Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Тав кĕнекине çырни
Сыватăшри пике-хĕрсем,
Шураппасем, инке-тăхлачă!
Алла тытса пылпа кулачă
Пуçа таятăп эп сире.
Чунтан тавах, чиперккесем —
Ирина, Света, Алексина,
Ватта пепке пек имлесе
Илсе çӳретĕр айăн-сийĕн.
Йĕп çăртинчен чун вăтăрса
Савса сиплетĕн, Шанăçпиçĕм!
Сан ик аллу та питĕ пиçĕ,
Сыхлатăн çип пек ăрăса!
Тĕнче каçхи кĕлле кĕрсен
Кансĕртерех чăлахăн чирĕ —
Сире те канăçсăр сĕре,
Пĕрех чăтса тăратăр çирĕп.
Телей те хапăл патăрах
Васкавлă тухтăр Огнева та!
Çитмен пулсан вăл самантрах
Вĕçсе каяттăмччĕ сасартăк.
Хальхи йĕрке мĕнлерехне
Эсир вĕт хăвăр та пĕлетĕр,
Кама — пылне те эрехне,
Сире пулсанччĕ хăть кĕлентĕр...
Сыв пулăр, пӳлĕхçĕ хĕрсем!
Эсир вăр-вар та шутсăр сапăр.
... Эпĕ татах килсе кĕрсен
Ан сиплĕр. Çапăр та пăрахăр.
2004, нарăс, 10-21
Малалла
 Тенкел айне çырнисем
Пире хупланă çак хура пăр
Кайран йăлт ирĕлет пĕрех!
Эпир кайсан та таврăнатпăр,
Вилсен те чĕрĕлетпĕрех!
 Тенкел айне çырнисем
Çак тенкел çинче, тăванăм,
Чăтрăм эпĕ виçĕ кун.
Сан та, хыççăн выртаканăн,
Чул пек çирĕп пултăр чун!
 Ай-хай çул-йĕр уçмашкăн çăмăл мар,
Çĕн Кун сăвви санран илет тымар.
Ĕçре сахал-и тӳснĕ пăтăрмах —
Тăшман пирки вакламăпăр сăмах.
Тăван ӳпкеве — сипленми суран,
Чăн чăваша мĕскер кĕтет ыран?
Чуну сахал-и илтнĕ-тӳснĕ çак:
«Чăваш чĕлхи пĕтет, ман халăх вак.
Мĕне вăл кирлĕ, хĕсĕк ял чĕлхи?
Малашĕ çук. Мĕн юлнă? Авалхи.»
Ачаш чунна амантнă санăнне,
Çапла ют сасă янă сăннине.
Анчах та парăнман çак сăмаха,
Эс шаннă çирĕп чунлă халăха.
Ĕçчен, сăпайлă — хăнк! туман чăваш,
Ăна эс суннă чи хитре малаш.
Эс çырнă кулянса та ĕненсе,
Куççульпеле вулатпăр тĕлĕнсе:
«Е ют чĕлхесем ӳснĕ майĕ
Чăваш чĕлхи çĕтсе, пĕтсе кайĕ?
Апла пулсан... чĕрем хыпса çунтăр,
Чĕрем хылса çунса, сив кĕл пултăр.»
Кĕтни сан çитрĕ, пирĕн вăхăтра
Хĕрӳ сăвви янрать сан халăхра.
Ытарайми хитре тăван чĕлхе —
Малалла
 «Питĕ те лайăх поэт сирĕн Алексей Воробьев, — тетчĕ Ĕпхӳре е ытти çĕрте тĕл пулса литература çинчен калаçу хускатнă самантсенче пушкăрт халăх поэчĕ Мустай Карим. — Тĕлĕнмелле: кашни сăввинчех — ылтăн тĕшĕллĕ пучах...»
«Эпĕ Алексее чăваш литературинчи чи пысăк сăвăçсенчен пĕри тесе шутлатăп, — тетчĕ Воробьевăн çывăх тусĕ, тантăшĕ, унăн «Йăмра», «Кипенек», «Çĕрпӳ кĕперĕ» поэмисене вырăсла куçараканĕ Мускав поэчĕ Виктор Кочетков. — Унăн сăнарлăх тĕнчи маншăн тесен питĕ хаклă...»
