Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

КĕперСулпикепе Валĕм хунШăплăхри аслатиĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеПурăнас килетХӗвел мулкачӗсемĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш том

Тĕпсĕр çăл улăхĕ


Кăвак шуçăм кĕрет кантăкран

Ял та вăранать ыйхăран.

Пурăнан çын хăй вăл çут хĕвел

Хĕвелпе ир тăрать пĕрешкел.

 

Тăсăлать Шурча ялĕн хушши

Муркаш шывĕ пайлать ик енне.

Шартлатать ав кĕтӳçĕн пушши

Кĕтĕве пуçтарса ирхине.

 

Кĕтӳ улăхра симĕс курăк çинче

Тĕпсĕр çăл улăхне утать майĕпе.

— Ассаннеçĕм, кала мĕншĕн çак улăха

Тĕпсĕр çăл улăхĕ тенĕ тата?

 

— Мăнукăм, итле эс, — терĕ мана

Тахçанхи халапа пуçарса калама.

— Шурлăхри улăхра çăл пулнă тахçан.

Сиплĕ шывпа вăл пулнă пуян.

 

Кӳлнĕ лашана шăварма пырсан

Сикнĕ шыва лаша, путнă, тухман.

Çав кӳлнĕ лаша Атăла тухсан

Хуçи палланă тет ăна курсан.

 

— Чăнах-и çапла вăл? — терĕм пӳлсе,

Асанне сăмахне тимлесе итлесе.

— Муркаш шывĕ пулнă çăлпа юнашар

Пулма та пултарнă çакă тип-шар.

 

Куç тулли юхать Муркаш шывĕ паян

Ункăпа пĕрлешсе юхăмпа Атăла.

Шевлепе вылякан шыв çине пăхсан

Асилетĕп ак çак ĕлĕкхи халапа.

Малалла

Пĕр çавра...


Пĕр арçынпа пĕр хĕрарăм тĕл пулнă та калаçаççĕ.

— Эсĕ мана, выçăлла-тутăлла пурăнакан пенси карчăккине, пĕр уйăхра пĕрре те пулин тутлă апат çитерме чĕнсе илетĕн ĕнтĕ ресторана. Çапла-и?

— Çапла тесен кӳренетĕн вĕт.

— Мĕн кӳренни ĕнтĕ... Эс те пенси старикки-çке.

— Ман пенси укçи паян иксĕмĕре хăналанма çитет пулĕ тетĕп.

— Эс ялан хитре шӳтлетĕн.

— Саншăн, санпа...

— Аха пуль.

— Аха, туймастăн-им вара?

— Карчăкпа старик пултăмăр ĕнтĕ, пурнăç тени шӳтлесех иртсе кайрĕ.

— Тавах килнĕшĕн. Питĕ савăнатăп санпа тĕл пулнăшăн.

— Эпĕ те хавас.

— Каласа кăтарт эппин, иртнинче тĕл пулнăранпа мĕнле пурăнтăн?

— Чиперех. Улшăнуссм çук. Ĕç çукран ĕç тума тĕрĕ тĕрлеме пуçларăм.

— Куç вăйĕ пĕтет вĕт. Мĕн тума кирлĕ сана тĕрлесе ларма? Кан, уçăлса çӳре.

— Хĕрсем, кĕрӳсем, мăнуксем валли, праçниксенче парнелеме.

— Кирлĕ пулать тетĕн-и вĕсене сан парнӳ? Хальхи лавккасенче салфетка тавраш суйла та суйла.

— Тĕрленĕ чухне чунра лăпкă. Ĕç вăл ĕçех, йывăр шухăша сирет. Эсĕ çаплах ĕçлетĕн-и, ывăнмастăн-и?

Малалла

Ансах ларать хĕвел, ансах ларать...


Ансах ларать хĕвел, ансах ларать,

Тытса чарма хăватăм çук.

Сиксех тухать чĕрем, сиксех тухать,

Куç умĕнчех иртет кун-çул.

 

Çурхи тӳпен кăвак сатинĕнчен

Уяв кĕпи çĕлейĕттĕм.

