Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемХĕçпе çурлаÇамрăк ĕмĕтАслă халалĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеСуя телейЧапшăн пурăнмастпăр

Тĕпче шыра!...


«Тĕпче шыра!» — тесе мана лăпканă

кĕнекесем те аслă юлташсем.

Кунçул пайтах ман ăрăва лăсканă —

пулман эпир тӳр пилĕклĕ яшсем.

Вара çуралнă пирĕнте шыравçă

пĕлӳлĕх ахахне тупса утма.

Класра ялан йĕтем çинчи пек шавччĕ...

Тепри çакна, тен, маннă, астумасть?

«Айван!» — тесе, ун пеккине шеллетĕп,

пăталанса вăл ларнă пуканпа.

Вăл тĕл пулсан та каçăр пăхĕ тетĕп,

калаçмĕ шăкăл-шăкăл сăмахпа.

Шырать вăл ĕмĕр тăршшĕпех пукан,

чĕлхе пĕлсен, леш ыйтĕччĕ: «Ку кам?»

Куç умĕнчех Тăван çĕршыв тĕрекĕ...


Куç умĕнчех Тăван çĕршыв тĕрекĕ

ӳссе пыни — йăлт килнĕ хамăртан.

Çак çĕнелӳ пĕлтерĕшне пĕрре те

манассăм çук: вăл тухмĕ асăмран.

Эпир те халь çеç ешĕлччĕ калча пек:

хăçан-ши пучахлантăмăр? Кунта

пуçа ватса, ма шухăшлас-ха япăх?

Çĕн пурнăç калчисем сан аллунта.

Аталану саккунĕ — ак ăçта вăл

тĕп вăрттăнлăх: хăйне пăхăнтарса

çынна, çĕре улăштарма ăста вăл:

лăпланмĕ чарăну палли лартса.

Пăхăнмасан, хăвна та чĕрĕллех

пытарăн эсĕ ун саккунĕпех.

Кĕçĕн Тăван ялĕ мĕнле пуçланса кайнă


Пӳлер хулинче Кĕçĕн Тăван хула хуралĕнче службăра тăнă. Хулан çурçĕр хĕвел тухăç енче Кĕçĕн Çарăмсан шывĕ юхса выртнă.

Пĕр çулхине Пӳлер çыннисемшĕн йывăр кунсем пуçланнă. Хулана тăшмансем çавăрса илнĕ. Вĕсем ним хĕрхенмесĕр аркатнă, çунтарнă, вĕлернĕ. Çав вăхăтра Кĕçĕн Тăван хуралта пулнă. Вăл Пӳлер çыннисем тăшмана çĕнтереймессе ăнланнă. Тăшмансем Пӳлер çыннисенчен чылай вăйлăрах, йышлăрах пулнă. Çавăнпа хуларан тухса тарсан çеç хăтăлма май пулнă. Хула хуралĕнчи çынсенчен нумайăшĕ вилнĕ, тарма пултараканнисем çеç хăтăлса юлнă.

Хăтăлнисенчен шутĕнче Кĕçĕн Тăван пулнă. Вăл пытанкаласа хула хĕрринче вырнаçнă килне чупса çитет. Арăмне хулара мĕн пулса иртнине кĕскен каласа парать те пиччĕшĕ патне чуптарать.

— Пысăк Тăван! Хулара тăшмансем. Вĕсем никама пăхмасăр вĕлереççĕ, аркатаççĕ, çунтараççĕ. Хăвăртрах пуçтарăнса кунтан тухса тармалла. Атăлăн хĕвеланăç енне тарар.

Тăвансем хăвăрт пуçтарăнса çула тухаççĕ. Хăйсемпе çимеллисем, тыр-пул илеççĕ, выльăх-чĕрлĕхне хăваласа каяççĕ. Тăван Пӳлер хули нумай çĕрте çулăмпах çуннă ĕнтĕ.

Атăл хĕрринче пурăнакан Ансар тутар пĕренесенчен сулă тума пулăшать. Вĕсене вăл çывăх тăванĕсем вырăнне хурсах ăсатса ярать.

Малалла

Эс каларăн-çке...


Эс каларăн-çке: "Саади

Чуп тăватчĕ кăкăртан".

Тăхтасем кăштах, юрать-и?

Эп те юлмăп-ха унран.

 

Эс каларăн: "Евфрат урлă

Кĕл чечек хĕртен хитре".

Пулмасассăн эпĕ юрлă,

Юррăм пулĕччĕ хивре.

 

Пĕр чечекĕ те ан юлтăр,

Йăлт касса эп пĕтерем, —

Нимĕн хӳхĕмрех ан пултăр

Шаганэ савниçĕмрен.

 

Нихăçан пулман халалăм,

Ун пирки ан ыйт ытла,

Эп поэт пулса çуралнă,

Чуп тăватăп поэтла.

Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ!..


Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ!

Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши,

Уй-хире мухтама хатĕр саншăн,

Уйăх айĕн ыраш юхнине.

Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ.

 

Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши,

Пысăкрах унта уйăх çĕр хут,

Шираз чаплă пулин те — вăл ют,

Хитререх Рязань хирĕ халь маншăн,

Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши?

 

Уй-хире мухтама хатĕр саншăн,

Ырашран илтĕм эп çӳçĕме,

Эс ăна явала пӳрнеме,

Тĕлĕнместĕп пачах ыратманшăн.

Уй-хире мухтама хатĕр саншăн.

 

Уйăх айĕн ыраш юхнине

Кăтрам тăрăх тӳрех уйăрсамччĕ,

Шӳтлесем, савнă тусăм, кулсамччĕ,

Анчах эс ан вăрат иртнине,

Уйăх айĕн ыраш юхнине.

