Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Аван-çке çӳреме йăмралăхра,
хĕвел шевлиллĕ курăк — сарă симĕс.
Эс утă шăршине çак вăхăтра туйса
сывлатăн кăмăллăн та тикĕс.
Куратăн утă капанне малта —
тăрри ракета пуçĕ пек ун шĕвĕр.
Ракета-и? Ку сăмахпа кунта
тупаймăп килĕшӳллĕ, çывăх кĕвĕ.
Тен, вилĕм кăмпине хăй ăшĕнче
пытарнăран, ăна пăхатăп юттăн?
Сывлать ман пурнăç утă купинче:
унта — сĕт-турăх, кил ăшши, ман утăм.
Çулне тĕллет пулсан Марс еннелле,
ракетăпа та эпĕ вĕçмелле.
Ăруран ăрăва каласа панинчен Курнавăш ялне никĕслекенсем Кăрăç, Изамблат, Шакăл, Мулиентей, Туйтирек, Ентирек, Мăрсай, Явкай, Мишке, Енихмет ятлă çынсем пулнă пулать. Вĕсем хальхи Тăвай районĕнчи Тушкил ятлă ялтан 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче куçса килнĕ. Яла никĕслекенсем хăйсен пӳрчĕсене Кĕçĕн Пăла çырмин сылтăм енне лартса тухнă.
Вăл шăпах пирĕн ялăн хальхи Çырма хĕрри урамĕн пуçламăшĕнче вырнаçнă. Авалхи пирĕн несĕлсем Аялкасра (ял-йыш Çырма хĕрри урамне ĕлĕкхиллех Аялкас тесе калать) вырнаçнине çирĕплетекен тĕслĕхсем çителĕклех. Паçмисем те тирĕслĕ вĕсен, кăпăшка, ака-суха тунă чухне ĕлĕкхи шăрçасем те, чӳлмек ванчăкĕсем те, укçасем те тупăнкалаççĕ.
Çеçенхир çĕрĕнче
Пăла шыв хĕрринче
Ик урамлă, хитре
Тăван ялăм ларать.
Ăна пуль ваттисем,
Асаттен ашшĕсем
Çĕн Курнавăш тесе
Савса панă ятне, — çапла мăнаçланса çырнă пирĕн ял сăвăçи Н.И.Круглов тахçан хăй çамрăкрах чухне, эпир çуралса ӳснĕ вырăнсене чун-чĕререн савса.
Малалла
Куç умĕнчех Ухсай сăнарĕ:
Ача кулли сăн-питĕнче.
Сăввисенче вут-хĕм кăларĕ
Кĕтмен-туман самантсенче.
Силпи-Слакпуçăн эп çӳрерĕм
Ухсайпала чăн тăванла.
Калаçрăм —
Тăрана пĕлмерĕм:
Уçса ярать вăл кăмăла.
Слакпуç çăлкуçĕнчен шыв ĕçрĕ,
Питне те çурĕ тăрăшса.
Чун-чĕрипе Сетнер пек вĕçрĕ,
Шыв ăсакан хĕре курсан.
Силпи çаранĕнче кансаччĕ:
Ем-ешĕл курăкĕ — кашма.
«Кунта, эх, Кĕçтенттин пулсанччĕ...» —
Тек пĕр сăмах та шарламасть.
Хĕвел те аслă çутçанталăк
Пĕрлешнĕ пулĕ халь унпа?
Лутра çынра тăван çĕр халĕ, —
Куратăп, — иксĕлми тапать.
Трагеди, сăвă, романсем те
Ахаль-и ӳкнĕ хут çине?
Тавралăх сăвăçа:
«Илсем, — тет, —
Ман мĕскер пур, чĕрӳ варне...»
Ваттипеле — вăл чăн-чăн ватă,
Ачапала — чăн ачалла.
Кун-çул иртет, Кун-çул шăвать, ав,
Асаилӳпе шав малалла.
Мĕскер тăвайăн? Вăхăт шелсĕр,
Ухсай хупать таса куçне.
Малалла
Уйрăлу та тĕлпулу
Çамрăк чух, яш чух.
Савнă тусăм, сан куллу
Асран тухас çук.
Çăлтăр уçă кантăкран
Кĕрес пек пăхать.
Эсĕ питĕ аякран
Пăхнăн туйăнать.
Купăс, купăс урама
Кĕвĕллĕн йыхрать.
Те чĕнет вăл калаçма,
Те тем пытарать?
Анчах ырă чунăмра,
Эп тухап чупса.
Тусăм, тусăм умăмра,
Илет чуптуса.
Уйрăлу та тĕлпулу —
Мĕн тери аван!
Кукăр-макăр кун-çулу
Тӳрленсех пырсан, —
Чăннипех аван.
Нумай пулмасть-ха ыткăнатчĕ
Юр çийĕн сивĕ кусăрка.
Пуш уйăхĕ йăлт улăштарчĕ
Кĕртсем хыван çанталăка.
Ĕнтĕ тӳпе çиçет кĕреннĕн,
Çырма юхать юрла-юрла.
Сарай çинчен анса хĕвеллĕн
Тапăртатса ташлать тумла.
Шап-шур кĕпеллĕ йăрăс хурăн
Шăв-шавлă халĕ кунĕпех:
Лартаççĕ кураксем хăюллăн
Пӳрчĕсене турат çинех.
Хăва та капăр. Хăтлăх тупнăн
Хулли çине ĕретленсе
Ларма хĕрсем пек ларса тухнă
Сар çӳçлĕ кăпăш кăчкăсем.
Хаваслă шăнкăрч хĕпĕртӳллĕн
Ши! шăхăрать те шăхличне
Тăри те туслăн, илĕртӳллĕн
Тăсса ярать хăй купăсне...
