Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕллехи каçсенчеÇавал сарăлсанИлле ТăхтиАндрей ПеттокиИлемҪавраҫилАсаттесем

Тӳрĕрен çӳрекен


Пĕр хут çеç мар сана эп курнă, тантăш,

Паян та эс тăратăн куç тулли:

Кĕреш пек пу, хулпуççисем тем анлăш,

Лутра сана пӳрт алăкĕн сули.

 

Тепре ăçта тĕл пулнĕччĕ? Халь маннă...

Хирте пулас, çанталăк ахăрсан.

Юр ыршине тăкать тӳпе арманĕ,

Çил ăйăрĕ сикет тăват уран.

 

Е чăтлăхра? Мала пăхатăн — шурлăх,

Хыçра — вăрман, пин-пин турат сăнни.

Шарланкă шыв сиксе каçать çул урлă.

Кĕç хупăрлать пăванĕ те шăни.

 

Куратăр-и, епле ун йывăр çулĕ?

Куратпăр çав, терт çивĕчĕш çине

Пĕрех çапса чĕртет чĕре вут чулĕ

Хăюлăхпа хастарлăх хĕлхемне.

 

...Самантлăха тăрса пирус чĕркерĕн.

(Çил шăрпăка сӳнтерчĕ вĕçĕмрен.)

— Кунта çул пур...

«Тӳрех каятăп, — терĕн, —

Тавра çулпа утмашкăн вĕренмен».

 

Астурăм эп:

Пиншак çухи шап-шурă.

Хăпарчĕ пăс тарланă çурăмран.

Юра сирсе сасартăк йĕлтĕр шурĕ,

Ман тантăша хупларĕ çил-тăман.

 

Эс кам?

Тен, эсĕ шăрататăн хурçă?

Малалла

Çулçă


Юлашки салампа кам ал сулчĕ?

Мĕн каласшăн мана кĕрхи çулçă?

Сар çăкалăх çӳçне çил турать.

Йӳнчĕкле авăнать те турат —

Сăпкара ярăнтарнă пек шухă

Çулçăсем вылянмаççĕ пĕр хушă,

Хумханаççĕ мана ал сулса...

 

Эп тытатăп хуллен пĕр çулçа.

Сарăхса хулăмланнă ун сийĕ.

Витĕр çапнă ăна кĕрхи сивĕ.

Ал тымарĕ пекех, куртăм ак,

Шăнăрсем,..

Халь те симĕс, кăвак.

Ирĕн-каçăн çулла çавсем тăрăх

Тăпрари сĕткен чупнă тăп-тăрă.

Шевлене çулçă илнĕ ывçа,

Парса тăнă чĕр вăй йывăçа.

Акă халь юлашки хут ал сулчĕ.

Вăхăт кайрĕ пулас хĕл енне.

 

Симĕс шăнăрлă çулçă, ах çулçă,

Асилтертĕн аннем аллине.

Чăвашсем çапла калаççĕ...


Ан юрат нумай хĕре,

Чулланать кăвар чĕрӳ,

Тус-йышла шавах ĕçре

Эс ĕçле ялан хĕрӳ.

 

Пул ĕçре ялан малта,

Чыс-мухтав сана ялта!

Ан туслаш эс эрехпе,

Вăл тустарĕ пурнăçна.

 

Пул куллен-кун эртелпе,

Курăн кĕтнĕ савнăçна.

Тăнласам ваттисене,

Кул, питле кахалсене.

 

Юхать-юхать юхан шыв,

Шав юхать вăл малалла.

Иртсе каян яш çулсем

Таврăнаймĕç каялла.

 

Яш, юрат ĕçчен хĕре,

Пул малта хĕрӳ ĕçре.

Çурхи ĕç


Çутă хĕвел куллипе,

Унăн хĕрӳ шевлипе,

Вăркăш ăшă çилпеле

Хăвăрт типет çĕр-тăпра.

Хурçă утсем хирелле

Кайрĕç, кушăрхать лапра.

