Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Малалла утар!

Потребительсен прависем мӗнлерех?

  15.03.2015 13:16 | 3452 Пурĕ пăхнă

Паян, пушӑн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери потребительсен прависене хӳтӗлекен кун шутланать. Ҫавна май сире туянакансен, пулӑшу илекенсен мӗнлерех правасем пурри пирки кӑшт та пулин ӑнлантарса парас шухашлӑ.

Лавкка хуралҫисен сирӗн сумкӑрсене тӗрӗслеме ирӗк пур-и?

Лавккари япаласене вӑрланӑ тесе сирӗн сумкӑрсене унти хуралҫӑсем тӗрӗслеме пултараймаҫҫӗ. Эсир хӑвсамӑр ирӗк парсан кӑна вӗсем сирӗн япаласене тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Анчах ку ӗҫе протокол туса ирттермелле е видео ӳкерсе.

Далее...

 

Кӗнеке парнелеме чӗнсе калани

  11.03.2015 14:07 | 4221 Пурĕ пăхнă

Культура, литературăпа искусство ĕçченĕсен ушкăнĕ республикăри тата ытти регионсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, предприятисемпе организацисен ертӳçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене, пайтаçăсене

ЧĔНСЕ КАЛАНИ

 

Халăх вулама пăрахса пынине чылай сăнавçă хальхи вăхăтăн тĕп тата пăшăрханмалли палăрăмĕ тесе шутлать. Нумаях пулмасть кăна-ха вара пирĕн çĕршыва тивĕçлипех «чи нумай вулаканни» тетчĕç. Кĕнеке вулакан наци çеç илемлĕх пахалăхĕсене тата ытти хаклăхсене тĕнче шайĕнче тума пултарать. Вулассипе çыхăннă çивĕч ыйту Раççейри халăхсен чĕлхисене сыхласа хăварассипе тачă çыхăннă.

Далее...

 

Иртӗнчӗк ҫынсене Правительство ҫурчӗ те чараймасть

  10.03.2015 14:51 | 9131 Пурĕ пăхнă

Президент бульварӗ еннелле тухакан Правительство ҫуртӗнче пӗр стенд пирки мана пӗлтерчӗҫ — унта имӗш чӑваш чӗлхиллӗ текстра йӑнӑш нумай. Хайхи кайса курас терӗм. Чӑн та пур унашкал стенд. Правительство ҫуртне кӗнӗ вырӑнта чӑваш карттине вырнаҫтарнӑ тата республика пирки кӗскен калакан икӗ стенд ҫакса хунӑ. Пӗри, сулахай енчи — вырӑсла, тепри, сылтӑм енчи — чӑвашла. Шӑп та лӑп ҫав чӑвашла текстра йӑнӑш нумай та ӗнтӗ.

Далее...

 

«Хыпар» хаҫата ҫырӑнтӑм-ха

  20.02.2015 19:56 | 4163 Пурĕ пăхнă

Ӗнер «Хыпар» хаҫата ҫырӑнтӑм. Электронлӑ вариантне. Пурӗ те 90 тенкӗ кӑна та тӑкаклах мар.

Мӗншӗн ҫырӑнасах терӗм-ха? Тӗрӗссипе эп кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнченех ҫырӑнма шутланӑччӗ. Анчах Туркай хаҫатра ҫӗнӗ орфографипе кӑна мар, ҫӗнӗ терминологипе те кӗрешме пуҫлани питӗ килӗшмерӗ. Ку вӑл ман шутпа чӗлхен аталанӑвӗн ҫулне пӳлнипе пӗрех. Унсӑр пуҫне тӳлевсӗр салатаканскерне ахаль те алла илсе пӑхайратӑп тесе шутласаччӗ.

Ҫавах та хаҫата сӑнанӑ май ҫӗнӗ тӗп редактор ертсе пынипе ҫак йывӑр самантра «Хыпар» улшӑнма тӑрӑшнине куртӑм.

Далее...