Янрать вара çап-çут çур кунĕ
Чун хавалне çĕклентерсех.
...Тĕнчешĕн - ирĕк пурнăç çулĕ,
Этемшĕн çеç вăл хĕсĕкрех.
Тин кăна çанталăк янкăрччĕ, чиперччĕ,
Тĕксĕм чатăр хăвăрт карчĕ тӳпене.
Каскăн çил сасартăк татрĕ те вĕçтерчĕ
Кĕр сивви çаратнă хурăн çулçине.
Вĕçрĕ тăлăх çулçă, калăн, сарă кайăк,
Тунсăх шухăш илчĕ çавăрса пуçа.
Куçпала пăхса ăна ăсатнă майăн
Эп ăсатнăн туйрăм хамăн пурнăçа...
Эпĕ çуралнă çĕр-шывăм — вăл Чăваш ен, Йĕпреç, Хурамал! Хурамал ятлă ялта эп çуралса ӳснĕ, пуçламăшпа вăтам шкул пĕтернĕ, кунтах тăван кил, тăван атте-анне. Ял çĕрĕ нумай курнă: ыйтса пĕлесчĕ, анчах шыв нумай юхса кайнă — чылайăшне пĕлмесĕр юлтăмăр, мĕн ыйтса пĕлнине вара хут çине çырса хурам.
Истори çулĕпе
Эпĕ çуралнă район çĕрĕ — вăрманлă. Ĕненес те килмест, анчах та XIV–XVI-мĕш ĕмĕрсенче Йĕпреç çĕрне «тискер уй» е «пăрахăçланă çĕр» тесе каланă. Мĕншĕн тесен çак çĕре Ылтăн Уртапа Хусан ханлăхĕн вăхăтĕнче кăнтăртан куçса килекенсем çаратса хăварнă пулнă.
XVI–мĕш ĕмĕр варринче тата XVII–мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çеç Йĕпреç районĕн çĕрне вырнаçма халăх куçса килнĕ тени тĕрĕсех мар, мĕншĕн тесен ял халăхĕ каланă тăрăх çурт-йĕр никĕсĕсем чавнă чухне çынсен вил тăприсем тупăннă. Вĕсемпе пĕрле шăрçасем, тенкесем, шĕшле, савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем пĕрре мар тупăннă. 1982-мĕш çулта чĕресрен питĕ вăйлă çумăр çуса иртнĕ хыççăн ĕлĕкхи масар вырăнĕнчи çĕре çурса кайнă вырăнта ик тĕлте çын шăмĕсене тупнă: пĕринче — ик ачан, тепĕр çĕр метртан пысăк çынăн шăм-шакки. Çав вырăнта ĕлĕкхи масар пулнă. Çавăнпа та ял пуçланса кайни маларах çулсене шутламалла пуль тесе шутлатăп. Масар сарлакăшĕ 150 метр, вăрăмĕшĕ 200-тен кая мар. Ку вара çак ялта малтан питĕ нумай халăх пурăннине пĕлтерет.
Малалла
Хĕвел пурне те кун çути кӳрет.
Такамшăн та ку паллă — çук пĕлменлĕх.
Кун çутипе тĕнче чечекленет,
Кун çутипех пурнать мĕнпур этемлĕх.
Пурнать-ха та...
Анчах мĕскер çитмест?
Çынсен чунне мĕнле усал тыллать-ши?
Хĕвел кӳрен телей-и тивĕçмест?
Ăна та-и тĕпренчĕкĕн пайласшăн?
Пайласшăн çав...
Пайласшăн çеç те мар,
Кашни ăна хăй аллине илесшĕн.
Этем паян ытла кăра, хаяр,
Тĕнчемĕр тытăмне вăйпа хиресшĕн.
...Шанатăп эп: ыр вăхăт килетех!
Ĕç çынĕ пурăнĕ ун чух телейлĕ.
Хĕвел кун панăн,
Кашни этемех
Хăй чунĕн ăшшине ырра парнелĕ.
Ăçта çӳретĕн-ши, телейĕм?
Ытла та йывăр-çке мана.
Сана хăçан кĕтсе илейĕп?
Тархасшăн, лăплантар чуна.
Сана курсассăн савăнатăп,
Шанатăп ырлăх çитессе.
Йăл куллупа çунатланатăп,
Чунпа каятăп çĕкленсе».
Ан çухалсамччĕ, çут телейĕм? —
Эс çумра чухне хитре тĕнче.
Пит савăк туйăнан, хĕвелĕм —
Шевлӳ вылятăр пит çинче.
Ăçта çӳретĕн-ши, телейĕм? —
Ытла та йывăр-çке мана.
Сана хăçан кĕтсе илейĕп?
Тархасшăн, лăплантар чуна.
Лайăх-çке мана санпа,
Хĕрӳ чĕрӳ ăшăтать.
Çирĕп шанчăк çуратать, —
Лайăх-çке мана санпа.
Савăк-çке мана санпа,
Çепĕçлĕхӳ çупăрлать,
Чĕреме лăплантарать, —
Савăк-çке мана санпа.
Тăнăç-çке мана санпа,
Лăпкăлăху ачашлать.
Чĕрем тикĕссĕн тапать,
Тăнăç-çке мана санпа.
Ырă-çке мана санпа —
Чун ăшшине парнелен,
Хăвăн ытамна илен, —
Ырă-çке мана санпа.
Шухăш-ĕмĕтпе вĕçеп:
«Ирĕн-çĕрĕн пĕр санпа...
Çапла çырнă пуль шăпа», —
Санпа çеç телейлĕ эп.
■ Страницăсем: 1... 598 599 600 601 602 603 604 605 606 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...