 

Хурçă утсем уй-хирте,

Савăк саспа пур çĕрте

Тарăн касă хăварчĕç.

Тытреç ырă йăлана —

Кăпăш тăпра хăпартрĕç,

Тухреç çурхи акана.

 

Шăнкăрч шăхлич шăхăрать,

Тулăх ĕçе йыхăрать:

— Атьăр, тухар уй-хире,

Сирсе кивĕ чир-чĕре!

Çĕнĕ хăват кĕнĕрен

Тултăр савнăçпа чĕре!

Хӑмӑшлӑха путнӑ кӗмӗл уйӑх


I

Сенкер куçлă пулма Турă хушнă,

Сан савнийĕ пулма Вăл пулăшнă...

Ман куçсен авăрне эс путатăн,

Çăтмахри пахчара эс утатăн...

 

Сарпи паян ĕçрен иртерех тухрĕ. Ăна улăштаракан Нина тантăшĕ смена улшăниччен çур сехет маларах пырса çитрĕ. Вĕсем тырă йышăнакан пунктра лаборантка пулса ĕçлеççĕ. Тырă тиесе пынă машинасем çине кушак çурисем пек вăр-вар улăхса каяççĕ те тĕрĕслесе пăхма илеççĕ. Çамрăксемшĕн ку ĕç питĕ хаваслă. Шоферсемпе куç хĕсмелле выляса илме пулать, хăйсене кăтартма та меллĕ вырăн.

Станцирен яла çитме виçĕ çухрăм. Сарпи чукун çулпа утрĕ. Тăрсан- тăрсан, качака путекки пек, шпалсем тăрăх сиккелесе илчĕ. Пуçланă юрра малалла шăрантарчĕ.

 

Юрату — тамăкран ан хăтарăр,

Юрату — çăтмахран та ан тарăр...

Тӳперен çĕр çине ман анасчĕ,

Сан мăшăру пулса пурăнасчĕ...

Малалла

Юрату


Ман чĕрере — виçесĕр юрату,

Çĕршывăм,

Санăн айлăму-сăрту,

Пучахсемпе хумханакан инçет,

Манăн куçра телей пулса çиçет.

 

Тăван çĕре манмастăп ĕмĕрне.

Эпир — туссем —

Саватпăр пĕр-пĕрне:

Эпĕ çĕре — вăл ман анне пулнишĕн,

Çĕрĕм мана — эп уншăн юн тăкнишĕн.

 

Пире тахçан хĕненĕ пĕр туя.

Ялти кулак тухсаччĕ çĕн уя,

Çĕре çапса ылханчĕ: «Хăрттăр çил...»

Унтан мана: «Çĕр кирлĕ-и? Ак, ил,

Камун чĕппи...»

Эп çыртрăм аллинчен.

 

Çак юрату пурнать хам виличчен.

Çурхи хирте


Тухмассерен укăлчаран

Çын хĕпĕртет тырпул курсассăн.

Çурхи ĕç-пуç,

Тем тĕрлĕ сасă

Пурнаççĕ симĕс калчаран.

 

Тăван уй-хир,

Кăçал чун кĕнĕн

Сывлатăн ирĕк, уçăрах.

Тапса тăрать тăпра сĕткенĕ

Кашни тĕмре те çулçăра.

 

Ĕçчен çын туйăмĕ пек тулăх,

Ун чăрсăр вăйĕ пек хастар

Çӳлтен-çӳле ӳсет çĕн тулă,

Шалтан-шала ярать тымар.

 

Калча юрлать, итле пĕр си,

Унта савса пĕрлешнĕ мар-и —

Хĕрсен юрри,

Мотор сасси,

Чаш çумăрсен ирхи хыпарĕ.

 

Алка çаксан пучах чиперрĕн,

Шăркан шур ĕнтрĕкĕ иртсен,

Пучахсемпе пĕрлех-çке пирĕн

Тĕвве лараççĕ ĕмĕтсем.

