Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Малалла утар!

Хачӑсӑр-ҫӗҫӗсӗр кантра татмалли меслет

  27.11.2014 13:11 | 9857 Пурĕ пăхнă

Ал айӗнче хачӑ-ҫӗҫӗ тавраш ҫук пулсан та ҫирӗп кантрана ним мар татма пулать. Ӑна валли пире тепӗр кантра кӑна кирлӗ — пӗр-пӗринпе сӑтӑрсан-сӑтӑрсан питӗ хӑвӑрт касӑлать иккен.

Ӗненмесен ҫак видеопа паллашӑр:

 

Китай ҫӗнӗ пурҫӑн ҫулне уҫать?

  24.11.2014 18:38 | 4270 Пурĕ пăхнă

Иртнӗ эрнере, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, Китайри тухӑҫ енчи Иу хулинче таварпа тиенӗ пуйӑс ҫула тухнӑ. Вӑтам Ази урлӑ каҫса унӑн Испанири Мадрида ҫитмелле. Ҫулӗ пурӗ 21 кун тӑсӑлӗ. Ҫапла май ҫак чукун ҫул ҫыхӑнӑвӗн тӑршшӗ 13 пин ҫухрӑмпа танлашӗ — хальхи вӑхӑтри чи вӑрӑм ҫул. Китайри Иу ятлӑ хула пирки эсир илтмен те пулӗ, анчах та вӑл пысӑк суту-илӳ центрӗ шутланать, унта Китайра кӑларакан пӗчӗк таварсемпе нумай суту-илӳ тӑваҫҫӗ.

Ҫак маршрута уҫни логистикӑпа инфраструктурӑна аталантарма пулӑшакан план шутне кӗрет.

Далее...

 

Владислав Николаевран илнӗ интервью

  21.11.2014 12:38 | 9968 Пурĕ пăхнă

«Асамат  &  Шевле», «Салам» хаҫат-журнала кӑларакан Владислав Николаевпа тӗл пулса калаҫрӑмӑр. Тен сире те кӑсӑклӑ пулӗ — паллашӑр.

Хӑвӑн пирки кӗскен каласа пар-ха.

— Елчӗк районӗнчи Шӑмалак ялӗнче 1974 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Шӑмалакри вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ, 1991-96 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ. Вӗренсе тухсан тӗрлӗ хаҫат-журналта («Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси»), ЧР физкультурӑпа спорт министерствинче, Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑваш уйрӑмӗнче ӗҫленӗ.

Далее...

 

Макӑрсан та памаҫҫӗ

  20.11.2014 17:14 | 13381 Пурĕ пăхнă

«Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ», — тет ваттисен сӑмахӗ. Шупашкарти чарӑну ячӗсене вырӑсла ҫеҫ хӑварни пирки мӗн чухлӗ шавламарӗҫ пулӗ — ӗҫӗ ниепле те вырӑнтан хускалаймасть. Хайхи ҫак ваттисен сӑмахне шута илсен «макӑрсан та памаҫҫӗ» тесе вӗҫлемелле пуль? Е вӗсемпе урӑхла калаҫмалла-ши? Выҫӑ тытса? «Чӑвашла ятсем ҫырса тухиччен выҫӑ тататӑп», — тесе пуль? Тен ун хыҫҫӑн чӑваш чӗлхине хисеплеме пуҫлӗҫ?

Чарӑну ячӗсенче — вырӑслисенче — йӑнӑшсем те пурччӗ. Вӗсене тӳрлетме хула влаҫӗ вӑхӑт тупрӗ, чӑвашла ҫырманнине вара халӗ те тӳрлетеймест.

Далее...

 

Тафаев республикӑсене кӗпернелесшӗн?