 

Польша президенчӗн вырӑнне йышӑнма хатӗрлекен чи илемлӗ кандидат

  19.02.2015 20:33 | 4717 Пурĕ пăхнă

Паллӑшӑр, вӑл Магдалена Огорек ятлӑ, историк, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1979 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ сарӑ хӗр ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ президент суйлавне хутшӑнать.

Магдалена Огорек 2002 ҫулта Ополе хулин университетӗнче магистр степеньне илнӗ. Тепӗр ҫултан Варшавӑри университетӑн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ, 2009 ҫулта философи докторӗн степеньне илнӗ. 2008–2010 ҫулсенче сулахайрисен демократилле пӗрлӗхӗн Альянсӗнче парламент клубӗнче ӗҫленӗ.

Далее...

 

Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе çырнă уçă çыру

  19.02.2015 18:53 | 4527 Пурĕ пăхнă

Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн председательне — Шупашкар хулин пуçлăхне Л.И. Черкесова

 

Хисеплĕ Леонид Ильич!

 

Тĕп хуламăрăн урамĕсемпе пынă май чăваш чĕлхи валли яланах вырăн çукки чуна ыраттарать. Çывăх вăхăтра çĕршывĕпех Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне уявлăпăр. Шупашкар та хатĕрленет çак уява — халăхăн патриотлăх туйăмне ÿстерес тесе пуль ĕнтĕ хулипех реклама баннерĕсем çакса тухнă. Анчах вĕсем пурте вырăсла. Апла пулсан чăвашсем патриот пулса çитнĕ, вырăсла калаçакансем çеç ку тĕлĕшпе юлсарах пыраççĕ?

Далее...

 

Вӑхӑт чарӑннӑ 9 утрав

  16.02.2015 12:40 | 3827 Пурĕ пăхнă

«Тӗнчере тӗлрӗрен кӗнчеле» — тенӗ чӑваш. Чӑн та, тӗлӗнмелли япаласем Ҫӗр чӑмӑрӗнче сахал мар. Ҫав шутра илемлисем те пайтах. Паян вара сире ҫынсем пӑрахса кайнӑ 9 утравпа паллаштарасшӑн — халӑх пурӑнма пӑрахнӑ хыҫҫӑн вӗсенче вӑхӑт чарӑннӑн туйӑнать.

Сӑлтавӗсем тӗрлӗрен пулнӑ теҫҫӗ — пӗр утравпа малтан ҫар валли усӑ курнӑ, теприсене ҫутҫанталӑк вӑйӗсем пӑрахса кайма хистенӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем вара хӑтлӑрах пурнӑҫ шыраса утрава тӑлӑхлантарса хӑварнӑ.

1. Хиртта (Шотланди)

Хиртта — Шотландин тухӑҫ енче вырнаҫнӑ Сент-Килте архипелагри чи пысӑк утрав шутланать.

Далее...

 

Вырӑс чӗлхине тата Раҫҫей историпе саккунӗсене пӗлнине тӗрӗслекен экзамен

  30.01.2015 12:57 | 4978 Пурĕ пăхнă

LiveJournal сайтри Antonio-J блогер (хӑй вӑл ҫырӑвӗсене таса вырӑс чӗлхипе ҫырать) нумай пулмасть вырӑс чӗлхипе экзамен епле тытни пирки каласа панӑ. Аса илтеретпӗр, ют ҫӗршыв ҫыннисен пирӗн патшалӑхра ӗҫлес килсен хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхине, Раҫҫей историне тата саккунӗсене мӗнле шайра пӗлнине кӑтартса экзамен тытмалла. Ӑна ӑнӑҫлӑ тытни пирки пӗлтерекен хутсӑр ытти хутсене памӗҫ.

Antonio-J хӑйӗн пирки каласа панӑ тӑрӑх вӑл Европа пӗрлӗхӗн гражданинӗ, шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗреннӗ.

Далее...

 

Атя, тыт мана!

  30.01.2015 11:18 | 3695 Пурĕ пăхнă
 

Юмачевская волость

  19.01.2015 18:34 | 6431 Пурĕ пăхнă

Территория Казанского ханства после захвата в 1552 году возглавлялось царем Московского государства, административно управлялось Приказом Казанского дворца в г . Москве. На землях, которые сейчас входят в Чувашскую Республику, были образованы Чебоксарский и Свияжский уезды. В начале 17 столетия из Чебоксарского уезда в Курмышский была передана Юмачевская волость, состоявшая из Аликовской, Тувановской , Шуматовской, Шумшевашской и Яндобинской родо-племенных сотен.

