Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йӳçĕ кулăАслă халалХĕллехи каçсенчеКатӑлнӑ уйӑхСӳнми хĕлхемӖмӗр вӗренКайăк тусĕ

Мăн кунăн ыр кĕвви...


Мăн кунăн ыр кĕвви

Мăнаçлăн илтĕнет,

Тыр-пул, кун-çул тĕвви

Кĕресшĕн çĕр айне.

 

Илемлĕ чан сасси

Янрать

Тавралăхра,

Хĕвеллĕ çил касси

Унпа юрлать юрра.

 

Вăрман та чĕрĕлет,

Ешĕллĕхне илет.

Сенкер кăвак тӳпе,

Вăл — лăпкă тинĕс пек.

 

Хĕретнĕ çăмарта

Килтен-киле çӳрет,

Пике мăйăр катать, —

Йăл кулă парнелет.

 

Каччи ун чăтаймасть,

Пике патне пырать.

Сăлтав пур чуп тума, —

Хуллен кăна калать:

«Христос чĕрĕлнипе»...

«Чăн чĕрĕлнĕ ара»...

Ялан та çакăн пек

Пуласчĕ пурнăçра.

 

Таса уçланкăра

Пĕр çеçпĕл илĕртет.

Ун çийĕнче, куран,

Сар лĕпĕш вĕлкĕшет.

 

Мăн кун — чăн чĕрĕлӳ,

Чĕнет тĕнче ырра.

Эс хăвăн хĕвелӳн

Çути айне тăран.

Ăнланмалла


— Ăçта пултăн? Ма кая юлса çӳретĕн?

— Кам хыççăн кая юлса килтĕм вара?

— Ан лĕпĕртет. Ыйтăва хуравла.

— Ан та ыйт, каламастăп.

— Мĕншĕн?

— Мĕн тума кирлĕ сана?

— Манăн эс ăçта çӳренине пĕлмелле пу-уль...

— Мĕн тума?

— Мĕнле мĕн тума, эпĕ сан арăму пуль...

— Эпĕ сан упăшку, аха-и? Атту пĕлместĕп...

— Мĕн эс мана ухмахла ыйтусем паратăн?

— Сан ыйтусем ăслăрах-им? (Айккинелле пăхса кулать.)

— Намăссăр, намăса çухатнă этем эс...

— В-во! Э-тем, тĕп-тĕрĕс. Эпĕ — этем. Намăслă-и, намăссăр-и, понима-аешь, э-тем.

— Вара мĕн?

— Этем — ирĕклĕ, ăслă чĕрчун. Чĕ-рĕ чун! Чун ăçталла туртăнать, ури те çавăнталлах утать. Тап-тап-тап тутарать, непонятно?

— Ăçталла таплаттарса кайса мĕскер туртса килтĕн вара?

— Сан веçех пĕлме юрамасть.

— Мĕншĕн?

— Мĕншĕнне калас-и, калас мар-и? Тем тăвас? (Унталла-кунталла утать, пăшăрханнă-куляннă пек кăтартать, юлашки сăмахне арăмĕ çине пăха-пăха темиçе хут та калать.)

— Ай, тур-тур, мĕскер тата, кала ĕнтĕ, кала-а...

— Ну, юрать, калатăп. Шĕпĕншĕн.

Малалла

Ан кулян, савни!


Аса килчĕ паллашу сукмакĕ,

Санпа тухнă унта каçсерен.

Çап-çут Атăл... Юрату сăмсахĕ,

Халь сире куратăп инçетрен.

 

Ак паян та юнашар утатпăр,

Куç хыватпăр шухă хумсене.

Хамăр уйрăм пуласран хăратпăр,

Мĕн шиклентерет чĕресене?

 

Кулянма кирлех-ши, савнă тусăм?

Пуласси йăлт хамăр алăра.

Эпир иккĕн пуснă çирĕп утăм

Кӳретех телей пурăнăçра.

Икĕ хĕре юратрăм


Ик пикене юратрăм мар-и,

Ах, иккĕшĕ те епле чечен,

Анчах телей эп кураймарăм,

Çӳретĕп халь те пĕр-пĕччен.

 

Пĕрне сыв пул тесе хăвартăм

Анат Кушар урамĕнче.

Иккĕмĕшне... Унран хам тартăм, —

Пуш-пушă маншăн çут тĕнче.

 

Ик мулкача йĕрлерĕм мар-и,

Пĕри те çук-çке халь çумра,

Тен, вĕсене ăнланаймарăм

Айван яш пулнине кура?..

«Саврăш, Саврăш...»


«Кив Саврăш панче çул хĕрринче чулăн çыруне ӳкертĕм — виçĕ хут.

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. XI—ХIIт, 14 с.

 

Саврăш, Саврăш, мĕншĕн саврăм-ши

Санăн юмлă уй-хирӳсене?

Саврăш, Саврăш, мĕншĕн салтрăм-ши

Шухăшсен асамлă тĕввине?

 

Куç умне кăлартăм иртнине,

Аса илтĕм çамрăк Саврăша.

Хӳтĕленĕ вăл Пăлхар çĕрне

Хур кӳме паман-çке чăваша.

 

Саврăш паттăр, Саврăш паттăр, тен,

Эс сăвар-чăваш тăхăмĕнчен?

Тĕлĕкре пĕрмай эс тĕлленен:

Халь те паттăрта çӳрен иккен...

 

Шурă Саврăш тăрăх иртнĕ пуль

«Аслă пурçăн çулĕ» авалтан?

Тен, çырса хăварнă чунлă чул

Сакăр ĕмĕр кун çинчен малтан?

 

Хунавларĕ-çке типмен тымар —

Чыслă-йышлă халăхăмăр халь.