  20.11.2014 15:37 | 17819 Пурĕ пăхнă

Ҫак кунсенче нумай пулмасть «АиФ. Чувашия» хаҫатра Геннадий Тафаевпа калаҫнӑ интервью пичетленсе тухнӑ. Китай пирки ыйтсан ҫак «ӑсчах», хӑйне историк тата политолог текенскер, республикӑсене кӗпернелесси пирки те сӑмах хушнӑ. Ун шучӗпе республикӑсенче ним ытти те ҫук имӗш, кӗпернесем патне таврӑнсан ҫеҫ Чӑвашра лӑпкӑлӑх пулать:

— В последнее время вся республика следит за тем как развиваются отношения Чувашии и Китая.

Далее...

 

Чи ҫӳллӗ шывсикки — Анхель

  15.11.2014 02:43 | 9739 Пурĕ пăхнă

Ку шывсикки Венесуэлӑра вырнаҫнӑ, ун ҫӳллӗшӗ 1054 метр шутланать. Ниме те перӗнмесӗр юхакан шывӑн ҫӳллӗшӗ — 807 метр. Анхель ята ҫак шывсиккине Джеймс Энджел (Angel) вӗҫевҫӗ ячӗпе панӑ пулать.

Шывсиккине XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Эрнесто Санчес Ла Крус уҫнӑ. Анчах та паллӑ вырӑн шутне вӑл ун тавра Джеймс Энджел вӗҫсе иртнӗ хыҫҫӑн кӗнӗ. Паллах, ку шывсиккине унччен те пӗлнӗ. Вырӑнти пемон индей йӑхӗ ӑна «Керепакупай вена» ятпа асӑннӑ пулать. Чӑвашла куҫарсан — «Чи тарӑн вырӑнти шывсикки».

Далее...

 

Ҫармӑссен картти

  30.10.2014 11:04 | 4266 Пурĕ пăхнă
mariel.jpg

 

Ӳкерчӗк ҫине пуссан ҫармӑсла тунӑ Мари Эл карттине уҫласа илме пулать. PDF форматпа вӑл.

Эп пӗлнӗ тӑрӑх ҫармӑссен кӑна хӑй чӗлхипе пур, ытти республикӑсен ҫук пулас...

 

Ҫӗршыва уйӑрма пӑрахӗҫ пулмалла

  29.10.2014 19:30 | 11360 Пурĕ пăхнă

Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнелле вӗрет теҫҫӗ те, ак, Туркай та «Хыпарта» ҫӗнӗ йӗрке тума пуҫланӑ пулас.

Патшалӑх шайӗнче тахҫанах ҫӗршыв саланасран хӑраса ятарлӑ саккунсем кӑларчӗҫ, тӗрмепе хӑратма пикенчӗҫ. Апла-и, капла-и, пирӗн хӑш-пӗр «ӑслӑ» пуҫсем чӗлхери «ҫӗршыв» сӑмаха уйрӑм ҫыртарма пикенчӗ: «ҫӗр-шыв». Дефисӗ пӗр енчен уйрӑм ҫырни мар та-ха, анчах ҫав-ҫавах сӑмаха вуланӑ чухне татнӑ-вакланӑ сӑмахсене ҫӗвӗпе ҫыхӑнтарнӑ евӗрехччӗ. Апла ҫыртарни самай тавлаштарчӗ хӑй вӑхӑтӗнче, хаҫатра та темиҫе статья пичетленсе тухрӗ.

Халь ӗнтӗ, Туркай килнӗ хыҫҫӑн, ку сӑмаха хаҫатра пӗрле ҫырма пуҫланӑ пулас.

Далее...

 

Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи спорт мероприятийӗсенче мӗншӗн-ха чӑваш чӗлхипе усӑ курас мар?