 

Кĕркуннепе колхоз пӳлми

Тырра пухсассăн пĕр çĕре,

Çав ĕмĕтсем, сӳне пĕлми,

Çиçеççĕ ылтăн пĕрчĕре.

 

Ĕмĕтленни пулать.

Хир тăрăх

Çӳрет хĕру кун ахаль мар —

Çӳлтен-çӳле ӳсет çĕн тырă,

Шалтан-шала ярать тымар.

Чиперкке


Чиперкке хĕрсене каччăсем юратаççĕ,

Çутă уйăх пăхать вăтанса.

Вĕсене йăпатса шăпчăксем юр юрлаççĕ,

Манăн çеç ăш çунать кулянса.

 

Чиперкке ташшине каччăсем ал çупаççĕ,

Вăйăра каçсерен вăл ташлать.

Калăн, уншăн кăна çăлтăрсем вăй выляççĕ,

Ман тĕлте йăмра çеç каш кашлать.

 

Чиперкке аллисем ĕç тытса ывăнмаççĕ,

Сăрланаççĕ вĕсем писевпе.

Чиперкке шыракан каччăсем ăнланмаççĕ:

Хĕр чипер сăнпа мар, ăсĕпе.

Чăтаймарĕ


Пирĕн Çĕн Вĕрен ялне

Çитрĕ пысăк çуркунне.

Микула хăй тракторне

Илсе тухрĕ сӳрене.

Ĕçне лайăх тăватчĕ,

Ĕçĕ кал-кал пыратчĕ.

Тар юхтарса ĕçлетчĕ,

Куна хиртех вĕçлетчĕ.

Пирĕн яла хăрушшăн

Пырса кĕчĕ «хура» кун,

Микула паян Мункуншăн

Кӳпсе лартрĕ сăмакун,

Йăлтах «сӳнчĕ» каçпала.

(Айăпра мар кунта тĕн).

Пирĕн ĕçчен Микула

Кабинăрах çыврать мĕн...

Çĕрлехи тăвăл


Ун чухне урамра хĕллехи çил-тăман иртĕхетчĕ. Çитĕннисен каçхи вăтам шкулĕнче вĕренекенсем «Мĕн вăл паттăрлăх» темăпа сочинени çырса пĕтерчĕç те, Ижендеев тракторист сасартăк ыйтрĕ:

— Çапах та, Вера Ивановна, калăр-ха, мĕн вăл паттăрлăх?

Класран тухса кайма ĕлкĕреймен ачасем ахăлтатсах кулса ячĕç. Литературăпа вĕрентекен Вера Ивановна пĕр хĕрелчĕ, пĕр шуралчĕ.

— Чим-ха, Ижендеев, — терĕ вăл, вĕриленсе килнĕ кăмăлне пусарса, — эсĕ шăп та лăп йкĕ сехет хушши мĕн çинчен çыртăн вара?

— Çырасса çыртăм-ха та... — мăкăртатса илчĕ мăнттай кӳлепеллĕ тракторист. — Хам мĕн çырнине хам та ăнланаймастăп... Йăлтах кĕнекесенче вулани... Павка Корчагин, Олег Кошевой... Хальхисене илсен, космонавтсем тейĕпĕр... Питĕ аван! Питĕ тĕрĕс! Анчах хамăр камсем эпир? Ăçта пирĕн паттăрлăх! Мĕнре?

— Паллах мĕнре, — сăмах тĕртме васкарĕ йĕп чĕлхеллĕ Уткин шофер. — Авă, Курак Мишши фермăна ĕне сума кайса кĕчĕ. Курсах тăрăр, кĕç героя тухать!

— Куратпăр-ха ăна, — йĕкĕлтесе илмесĕр тӳсеймерĕ Шахин учетчик. — Мишша фермăна мĕншĕн кайса кĕнине те лайăх чухлатпăр. Унта унăн Мариç пур...

Малалла

■ Страницăсем: 1... 155 156 157 158 159 160 161 162 163 ... 796