«Унăн хресченле чунĕ çутçанталăка хăй кĕлеткине, хăй ӳт-пĕвне туйнă пекех туйса тăни, тăван çĕре юратни, çынсене сума суни ун чĕринче сăнарпа сăнар пек, кăмăлпа кăмăл пек пĕрлешеççĕ, пĕр асамлăх пулса тăраççĕ...». Çапла хак панăччĕ чăваш поэчĕн пултарулăхне Мускав критикĕ Александр Макаров хăй вăхăтĕнче.
«Воробьев поэзине эпĕ питĕ юрататăп, — тетчĕ Чĕмпĕр çĕрĕн пысăк поэчĕ Николай Благов. — Унăн шухăшĕсем, унăн сăнарĕсем кашни вуламассерен çĕнĕ хавхалану кӳреççĕ. Ку вăл — чăн-чăн поэзи палли...»
«Нумай чăваш поэзийĕнче лайăх сăвăçсем, — тетчĕ Йошкар-Оларан час-часах Атăл урлă ку енне каçакан лауреат-çыравçă Валентин Колумб. — Анчах Алексей Воробьев хăйне уйрăм тăрать. Унăн сăввисенчи шĕхăшсемпе сăнарсем пĕр курланкăри мăйăрсем пекех тачă çыхăнса тăраççĕ...»
Малалла
 Ульчана хĕрĕме
Ывăл чунлă Улжанăм,
Кун çути Ульчат,
Сана саврăм та шантăм,
Эс хăтартăн мана.
Эс чăнах çирĕп чунлă,
Йăлт вйçеллĕ те шет.
Калаçмастăн хĕн-хурлă —
Ку сана килĕшет!
Фронтовик кукаçу пек
Курăнатăн йăлтах.
Нимле пылчăк та çӳпĕ
Варалаймĕ вăйна.
Пĕчĕк-печĕкçĕ хĕрĕм,
Пысăк-пысăк этем!
Ман пуçри тĕтĕм-сĕрĕм
Сирĕлет эс килсен.
Малашне те пул паттăр,
Тĕнчене виç те тат —
Сана Турă вăй патăр,
Патăр çĕнĕ хăват.
 Надежда Егорова сестрана
Шăкăрт-шăкăрт пушмакпа
Сенкер тумтирпе
Вашкăртса çӳрет аппа
Кунĕ-çĕрĕпе.
Вăл унта та, вăл кунта —
Ĕлкĕрет вăштах.
Хăть çĕрле, хăть кăнтăрла
Ларма çук кăшт та!
Ухмахне йăпатмалла,
Тумалла эмел,
Тумламне тумлатмалла,
Йĕпчĕк тирмелле...
Чирлисем — лавран лавпа,
Вĕçĕ пулас çук.
Мĕн шутлан-ши, шураппа,
Йăпăрт каннă чух?
Шураппа, татах чăтсам!
Эс ĕçчен чухне
Лармĕ кирĕкпе тусан
Сан яту çине!
 Пушкин пĕлнĕ чăваша — чунĕпеле йăваша.
Ăна чĕннĕ Ĕрĕмпур, çул кайма сăлтавĕ пур.
Курнă чăваша ялта, вăрăм инçетри çулта.
Хура пӳрт, синкер шăпа — тап-таса чунпа-сăнпа.
Шурă çӳç, шап-шур сухал, калаçать çынпа сахал.
Кил-çурт тăвăр, хĕсĕк çĕр, нуши пысăк виçесĕр.
Шел ыр чунлă стариме, хăçан тухĕ ирĕке?
Тутлă симлĕ пыл-сăри, çепĕç ун сăвви-юрри.
Хурлă çемĕ... Çын хуйхи, пур унта аки-сухи —
Йăлт тĕрленнĕ çемĕре асăнмалăх ĕмĕре.
Халăх чĕлхи — чăн ахах, ялтăрать тăлмачсăрах.
Тĕрĕс, йăлт ăнланмалла — акă мĕнле япала!
Ял легендăпа пуян, эс çакна тӳрех туян.
Илтнине çырать поэт, кирлĕ пулĕ — кам пĕлет.
Курăсăн: майра-патша хĕссе лартнă чăваша.