  28.09.2014 12:56 | 5731 Пурĕ пăхнă

Пирӗн тӳре-шарашӑн чӑваш чӗлхи тем тесен те кирлӗ мар. Тутарстанрисемпе танлаштарсанах пысӑк уйрӑмлӑх куратӑн. Вӗсен сайчӗсем те тутарла туллин калаҫаҫҫӗ, мероприятисенче те тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ. Ав, пӗлтӗр универсиада иртнӗччӗ. Пысӑк спорт мероприятин сайтне вара акӑлчанлипе вырӑсла версисӗр пуҫне тутарла та хатӗрленӗччӗ. Шкулсенче те вӗсем тутарла вӗрентес тесе тӑрӑшаҫҫӗ, Раҫҫей министрӗсем ҫӳлтен «хушаҫҫӗ» пулсан та вырӑнта, хӑйсем патӗнче, майсем тупаҫҫех.

Шупашкарта Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи мероприятисем сахал мар иртеҫҫӗ.

Далее...

 

Сывӑ нацие чӑваш чӗлхи кирлӗ мар

  25.09.2014 23:01 | 10906 Пурĕ пăхнă

Ҫапларах хак пама пулать паян пулса иртекен шкулсенчи пулӑма. Ҫӳлтен ярса панӑ хушупа физкультура урокӗсен йышне ӳстерме хушнӑ. Шкулсен директорӗсем вара (е кам унта уншӑн яваплӑ?) ҫак хушӑва плана кӗртес тесе чӑваш чӗлхин сехечӗсене илнӗ тет. Мӑнтарӑн чӑваш чӗлхи учителӗсене сехечӗсем ҫитменрен вӗсене вара истори урокӗсене ертсе пыма панӑ.

Чӑннипе те кӑшкӑрас килет: пирӗн тӳре-шарасем мӗн хӑтланаҫҫӗ? Сывӑ халӑх, паллах кирлӗ. Анчах ҫав халӑха тӑван чӗлхи кирлӗ мар-ши? Ют чӗлхепе пурӑнсан та каять тесе шухӑшлаҫҫӗ-ши? Хайхи кӗнекесем кӑларса чӑваш чӗлхине «музейласа» (тепӗр май каласан, архивласа) хӑварасшӑн-ши?

Далее...

 

Геннадий Волков палӑкне хӑҫан вырнаҫтарӗҫ-ши?

  17.09.2014 19:09 | 4717 Пурĕ пăхнă

Шупашкарӑн аслӑ урамӗпе утнӑ май Геннадий Никандрович Волков ячӗллӗ сквер пулмалли вырӑна ҫитсен яланхилле ҫак палӑкӑн шӑпи мана пӑшӑрхантара пуҫлать.

Ҫак пархатарлӑ ӗҫе пӗлтӗр пуҫӑннӑччӗ — 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче конкурс ирттерсе Владислав Немцовӑн кӳлепене суйланӑччӗ. Вӑл метр ҫурӑ ҫӳллӗш, пӑхӑртан пулмаллаччӗ. Палӑк валли 1,2 метрлӑ гранитлӑ постамент та хатӗрлемеллеччӗ.

Унтанпа вӑхӑт шурӗ те шурӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ те ҫитрӗ (паллӑ ӑсчахӑн ҫуралнӑ кунӗ), анчах палӑк Ленин проспектӗнчи вырӑна ниепле те йышӑнаймарӗ. Паян кун та унта пӗр гранит плита кӑна выртать.

Далее...

 

Чи чухӑн президент

  06.09.2014 18:23 | 5222 Пурĕ пăхнă

Уругвай президенчӗ тӗнчере чи чухӑнни шутланать.

Тӗнчери пур патшалӑхра та тенӗ пекех халӑх шухӑшӗпе политиксем вӗсен пурнӑҫне ӑнланмаҫҫӗ пек. Уйрӑмах пысӑк пукан ҫинче ларакансем. Президентсен яланах пысӑк керменсем, вӗсем чаплӑ машинсемпе ҫӳреҫҫӗ, апат-ҫимӗҫне те чи тутлине ҫиеҫҫӗ. Уругвай президенчех пач урӑхла — вӑл чаплӑ керменте мар, ялта пурӑнать, ӗҫлесе илекен укҫине те чухӑнсене салатса пӗтерет.