Николаев вĕçрĕ пĕрре мар

Уçлăха пире парса вăй-хал.

 

Юхтăр Саврăш Çарăмсаналла,

Çарăмсан пĕрмай — Атăлалла.

Тăвалла пулсан та малалла

Пирĕн кунĕн-çĕрĕн утмалла.

Малалла

Мăн-ма-ши?..


Çак саманан суранне

Хăват çитмерĕ сиплеме.

Иван Чермаков

 

Мĕн-ма-ши Çут тĕнче

Хăш чух пулать хивре —

Пурнатăп тĕлĕнсе,

Талт-талт тапать чĕре.

 

Мĕн-ма-ши юрату

Хăвачĕ хавшакрах?

Синкерлĕ аркату

Куллен хăрушăрах?

 

Мĕн-ма-ши самана

Çынна сунать усал?

Эп ăнланма çакна

Çитереймерĕм хал...

Хурăнлă çул


Чалăшса кайнă хура пӳртсем. Пӳрт тăррисене, лупассене витнĕ улăмсем хуралса, пăнтăхса ларнă. Урамсенче ырханкка йытăсем çăварĕсене карса хаяррăн пăхса выртаççĕ. Савăнăçлă мар, пуçĕсене усса çӳреççĕ арçынсем, пуху тăваççĕ. Ял варринче халăх кĕрлет.

Халăх варринче вăрăм кĕпе тăхăннă, шурă çӳçлĕ, аллине туя тытнă çын калаçать. Ыттисем итлеççĕ:

— ...Сасартăк темскер чашлатни илтĕнчĕ. Пăхатăп: ман паталла икĕ çĕлен чашкăрса пыраççĕ. Çӳçенсех кайрăм. Мана ватă çын: «Ан хăра, — терĕ. — Сана халĕ тивмеççĕ. Кунтан тавăрăнсан чăвашсене кала: вырăс туррисене пуççапма пăрахчăр вĕсем, — терĕ. — Вырăс туррисем сирĕн хута кĕрес çук. Пире мансан нихăçан та ырă кун-çул кураймăр, çĕр сирĕн валли çимĕç тума пăрахĕ, выльăх мурĕсемпе этем мурĕсем тухĕç. Эсреле алхасма ирĕк пулĕ. Пихампар пăрахĕ, перекет турă сирĕлĕ». — Çапла хăратса пăрахрĕ çул юппинче тĕл пулнă ватă çын мана. Темĕн тесен те чăваш турриех пулчĕ çав ватă çын.

Халăх шăп пулчĕ. Чылай вăхăт иртрĕ, никам та çăвар уçаканни пулмарĕ.

Унтан сасартăк пĕтĕм халăх кĕрлесе кайрĕ.

— Хăвалас пупсене! Хăвалас! — тесе кăшкăра пуçларĕ.

Малалла

Хаваслă спортсменсем


Юмахлать Геннади:

«Эп малта спортра,

Финиша, — тет, — тухрăм».

Хăй тăрать стартра.

 

Галя пултаруллă

Спорт площадкинче.

Çухрăм чупса тухрĕ

Сехет хушшинче.

 

Пĕр спортсменка, авă,

Чĕтресе ларать.

Çумĕнче ют каччă,

Çавăнпа хăрать.

 

Мухтанать Никандр

Футболист тесе.

Хăй пуш мечĕке çеç

Хăпартать вĕрсе.

 

Спорт хĕрне эп кăшт çех

Илтĕм чуптуса.

Шалт халтан эп кайрăм

Сăр-крем тасатса.

 

Спортсменка çунатчĕ

Тумпа мухтанма.

Халĕ тăрăшать-çке

Ӳтне кăтартма.

Йытă кӳренет


Ӳсĕр Йăкăнат

Кĕчĕ хваттерне.

Ачине хĕнет,

Чышать арăмне.

 

Мĕн лекет алне,

Персе çĕмĕрет.

Кушака тапса

Хытă çĕхĕртет.

 

Йытă чĕтресе

Сăнчăрта ларать,

Йăкăнат тапки

Лекесрен хăрать.

 

Яланах çапла

Ӳсĕр таврăнса

Путсĕр кил хуçи

Пасăть тăнăçа.

 

Йытă хуçана

Хытă кӳренет,

Чарманшăн никам

Питĕ тĕлĕнет.

 

Шутлать: «Сăнчăра

Лăпкă йытта мар,

Тискер ӳсĕре

Çук-им какарма?»

Тăватшар йĕркен


Ĕçкĕç

Унран пит тĕлĕнмелле:

Вăл ĕçет шав йӳççине:

— Ку, тет, шерпет евĕрлех, —

Тек ыйтать çине-çине.

 

Ятлаçакан

Çынпала кам ятлаçать,

Вăл вĕреннĕ калаçма,

Вĕренмен вара пачах

Пуçĕпе шухăшлама.

 

Ăмсанакан

Кирек те мĕнле ĕçре

Хайĕнчен иртекене

Вăл пӳлсе çӳре-çӳре

Хăварать тек хӳрере.

 

Камит кăтартакан

Камит курăн тем чухлех

Театра кайсан ялан.

Курать Нина килĕнчех,

Мăшăр ӳсĕр таврăнсан.

 

Тамада

Çав хаваслă этемкке,

Тăр шыв ĕçес килсенех,

Аллипе тытать черкке,

Тост калать çине-çине.

 

Чĕлхе мăка пулсан

— Ку писателĕн чĕлхи

Мăкарах-çке, — тет пĕри.

— Шĕвĕр пуçлă ун туфли —

Çивĕчлетĕ, — тет тепри.

■ Страницăсем: 1... 601 602 603 604 605 606 607 608 609 ... 796