Очень интересной мне кажется запись в фонде 1135. стр. 1об. п. 4. РГАДА.

Далее...

 

Чӑваш чӑвашах ҫав

  14.01.2015 21:01 | 3707 Пурĕ пăхнă

«Чӑваш чӑвашах ҫав», — тенӗ Ашмарин словарӗнче.

Халӗ чӑваш ячӗ кама кӑна хумхантармасть пулӗ; пӗрисем унӑн историне чакарса пӗчӗк племя пек кӑна кӑтартса, унӑн патшалӑх территорине пӗчӗклетсе хальхи Чӑваш Республики текен лапам талкӑшӗпе кӑна хӑварасшӑн, теприсем чӑваш ятне вышкайсӑр сарса пӗтӗм тӗнчипех сапаласа ярса пӗтересшӗн, ыттисем чӑваш ячӗ илемсӗр тесе урӑх илемлӗ ятпа улӑштарса чӑваша хӑйӗнчен хӑйне пистересшӗн. Тӗрӗссипе пирӗн халӑх историнче вӑл та ку та пулнӑ, анчах та вӗсем пурте иртнӗ ӗмӗрсенчи пулӑмсем ҫеҫ: вӑхӑта каялла ҫавӑраймӑн, иртнисене тавӑраймӑн.

Далее...

 

Кашкӑр Иванӗсен Кӗҫтенттинӗ

  12.01.2015 18:23 | 11870 Пурĕ пăхнă

(псевдонимсене мĕнле çырасси çинчен)

 

Культурăпа илемлĕ сăмахлăхăмăр анинче ĕçленĕ çынсем историре чылай чухне хушма ятсемпе (вырăсла вĕсене «псевдоним», халăх шухăшласа кăларнисене «прозвище» теççĕ) паллă пулса юлаççĕ. Вăл е ку ят çыпăçасси чăваш ялĕнче уйрăм çынран мар, чылай чухне ун таврашĕн (ăрăвĕн) ятĕнчен килет. Манăн тымарсене илсе пăхар-ха. Аннеме ялта «Ăйю Хĕветĕр ывăлĕн Ăртиван хĕрĕ Кайăкка» тесе калатчĕç. Аттене вара «Кукша Макçăм ывăлĕн Матви ывăлĕн Ехрем ывăлĕ Кĕркур» тетчĕç. Кунта «Кукша» тени мăн асаттен çыпăçнă ячĕ ĕнтĕ, унăн ашшĕне «Ваçли» тесе чĕннĕ.

Далее...

 

Комментари пайне хупнӑ

  08.01.2015 13:31 | 4194 Пурĕ пăхнă

Сайт тытасси пӗрре те ҫӑмӑл ӗҫ мар. Уйрӑмах хутшӑнакансен йышӗ нумайланать пулсан. Кашни чӑваш хӑй «патша» пулма хӑнӑхнӑранах пуль ыттисен шухӑшӗ-кӑмӑлне чӑвашсем ӑнланасшӑнах, ӑнкарасшӑнах мар, чи кирли — хӑйсен шухӑшне пӗлтересси. Кун хыҫҫӑн вара хирӗҫӳсем тухасси те инҫе мар. Ара, пӗри пӗр япала пирки калаҫать, тепри — тепӗр япала ҫинчен. Леш хайхи ик ҫынна йывӑҫа сӑнласа пама ыйтсан пӗри — «симӗс», тепри — «туратлӑ» тенӗ пекех вӑл. Унашкаллисен пӗр чӗлхе тупма чӑн та йывӑр вара.

Ҫапла май вӑхӑтлӑха комментари пайне хупас терӗм. Сӑлтавӗ — хӑйсем пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупайманнишӗн мана — сайта йӗркелекене — айӑпланӑшӑн.

Далее...