Ун килӗ умне ҫитсе тӑрсан эсир типӗтме ҫакнӑ япаласене асӑрхама пултаратӑр. Шыв ӑсма та Уругвай президенчӗ хӑйех ҫӳрет — алӑпа ҫӑлран йӑтать.

Далее...

 

Ҫӗмӗрлесем Вырӑс литературин ҫулталӑкне ирттересшӗн

  29.07.2014 12:29 | 5353 Пурĕ пăхнă

Ман хыпарҫӑсем ҫак хыпара куҫарса панӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑш.

 

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Путин хушу алӑ пуснӑ — 2015 ҫула Литература ҫулталӑкӗ пек ирттересси ҫинчен. Паян вара Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗренӳ, спорт тата ҫамрӑксен политикин пайӗ район сайтӗнче ҫакӑн пирки хыпар вырнаҫтарнӑ, анчах темшӗн ӑна «Вырӑс литературин ҫулталӑкӗ» тесе ят панӑ.

Чулхула облаҫне куҫас шухӑшлӑскерсем Раҫҫей нумай нациллӗ пулни пирки маннӑ пулас, вӗсемшӗн литература текенни те пӗр вырӑссен кӑна пулма пултарать, пирӗн кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ халӑхӑнне кӑна пропагандӑламалла пулать.

Далее...

 

Ответ татарской молодежи Мединскому по поводу преподавания в школах русского и национальных языков

  23.07.2014 00:20 | 6518 Пурĕ пăхнă
Министру культуры Российской Федерации В.Р. Мединскому

 

Уважаемый Владимир Ростиславович!

 

На состоявшемся недавно заседании Совета при Президенте по межнациональным отношениям Вы сказали следующие слова:  «…Мы довольно серьёзно увеличили региональную составляющую и в языке, и в истории. Мы больше учим сейчас иностранные языки, и это тоже, конечно, правильно, но это не должно идти в ущерб изучению русского языка, нашей литературы и нашей общей, подчеркну, истории.

 

Школьник, с одной стороны, выигрывает от знания региональных языков, это бонус, но это имеет смысл только в случае дополнения к глубокому знанию нашего общего языка.

Далее...

 

Тӗленмелле илемлӗ ял пурнӑҫӗ

  29.06.2014 01:42 | 6485 Пурĕ пăхнă

Хулара пурӑнакан ҫынна тем тесен те ҫав-ҫавах ялалла туртать. Ҫак шухӑш ун пуҫӗнче пӗрре те пулин ҫуралатах. Енчен те эсир ҫак вӑхӑтпа шӑп та лӑп ун пирки шухӑшлатӑр пулсан сире валли ятарласа тӗнчери чи илемлӗ ял кӗтесӗсен сӑнӗсене кӑтартӑпӑр:

Манарола, Итали

Риомаджоре, Итали

Джулио утрав, Итали

Францин кӑнтӑр-тухӑҫ енчи Чаплӑ ялӗ

Сеня, Норвеги

Хальстат, Австри

Фудзи тӑвӗ, Япони

Вьетнамсен ялӗ

Пиран ҫурутравӗ, Словени

Фарер утравӗсем

Кастелоризо утравӗ, Греци

Хитре Верназза, Итали

Гриндельвальд, Швейцари

Йӑла ялӗ, Серби

Реннан, Шотланди

Оулафсфьордюр, Исланди

Чески-Крумлов, Чехи

Дамюльс, Австри

Сапа, Вьетнам

Норвегири ял

Толедо, Испани

Рейне, Норвеги

Лофотен утравӗсем, Норвеги

Пьертапертоза, Итали

Попейе, Мальта

Анчор Бэй, Мальта

Гренланди

Гималай

Какорток, Гренланди

Нигер юханшывӗ, Мали

Норвеги

Поляр унки хыҫӗнчи ял

 

Вӑрӑмтунасенчен хӑтӑлмалли ансат хатӗр

  26.06.2014 14:32 | 4553 Пурĕ пăхнă

Сирӗн ал айӗнче вӑрӑмтунасенчен сыхланмалли япала ҫук пулсан нӑйкакан кӑпшанкӑсенчен шар кӳме тивессине пӗрре те пӗлтермест. Эсир ахаль япаласенченех вӑрӑмтунасенчен сыхланмалли хатӗр ӑсталама пултаратӑр.