Çулсем çинчен манса хĕр куçĕнчен

Яш туйăмпа тинкерĕттĕм.

 

Шăнкăртатса юхан çăлкуç шывне

Ĕçес килет-çке тӳсĕмсĕр.

Пĕрре кăна килен, ай, кун-çулне

Пурнас килет-çке вĕçĕмсĕр.

 

Çăлтăрсем нумай, тӳпи пĕрре,

Хăш çăлтăрне иленĕп-ши?

Ах, кунĕсем нумай, ĕмри пĕрре,

Тасан вĕçне çитейĕп-ши?

Асамат кĕперĕ


Çĕр çинче пайтах кĕпер,

Кашниннех тĕллевĕ паллă:

Çул çӳрен, иртсем чипер,

Çит çитес çĕре васкавлăн.

 

Сӳтнĕ май шăпа çулне

Эп пайтах шыв урлă каçрăм.

Шутламан кĕпер йышне,

Кашнинпех сăпай калаçрăм.

 

Хӳхĕм йывăç кĕперсем,

Хурçă кĕперсем те пулчĕç.

Эрешленĕ карлăксем

Ăнăçу сунса ал сулчĕç.

 

Кăмăл çук кĕме чĕрре.

Ĕмĕтĕм, ăçта çитерĕн?

Çын каçман кĕпер пĕрре:

Сăрлă асамат кĕперĕ.

Утмăлта сана тин тупрăм...


Светланăна

 

Утмăлта сана тин тупрăм.

Куççуль витĕр тупа турăм.

Эс пĕчченччĕ, эп пĕчченччĕ:

Пĕр-пĕрне эпир çитменччĕ.

Алă патăн, — пит аван!

Пĕрле пулăпăр ялан.

 

Халь пĕр юрă, халь пĕр кĕвĕ,

Пурнăç турĕ çирĕп тĕвĕ.

Çав тĕвве никам салтаймĕ,

Кунпа çĕр арканса каймĕ.

Ма тесессĕн юрату —

Ман хăват, сан çунату.

 

Курнă савнăç, курнă хурлăх,

Телейпе хĕнне те курнă.

Пурпĕр пуçсене усмасăр

Ĕçелле уттарнă харсăр.

Тен, ĕçре туссем пире

Вăй-хал панă ĕмĕре.

 

Юр та çăвĕ, çумăр çăвĕ —

Халь пĕр юрă, халь пĕр кĕвĕ,

Вăрăм пултăр çеçчĕ ĕмĕр,

Çунтăр çеçчĕ чĕре хĕмĕ.

Вара утăпăр пĕрле

Каччăпа чипер хĕрле.

Эп чăваш...


Эп — чăваш. Хамăн халăх ятне

Куç пек сыхлăп, вăл — ман вăй-хăват

Ăсансассăн та Турă патне,

Чăвашлах шăрантарăп сăвва.

 

Эп — чăваш. Çавăнпа чĕлхене

Çӳпĕлемĕп, — вăл пултăр таса.

Упрăп Яковлевăн халалне,

Кĕçтенттин умра пырĕ утса.

 

Эп — чăваш. Мĕн тума пытарас?

Ытти халăхсемпе пĕр танах.

Çӳрĕп-и Мускавра, Парижра —

Чухăн темĕн пуçри ăс-тăна.

 

Эп — чăваш. Юрату чĕрере

Кĕл чечек пек сарсан çеçкине.

Пĕрре савăп та сарă хĕре,

Сыхлăп ĕмĕрлĕх çуртăм чысне.

 

Эп — чăваш. Çавăнпа кил-йыша

Нихăçан аркатма шутламан.

Ваттисен пилне хывнă ăша.

Пуррине çук туман, салатман.

 

Эп — чăваш. Çавала, Атăла

Яланах курса тăрăп умра.

Çук, пăтратмăп ĕçес тăр çăла, —

Тăван çĕр пулăхне вăл упрать.

 

Эп — чăваш. Вăрмансем, улăхсем

Ларччăр лăпкăн кăна хумханса.

Эп — чăваш. Малаша ĕненсе

Халь утатăп хастаррăн пусса.