 

Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ!

Çурçĕрте сарă хĕр пурччĕ манăн,

Унăн çутă сăнне епле манăн.

Вăл мана ас илет, ахăртне...

Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ.

Эс, Ньютон, ăнкарма пултарнă...


Эс, Ньютон, ăнкарма пултарнă

Çĕр туртăмĕн таса вăйне.

Яту сан вилĕмсĕр, хăпарнă

Яланлăх çӳл тӳпе шайне.

 

Хăçан-ши, камăн çут сăнарĕ

Виçме мел парĕ тĕнчене:

Юратăвăн таса кăварĕн

Асамлă туртăм хăватне?

Савнă ялăм — тăван ял


Çуралнă ял кашни çыншăн паха. Таçта çитсен те вăл пирĕн асăмра юлать. Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас ялĕ 18 ĕмĕрĕн çурринче пуçланса кайнă. Яла пуçласа яраканĕ Палли пулнă. Çавăн пирки халь те таврари çынсем яла Вăрманкас-Пайкилт теççĕ. Палли хăйĕн ывăлĕпе Шенер ялĕнчен çĕнĕ çĕре куçса пырса çак яла пуçласа янă. Ялĕ Енĕш шывĕн çӳллĕ сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă. Вăл хăй вăхăтĕнче вăрман çумĕнче пулнă. Çак вăрман çинчен чăвашсен паллă писателĕ Кузьма Чулкаç хăйĕн юмахĕсенче çырса кăтартнă. Çирĕммĕш ĕмĕрĕн вăтăрмĕш-утмăлмĕш çулĕсенче çак ял Çĕрпӳ районĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри пулса тăнă. Унта 134 кил-хуçалăх пулнă, 800 çын ытла пурăннă.

Паянхи кун ял пуçласа яраканăн тата унăн ывăлĕсен ячĕпе чылай вырăнсен ячĕсем сыхланса юлнă,Палли вар, Çенкке вар, Тимушка çаранĕ, Югур шырланĕ, Ентри çăлĕ...

1933 çулта «Красный Путиловец» колхоз йĕркеленнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланиччен те, вăрçă хыççăн та ялта икĕ лаша вити, ĕне, сысна, сурăх витисем, икĕ çил арманĕ, пĕр çăм таптармалли пулнă. Ял тавралăхĕнче улăх-çарансем йышлă пулнă. Пĕтĕм районĕпе шута илсен, Вăрманкас ялĕнче пуринчен те нумай утă çулса хатĕрленĕ. Вăрçă пуçлансан 90 ытла арçына, 8 ӳссе çитнĕ хĕре вăрçа илсе кайнă. Вĕсенчен çурри ытла Тăван çĕршывшăн хăйсен пуçĕсене хунă. Вăрçăран таврăннисен хушшинче орденсемпе нарградăланă çынсем сахал мар. Иванов М.И — «Слава» орденĕн 2 тата 3 степенĕсене, Тимофеев Т.Т — 3 степене тивĕçнĕ. Çавăн пекех К.В. Васильева 3 орденпа, Д.Т. Тимофеева 2 орденпа, 14 çынна «Хĕрлĕ çăлтăр» орденĕсемпе наградăланă. Ялта пĕр çын, пирĕн аслатте фашистла Германине тата Япун самурайĕсемпе çапăçнă.

Малалла

Çурхи тĕнче ыр кăмăллă...


Çурхи тĕнче ыр кăмăллă,

Хĕвел лăпкать пуçран.

Çавал юхать пит тăвăллăн,

Шавлать, хăпать пăртан.

 

Пăр кайнине сăнатăп эп

Чи çепĕç туйăмпа.

Ырри манпах юлсамччĕ теп,

Ютти — тасал пăрпа.

Чăваш çĕршывĕнче уявлă сас...


Чăваш çĕршывĕнче уявлă сас:

«Тĕнче уçлăхĕнче ентешĕмĕр!»

Ăçта кунта пуш кăмăлпа тăрас?

Ак ăçталла эпир çĕклентĕмĕр!

Нумай çулсем-çке иртрĕç унтанпа

мăнаçлă Атăл хумĕсем пек шавлăн.

Анчах çав кун халь пурăнать манпах,

чи чаплă кĕвĕ евĕр янăравлăн.

Вăл илтĕнсе килет те аякран,

хам ăрăва пăхатăп юратуллăн.

Калаçрĕ Николаев уçлăхран,

ик йĕркепе çӳрерĕм эп татуллăн:

«Тĕнче уçлăхĕнче чăваш сасси —

Çак мар-и Çеçпĕл кĕтнĕ Пуласси?»

Ĕç пӳлĕмне пăхатăп тиркешӳллĕн...


Ĕç пӳлĕмне пăхатăп тиркешӳллĕн,

йăлăхтарса çитсен, тарăхупа.

Шӳтлетĕп хам: манран, тен, пулĕ ӳлĕм

алла вĕрентнĕ сăнчăрти упа?

Ма пурăнар-ха, критик, хусканусăр?

Çуралтăр пирĕнте те çулçӳрен,

çĕршыв илемĕ йыхăртăр пӳртрен,

шанатăп: çул çинче эс пулмăн туссăр.

Санпа вăл çĕн кунсен поэчĕн шухă

чĕлхипеле хивре калаçасса

иккĕленместĕп: мĕн сиксе-ши тухĕ?

Анчах çакна калатăп ал çапсах:

темле пулсан та, критикпа поэт

юрлаймĕç пурпĕр кăмăллă дуэт.

■ Страницăсем: 1... 597 598 599 600 601 602 603 604 605 ... 796