 

2014 ҫула пӗтӗмлетсе

  31.12.2014 19:23 | 14009 Пурĕ пăхнă

Иртсе каякан ҫула пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама пулать — чӑваш халӑх сайчӗшӗн вӑл япӑхах пулмарӗ. Кӑҫал эпир конкурссем нумаях ирттермерӗмӗр пулин те ҫав-ҫавах пӗрре ҫӗнӗ йышшине йӗркелерӗмӗрех — ку вӑл «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗ. Чылайӑшне килӗшрӗ, пур енчен те ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Шел те ҫитес ҫулта унашкалли ирттерме вӑхӑт тупаймӑпӑр пулӗ — ун вырӑнне эпир «Шан мана, тӗнче!» литература конкурсне тата чӑвашла сайтсен ӑмӑртӑвне йӗркелӗпӗр.

Иртсе каякан ҫулта пирӗн сайт хӑйӗн сӑнне улӑштарчӗ — ҫӗнӗ улшӑнусем чылайӑшне килӗшрӗҫ, вӗсем ӑна ырларӗҫ.

Далее...

 

Выписки из сайта «Русская народная линия»

  30.12.2014 16:46 | 5202 Пурĕ пăхнă

на обложке которой «Не в силе Бог, а в правде»

Первый форум НКО Чувашии: ложка дегтя в бочке мёда

(17.12.2014)

 

- язычники-националисты

- нападок на православие и поддержки украинского нацизма

- нападок на Православную Церковь со стороны чувашских язычников

- в поддержку украинского нацизма

- являются иностранными агентами

- зомбированные нацистской пропагандой украинцы

- внедрения радикальных течений ислама с территории соседнего Татарстана

- заезжие экстремисты

- лидер неоязычников

- лидер чувашских язычников публично солидаризировался с антироссийским режимом США и его киевскими нацистскими марионетками

- приобщении к христианской культуре, а не в возрождении язычества

- неоязыческое «возрождение», по сути, имеет однозначно антироссийский и русофобский подтекст

- антироссийски настроенные чувашские язычники-националисты

- чувашские язычники-националисты поддерживает не только нацистский режим Киева, но и татарских неонацистов (сепаратистов) Татарстана

- окрашивание памятника Ленину в цвета украинского флага по сути является формой пропаганды нацизма

Господи, неужели эти слова русского народа!

Далее...

 

Путин пресс-конференцийӗ. Онлайн, чӑвашла

  18.12.2014 15:54 | 3423 Пурĕ пăхнă

Путин пресс-конференцине Твиттерта чӑвашла ҫырса пытӑм. Онлайн пек. Паллашма сӗнетӗп (менле пур ҫавӑн пек вырнаҫтарнӑ. Орфографи йӑнӑшӗсене тӳрлетмесӗр. Тӳрех вырӑсларан чӑвашла куҫарса пыма ҫӑмӑл пулмарӗ, ӑнланма ыйтатӑп):

 

2014-12-18 09:13:35
Путин прессӑпа калаҫни пирки чӑвашла ӑнлантарса пырӑпӑр

2014-12-18 09:14:33
Путин «лайӑх» хыпарсенчен пуҫлать: ВВП 0,6% уҫнӗ имӗш

2014-12-18 09:15:45
Путин ял хуҫалӑхӗ аталанни пирки калаҫать #Путин

2014-12-18 09:16:44
"Путин Раҫҫей халӑхӗ хӑй майӗпе ӳсни пирки пӗлтерет — 37 пин ӳснӗ тет

#Путин"

2014-12-18 09:17:43
Путин пирӗн патшалӑхӑн ҫӑрӗ тӗрӗкленсе пыни пирки калать #путин2014

2014-12-18 09:18:35
Путин рубль-пе</b>
(тенкӗ) ҫыхӑннӑ ыйту чи ҫичӗччи пирки калать

2014-12-18 09:19:18
Паянхи лару-тӑру пирӗн ӗҫпе мар, тулаш факторсемпе ҫыхӑннӑ иккен

2014-12-18 09:20:12
"Путин хальхи лару-тӑрура 2008 ҫулта мӗн т унӑ ҫавнах тӑвасшӑн

#путин2014"

2014-12-18 09:21:27
Экономикӑна лайӑхлатма Путин 2 ҫул пама ыйтать — 2017-мӗшччен?