Тӗнче тетелӗнче шырасан тӗрлӗ хатӗрсене тупма пулать, вӗсен йышӗнче ҫак меслет — чи анлӑ сарӑлни. Инҫетри Дубай хулан тӳре-шари те ҫак хатӗрпе усӑ курма сӗннине шута илсен хам тӗрӗслемен пулин те вӑл чӑн та усӑллӑ пуль тесе шутлатӑп.

Varamtuna.jpg

Пластик кӗленчен икӗ пайӗ ҫӑтах вырнаҫман пулсан вӗсене скотчпа ҫыпӑҫтарма пулать.

Далее...

 

Канадӑн Банф наци паркӗ (сӑнсем)

  23.06.2014 13:34 | 4478 Пурĕ пăхнă
supercoolpics_01_03122013145558.jpg

Банф парк Канадӑри чи кивӗ наци паркӗсенчен пӗри шутланать. Вӑл Альберт провинцинчи сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта 6 641 тӑваткал ҫухрӑм йышӑнать.

supercoolpics_05_14072010092252.jpg

Кунта лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ вӑрмансем, илемлӗ шывсиккисемпе кӳлӗсем вырнаҫнӑ.

Далее...

 

Чӑваш йӑли-йӗрки: Така пусни

  21.06.2014 18:44 | 4971 Пурĕ пăхнă

Чӑвашсен йӑли тӑрӑх ҫамрӑк така суйланӑ — аш тути кӗме пуҫланӑскерне. Таки шурӑ тӗслӗ пулмалла. Хура пулсан та темех мар, ӑна малтан ҫанӑхпа сапаҫҫӗ те: «шурӑ така паратпӑр», — теҫҫӗ.

Чӑн чӑваш йӑлипе малтан сӗтел хатӗрлеҫҫӗ — унта витре шывпа курка, чашӑкпа кӗрпе, тӑвар, ҫӗҫӗ тата пуҫламан ҫакӑр хураҫҫӗ. Суйланӑ такана мӑчавӑр пӑявпа сӗтел умне илсе килет те хӗвелтухӑҫ енне кӗлӗ калать.

DSCF5421.jpg

Унтан такана пусма илсе каяҫҫӗ.

Далее...

 

Шупашкарти экономика канашлӑвӗн пӗлтерӗвӗ

  18.06.2014 17:39 | 5201 Пурĕ пăхнă
Экономика форумӗн пӗлтерӗвӗ

Паян турккӑ ӑсчахӗсен кӗнеке хӑтлавне кайма тӳр килчӗ. Наци вулавӑшӗн ҫамки ҫине Шупашкарти экономика канашлӑвӗ пирки пӗлтерӳ ҫакса хунӑ. Вырӑсла та чӑвашла та ҫырса хурас вырӑнне икӗ штук вырӑсла ҫакса хунӑ. :(

 

Кивӗ замокри ретроурапасен музейӗ

  13.06.2014 19:57 | 4407 Пурĕ пăхнă

Италири Кастальхранкӑ-Эмиле хула ҫумӗнче вырнаҫнӑ Панцано замокра хӑйне евӗр ретроурапасен пуххи вырнаҫнӑ иккен. Замок хуҫи те, урапасен хуҫа те — Марио Ригини.

Кунта, сӑмахран, сайра тӗл пулакан Alfa Romeo урапасем пур, вӗсен шутӗнче Tazio Nuvolari’s 8C 2300 та. Ку урапасен пуххинче Lancia моделӗсем те вырнаҫнӑ, ҫав шутра — Stratos.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19, 20, ... 47
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)