Хырçă-марçă, куланай — йăлт тирне сĕвет пĕрмай.
Килсе çитнĕ Пăкачав, çĕклесе, хум пек, шăв-шав.
Чăваш шаннă чĕререн, тытнă аллине çĕмрен.
Ак сана йăваш чăваш — унпала пит ан тавлаш!
Халăхшăн шыва, вута кĕрсе хирнĕ улпута.
Сĕм çĕрле е кăнтăрла вăл кĕрешнĕ паттăрла.
Такана çинче кайран ишнĕ, çакнăскер мăйран.
Малалла
 (1833, авăн)
Чĕлтĕртетет черченкĕ хытхура,
Вĕлтĕртетсе вĕçет сап-сарă çулçă.
Поэт юратнă кĕркунне хуçаланать, чĕр сывлăш уçă,
Чуна кантаракан тĕнче умра,
Гаврила камердинер шапăлти-çке пит...
Лашисене хистет сухаллă ямшăк.
Гаврила, итлесем, ларсамччĕ тĕк эс, ан шăн,
А леш çаплах çине-çинех шӳтлет,
Улпучĕ кăмăллă. Çакна вăл сиснĕ ахăр.
«Кам çак?» — тесе ыйтсассăн, «Генерал килет!» —
Тесе шарт! сиктерет ыйтакана, туятăр.
Тайкаланса юлать хыçа ула юпа.
Хăй станци пуçлăхĕ кăмăллама васкарĕ.
Кӳме чупать тусанлă мăн çулпа.
Умра шап-шур çуртсем...
Ку Чĕмпĕр мар-и?
«Загряжский кĕпĕрнаттăр тарават», —
Поэт валли кунта çыру çитернĕ.
Питĕрпуртанах мăшăре çырать.
Хăна хавасланать.
(Хуçа кĕç Пушкина Шуваловпа калаçтарать —
Ача чух çав мучи Пугачевпа форейторта1 ерсе çӳренĕ).
Çул килнĕ хыççăн, сывлăш çавăрсан,
Тус-йышĕпе паллаштарать хуса кйç хăнана.
Залра хĕрачасем кĕтсе лараççĕ-мĕн — курсам —
Малалла
Ирхине ултă сехетре «Ракета» кафере ĕçлекен Лида Симакова повар ĕçе килсен каçхи хуралçă алăк уçса кĕртменнипе тĕлĕнсе шаках хытса тăчĕ.
Повар кафере каçхи хуралçăра студентсем тăнине пĕлет. «Çĕр каçа вĕренсе ларнă та ку çын халĕ хуп турттарать ĕнтĕ», — тесе шутларĕ вăл тимĕр алăк умĕнче ун-кун пăхкаласа тăраканскер. Кнопкăна пусса тепре шăнкăравласан тин алăка уçрĕ хуралçă.
— Каçарăр, часах уçаймарăм, — терĕ каçхи хуралçă шалтан тухакан сасăпа.
— Мĕн тумалла, киле каймалла мар-ши тесе те шутланăччĕ. Чим-ха, сан сăну та улшăннă, чирлесе ӳкмерĕн пулĕ те? — ыйтрĕ Симакова кăштах кукăрăлса, сулахай аллине сылтăм енчен тытса тăракан çамрăка курсан.
— Чирлемен-ха, — сăмаха тăсса хуравларĕ хуралçă, — тулĕк сывланă чух кăкăрта тем ыратать.
— Чирлемен пулсан кăкăрта ыратас çук.
— Суранлантăм пулас...
— Мĕнле суранлантăн? — те тĕлĕнсе, те пĕлес килнипе ыйтрĕ повар.
Иртнĕ каç кафере мĕн пулса иртнине каласшăн пулмарĕ вăл, сылтăм аллипе кăна суланçи турĕ.
— Кăкăрта ыратать терĕн, апла манăн «Васкавлă пулăшу» чĕнес пуль.
— Кирлĕ мар, — терĕ хуралçă, — ыратни кăштахран хăех иртсе кайĕ.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 157 158 159 160 161 162 163 164 165 ... 796
1 Форейтор — кучер, кӳлсе çӳремелли лашасен управляющийĕ, утсене умлăн-хыçлăн кӳлнĕ чух малти лаши çине утланса çӳрекенĕ.
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...