Далее...

 

Варнава «Хыпар» хаҫата килсе кайни халӑх куҫӗпе

  18.12.2014 11:09 | 14544 Пурĕ пăхнă

«Хыпар» издательство ҫуртне ҫак кунсенче Варнава килсе кайнӑ тет. Ку пулӑма сайтҫӑсем епле хакланине уйрӑммӑн илсе кӑтартас терӗм (орфографие упраса хӑварнӑ):

 

Bor1959:
Паян,Конституци кунӗнче,Туркай хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнчен Леонтьев Алюшӑн шӑрши-маршине кӑларса ямашкӑн аш Варнавӑна чӗннӗ. "Таса" атте ҫутатса парать пӳлӗме, Хыпар вара аталанса каять. Паллах,ҫутатнӑ хыҫҫӑн Шӑрттан, Вӑлча,Кӑлпасси тата темтепӗр. Кӗтмелли нумай юлмарӗ ХЫПАР вӗҫсе хӑпарассине. Акасапар хӑта, кунҫул уттинчен юлмалла мар, Туркайпа хутшӑнмалла-Туркая пулӑшмалла!

Далее...

 

Ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтарманни чӑваш чӗлхине аталантарни пулать-ши?

  17.12.2014 15:29 | 17511 Пурĕ пăхнă

Пирӗн сайтра «Хыпар» издательство ҫурчӗ районсене тухса ҫырӑнтару мероприятийӗсене ирттерни пирки пӗрре мар хыпар пулчӗ. Валери Туркай пӗтӗм чӑваш хаҫачӗсен хуҫи пулса тӑнӑ хыҫҫӑн хаҫатра чӑн та улшӑнусем пулма пуҫларӗҫ. Кӑна вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче те пӗрре мар калать. Хӑшӗ-пӗрне мухтамасӑр май ҫук (самах кунта «ҫӗршыва» пӗрлештерни пирки), теприсене вара ниепле те ырӑ пулӑм теес килмест вара. Ак, сӑмахран, уйӑх ячӗсенех илес. Юрать-ха хаҫат пуҫелӗкӗнче те пулин вӗсене хӑварнӑ. Анчах шалта — йӑлт «декабрь», «ноябрь», «октябрь».

Далее...

 

«Телейлӗ ҫул» тенине курмарӑмӑр

  05.12.2014 12:14 | 7648 Пурĕ пăхнă

е Тулай чӑвашӗсем уҫнӑ «тӗлӗнтермӗшсем» ҫинчен

Эпир — тулай чӑвашӗсем — Чӑваш Республикине хамӑрӑн иккӗмӗш тӑван ҫӗршыв вырӑнне хуратпӑр. Ҫакна пула унта сайра хутра пулсан та ҫитсе курма тӑрӑшатпӑр, тӑван халӑхӑн культурипе таччӑн паллашма ӗмӗтленетпӗр. Чӑваш Енри сывлӑш та, ҫутҫанталӑк та чӑвашла пек туйӑнать. Вырӑнта пурӑнакан чӑвашсенчен чылайӑшӗ хӑйсен шӗкӗр хулине «Чябаксар» теҫҫӗ, эпир ӑна хисеплесе «Шупашкар» тетпӗр. «Чябаксар» тени тӑрӑхланӑ пек е чӑваш хӑйне хисеплемесӗр калаҫнӑ пек илтӗнет пирӗншӗн. Мӗншӗн тесен кунта чӑн Чӑвашлах пурӑнмалла пек.

Далее...

 

«Хусан чӑвашӗсен» ҫӗнӗ номерӗсем

  02.12.2014 19:51 | 5216 Пурĕ пăхнă

«Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн пӗр вырӑнта тӑманни, аталанни мана савӑнтарать. Константин Малышев ӳкернӗ видеосемпе паллашма сӗнетӗп. Пахалахӗ япӑх (видеосен), концертне кайса курасчӗ....

 
Paĝoj: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, ... 47
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)