăра çитмесĕр

Кĕмĕ-ха шлепке.

 

Халлĕхе пиншак та

Эс çие хуман.

Кĕр çитсен, уртатăн

Саплăклă сăхман.

 

Сивĕтсен, сыратăн

Çĕнĕ çăпата, —

Çывхарать шкул çурчĕ

Чупнăн ман пата.

 

— Эс кама кĕтетĕн?

Аçуна пулас, —

Илтĕнет çул тăрăх

Пĕр палланă сас.

 

Сасă пĕрре хулăн,

Пĕр янрать çинçен.

Ку юрра пĕлетĕн —

Перекоп çинчен.

 

Курчĕ те аçу сан

Тăратать лаша.

Çĕкленен сасартăк

Эсĕ сывлăша.

 

Сана йăтнă алă

Ачашлать, савать.

Иртĕхсе кайсассăн,

Кĕç «хăлха парать».

 

Ыталать аçу халь

Ĕмĕр курмасла.

Юратса «сыночкă»

Тет вăл вырăсла.

 

Шур пĕремĕк пачĕ,

Малалла

Вăрман хĕрринче


Ирех кунта хĕвелĕн сар ури

Сиксе ташлать пиншер турат çинче.

Кашни папкан чăл уçă куçĕнче

Аван курнать çурхи телей пурри.

 

Чун хĕпĕртет.

Вăрман, ан айăпла.

Хуйху та пур, пĕлетĕп ун ятне.

Хурах алли амантнă кайăкла

Хăшпĕр турат лăш уснă çунатне.

 

Вăрман хĕрри паян та астăвать:

Хĕл кунĕнче алхасрĕ çил-тăман.

Туратсене хуçсассăн та асат

Юрпа кĕрешнĕ йывăç, парăнман.

 

Пĕр шут — çиле шала кĕме ан пар,

Ăна хăйне çĕнтер те вилĕм кӳр.

Ав çавăнпа пĕтмен хыçри путмар.

Унти пур йывăç — сывă та тӳп-тӳр.

 

Çук, паттăрсем пулмаççĕ терт хурри.

Типет суран,

Вăй пур папкасенче.

Куратăп эп: хĕвелĕн сар ури

Сиксе ташлать пиншер турат çинче.

Хĕвел ачисем


Кĕр çитнĕ кун, хĕвел ăшши пĕтсен,

Кĕр сад ăшне.

Сăнавшăн кĕр пĕччен —

Кунта илем хăй халлĕн пурăнать.

Ак панулми.

Ху сăнама пĕлсен,

Тулаш çеç мар, шалти те курăнать.

 

Хĕр пичĕ пек хĕрелнĕ вăл тултан.

Хĕвел сăнне кĕрсе вăрланă тем?

Тирпейлĕн эс ун ырлăхне тутан —

Сан кăкăрна юхса кĕрет хĕлхем.

Юхса кĕрет юна вĕри сĕткен.

Чĕре хĕрет сипетлĕ хĕм ĕçсе.

Апла пулсан,

Хĕвел ăшши пĕтмен:

Кăварĕ унăн куçнă çимĕçе.

 

Хĕвел ачи — хĕп-хĕрлĕ панулми —

Пĕр янăрать турат сăпки çинче...

 

Иртет кунçул.

Пĕтет-и ним юлми?

Кăварăм ман пурнать ачамсенче.

Тăван çĕршыв


Тăван çĕршыв, Аннемĕр эсĕ,

Мухтав сана чун-чĕререн!

Нихçан манми ĕлккен кĕтесĕм,

Ман чун ăшши эс ĕлĕкрен.

 

Тăван çĕршыв сывах пулсан,

Тăван йăва та çирĕп сан.

Кашни чăваш калать куна,

Ялан асра тытар ăна.

Станцăра


I

Шăп кăнтăрла çитнĕ. Çуллахи хĕвел пĕçертмеллех пĕçертет. Станцăра лăпкă: ытлашши сасă та, ытлашши шуйхашни те илтĕнмест. Станцă конторкинчен кунтарах, чугун çул Мускавалла килекен енче, чăвашсем — арçынĕпе хĕрарăмĕ те, ваттипе çамрăкĕ те пур унта — уçă вагонсем çине хăма тиеççĕ. Хăйсем ытла хĕрӳ пирки çамкисенчен тар юхнине те пăхмаççĕ, хаваслансах, пĕр-пĕрин çине пăхса хуллен кулкаласах хăмасене çăт-çат! тутараççĕ те хурас вырăна майлаштара-майлаштара хураççĕ. Конторкăна тăрăх сулахай енчи вăрăм скамье çинче сĕт сутакан чăваш, тутар ачисем хăйсем тĕллĕн ерипен шĕкĕлтетсе лараççĕ. Вĕсенчен пĕр-ик ачи, — ахăртнех, те поезд килмессине пĕлсех, те тата кăнтăрлахи хĕвел ытлашшипех пĕçертнĕрен, — сĕтлĕ кĕленчесене пуç вĕçĕсене лартса чăсăлса выртнă та ыйха кайнă. Сылтăм енчи скамье çинчи кутамккаллă икĕ чăваш хутран-ситрен пĕр-пĕринпе сăмахсем уçса илеççĕ. Чăвашсенчен инçе те мар, çав скамье çинчех, япалисемпе çытарĕ çине тайăнса выртнă ватă тутар майри çумĕнче аллине чечексем тытнă çамрăк хĕрĕ ларать. Скамьерен конторка енче, йĕри-таврашĕпех решеткăпа çавăрнă айлăмра, хĕвелтен сулхăн тăвакан пĕр-ик йывăçлă çерем çинче пилĕк-улт пассажир тутлă ыйха хĕртеççĕ. Хутран-ситрен конторкăра телефон чăнкăр-чăнкăр-р-р! туса илет. Кас-кас ăшă çил вĕрнипе станцă патĕнчи вăрманти йывăç çулçисем çын сисмелле мар çăтăл-çăтăл! туса вылянса илеççĕ... Станцăра урăх нимĕнле сасă та çук. Тинкерсерех пăхсассăн станцă та хĕвел пĕçертнипе кăнтăрлахи ыйха кайнă темелле.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 154 155 156 157 158 159 160 161 162 ... 796