Чăх кулли


Урампа хитре тумланнă, чипер сăнлă яштака хĕрарăм утать. Ун хыççăн вăтам пӳллĕ, вăтам сăн-питлĕ хĕрарăм янăрашса пырать.

— Ха-а, авкаланать, ăма-ан. Чисти ăман вĕт эс, ăма-ан. Чăх та çиет сана, кайăк та çиет сана, пулă та çиет сана, ăма-ан.

— Мĕн çухăрса çӳрен ман хыççăн? Сан хӳресĕр автану-и унта, сан хура кураку-и унта, сан çăрттану-и унта, мана кирлĕ мар. Ту-упнă ăман, ман малта та, хыçалта та кăпăшка...

— Ы-ых, сана-а! Симĕс шăна-а, вăрăм туна-а, нăйăлти ӳпре-е. Пи-и-йавка... в-во! — тата, а-а-а, пăва-ан. Точно, пăван пек çыпăçан...

— Уйди-ка, сан хăрăк лашу-и унта, сан лӳппер вăкăру-и унта, мана кирлĕ мар. Нечево нăриклетме! Илтрĕн-и? Ирсерен хăлха тасатас пулать. Тепĕр хут калатăп, ва-ащ-ще, акă, чĕрне хури тăршшĕ те кирлĕ мар.

— Кирлĕ мар тăк мĕн авкаланатăн, мĕн нăйăлтататăн ман Çеруш тавра?

— Çеру-уш? Ман Çеруш тетĕн-и? Кирлĕ мар мана сан Çерушу. Кирлĕ пулсан, кушак пек йăпăлтатăттăм, çĕлен пек явакланăттăм...

— Чарăн-ха, чарăн. Сана кирли ман Çеруш мар-и?

— Эс ху чарăн чакак пек чакăлтатма.

— Чарăнса тăр халĕ, чарăнса тăр тетĕп.

Малалла

Шур юр çинчи пилеш


Пилеш çырли тутлă теççĕ,

Пит çиекен пĕри çук.

(Салтак юрринчен)

 

Кам юратмасть сана

Чипер сăнна пăхса?

Кам киленмест, чăнах,

Илемлĕхе савса?

 

Шур юр çинчи пилеш,

Чунтан эп калаçам.

Тăванăмçăм, пĕл эс:

Санпа пĕр пек шăпам.

 

Кам татрĕ çырлуна

Хитре тĕсе курса?

Ма ывăтрĕ сана

Шур юр çине сурса?

 

Пилеш, ан шикленсем,

Пĕрле эп санпалан.

Эс юр çинчи илем —

Çынна савăнтаран.

 

Шур юр çинчи пилеш,

Пăхма хитре-çке эс.

Шур юр çинчи пилеш,

Çиме пит йӳçĕ эс.

Ăçта эс, юрату çулĕ?


Çуркунне çитсессĕнех анатăп

Ешĕл тумлă хӳхĕм улăха.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем пухатăп

Е пулать-ши тетĕп кăлăхах?

 

Иртнĕ каç та эс вăййа тухмарăн,

Хуйхă пусрĕ çамрăк чĕрене.

Çуркуннеçĕм, эс мана, тархасшăн,

Кăтартсамччĕ юрату çулне?..

Пуш уйăхĕнче...


Пуш уйăхĕнче

Аслати авăтсан,

Пĕлнĕ пул — садсенче

Пурте пулĕ ăнса.

 

Çырла пиçĕ хитрен

Çулçăсем айĕнче.

Хĕрлĕ тĕс сăн-питре

Вылĕ çу кунĕнче.

 

Панулми, панулми

Ачашланĕ çилпе,

Туратсем йăтайми

Тулĕç тек сĕткенпе.

 

Çарăкпа кишĕре

Ма манса хăварас?

Уявра — Илемре —

Çĕрулми кăларас.

 

Ай, çав пуш уйăхне

Тав тăватăп ялан.

Аслати сассине

Юрă евĕр тăнлан.

■ Страницăсем: 1... 600 601 602 603 604 605 606 607 608 ... 796